Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Тивӗҫлӗ мар пулсан та пире пысӑк ырӑлӑх кӑтартнӑ

Тивӗҫлӗ мар пулсан та пире пысӑк ырӑлӑх кӑтартнӑ

«Ҫылӑх сире пӑхӑнтарса ан тӑтӑр: эсир ӗнтӗ... тивлет аллинче» (РИМ 6:14).

ЮРӐСЕМ: 46, 127

1, 2. Рим 5:12-мӗш сӑвӑ йӗрки пире пурне те мӗнле пулӑшма пултарать?

КАЛӐПӐР, эсир Иегова Свидетелӗсем лайӑх пӗлекен тата тӑтӑшах усӑ куракан сӑвӑ йӗркисен списокне ҫырас тетӗр. Ҫав списока чи малтанах Рим 5:12-мӗш сӑвӑ йӗркине ҫырнӑ пулӑттӑр-и? Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эсир ҫак сӑмахсене час-часах вуласа паратӑр пуль: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ».

2 Эсир хӑвӑр ачасемпе е ытти ҫынсемпе Библи вӗреннӗ чухне Рим 5:12-мӗш сӑвӑ йӗркине кӑтартса Турӑ ҫӗр пирки мӗн шухӑшласа хунине, мӗншӗн пире тӳлесе илмелле пулнине тата мӗншӗн ҫынсем вилнине ӑнланма пулӑшатӑр пулӗ. Анчах та ку сӑвӑ йӗрки пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусемшӗн пархатарлӑрах пулма та пулӑшать, ҫавӑн пекех Иеговӑна юраса пурӑнма ҫирӗп шутлӑ пулма тата унӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланасса кӗтсе тӑма хавхалантарать.

3. Ҫылӑх тӗлӗшӗнчен пирӗн мӗн асра тытмалла?

3 Пирӗн пурин те ҫакна асра тытмалла: эпир пурсӑмӑр та ҫылӑхлӑ ҫынсем, кашни кун йӑнӑшсем тӑватпӑр. Анчах та Турӑ эпир тӑпра иккенне пӗлет тата вӑл пире каҫарма хатӗр (Пс. 102:13, 14). Тӗслӗхшӗн панӑ кӗлӗре Иисус «пирӗн ҫылӑхсене каҫар» тесе ыйтма вӗрентнӗ (Лука 11:2—4). Ҫавӑнпа Турӑ каҫарнӑ йӑнӑшсемшӗн хамӑра вӗҫӗмсӗр айӑпламалла мар. Ҫапах та Турӑ пире мӗне пула каҫарни ҫинчен шухӑшламалла.

ПЫСӐК ЫРӐЛӐХНЕ ПУЛА КАҪАРНӐ

4, 5. а) Рим 5:12-мӗшӗнчи сӑмахсене ӑнланма мӗн пулӑшать? ӑ) Рим 3:24-мӗшӗнче «Турӑ тивлечӗ» тени мӗне пӗлтерет?

4 Рим ҫыннисем патне янӑ ҫыру, уйрӑмах 6-мӗш сыпӑк, Иегова мӗне пула пире каҫарнине ӑнланма пулӑшать. 3-мӗш сыпӑкра эпир вулатпӑр: «Пурте ҫылӑха кӗнӗ... Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарнипе, Турӑ тивлечӗпе пурте ахалех тӳрре тухаҫҫӗ» (Рим 3:23, 24). «Турӑ тивлечӗ» тенипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? Пӗр справочник тӑрӑх, Павел усӑ курнӑ грек сӑмахӗ «пӗри теприне харпӑр хӑй ирӗкӗпе тата хӑйне мӗн те пулин парасса кӗтмесӗрех ырӑ тунине» пӗлтерет. Ҫавна вӑл тепри тивӗҫлӗ мар пулсан та тӑвать.

5 Джон Паркхерст ученӑй ҫакна палӑртнӑ: «Турӑ ҫинчен е Иисус Христос ҫинчен сӑмах пырать пулсан, ытларах чухне вӑл [ҫав грек сӑмахӗ] тивӗҫлӗ пулмасӑрах пысӑк ырӑлӑх кӑтартнине пӗлтерет, ҫак ырӑлӑха вӗсем ҫынсене тӳлесе илес тесе тата ҫӑлса хӑварас тесе хӑйсен ирӗкӗпе кӑтартнӑ». Ҫак сӑмаха «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» «пысӑк ырӑлӑх» тесе куҫарни питӗ вырӑнлӑ. Анчах Турӑ хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне мӗнле кӑтартнӑ? Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗ пирӗн шанчӑкпа мӗнле ҫыхӑннӑ тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӗнле пырса тивет? Айтӑр ҫак ыйтусене сӳтсе явар.

6. Туррӑн пысӑк ырӑлӑхне пула ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?

6 Ҫылӑхпа вилӗм «тӗнчене пӗр ҫын урлӑ», Адам урлӑ, кӗнӗ. «Пӗр ҫын ҫылӑхӗшӗн» вилӗм ҫынсемпе хуҫаланма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех Павел «пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ», Турӑ пире пысӑк ырӑлӑх кӑтартни ҫинчен ҫырнӑ (Рим 5:12, 15, 17). Ҫакӑ пур ҫыншӑн та пиллӗх пулса тӑнӑ. «Пӗри [Иисус] итленипе... нумайӑшӗ тӳрре тухать». Эпир тивӗҫлӗ мар пулсан та, Турӑ пире пысӑк ырӑлӑх кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа та ҫынсен «Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ» илме шанчӑк пур (Рим 5:19, 21).

7. Пирӗн ҫылӑхсене тӳлесе илмешкӗн парне панипе Турӑ пысӑк ырӑлӑх кӑтартнӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

7 Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине ямасан та, ҫынсене тӳлесе илмесен те пултарнӑ. Унсӑр пуҫне ҫитменлӗхлӗ те ҫылӑхлӑ ҫынсем Турӑпа Иисус вӗсемшӗн мӗн тунине — вӗсен ҫылӑхӗсене тӳлесе илнине — тивӗҫлӗ мар пулнӑ. Пирӗн ҫылӑхсене каҫарса тата ӗмӗр пурӑнма шанчӑк парса Турӑ пире хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне кӑтартнӑ. Ҫак парнене пирӗн питӗ хакламалла тата ун ҫинчен нихӑҫан та манмалла мар.

ТУРӐ ПЫСӐК ЫРӐЛӐХ КӐТАРТНӐШӐН ЭПИР ПАРХАТАРЛӐ

8. Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен ҫылӑхӗсем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

8 Эпир Адамӑн ҫитменлӗхлӗ ачисем пулнӑран йӑнӑшсем, тӗрӗс мар ӗҫсем тата ҫылӑхсем тӑватпӑр. Анчах та эпир кирек мӗн тусан та Иегова пире каҫарать тесе шутлама кирлӗ мар. Шел пулин те, апостолсен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ христиансем хушшинче те ҫапла шутлакансем пулнӑ. (Иуда 4 вуласа пар.) Тен, эпир нихӑҫан та ҫакнашкал каламӑпӑр, ҫав-ҫавах пуҫра тӗрӗс мар шухӑшсем явӑнма пултараҫҫӗ е вӗсем ыттисем витӗм кӳнине пула ҫуралма пултараҫҫӗ.

9, 10. Павелпа ытти христиансем ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

9 Турӑ пур ҫылӑха та каҫарать, пирӗн кирек мӗнле тӗрӗс мар ӗҫе те курмӑш тӑвать тесе шухӑшлани тӗрӗс мар тенӗ Павел. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен, вӑл каланӑ тӑрӑх, христиансем «ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ». (Рим 6:1, 2 вуласа пар.) Анчах та пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем «ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Ун чухне вӗсем ҫӗр ҫинчех пурӑннӑ-ҫке.

10 Каҫарттаракан парне урлӑ Турӑ Павелӑн тата вӑл вӑхӑтра пурӑннӑ ытти христиансен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, хӑйӗн ывӑлӗсем пулма вӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тата пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк панӑ. Турра шанчӑклӑ юлсан вӗсен Христоспа пӗрле пӗлӗтре патшасем пулма май пулнӑ. Вӗсем халӗ те ҫӗр ҫинче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ пулсан та Павел ҫав тӑвансем «ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ» теме пултарнӑ. Вӑл Иисус Христосӑн тӗслӗхне илсе панӑ: ҫӗр ҫинче ҫын пулса вилнӗ хыҫҫӑн Турӑ ӑна ангелсенни пек кӗлетке парса нихҫан вилмесӗр пурӑнмалла тунӑ. Вилӗм унпа урӑх хуҫаланман. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе те ҫавӑн евӗрлӗрех пулса иртнӗ — вӗсем «ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ», анчах та «Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑшӑн чӗрӗ» пулнӑ (Рим 6:9, 11). Вӗсен пурнӑҫӗ тӗпренех улшӑннӑ. Вӗсем ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайма пӑрахнӑ тата хӑйсен унчченхи пурнӑҫӗшӗн вилнӗ.

11. Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас текенсем «ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ» тенине мӗнле ӑнланма пулать?

11 Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Христиансем пулса тӑриччен эпир час-часах ҫылӑх тунӑ, пирӗн ӗҫсем Турӑ умӗнче усал пулнине хӑш-пӗр чухне ӑнланман та. Эпир хамӑр ӳтӗмӗре «ирсӗрлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн чури тунӑ». Пирӗн пирки «ҫылӑх чурисем» пулнӑ теме пулать (Рим 6:19, 20). Анчах та Библири чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн эпир улшӑнтӑмӑр, хамӑр пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗтӗмӗр. Ҫавӑнтанпа эпир Турӑ панӑ нормӑсене тата вӑл «вӗрентнине пӑхӑнса ӑна чунтан итлесе тӑракан» пултӑмӑр. Павел сӑмахӗсемпе калас пулсан, эпир «ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури» пулса тӑтӑмӑр (Рим 6:17, 18). Ҫавӑнпа пирӗн пирки те эпир «ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ» теме пулать.

12. Пирӗнтен кашнин мӗнле йышӑну тумалла?

12 Халӗ вара Павелӑн ҫак сӑмахӗсене шута илсе шухӑшласа пӑхӑр: «Сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре ҫылӑх пусмӑрласа ан тӑтӑр, ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайса ҫылӑха парӑнмалла ан пулӑр» (Рим 6:12). Хамӑрӑн ҫылӑхлӑ ӳт хыҫҫӑн кайсан эпир ҫылӑха хамӑрпа хуҫаланма паратпӑр. Ҫылӑха парӑнатпӑр-и е ҫук пирӗнтен хамӑртан килет. Ҫавӑнпа та хамӑртан ыйтмалла: манӑн чӗре ӑҫталла туртӑнать? Ҫылӑхлӑ ӳт вӑйлӑ илӗртнӗрен тата пуҫра таса мар шухӑшсем явӑннӑран ҫылӑх тӑвас патнех ҫитместӗп-и? Е халӗ эпӗ ҫылӑхшӑн вилсе Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине пула Турӑшӑн пурӑнатӑп? Турӑ хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне кӑтартса пире каҫарнӑшӑн эпир мӗн таран пархатарлӑ пулни ҫак ыйтусен хуравӗсенчен курӑнӗ.

ЭСИР ҪЫЛӐХА ҪӖНТЕРМЕ ПУЛТАРАТӐР

13. Ҫылӑх ҫулӗнчен пӑрӑнма май пуррине ҫирӗп ӗненме пире мӗн пулӑшать?

13 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ ҫинчен пӗличчен, ӑна юратма пуҫличчен тата уншӑн ӗҫлеме тытӑниччен пурӑннӑ пек пурӑнма пӑрахнӑ. Тен, вӗсем унччен тунӑ ӗҫсемшӗн вилӗме тивӗҫлӗ пулнӑ, ҫав ӗҫсемшӗн вӗсене халӗ намӑс та пуль (Рим 6:21). Анчах та вӗсем улшӑннӑ. Коринфри христиансемпе нумайӑшӗпе те ҫавӑн пекрех пулса иртнӗ, вӗсем патне Павел ҫыру ҫырса янӑ пулнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем малтан йӗрӗхсене пуҫҫапакансем, ясар ҫынсем, арпа асакан арҫынсем, вӑрӑсем тата ӗҫке ерсе пурӑнакансем пулнӑ. Анчах та вӗсем тасалнӑ та тӳрре тухнӑ (1 Кор. 6:9—11). Ҫавӑн пек лару-тӑру Римри христиансем хушшинче те пулнӑ. Турӑ хавхалантарнипе Павел вӗсем патне ҫырнӑ: «Хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те усал ӗҫсем тутарса тӑма ҫылӑх аллине ан парӑр, эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пулса Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнӑр, хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те тӳрӗ ӗҫсем тутарса тӑма Турӑ аллине парӑр» (Рим 6:13). Павел ҫав христиансем Турра юрӑхлӑ ӗҫсем туса Унӑн ырӑлӑхне хӑйсем ҫинче туйма пултарасси пирки пӗртте иккӗленмен.

14, 15. Турра чун-чӗререн пӑхӑнса пурӑнас тетпӗр пулсан пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?

14 Хальхи вӑхӑтра та ҫавах пулса иртет. Хӑш-пӗр тӑвансем малтан хӑйсене Коринфри христиансем пек тытнӑ. Анчах вӗсем те улшӑннӑ. Вӗсем ҫылӑх ҫулне хӑварнӑ та тасалнӑ. Эсир унччен кирек мӗнле пурнӑҫпа пурӑннӑ пулсан та халӗ сирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех? Паян, Турӑ пире пысӑк ырӑлӑх кӑтартнӑ чухне тата пире каҫарма хатӗр чухне, эсир «хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене... ҫылӑх аллине» парас мар тесе тӑрӑшатӑр-и? «Эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пулса... хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене... Турӑ аллине» паратӑр-и?

15 Ҫапла пурӑнас тесен пирӗн Коринф ҫыннисем христиансем пулса тӑриччен тунӑ йывӑр ҫылӑхсенчен пӑрӑнмалла. Унсӑрӑн эпир Туррӑн пысӑк ырӑлӑхне йышӑнтӑмӑр тесе тата ҫылӑх пирӗнпе урӑх хуҫаланмасть тесе калаймастпӑр. Анчах та эпир Турра чун-чӗререн пӑхӑнса пурӑнма тата кирек мӗнле ҫылӑхран та, ыттисем ку пӗчӗк ҫылӑх ҫеҫ теҫҫӗ пулсан та, пӑрӑнма тӑрӑшатпӑр-и? (Рим 6:14, 17).

16. Коринфри христиансем тунӑ ҫылӑхсене ҫеҫ тумалла мар тени мӗншӗн тӗрӗс мар?

16 Павел апостол ҫинчен шухӑшласа пӑхар. 1 Коринф 6:9—11 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ пысӑк ҫылӑхсене вӑл туманни пирки иккӗленмелли ҫук. Ҫав-ҫавах вӑл хӑйӗн ҫинчен ҫылӑх тӑвакан тесе каланӑ. «Эпӗ — ӳтӗн, мана ҫылӑх чуралӑхне сутнӑ, эпир ӑна пӗлетпӗр. Эпӗ хам мӗн тунине хам та пӗлместӗп: тӑвас тенине мар, хам курайманнине тӑватӑп»,— тенӗ вӑл (Рим 7:14, 15). Апла пулсан, Павел урӑх ҫылӑхсем пуррине те ӑнланнӑ, вӗсемпе кӗрешнӗ. (Рим 7:21—23 вуласа пар.) Айтӑр Павел пекех «чунтан итлесе тӑракансем» пулар.

17. Мӗншӗн эпир тӳрӗ кӑмӑллӑ пуласшӑн?

17 Тӗслӗхшӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ пулмаллине пӑхса тухар. Христиансен пурин те суймасӑр-улталамасӑр пурӑнмалла. (Ытарӑшсем 14:5; Эфес 4:25 вуласа пар.) Эпир Сатана пек — «ултав ашшӗ» пек — пуласшӑн мар. Тата эпир Ананияпа унӑн арӑмӗ улталаса каланӑ хыҫҫӑн хӑйсен пурнӑҫне ҫухатнине астӑватпӑр. Ҫавӑнпа эпир суйса калаҫмастпӑр (Иоанн 8:44; Ап. ӗҫ. 5:1—11). Анчах та тӳрӗ кӑмӑллӑ пуласси суя сӑмах каламаннине ҫеҫ пӗлтермест. Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулнӑран эпир пур тӗлӗшрен те тӳрӗ кӑмӑллӑ пуласшӑн.

18, 19. Тӳрӗ кӑмӑллӑ пулас тесен мӗншӗн суйса калаҫманни ҫеҫ ҫителӗксӗр?

18 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене суйса калаҫни пирки ҫеҫ асӑрхаттарман. Израильтянсене вӑл: «Сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сӑваплӑ»,— тесе чӗнсе каланӑ. Унтан ҫакӑ мӗне пӗлтернине ӑнлантарса панӑ. Тӗслӗхрен, вӑл «ан вӑрлӑр, ан суеҫтерӗр, пӗр-пӗрне ан улталӑр» тенӗ (Лев. 19:2, 11). Шел пулин те, пӗр-пӗр ҫын суйса калаҫмасан та тепӗр ҫынна тӗрӗсмаррине ӗнентерсе улталама пултарать.

Эпир ыттисене суйса каласран е урӑх майпа улталасран асӑрханатпӑр-и? (19-мӗш абзаца пӑхӑр.)

19 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ҫын хӑйӗн начальникне тата пӗрле ӗҫлекенӗсене манӑн тухтӑр патне каймалла, ҫавӑнпа ыран ӗҫе килейместӗп е ӗҫрен маларах тухма тивет тет. Анчах та унӑн аптекӑна е тухтӑр патне рецепт илме кӗрсе тухмалла ҫеҫ. Тӗрӗссипе вара вӑл хӑвӑртрах отпуска е ҫемьепе пӗрле пляжа каясшӑн. Ҫав ҫын сӑмахӗнче тӗрӗсси те пур, анчах та вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ теме пулать-и? Е вӑл улталать? Эсир урӑх тӗслӗхсем те илсе пама пултаратӑр пуль. Хӑйне наказани пулассинчен хӑраса е пайта илессишӗн ҫунса ҫын ыттисене улталама пултарать. Ҫакӑн пек ҫын суйса калаҫмасть пулсан та, вӑл Турӑ «ан суеҫтерӗр» тесе хушнине пурнӑҫлать теме пулать-и? Унсӑр пуҫне, Рим 6:19-мӗшӗнче мӗн калани ҫинчен шухӑшлӑр: «Халӗ ӗнтӗ сӑваплӑ ӗҫсем туса пурӑнма хӑвӑр ӳтӗре тӳрӗлӗх чури тӑвӑр».

20, 21. Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулнӑран эпир мӗнле ҫылӑхсенчен пӑрӑнӑпӑр?

20 Паллах ӗнтӗ, эпир аскӑн ӗҫ тӑвассинчен, эрехпе иртӗхессинчен тата ытти пысӑк ҫылӑхсенчен пӑрӑнатпӑр. Унтан та ытларах, Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулнӑран эпир ӑна килӗшмен пӗр ӗҫе те тӑвас мар тесе асӑрхануллӑ пулӑпӑр. Тӗслӗхрен, эпир аскӑнлӑхран пӑрӑнӑпӑр ҫеҫ мар, кирек мӗнле йӗркесӗр вӑйӑ-кулӑпа та интересленмӗпӗр. Ҫавӑн пекех хамӑрӑн ӳте тӳрӗлӗх чури тӑватпӑр пулсан эпир эрех-сӑрана ӳсӗрӗличчен ӗҫмӗпӗр кӑна мар, ҫавӑн чикки патне те ҫывхармӑпӑр. Ӳт ӗҫӗсемпе кӗрешме хӑш-пӗр чухне питӗ йывӑр, анчах ҫак кӗрешӳре эпир ҫӗнтерме пултаратпӑр.

21 Пирӗн тӗллев — пысӑк ҫылӑхсене ҫеҫ мар, пӗчӗк пек туйӑнакан ҫылӑхсене те тумасӑр пурӑнасси. Паллах, вӑхӑтран вӑхӑта пирӗн йӑнӑшсем пулкалаҫҫӗ, анчах та Павел пекех пирӗн пӗтӗм вӑйран тӗрӗссине тума тӑрӑшмалла. Вӑл христиансене ҫапла каланӑ: «Сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре ҫылӑх пусмӑрласа ан тӑтӑр, ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайса ҫылӑха парӑнмалла ан пулӑр» (Рим 6:12; 7:18—20). Эпир кирек мӗнле ҫылӑхпа та кӗрешетпӗр пулсан Христос урлӑ кӑтартнӑ пысӑк ырлӑхшӑн Турра чун-чӗререн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр.

22. Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ ҫынсене мӗнле пиллӗх кӗтет?

22 Эпир тивӗҫлӗ мар пулсан та Турӑ хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхӗпе пирӗн ҫылӑхсене каҫарнӑ, малалла та каҫарма хатӗр. Ыттисем пӗр-пӗр ӗҫ пирки пӗчӗк ҫылӑх ҫеҫ теҫҫӗ пулсан та, айтӑр Турра пархатарлӑ пулнине кӑтартса ҫав ӗҫе тӑвас туртӑма пӗтерер. Павел пулас пиллӗх ҫине тимлеттерсе ҫапла каланӑ: «Халӗ вара эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чури пултӑр та ырӑ ӗҫсем туса пурӑнатӑр, юлашкинчен ӗмӗр пурӑнмалла пулатӑр» (Рим 6:22).