Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир юлашки брошюрӑсене тимлӗ вуласа тухрӑр-и? Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хӑвӑр хуравлама пултарнипе пултарайманнине тӗрӗслесе пӑхӑр:

Матфей 18:15—17 сӑвӑ йӗркисенче Иисус мӗнле ҫылӑхсем ҫинчен каланӑ?

Икӗ христианин пӗри ҫылӑх тунине пула хирӗҫсе кайсан, ҫак лару-тӑрӑва ытларах чухне хӑйсемех татса пама пултараҫҫӗ. Иисус кунта ҫакӑн пек ҫылӑхсем пирки каланӑ та. Апла пулин те ҫав ҫылӑхсем пирки пӗчӗк ҫылӑх тесе калаймастӑн, мӗншӗн тесен икӗ христианин хӑйсем хушшинче сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене татса памасан, ҫылӑх тунӑ тӑвана пухуран кӑларса яма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫылӑхсем шутне, сӑмахран, ҫыннӑн пурлӑхне улталаса туртса илни е камӑн та пулин ятне варалас тесе элек сарни кӗрет (bw570, 7 стр.).

Библи вулани сире ытларах усӑ патӑр тесен мӗн тума пулать?

Акӑ хӑш-пӗр канашсем: Туррӑн Сӑмахне вулама хӑвӑрӑн ӑс-тӑна хатӗрлӗр; мӗн пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшлӑр; ыйтусем парӑр (тӗслӗхрен: ыттисене пулӑшас тесе эпӗ ҫак сӑвӑ йӗркисемпе мӗнле усӑ курма пултаратӑп?); Библие хӑвӑрӑн мӗнпур хатӗрсемпе усӑ курса тӗпчӗр (bw570, 24—26 стр.).

Христианин вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанать пулсан, ҫакӑ ҫывӑх ҫын вилсен унӑн хуйхӑрмалла маррине пӗлтерет-и?

Христианин вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненет пулсан та ҫывӑх ҫынна ҫухатсан унӑн чунӗ ыратать. Сарра вилсен Авраам уншӑн хытӑ хуйхӑрнӑ (Пулт. 23:2). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чун ыратни иртсе каять (bp170, 4 стр.).

Иезекииль кӗнекери 9-мӗш сыпӑкри пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрне ҫакнӑ ҫын тата аллисене кӑрал тытнӑ ултӑ ҫын кама сӑнарласа параҫҫӗ?

Вӗсем Иерусалима аркатнӑ чухне хутшӑннӑ пӗлӗтри ҫара сӑнарласа параҫҫӗ, ҫав ҫар Армагеддонра Сатанан йӗркесӗр тӗнчине те тӗп тӑвӗ. Пиҫиххийӗ ҫумне ҫыруҫӑ хатӗрне ҫакнӑ ҫын Иисус Христоса сӑнарлать, вӑл ҫӑлӑнма тивӗҫлӗ ҫынсен ҫамки ҫине паллӑ лартаканӗ (bw571, 16—17 стр.).

Мӗне пула Библи упранса юлмасан та пултарнӑ?

1) Библие папирус тата пергамент ҫине ҫырнӑ пулнӑ, ҫав материалсем вара часах юрӑхсӑра тухнӑ; 2) Патшалӑх ертӳҫисем тата тӗн пуҫлӑхӗсем Библие пӗтерме тӑрӑшнӑ; 3) Библие улшӑнусем кӗртме хӑтланнӑ (bp172, 4—7 стр.).

Пурнӑҫа мӗнле ансатлатма пулать?

Хӑвӑра пурӑнмалӑх чӑннипе мӗн кирли пирки шутласа пӑхӑр. Кирлӗ-кирлӗ мар япаласем ҫине укҫана ан салатӑр. Мӗн илмеллине тата мӗн чухлӗ укҫа тӑкакламаллине шутласа ҫырса хурӑр. Кирлӗ мар япаласене кӑларса пӑрахӑр тата парӑмсене парса татӑр. Укҫа ӗҫлесе илме сахалтарах вӑхӑт уйӑрма тӑрӑшӑр. Сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнма тӗллев лартӑр (bw572, 10 стр.).

Библи каланӑ тӑрӑх, ылтӑнпа кӗмӗлтен хаклӑраххи мӗн пур?

Иов 28:12, 15 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ылтӑнпа кӗмӗлтен те хаклӑрах. Ҫав ӑслӑлӑха шыранӑ чухне хамӑра кӗҫӗне хуни тата хытӑ ӗненни кирлӗ (bw573, 18—19 стр.).

Арҫын тӑвансен сухал ӳстерсе яма юрать-и?

Хӑш-пӗр вырӑнта хитрен касса тикӗсленӗ сухалпа ҫӳрени йӗркеллӗ япала шутланать, ҫавӑнпа та арҫын тӑван сухал ӳстерсе ярать пулсан, ҫакӑ ҫынсене ырӑ хыпар итлеме чӑрмантармасть. Ҫапах та хӑш-пӗрисем сухал ӳстерес темеҫҫӗ (1 Кор. 8:9). Тепӗр вырӑнта вара сухалпа ҫӳрес йӑла ҫук, ҫавӑнпа унти христиансемшӗн сухал ӳстерни вырӑнлӑ мар (bw574, 21 стр.).

Мӗншӗн Библире Давидпа Голиаф ҫинчен мӗн ҫырнине шанма пулать?

Официаллӑ документсем палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пурӑннӑ чи ҫӳллӗ ҫыннӑн ҫӳллӗшӗ 2,7 метр ытла пулнӑ. Голиаф унран пӗр 15 сантиметр ҫӳллӗрех пулнӑ. Археологсем Давид чӑннипе пурӑннине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Вӗсем авалхи чул юпана тупнӑ, ун ҫине «Давид килӗ» тесе ҫырса хунӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус Христосӑн сӑмахӗсенчен Давид чӑнах та пурӑнни курӑнать. Библире ҫав ҫапӑҫу ӑҫта пулса иртни ҫинчен мӗн калани фактсене хирӗҫлемест (bp174, 13 стр.).

Пӗлӳ, ӑнлану тата ӑслӑлӑх хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

Пӗлӳ пухнӑ ҫын ытларах информаци илме тата фактсене пӗлме тӑрӑшать. Ӑнлану тупнӑ ҫын фактсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине курать. Ӑслӑлӑх илнӗ ҫын мӗн пӗлнине те, мӗн ӑнланнине те шута илме пултараять, вара вӗсемпе усӑ курать (bw575, 18 стр.).