Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӑйне шыракансене вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрать

Хӑйне шыракансене вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрать

«Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук; Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла» (ЕВР. 11:6).

ЮРӐСЕМ: 136, 139

1, 2. а) Юратупа ӗненӳ хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

ЭПИР Иеговӑна юрататпӑр, мӗншӗн тесен вӑл «пире малтан юратнӑ» (1 Иоанн 4:19). Вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хытӑ юратни вӗсене пиллеме сӑмах панинчен курӑнать. Эпир Иеговӑна мӗн таран хытӑ юрататпӑр, ҫав таран хытӑрах вӑл пуррине те, хӑй юратнӑ ҫыннисене ырӑлӑх кӑтартса тавӑрассине те ӗненме пуҫлатпӑр. (Еврейсем 11:6 вуласа пар.)

2 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене яланах пиллет — пиллӗх памасӑр хӑварма пултараймасть. Турӑ хӑйне шыракансене ырӑпа тавӑрасса ҫирӗп шанмастпӑр пулсан, ҫакӑ пирӗн ӗненӳ ҫителӗклех маррине кӑтартса парать, мӗншӗн тесен «ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни» (Евр. 11:1). Ҫапла, чӑн-чӑн ӗненӳ Турӑ пире пиллессе ҫирӗп шаннине те пӗлтерет. Анчах та мӗншӗн пире ҫакӑн пек шанӑҫ питӗ кирлӗ? Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗлӗк-авал мӗнле пилленӗ тата хальхи вӑхӑтра вӑл мӗнле пиллӗхсем парать? Айтӑр пӑхса тухар.

ИЕГОВА ПИЛЛЕМЕ СӐМАХ ПАРАТЬ

3. Малахия 3:10-мӗшӗнче Турӑ мӗн тума сӑмах парать?

3 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пиллеме сӑмах панӑ, ҫавӑнпа вӑл пире унран пиллӗхсем илме вӑй хума хавхалантарать. «Мана ҫапла сӑнаса пӑхӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сирӗн валли тӳпе анисене уҫмӑп-и, сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх ямӑп-и?» — тенӗ Библире (Мал. 3:10.) Ҫапла тӑватпӑр пулсан Турра пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр.

4. Мӗншӗн эпир Матфей 6:33-мӗшӗнчи Иисусӑн сӑмахӗсене ҫирӗп ӗненме пултаратпӑр?

4 Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсем Турӑ Патшалӑхне малти вырӑна хурсан Турӑ вӗсене пулӑшса тӑрӗ тесе шантарнӑ. (Матфей 6:33 вуласа пар.) Мӗншӗн Иисус ҫавна ҫирӗп шаннӑ? Мӗншӗн тесен Иегова хӑй сӑмах панисене яланах пурнӑҫланӑ (Ис. 55:11). Эпир Иисус пекех Иеговӑна чун-чӗререн шанатпӑр пулсан, Иегова «сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп» тесе сӑмах панине пурнӑҫласса та ҫирӗп ӗненӗпӗр (Евр. 13:5). Ҫак сӑмахсем пире пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн, унӑн ирӗкне туса тӑрассишӗн тӑрӑшма пулӑшаҫҫӗ.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн пиллӗхсем илӗҫ тесе сӑмах панӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр.)

5. Иисус Петра мӗн калани мӗншӗн пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет?

5 Пӗррехинче Петр апостол Иисусран ҫапла ыйтнӑ: «Эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, пире мӗн тивӗ-ши?» (Матф. 19:27). Иисус Петра ҫавӑншӑн ятламан, хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн вӗсене пысӑк пиллӗх кӗтет тенӗ. Христосӑн шанчӑклӑ апостолӗсен тата ытти вӗренекенӗсен унпа пӗрле пӗлӗтре патшара ларма шанчӑк пулнӑ. Анчах та вӗсем ҫӗр ҫинче те пиллӗхсем илнӗ. Иисус ҫавӑн пирки акӑ мӗн каланӑ: «Кам та кам Ман ятӑмшӑн ҫуртне-йӗрне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ҫӗрне-шывне пӑрахса хӑварнӑ, ҫавӑ уншӑн ҫӗр хут ытла илӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ» (Матф. 19:29). Иегова панӑ пиллӗхсем вӗсем тӳснӗ кирек мӗнле йывӑрлӑхсенчен те ирттернӗ. Хальхи вӑхӑтра та Иисусӑн пур вӗренекенӗсем те пухура атте-аннесене, пиччӗш-шӑллӗсене, аппӑш-йӑмӑкӗсене тата ачасене тупма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ чӑнах питӗ пысӑк пиллӗх.

«ЧУНШӐН... ЯКОРЬ ПЕК»

6. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ырӑлӑх кӑтартса тавӑрма сӑмах парать?

6 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пиллеме сӑмах пани пире йывӑр килнӗ вӑхӑтра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хальхи вӑхӑтра та нумай пиллӗх илеҫҫӗ, пуласлӑхра вара тата ытларах илӗҫ (1 Тим. 4:8). Иегова «Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине» шанса тӑни пире ӗненӗве ҫирӗп упраса хӑварма пулӑшать (Евр. 11:6).

7. Мӗншӗн шанчӑка якорьпе танлаштарма пулать?

7 Ту ҫинче вӗрентнӗ чухне Иисус каланӑ: «Савӑнӑр, хӗпӗртенӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ,— сирӗнтен малтан пурӑннӑ пророксене те ҫапла хӗсӗрленӗ» (Матф. 5:12). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем кӑна мар, ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма ӗмӗтленекенсем те хӗпӗртесе савӑнӗҫ (Пс. 36:11; Лука 18:30). Апла пулсан пирӗншӗн пуриншӗн те ҫав шанчӑк «тӗреклӗ якорь пек» пулма пултарать (Евр. 6:17—20). Якорь карапа ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче ҫирӗп тытӑнса тӑма пулӑшнӑ пекех, пиллӗхсем илессе шанса тӑни пире ҫирӗп пулма пулӑшать, ӗненӳ тӗрӗсленнӗ вӑхӑтра вара вӑй парса тӑрать.

8. Шанчӑк пӑшӑрханусене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшать?

8 Библи ҫинче никӗсленнӗ шанчӑк пӑшӑрханнине ҫӗнтерме пулӑшать. Турӑ сӑмах панисем, суран ҫине ҫу сӗрнӗ пекех, чуна лӑплантараҫҫӗ, ыратнине ирттерсе яраҫҫӗ. «Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан, Вӑл сана пулӑшӗ» тени пире канӑҫлӑх парать (Пс. 54:23). Иегова «эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен... темӗн чухлӗ ытларах» тума пултарни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Эф. 3:20, 21). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ытларах кӑна мар, «темӗн чухлӗ ытларах» тенӗ!

9. Иегова пире пиллессе мӗн таран хытӑ ӗненмелле?

9 Пиллӗх илес тесен пирӗн Иеговӑна хытӑ ӗненмелле тата вӑл пире мӗн хушнине тумалла. Моисей Израиль халӑхне каланӑ: «Ӗнтӗ санӑн кӗлмӗҫсем пулмӗҫинччӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те туса тӑма тӑрӑшсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана еткерлӗхе илтӗр тесе паракан ҫӗр ҫинче пиллӗх парӗ; ҫапла Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана, Хӑй каланӑ пек, пиллӗ» (Сак. аст. 15:4—6). Малалла та шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрсан Иегова сире пиллӗхсем парасса ҫирӗп шанатӑр-и? Ҫакна тума сирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур.

ИЕГОВА ВӖСЕНЕ ПИЛЛЕНӖ

10, 11. Иегова Иосифа мӗнле пилленӗ?

10 Библире мӗн ҫырни пирӗншӗн питӗ усӑллӑ. Унта Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пиллени ҫинчен ҫырса панӑ (Рим 15:4). Вӗсенчен пӗри вӑл — Иосиф. Пӗртӑванӗсем ӑна чуралӑха сутса янӑ, каярахпа ӑна хуҫа арӑмӗ суйса айӑпланӑ. Юлашкинчен вара вӑл Египетри тӗрмене лекнӗ. Иегова Иосиф ҫинчен маннӑ-и? Паллах, ҫук! Библире каланӑ: «Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, Вӑл ӑна хӗрхенсе ырӑлӑхне янӑ та... [...] ...вӑл кирек мӗн тусассӑн та, Ҫӳлхуҫа пурне те ӑнтарса пынӑ» (Пулт. 39:21—23). Йывӑр килнӗ чухне Иосиф чӑтӑмлӑн хӑйӗн Туррине кӗтнӗ.

11 Ҫулсем иртсен фараон Иосифа тӗрмерен кӑларнӑ. Вара Иосиф, чура пулнӑскер, Египетра патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын пулса тӑнӑ (Пулт. 41:1, 37—43). Арӑмӗ икӗ ывӑл ҫуратса панӑ хыҫҫӑн Иосиф пирки Библире акӑ мӗн каланӑ: «Аслӑ ывӑлне Иосиф Манассия ятлӑ хунӑ, вӑл каланӑ: мӗншӗн тесессӗн Турӑ мана хам курнӑ пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑма, аттемӗн пӗтӗм кил-ҫуртне манмалла турӗ, тенӗ. Тепӗр ывӑлне Ефрем ятлӑ хунӑ, вӑл каланӑ: мӗншӗн тесессӗн хам асап курнӑ ҫӗршывра Турӑ мана ӗрчевлӗ турӗ, тенӗ» (Пулт. 41:51, 52). Иосиф Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, ҫакӑншӑн Иегова ӑна пилленӗ. Ҫавна пула израильтянсем ҫеҫ мар, Египет ҫыннисем те чӗрӗ юлнӑ. Ҫав пиллӗхсем пурте Иеговӑран пулнине Иосиф питӗ лайӑх ӑнланнӑ (Пулт. 45:5—9).

12. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шанчӑклӑ тӑрса юлма Иисуса мӗн пулӑшнӑ?

12 Иисус Христос та тӗрлӗ йывӑрлӑхсем тӳссе Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, Иегова ӑна ҫавӑншӑн пилленӗ. Шанчӑклӑ пулма ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Библире ҫапла ӑнлантарнӑ: «Иисус Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ» (Евр. 12:1, 2). Паллах, Иисус Ашшӗн ятне мухтава кӑларма май пулнишӗн питӗ савӑннӑ. Унсӑр пуҫне, Турӑ ӑна ырлани тата ӑна нумай яваплӑх шанса пани Иисусшӑн пиллӗх пулнӑ. Библире ун пирки «Туррӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енче ларать» тенӗ. Ун ҫинчен тата ҫапла каланӑ: «Ҫавӑнпа Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ» (Флп. 2:9).

ИЕГОВА ПИРӖН ӖҪЕ МАНМӖ

13, 14. Эпир Иеговӑшӑн мӗн те пулин тӑватпӑр пулсан вӑл мӗн туять?

13 Иегова эпир сӑваплӑ ӗҫре мӗн тунине пурне те хаклани пирки эпир иккӗленместпӗр. Хамӑра ним тума пӗлмен ҫын пек туйнӑ чухне те, вӑй ҫитмест пек туйӑннӑ чухне те вӑл пире ӑнланать. Ӗҫ пирки е ҫемьене мӗнле тӑрантармалли пирки пӑшӑрханнӑ чухне вӑл пирӗншӗн тӑрӑшать. Чирленине е хуйха ӳкнине пула сӑваплӑ ӗҫе унчченхи чухлех хутшӑнаймасан та вӑл пире хаклать. Тӗрлӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах шанчӑклӑ тӑрса юлма тӑрӑшнӑшӑн Иегова пире пиллессе эпир ҫирӗп шанатпӑр. (Еврейсем 6:10, 11 вуласа пар.)

14 Ҫакна асра тытӑр: Иегова — кӗлтунине Итлекенӗ, ҫавӑнпа эпир кӗлтунӑ чухне вӑл пире итленине лайӑх пӗлетпӗр (Пс. 64:3). «Хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ», пире хӑйпе хамӑр хушӑри хутшӑнусене упрама мӗн кирлине пӗтӗмпех парӗ. Ҫакна вӑл хӑш-пӗр чухне пухури тӑвансем урлӑ тӑвать (2 Кор. 1:3). Эпир ыттисене хӗрхенни Иеговӑна килӗшет. «Чухӑна пулӑшакан Ҫӳлхуҫана кивҫен парать, Вӑл ӑна ырӑ ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрать» (Ытар. 19:17; Матф. 6:3, 4). Инкеке лекнисене эпир пайта шырамасӑр пулӑшатпӑр пулсан, Иегова хӑйне пирӗн умра парӑмра тесе шутлать. Тата ырӑ ӗҫсем тунӑшӑн вӑл пире пиллеме сӑмах парать.

ХАЛЬХИ ТАТА ПУЛАСЛӐХРИ ПИЛЛӖХСЕМ

15. Эсир мӗнле парне илме шанатӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

15 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Иисусран «тӳрӗлӗх пуҫкӑшӑльне» илме шанаҫҫӗ (2 Тим. 4:7, 8). Анчах та Турӑ сире урӑх шанчӑк панӑ пулсан, вӑл сире сахалтарах хаклать тесе ан шутлӑр. Иисусӑн «урӑх сурӑхӗсем» миллионӗ-миллионӗпе ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанса тӑраҫҫӗ, ҫак парнене чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн чухне «вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Иоанн 10:16; Пс. 36:11).

16. 1 Иоанн 3:19, 20 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле майпа йӑпатаҫҫӗ?

16 Хушӑран пире сӑваплӑ ӗҫре мӗн тӑвас тенине веҫех тумастпӑр пек туйӑнма пултарать е Иегова пире ырламасть пуль тесе шутлама пултаратпӑр. Тен, пуласлӑхри пиллӗхсене илме эпӗ тивӗҫлӗ мар текен шухӑшсем те пуҫа килкелеҫҫӗ. Айтӑр ҫакна манар мар: «Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ, Вӑл пурне те пӗлсе тӑрать». (1 Иоанн 3:19, 20 вуласа пар.) Иеговӑшӑн эпир хытӑ ӗненнӗрен тата юратнӑран ӗҫлетпӗр пулсан, уншӑн тем пек сахал ӗҫленӗн туйӑнсан та, вӑл пире пиллессе ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Марк 12:41—44).

17. Хальхи вӑхӑтра эпир мӗнле пиллӗхсем илетпӗр?

17 Ҫак усал тӗнчен юлашки кунӗсенче те Иегова хӑйӗн халӑхне пиллет. Пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхра пулнӑ май пире Иегова ҫителӗклӗ пӗлӳ парса тӑрать тата телейлӗ пулма пулӑшать (Ис. 54:13). Иисус каланӑ пекех Иегова пире паянах пиллет: пире пӗр-пӗрне юратакансен ҫемйине йышӑннӑ. Пирӗн халь пӗтӗм тӗнчипех тӑвансем пур (Марк 10:29, 30). Унсӑр пуҫне, ҫине тӑрсах Турра шыракансем чун канӑҫлӑхне тата телей тупаҫҫӗ (Флп. 4:4—7).

18, 19. Хӑйсене Иегова мӗнле пиллесе тӑни ҫинчен унӑн ӗҫлекенӗсем мӗн калаҫҫӗ?

18 Тӗрлӗ ҫӗршывра пурӑнакан тӑвансем Иегова хӑйсене мӗнле пилленине каласа пама пултараҫҫӗ. Германире пурӑнакан Бьянка ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Иегова мана канӑҫсӑр шухӑшсене ҫӗнтерме пулӑшнӑшӑн тата кашни кун вӑй парса тӑнӑшӑн эпӗ ӑна мӗн таран пархатарлӑ пулни ҫинчен сӑмахпа каласа та ҫитереес ҫук. Таврара ним йӗрки те ҫук тата нумайӑшӗ хуйха ӳкнӗ. Анчах та Иеговӑпа ҫума-ҫумӑн ӗҫленӗ май эпӗ хама хӳтлӗхри пек туятӑп. Унӑн ӗҫне тума ним те хӗрхенменшӗн Иегова мана ҫӗр хут ытларах пиллӗх парать».

19 Канадӑра пурӑнакан Пола ятлӑ 70 ҫулхи хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ҫурӑм шӑмми чирӗпе асапланать. Пола каласа парать: «Мана утса ҫӳреме йывӑр, анчах та ҫакӑ Турӑ ӗҫне тума чӑрмантармасть. Эпӗ ырӑ хыпара тӗрлӗ майпа сарма тӑрӑшатӑп, тӗслӗхрен, телефонпа тата калаҫма май тупӑнсанах. Манӑн пӗр блокнот пур. Унта эпӗ хама хавхалантаракан сӑвӑ йӗркисене тата публикацисенче тупнӑ шухӑшсене ҫырса хуратӑп. Кайран вара вӑхӑтран вӑхӑта вӗсене вуласа илетӗп. Эпӗ ӑна „блокнот-юлташ“ тетӗп. Эпир Турӑ мӗн тума сӑмах панисене асра тытатпӑр пулсан, хуйхӑ-суйхӑ хӑвӑртах сирӗлсе каять. Пире темле йывӑр пулсан та Иегова пулӑшу пама яланах хатӗр». Эсир, тен, Бьянкӑпа Пола лару-тӑрӑвӗнче нихӑҫан та пулса курман. Апла пулин те Иегова сире те, хӑвӑрӑн туссене те мӗнле пилленине аса илме пултаратӑр. Айтӑр Иегова халӗ тата пуласлӑхра пире мӗнле пиллӗхсем парасси ҫинчен шухӑшлар!

20. Эпир Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан мӗне ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

20 Эсир Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтӑватӑр пулсан, вӑл сире «пысӑк ырӑлӑх» кӑтартасси ҫинчен нихӑҫан та ан манӑр. Турӑ ирӗкне пурнӑҫласан вӑл сире мӗн пама пулнине паратех (Евр. 10:35, 36). Айтӑр пысӑк пиллӗх илесси ҫинчен асра тытса хамӑр ӗненӗве малалла та ҫирӗплетер тата Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑрар! (Колоссӑ 3:23, 24 вуласса.)