Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать»

«Сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать»

«Ӳтпе пурӑнакансем — ӳтӗнни ҫинчен, Сывлӑшпа пурӑнакансем Сывлӑшӑнни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ» (РИМ 8:5).

ЮРӐСЕМ: 45, 36

1, 2. Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 8-мӗш сыпӑк мӗншӗн уйрӑмах святой сывлӑшпа суйласа лартнисене интереслентермелле?

ЭСИР кашни ҫулах Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче Рим 8:15—17 сӑвӑ йӗркисене вулатӑр пулӗ. Ҫак сӑвӑ йӗркисенче Турӑ хӑйсене святой сывлӑшпа суйласа лартнине христиансен мӗнле ӑнланса илмелли ҫинчен каланӑ: святой сывлӑш вӗсем Турӑ ачисем иккенне пӗлтерсе тӑрать. Ҫак сыпӑкри пӗрремӗш сӑвӑ йӗркинче Христоспа пӗрлешнисем ҫинчен ҫырнӑ. Анчах та Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 8-мӗш сыпӑк святой сывлӑшпа суйласа лартнисене ҫеҫ тивет теме пулать-и? Ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансем те ҫак сыпӑкра хӑйсене валли мӗн те пулин усӑллине тупма пултараҫҫӗ-и?

2 Чи малтанах ҫак сыпӑк святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пырса тивет. Вӗсем святой сывлӑш илеҫҫӗ тата Турӑ хӑйсене «ывӑллӑха илессе кӗтсе, ӳт-пӗвӗнчен хӑтарасса кӗтсе» пурӑнаҫҫӗ (Рим 8:23, ҪТ). Пуласлӑхра ҫав христиансем пӗлӗтре Туррӑн ывӑлӗсем пулса тӑрӗҫ. Иегова вӗсен ҫылӑхӗсене тӳлесе илмелли парне урлӑ каҫарнӑ тата вӗсене тӳрре кӑларнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Унӑн ывӑлӗсем пулма пултараҫҫӗ (Рим 3:23—25; 4:25; 8:30).

3. Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 8-мӗш сыпӑк ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансене те мӗншӗн интереслентермелле?

3 Анчах та Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 8-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырни ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансемшӗн те усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсем те Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ Павел хӑйӗн ҫырӑвӗнче маларах мӗн ҫырнинчен курӑнать. 4-мӗш сыпӑкра вӑл Авраам ҫинчен ҫырнӑ. Турӑ Израиль халӑхне Саккун париччен тата Иисус пирӗн ҫылӑхсене тӳлесе иличчен чылай ҫул маларах Авраам Иеговӑна ҫирӗп ӗненсе уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Апла пулин те Иегова Авраамӑн хытӑ ӗненнине курса ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ. (Рим 4:20—22 вуласа пар.) Ҫавӑн евӗрлех паян та Иегова ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан шанчӑклӑ христиансем пирки тӳрӗ ҫынсем теме пултарать. Ҫавӑнпа та 8-мӗш сыпӑкри канаш вӗсемшӗн те усӑллӑ.

4. Рим 8:21-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗн ҫинчен шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ?

4 Рим 8:21-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫӗнӗ тӗнче пуласса ҫирӗп ӗненме пулӑшаҫҫӗ. Ҫав сӑвӑ йӗркинче «мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ» тесе ҫырнӑ. Эсир ҫак пиллӗхе илессе ҫирӗп шанатӑр-и? Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 8-мӗш сыпӑкри канаш сире шанчӑка ҫирӗплетме пулӑшӗ.

«ӲТӖННИ ҪИНЧЕН» ШУХӐШЛАНИ

5. Рим 8:3—13 сӑвӑ йӗркисенче Павел апостол мӗн ҫинчен каланӑ?

5 Рим 8:3—13 вуласа пар. Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 8-мӗш сыпӑкра «ӳтпе пурӑнакансене» «сывлӑшпа пурӑнакансемпе» танлаштарнӑ. Кам та пулин кунта Турӑшӑн ӗҫлекенсемпе ӗҫлеменнисем ҫинчен сӑмах пырать теме пултарать. Анчах та Павел ҫак ҫырӑва «Римра пурӑнакансем, Турӑ юратакан ҫынсем, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗскерсем» патне ҫырса янӑ (Рим 1:7). Апла пулсан Павел «ӳтпе пурӑнакан» христиансем «сывлӑшпа пурӑнакан» христиансенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине кӑтартнӑ. Айтӑр ҫав уйрӑмлӑхсене пӑхса тухар.

6, 7. а) Библире «ӳт» тени мӗне-мӗне пӗлтерет? ӑ) Рим 8:3—13 сӑвӑ йӗркисенче «ӳт» тесе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ?

6 Чи малтанах «ӳт» сӑмах пирки шухӑшласа пӑхар. Павел ҫак сӑмаха мӗнле пӗлтерӗшпе каланӑ? Библире «ӳт» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ тӗрлӗрен пулма пултарать. Хӑш чухне вӑл кӗлеткене пӗлтерет (Рим 2:28; 1 Кор. 15:39, 50). Унсӑр пуҫне, вӑл тӑванлӑха кӑтартма пултарать. Иисус Христос пирки «ӳчӗпе Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ» тенӗ, Павел вара еврейсем пирки «ӳтрен тӑваннисем» тесе ҫырнӑ (Рим 1:3, 4; 9:2, 3).

7 Рим 8:3—13 сӑвӑ йӗркисенче Павел «ӳт» сӑмаха мӗнле пӗлтерӗшпе каланине ӑнланас тесен вӑл 7-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырнине пӑхса тухмалла. Рим 7:5-мӗшӗнче Павел «ӳтшӗн пурӑнакансем» «ҫылӑхлӑ шухӑш-туйӑмсем» хыҫҫӑн каяҫҫӗ тенӗ. Ҫак сӑмахсем 8-мӗш сыпӑкра апостол камсем пирки «ӳтпе пурӑнакансем» тата «ӳтӗнни ҫинчен шухӑшла[кансем]» тенине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫав ҫынсемпе ҫылӑхлӑ шухӑш-кӑмӑл хуҫаланать тата вӗсем ӑна хирӗҫ тӑмаҫҫӗ, вӑл хӗтӗртнӗ пек туса тӑраҫҫӗ. Тӗпрен илсен ҫак ҫынсем ҫылӑхлӑ шухӑш-ӗмӗт хыҫҫӑн каяҫҫӗ, ҫав вӑйлӑ кӑмӑл-туйӑм (ар ҫыхӑнӑвне кӗресси е урӑх туртӑмсем) ярса илнӗрен вӗсем хӑйсене тытса чараймаҫҫӗ.

8. Павел асӑрхаттарса калани мӗншӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене те пырса тивнӗ?

8 Анчах та эсир ыйтма пултаратӑр: мӗншӗн Павел ӳтшӗн ан пурӑнӑр тесе святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене асӑрхаттарнӑ? Турӑ тӳрре кӑларнӑ тата хӑйӗн тусӗсем вырӑнне хума пуҫланӑ христиансем ҫавнашкал хӑрушлӑха лекме пултараҫҫӗ-и? Шел пулин те, кашни христианин ҫылӑхлӑ шухӑш-ӗмӗт хыҫҫӑн кайма пултарать. Тӗслӗхрен, Римри хӑш-пӗр христиансем «хӑйсен хырӑмӗшӗн» тӑрӑшнӑ, урӑхла каласан, вӗсен пӗрремӗш вырӑнта тутлӑ апат-ҫимӗҫпе, ар хутшӑнӑвӗпе тата ытти япаласемпе киленесси пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем «айван ҫынсене хӑйсем майлӑ» ҫавӑрнӑ (Рим 16:17, 18; Иуда 4, 8, 12; Флп. 3:18, 19). Пӗр христианин вара амаҫури амӑшӗпе пурӑннӑ (1 Кор. 5:1). Ҫаксене шута илсен, Павел апостол «ӳтӗнни ҫинчен» ан шухӑшлӑр тесе асӑрхаттарни малтанхи христиансене чӑнах та кирлӗ пулнӑ (Рим 8:5, 6).

9. Рим 8:6-мӗшӗнчи Павелӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтермеҫҫӗ?

9 Павел асӑрхаттарни хальхи вӑхӑтра та усӑллӑ. Христианин Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлет пулсан та, «ӳтӗнни ҫинчен» шухӑшлама пуҫлама пултарать. Анчах та Павел калани пирӗн апат-ҫимӗҫ, ӗҫ, кану тата каччӑпа е хӗрпе ҫӳресси ҫинчен пачах та шухӑшламалла маррине пӗлтерет-и? Ҫук, паллах. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланинче ним япӑххи те ҫук. Иисус та тутлӑ апат-ҫимӗҫпе киленнӗ, вӑл ыттисене те тӑрантарнӑ. Канма вӑхӑт уйӑрмаллине те ӑнланнӑ. Павел вара ар хутшӑнӑвӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе ҫырнӑ.

Сирӗн калаҫусенчен мӗн курӑнать: эсир «сывлӑшӑнни ҫинчен» е «ӳтӗнни ҫинчен» шухӑшлатӑр? (10, 11 абзацсене пӑхӑр.)

10. Рим 8:5, 6 сӑвӑ йӗркисенче «ӳтӗнни ҫинчен... шухӑшлаҫҫӗ» тени мӗне пӗлтерет?

10 «Ӳтӗнни ҫинчен... шухӑшлаҫҫӗ» тесе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ вара? Павел усӑ курнӑ грек сӑмахӗ «ҫын мӗн те пулин тума пӗтӗм ӑс-тӑнне ӗҫлеттернине, чунне парса тӑрӑшнине тата ҫавна тума тӗплӗн план туса хунине пӗлтерет». «Ӳтшӗн пурӑнакансем» ҫылӑхлӑ шухӑш-ӗмӗт хыҫҫӑн кайса пурӑнаҫҫӗ. Пӗр ученӑй Рим 8:5-мӗшӗнче усӑ курнӑ сӑмах пирки акӑ мӗн калать: «Ҫав ҫынсен пӗтӗм шухӑшӗ те ӳтӗнни ҫинче — пӗтӗм калаҫӑвӗ те, тӗллевӗсем те ҫавӑн ҫинче кӑна, вӗсем ҫавӑн ӑшне пуҫӗпех путнӑ тата вӗсене савӑнӑҫ параканни те урӑх ним те ҫук».

11. Пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта мӗн тӑма пултарать?

11 Римри христиансен хӑйсен пурнӑҫӗнче малти вырӑнта мӗн пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла пулнӑ. «Ӳтшӗн пурӑнакансем» пулса тӑман-и тесе хӑйсене тӗрӗслемелле пулнӑ. Пирӗн те ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Хамӑр пурнӑҫра пире мӗн ытларах савӑнтарать? Час-часах мӗн ҫинчен калаҫатпӑр? Куллен-кун эпир хамӑр вӑя ӑҫта яратпӑр? Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласан пӗрисем, тен, хӑйсем мӗнле те пулин урӑх тӗрлӗ эрехе тутанса пӑхасшӑн ҫуннине асӑрхаҫҫӗ, теприсем — хӑйӗн хваттерне илемлетме нумай вӑй хунине. Хӑшӗ-пӗрисем вара мода, отпуск тата укҫана ӑҫта хывмалли ҫинчен ҫеҫ шутласа ҫӳренине ӑнланса илеҫҫӗ. Ҫак ӗҫсенче ним япӑххи те ҫук, вӗсем ҫинчен шухӑшламасӑр пулмасть. Сӑмахран, Иисус шывран эрех тунӑ, Павел вара Тимофее «кӑштах эрех» ӗҫме канаш панӑ (1 Тим. 5:23; Иоанн 2:3—11). Анчах та вӗсем эрех ҫинчен ҫеҫ калаҫнӑ тата вӑл анчах вӗсене савӑнӑҫ кӳнӗ теме пулать-и? Пурнӑҫ тӗллевӗ вӗсен эрехре кӑна пулнӑ-ши? Ҫук, паллах. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта мӗн тӑрать?

12, 13. Мӗншӗн пирӗн хамӑр шухӑшсене тӗрӗслесе пӑхмалла?

12 Хамӑра ҫакӑн пек тӗрӗслесе пӑхни питӗ кирлӗ. Мӗншӗн? Павел ҫапла ҫырнӑ: «Ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет» (Рим 8:6). Ҫакӑ питӗ кирлӗ асӑрхаттару, мӗншӗн тесен ӳт хыҫҫӑн кайсан халӗ Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене ҫухатма пулать, пуласлӑхра вара — пурнӑҫа та. Апла пулин те «ӳт шухӑшӗ» хыҫҫӑн каякансем вилӗмрен хӑтӑлас ҫук тесе каламан Павел. Ҫын улшӑнма пултарать. Коринфри «ӳтшӗн пурӑнакан» христианина аса илер. Ӑна пухуран кӑларса яма тивнӗ, анчах та вӑл улшӑннӑ. Йӗркесӗр пурнӑҫпа пурӑнма пӑрахса вӑл тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ (2 Кор. 2:6—8).

13 Коринфри ҫав христианин ҫылӑх ӑшне путнӑ пулсассӑн та, хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарма пултарнӑ. Пирӗн вӑхӑтра та христианин Иеговӑн нормисемпе пурӑнас вырӑнне ҫылӑхлӑ туртӑм хыҫҫӑн кайма пуҫланӑ пулсан, вӑл та улшӑнма пултарать. Павел «ӳтӗнни ҫинчен» шухӑшлакансемпе мӗн пулса иртме пултарни ҫинчен асӑрхаттарса калани христиансене хӑйсен пурнӑҫӗнче кирлӗ улшӑнусем тума хавхалантармалла!

«СЫВЛӐШШӐННИ ҪИНЧЕН» ШУХӐШЛАНИ

14, 15. а) «Ӳтӗнни ҫинчен» шухӑшлас вырӑнне мӗн ҫинчен шухӑшлама пулать? ӑ) «Сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшлани мӗне пӗлтермест?

14 «Ӳтӗнни ҫинчен» шухӑшлани ҫав тери хӑрушӑ пулма пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Павел «сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать» тесе шантарса каланӑ. Ҫакӑ мӗн тери пысӑк пиллӗх! Эпир ӑна мӗнле илме пултаратпӑр?

15 «Сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшлани ку тӗнчерен пачах уйрӑм тӑмаллине пӗлтермест. Тата ҫакӑ Библи ҫинчен, Иеговӑна юратни ҫинчен тата пуласлӑхри шанчӑк ҫинчен ҫеҫ шухӑшламаллине тата калаҫмаллине те пӗлтермест. Павел та, пӗрремӗш ӗмӗрти ытти шанчӑклӑ христиансем те таврари ҫынсем пекех пурӑннӑ: тутлӑ апатпа тата эрехпе киленнӗ, нумайӑшӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫпа савӑнса пурӑннӑ, ҫемйисене тӑрантарас тесе ӗҫленӗ (Марк 6:3; 1 Фес. 2:9).

16. Павел ытти ҫынсем пекех пурӑннӑ пулсан та мӗнле ӗҫе вӑл чи кирлӗ ӗҫ тесе шутланӑ?

16 Анчах Павел та, пӗрремӗш ӗмӗрти ытти христиансем те ҫак кулленхи ӗҫсене хӑйсен пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнма паман. Библире Павел палаткӑсем тунӑ тенӗ, анчах та ырӑ хыпар сарасси тата ҫынсене чӑнлӑха вӗрентесси уншӑн чи кирлӗ ӗҫ пулнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 18:2—4; 20:20, 21, 34, 35 вуласа пар.) Римра пурӑнакан христиансене те вӑл ҫакна тума хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Римри христиансем пекех пирӗн те Павелтан тӗслӗх илмелле (Рим 15:15, 16).

17. «Сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшлани мӗнле пиллӗхсем парӗ?

17 Иеговӑн ӗҫне малти вырӑна лартни пире мӗнле усӑ парӗ? Рим 8:6-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, «сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать». «Сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшлас тесен Туррӑн сывлӑшне хамӑр ӑс-тӑн ҫине витӗм кӳме памалла тата вӑл шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренмелле. Иегова пирӗн пурнӑҫ савӑнӑҫлӑ та телейлӗ пулӗ тесе сӑмах парать, пуласлӑхра вара эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр: пӗрисем — пӗлӗтре, теприсем — ҫӗр ҫинче.

18. «Сывлӑш шухӑшӗ... канӑҫлӑх парать» тесе мӗншӗн калама пулать?

18 «Сывлӑш шухӑшӗ... канӑҫлӑх парать» тени мӗне пӗлтерет? Нумайӑшӗ чӗрере канӑҫлӑх пултӑр тесе тем те туса пӑхаҫҫӗ, эпир вара хамӑр ӑшра халех канӑҫлӑх пуррипе савӑнатпӑр. Тӗслӗхрен, эпир килтисемпе тата пухури тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшатпӑр. Эпир ҫитменлӗхлӗ пулнӑран пирӗнпе ыттисем хушшинче йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекки пулса тухсан Иисус каланӑ пек тумалла: тӑванпа кайса килӗштермелле (Матф. 5:24). Пирӗн тӑван та «канӑҫлӑх Турришӗн» ӗҫленине асра тытатпӑр пулсан, унпа мирлешме ҫӑмӑлтарах пулӗ (Рим 15:33; 16:20).

19. «Сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшласан тата кампа пирӗн мир пулать?

19 «Сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшласан эпир Турӑпа та мирлешме пултаратпӑр. Исаия ҫырса хунӑ пророкла сӑмах хӑй пурӑннӑ вӑхӑтрах пурнӑҫланнӑ, ҫав сӑмахах пирӗн вӑхӑтра тата ытларах пурнӑҫланать: «Ҫирӗп чун-чӗреллисене Эсӗ [Иегова] туп-тулли тӑнӑҫлӑх паратӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Сана шанаҫҫӗ» (Ис. 26:3; Рим 5:1 вуласа пар).

20. Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 8-мӗш сыпӑкри Турӑ панӑ канашшӑн эсир мӗншӗн пархатарлӑ?

20 Эпир святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем-и е ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансем-и, пурсӑмӑр та Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 8-мӗш сыпӑкри канашшӑн питӗ пархатарлӑ. «Сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать» тесе Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ сӑмахсене тытса тӑни ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине эпир курса тӑратпӑр. «Сывлӑшӑнни ҫинчен» шухӑшлакансем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ, мӗншӗн тесен Павел каланӑ: «Ҫылӑх вилӗм кӳрет, Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать» (Рим 6:23).