Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир Иеговӑра хӳтлӗх шыратӑр-и?

Эсир Иеговӑра хӳтлӗх шыратӑр-и?

«Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурисен чунне хӑтарӗ, Ӑна шанаканӗ [«унра хӳтлӗх тупнисенчен», ҪТ] пӗри те айӑпа юлмӗ» (ПС. 33:23).

ЮРӐСЕМ: 8, 54

1. Ҫылӑхлӑ пулнӑран Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен мӗнле туйӑмсем ҫуралма пултараҫҫӗ?

«МӖСКӖН этем эпӗ!» — тесе ҫырнӑ Павел апостол (Рим 7:24). Туррӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ хӑйсене ҫавнашкалах туяҫҫӗ. Эпир пурсӑмӑр та ҫитменлӗхлӗ пулнӑран хуйхӑ куратпӑр тата хамӑрӑн ӗҫсемпе Иеговӑна савӑнтарайман чухне хамӑр пирки ниме тӑман ҫынсем тесе шутлама пултаратпӑр. Йывӑр ҫылӑх тунӑ хӑш-пӗр христиансем Турӑ вӗсене нихӑҫан та каҫармасть тесе те шутлаҫҫӗ.

2. а) Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйсене айӑплӑ туйнӑран асаплантарасшӑн пулманни Псалом 33:23-мӗшӗнчен мӗнле курӑнать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр? («Мӗне те пулин сӑнарласа параҫҫӗ-и е вӗрентеҫҫӗ-и?» рамкӑна пӑхӑр.)

2 Библире кам Иеговӑра хӳтлӗх тупнӑ, ҫавсен хӑйсене айӑплӑ туйса асапланмалла пулмӗ тенӗ. (Псалом 33:23 вуласа пар.) Анчах та Иеговӑра хӳтлӗх тупасси мӗне пӗлтерет? Иегова пире хӗрхенсе каҫартӑр тесен пирӗн мӗнле утӑмсем тумалла? Ҫак ыйтусен хуравӗсене тупас тесен авалхи вӑхӑтра израильтянсене хӳтлӗх хуласем пирки панӑ саккуна пӑхса тухар. Тен, эсир шухӑшлатӑр: «Анчах та хӳтлӗх хуласем пирки панӑ хушусем Моисей саккунӗ шутне кӗреҫҫӗ вӗт, ҫав саккун вара пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пӑрахӑҫа тухнӑ». Апла пулин те ҫакна асра тытмалла: Саккуна Иегова панӑ. Ҫавӑнпа та унта хӳтлӗх хуласем пирки мӗн каланине тӗпчесен Иегова ҫылӑх ҫине, ҫылӑх тӑвакансем ҫине тата ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекенсем ҫине мӗнле пӑхнине пӗлӗпӗр. Чи малтанах ҫак хуласем мӗншӗн кирлӗ пулни ҫинчен аса илер.

«ХӲТЛӖХ ПУЛМАЛЛИ ХУЛАСЕМ СУЙЛАСА ИЛӖР»

3. Кам та пулин ҫынна вӗлерсен израильтянсен мӗн тумалла пулнӑ?

3 Авалхи Израильте ҫынна кирек мӗнле лару-тӑрура вӗлерсен те Иегова ҫавна пысӑк ҫылӑх тесе шутланӑ. Кам та пулин ҫынна вӗлернӗ пулсан, «юншӑн тавӑракан» арҫыннӑн — вилнӗ ҫыннӑн чи ҫывӑх тӑванӗн — лешне хӑйне вӗлермелле пулнӑ (Йыша шутл. 35:19). Ҫапла майпа айӑпсӑр вилнӗ ҫыннӑн юнне тӳлесе илнӗ. Ҫын вӗлерекене тӳрех тавӑрни Пама пулнӑ ҫӗре ирсӗрлетесрен хӳтӗленӗ. Иегова ҫапла хушнӑ: «Хӑвӑр [пурӑнас] ҫӗре ан ирсӗрлетӗр; юн ҫӗре ирсӗрлетет» (Йыша шутл. 35:33, 34).

4. Ҫын кама та пулин асӑрхамасӑр вӗлернӗ пулсан, унӑн мӗн тумалла пулнӑ?

4 Ҫын кама та пулин асӑрхамасӑр вӗлернӗ пулсан вара, мӗн тумалла пулнӑ? Саккун тӑрӑх, унӑн ҫав-ҫавах юн тӑкнӑшӑн явап тытмалла пулнӑ (Пулт. 9:5). Анчах та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран Иегова ӑна юншӑн тавӑраканран ултӑ хӳтлӗх хуларан пӗрне тарма ирӗк панӑ. Ҫав хулара унӑн аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ (Йыша шутл. 35:15, 28).

5. Хӳтлӗх хуласем пирки панӑ саккун Иегова ҫинчен ытларах пӗлме мӗнле пулӑшать?

5 Хӳтлӗх хуласем израильтянсем шутласа кӑларнӑ япала пулман. Иегова хӑй Иисус Навина хушнӑ: «Израиль ывӑлӗсене кала... хӑвӑр валли хӳтлӗх пулмалли хуласем суйласа илӗр». Ҫав хуласем сӑваплӑ хуласем шутланнӑ (Иис. Н. 20:1, 2, 7, 8). Вӗсене Иегова ятарлӑ тӗллевпе уйӑрса илнӗ. Апла пулсан, хӳтлӗх хуласем пирки панӑ саккуна тӗпчесен эпир Турӑ мӗн тери хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни ҫинчен пӗлме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, хальхи вӑхӑтра Иеговӑра хӳтлӗх тупас тесен мӗн тумаллине те курма пулать.

«ХУЛАН АСЛӐ ҪЫННИСЕНЕ ХӐЙ ӖҪНЕ КАЛАСА КӐТАРТТӐР»

6, 7. а) Ҫынна асӑрхамасӑр вӗлерекенӗн ӗҫне старейшинӑсем мӗнле пӑхса тухнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫын вӗлерекенӗн мӗншӗн старейшинӑсемпе калаҫмалла пулнӑ?

6 Ҫын кама та пулин асӑрхамасӑр вӗлерсен унӑн хӳтлӗх хулана тармалла тата «хулан аслӑ ҫыннисене хӑй ӗҫне» каласа кӑтартмалла пулнӑ. Вара ҫын вӗлерекене пурӑнмалли вырӑн панӑ (Иис. Н. 20:4). Пӗр вӑхӑт иртсен ӑна ҫынна вӗлернӗ хулана старейшинӑсем патне янӑ, лешӗсен вара ҫын вӗлерекенӗн ӗҫне пӑхса тухмалла пулнӑ. (Йыша шутлани 35:24, 25 вуласа пар.) Старейшинӑсем вӑл чӑнах та ҫынна асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе йышӑну тусан ҫеҫ ҫын вӗлерекен хӳтлӗх хулана таврӑнма пултарнӑ.

7 Мӗншӗн старейшинӑсен ҫав ӗҫе пӑхса тухмалла пулнӑ? Вӗсем Израиль халӑхне таса пулма тата ҫынна асӑрхамасӑр вӗлерекене Иеговӑн хӗрхенӗвне тивӗҫлӗ пулма пулӑшнӑ. Пӗр Библи тӗпчевҫи ҫырнӑ тӑрӑх, ҫын вӗлерекен старейшинӑсем патне кайман пулсан, вӑл «хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатма пултарнӑ». Ҫав тӗпчевҫӗ тата ҫапла хушса ҫырнӑ: «Хӑйне вӗлерсен, ҫавӑншӑн ҫав ҫын хӑй айӑплӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Турӑ панӑ хӳтлӗхе шыраман». Ҫынна асӑрхамасӑр вӗлерекенӗн ҫӑлӑнас тесе пулӑшу ыйтмалла тата ҫав пулӑшӑва йышӑнмалла пулнӑ. Унсӑрӑн юншӑн тавӑракан ӑна вӗлерме пултарнӑ.

8, 9. Йывӑр ҫылӑх тунӑ христианинӑн мӗншӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла?

8 Йывӑр ҫылӑх тунӑ христиансен те старейшинӑсемпе калаҫмалла. Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑн пек ӗҫсене пӑхса тухма старейшинӑсене Иегова хушнӑ (Иак. 5:14—16). Иккӗмӗшӗнчен, старейшинӑсем ҫылӑха кӗнӗ тӑвана хӑйпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене каллех майлаштарса яма тата ҫав йӑнӑшах тепӗр хут тӑвасран пулӑшаҫҫӗ (Гал. 6:1; Евр. 12:11). Виҫҫӗмӗшӗнчен, старейшинӑсем — опыт пухнӑ тӑвансем, ҫавӑнпа вӗсем ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекен тӑвана чунне лӑплантарма мӗнле пулӑшмаллине пӗлеҫҫӗ. Иегова вӗсене «йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗхпе» танлаштарнӑ (Ис. 32:1, 2). Чӑнах та, хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑ пире старейшинӑсене парса питӗ хаклӑ парне тунӑ!

9 Туррӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ хыҫҫӑн чун канӑҫлӑхне тупнӑ. Дэниел ятлӑ тӑванпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Вӑл йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн темиҫе уйӑх хушши старейшинӑсене каласа пама хӑраса ҫӳренӗ. «Ҫав таран нумай вӑхӑт иртнине пула,— тесе калать Дэниел,— старейшинӑсем мана нимпе те пулӑшма пултараймӗҫ тесе шутларӑм. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ хамӑн ҫылӑхшӑн малалла мӗн пулать-ши тесе кӗтсе пурӑнтӑм. Кӗлтунӑ чухне эпӗ кашнинчех чи малтан Иеговӑран каҫару ыйтаттӑмччӗ». Юлашкинчен Дэниел старейшинӑсем патне пынӑ та веҫех каласа панӑ. «Паллах, ҫакна тума ҫӑмӑл пулмарӗ,— тет вӑл.— Анчах та ҫавӑн хыҫҫӑн хулпуҫҫи ҫинчен питӗ йывӑр ҫӗклеме илсе пӑрахнӑн туйӑнчӗ! Халӗ мана Иеговӑна ирӗклӗн кӗлтума ним те чӑрмантармасть». Дэниелӑн совеҫӗ халӗ таса тата нумай пулмасть ӑна пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлеме лартнӑ.

«ҪАВ ХУЛАСЕНЧЕН ПӖРНЕ» ТАРМАЛЛА

10. Асӑрхамасӑр ҫын вӗлерекенӗн хӑйне хӗрхенччӗр тесен мӗн тумалла пулнӑ?

10 Асӑрхамасӑр ҫын вӗлерекенӗн хӑйне хӗрхенччӗр тесе татӑклӑ утӑмсем тумалла пулнӑ — чи ҫывӑхри хулана тармалла пулнӑ. (Иисус Навин 20:4 вуласа пар.) Ҫавнашкал лару-тӑрӑва лекнӗ ҫын ним тумасӑр тӑрас ҫук пулӗ. Вӑл пурнӑҫне кӗҫ-вӗҫ ҫухатма пултарнӑ вӗт! Унӑн май килнӗ таран хӑвӑртрах хӳтлӗх хулана тарса ӳкмелле пулнӑ, вара аслӑ священник виличчен те унтан тухмалла пулман. Ҫавна тума ҫын вӗлерекене ҫӑмӑл пулман: хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑвармашкӑн ҫав ҫыннӑн килӗнчи канлӗ пурнӑҫне, унчченхи ӗҫне хӑвармалла пулнӑ тата малашне унӑн пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна кайса ҫӳреме те ирӗк пулман (Йыша шутл. 35:25) *. Чӗрӗ юлма май пуррипе танлаштарсан, ҫакӑ темех мар. Ҫын вӗлерекен хӳтлӗх хуларан тухас пулсан хӑй вӗлернӗ ҫыннӑн юнне ним вырӑнне те хуманнине кӑтартнӑ пулӗччӗ, вара вӑл хӑйӗн пурнӑҫне те ҫухатма пултарнӑ.

11. Ӳкӗнекен христианин Иегова хӗрхеннишӗн питӗ пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарать?

11 Хальхи вӑхӑтра та хӑйне Турӑ хӗрхентӗр тесен ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекен ҫыннӑн ним тумасӑр тӑмалла мар. Унӑн йывӑр ҫылӑхсене кӑна мар, ҫылӑх патне илсе пыма пултаракан ӗҫсене те тума пӑрахмалла. Павел апостол Коринфри христиансем хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗннине мӗнле кӑтартни пирки ҫапла ҫырнӑ: «Турра юрӑхлӑ хурлану сире епле тӑрӑшакан, мӗн тери ӳкӗнекен, епле тарӑхакан, епле хытӑ хӑракан, мӗн тери пӑшӑрханакан, епле хыпса ҫунакан турӗ, айӑпшӑн хаса пама хатӗр ҫынсем турӗ!» (2 Кор. 7:10, 11.) Унччен тунӑ ҫылӑхсене урӑх тӑвас мар тесе ҫине тӑрсах вӑй хуратпӑр пулсан, эпир Иеговӑна хамӑр тунӑ ҫылӑхшӑн чун-чӗререн ӳкӗннине тата вӑл пире пурпӗрех каҫарать тесе шутламаннине кӑтартатпӑр.

12. Иегова малалла та хӗрхентӗр тесен христианинӑн мӗн тума тивӗ, тен?

12 Иегова малалла та хӗрхентӗр тесен христианинӑн мӗн тума тивӗ, тен? Унӑн ҫылӑх тума тӗртсе тӑма пултаракан пур япалана та, хӑйшӗн хаклӑ пулсан та, пӑрахма хатӗр пулмалла (Матф. 18:8, 9). Тӗслӗхрен, сирӗн тус-юлташусенчен кам та пулин Иеговӑна хурлантаракан ӗҫе тума хӗтӗртсе тӑрать пулсан, эсир унпа хутшӑнма пӑрахатӑр-и? Пӗр-пӗр лару-тӑрура эрех ытлашши ӗҫесрен хӑвӑра тытса чарма йывӑр пулсан, эсир ҫав лару-тӑруран пӑрӑнӑр-и? Е аскӑн шухӑшсемпе кӗрешетӗр пулсан, вӗсене вӑратма пултаракан фильмсенчен, сайтсенчен е урӑх ӗҫсенчен аяккарах тӑма тӑрӑшатӑр-и? Ҫакна асра тытӑр: Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе вӑй хуни сая каймӗ. Иегова хамӑра пӑрахнӑ пек туйӑннинчен япӑхраххи урӑх ним те ҫук. Тепӗр енчен вара, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех чунтан парӑнса юратнине туйса тӑнинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук (Ис. 54:7, 8).

«ҪАВ ХУЛАСЕМ... ТАРСА ХӐТӐЛМАЛЛИ ХӲТЛӖХ ХУЛАСЕМ ПУЛЧЧӐР»

13. Мӗншӗн хӳтлӗх хулара ним хӑрамасӑр, савӑнса пурӑнма май пулнӑ?

13 Хӳтлӗх хулана тарса пытанакан ҫын хӑйне хӳтлӗхри пек туять, мӗншӗн тесен Иегова каланӑ: «Ҫав хуласем юншӑн тавӑраканран тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хуласем пулччӑр» (Иис. Н. 20:2, 3). Иегова ҫын вӗлерекене пӗр преступленишӗн темиҫе хут суд тутарттарасшӑн пулман. Ҫавӑн пекех вӑл юншӑн тавӑракана хӳтлӗх хулана кӗме юрамасть тенӗ. Ҫавӑнпа ҫын вӗлерекен ҫавнашкал хулара лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнма пултарнӑ, мӗншӗн тесен унта вӑл Иеговӑн хӳттинче пулнӑ. Хӳтлӗх хула тӗрме пулман, унта ҫын никамран хӑрамасӑр ӗҫлеме, ыттисене пулӑшма тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме пултарнӑ. Хӳтлӗх хулара тулли пурнӑҫпа пурӑнма май пулнӑ.

Иегова чун-чӗререн каҫарасси пирки пӗртте ан иккӗленӗр (14—16 абзацсене пӑхӑр.)

14. Йывӑр ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекенсен мӗн пирки иккӗленмелле мар?

14 Хӑш-пӗр чухне йывӑр ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекен христиансем хӑйсене айӑплӑ туйса хытӑ кулянаҫҫӗ. Вӗсене ҫав ҫылӑхран Иегова умӗнче нихӑҫан та тасалса пӗтес ҫук пек туйӑнма пултарать. Эсир те ҫапла шутлатӑр пулсан, ҫакна асра тытӑр: хӗрхенекен кӑмӑллӑ Иегова сире каҫарнӑ, ҫавӑнпа та эсир хӑвӑра хӳтлӗхри пек туйма пултаратӑр. Ҫакна ҫӳлерех асӑннӑ Дэниел та ӑнланса илнӗ. Старейшинӑсем ӑна тӳрленме тата каллех таса совеҫлӗ пулма пулӑшнӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ тинех лӑш сывласа ятӑм. Турӑ манран мӗн кӗтнине тусанах мана совесть асаплантарма пӑрахрӗ. Иегова манӑн ҫылӑха тӗпӗ-йӗрӗпе каҫарчӗ. Хӑй сӑмах панӑ пекех вӑл пирӗн ҫӗклеме илет те пирӗнтен аякка-аякка йӑтса каять, эпир вӗсене урӑх нихӑҫан та курмӑпӑр». Хӳтлӗх хулара ҫын вӗлерекен лӑпкӑ пурнӑҫпа, юншӑн тавӑраканран хӑрамасӑр пурӑнма пултарнӑ. Ҫавнах пирӗн ҫинчен те калама пулать: Иегова пире каҫарчӗ пулсан, вӑл ҫав ҫылӑх ҫинчен аса илтерме е явап тыттарма майсем шырать тесе хӑрамалла мар. (Псалом 102:8—12 вуласа пар.)

15, 16. Иисус пирӗн ҫылӑхсене тӳлесе илни тата вӑл пирӗн Аслӑ священник пулни Иегова пире хӗрхеннине ҫирӗп шанма мӗнле пулӑшать?

15 Авалхи израильтянсемпе танлаштарсан Иегова хӗрхенессе шанма пирӗн витӗмлӗрех сӑлтав пур. Турӑ кӗтнӗ пек яланах тӑвайманшӑн куляннипе Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп» (Рим 7:25). Малалла та ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешнӗ тата унччен ҫылӑхсем тунӑ пулсан та (вӑл вӗсемшӗн ӳкӗннӗ), Павел хӑйне Иегова тӳлесе илмелли парне урлӑ каҫарнине ҫирӗп шаннӑ. Иисус пирӗн ҫылӑхсене тӳлесе илнине пула пирӗн совесть таса тата эпир чунра канӑҫлӑх туятпӑр (Евр. 9:13, 14). Унсӑр пуҫне, Иисус пирӗн Аслӑ священник пулнӑран «Хӑй урлӑ Турӑ патне пыракансене кирек хӑҫан та ҫӑлма пултарать, Вӑл, яланах чӗрӗскер, кирек хӑҫан та вӗсен хутне кӗме пултарать» (Евр. 7:24, 25). Авалхи Израильте аслӑ священник израильтянсене ҫылӑх каҫарттарма пулӑшнӑ. Пирӗн Аслӑ священник Иисус Христос пулнӑран эпир Иегова «кирлӗ вӑхӑтра... пире хӗрхенсе тивлетне парса» пулӑшасса тата хытӑрах шанма пултаратпӑр (Евр. 4:15, 16).

16 Ҫавӑнпа та Иеговӑра хӳтлӗх тупас тесен Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненмелле. Ӗненес тесе ҫав парнене этемлӗхшӗн панине пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Иисус сирӗншӗн хӑвӑршӑн вилнине ӗненӗр (Гал. 2:20, 21). Каҫарттаракан парнине пула Турӑ хӑвӑрӑн ҫылӑхсене те каҫарма пултарасса ӗненӗр. Тӳлесе илмелли парнене пула сирӗн халь ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пуррине ӗненӗр. Христос панӑ парне вӑл — Иегова сире хӑвӑра панӑ парне.

17. Мӗншӗн эсир Иеговӑра хӳтлӗх шырасшӑн?

17 Хӳтлӗх хуласем пирки панӑ саккунран Турӑ хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни уҫҫӑн курӑнать. Ҫав саккун ҫын пурнӑҫӗ Турӑшӑн сӑваплӑ пулнине кӑтартать. Унсӑр пуҫне, вӑл старейшинӑсем пире мӗнле пулӑшма пултарнине тата чӑннипех ӳкӗнни мӗне пӗлтернине ӑнланма пулӑшать, ҫавӑн пекех Иегова пире каҫарма хатӗр пулнине ҫирӗп ӗненме хавхалантарать. Эсир Иеговӑра хӳтлӗх шыратӑр-и? Ун хӳттинче пурӑннинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук! (Пс. 90:1, 2.) Тепӗр статьяра хӳтлӗх хуласем ҫинчен панӑ саккун пире Иегова пекех тӳрӗлӗхе юратма тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

^ 10 абз. Иудейсен хӑш-пӗр справочникӗсенче каланӑ тӑрӑх, асӑрхамасӑр ҫын вӗлерекенӗн тӑванӗсем те ун патне хӳтлӗх хулана куҫса кайма пултарнӑ.