Тӳрӗ суд тӑвакан тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ Иегова Турӑ пек пулӑр
«Тӳрӗ сут тӑвӑр, кашниех хӑвӑр тӑванӑра ырӑлӑх кӑтартӑр, хӗрхенӗр» (ЗАХ. 7:9).
1, 2. а) Турӑ саккунӗ ҫине Иисус мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Саккунпа тӗрӗс мар усӑ курни мӗнрен курӑнать?
ИИСУС Моисей саккунне юратнӑ. Ҫакӑ тӗлӗнтермелле мар, мӗншӗн тесен ҫав Саккуна унӑн Ҫӳлти Ашшӗ Иегова панӑ, Иисус вара Ашшӗпе хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене питӗ хакланӑ. Турӑ саккунне вӑл чун-чӗререн юратнине кӑтартасси пирки Псалом 39:9-мӗшӗнче пророкла каланӑ пулнӑ: «Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех». Иисус хӑйӗн ӗҫӗсемпе те, сӑмахӗсемпе те Саккун пӗр кӑлтӑксӑр пулнине, ҫынсене усӑ панине тата вӑл пӗтӗмпех пурнӑҫланассине ҫирӗплетсе панӑ (Матф. 5:17—19).
2 Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Саккунпа тӗрӗс мар усӑ курнине курса тӑма Иисуса мӗн тери йывӑр пулнӑ пуль! Вӗсене пула Саккуна пурнӑҫлама май ҫук пек туйӑннӑ. Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Саккунри пӗчӗк хушусене питӗ тӗплӗн тытса тӑнӑ. Иисус ҫавна палӑртса: «Эсир пӗтнӗкрен, энӗҫрен, калемпӗртен вуннӑмӗш пайне паратӑр»,— тенӗ. Анчах та вӗсем ӑҫта йӑнӑш тунӑ-ши? Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсем «саккунри чи кирлине — тӳрӗ сут тӑвассине, хӗрхенессине, шанчӑклӑ пулассине» маннӑ (Матф. 23:23). Хӑйсене мӑнна хуракан фарисейсемпе танлаштарсан, Иисус Иегова Саккуна мӗншӗн панине ӑнланнӑ тата кашни ӳкӗтрех унӑн паха енӗсене курнӑ.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?
3 Христиансен Моисей саккунӗ тӑрӑх пурӑнма кирлӗ мар (Рим 7:6). Апла пулин те Иегова ҫак Саккуна хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, упраса хӑварнӑ. Ҫакна вӑл пире ӑна вак-тӗвек таранах тӗпчеттерес тесе туман. Турӑ «саккунри чи кирли» ҫине тимлеттересшӗн пулнӑ: ҫынсем Саккун никӗсленсе тӑракан принципсене ӑнланса илччӗр тата вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курччӑр тенӗ. Хӳтлӗх хуласем пирки панӑ саккун вара пире мӗне вӗрентме пултарать? Унчченхи статьяра эпир хӳтлӗх хулана тарнӑ ҫыннӑн мӗн тумалла пулнине тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухрӑмӑр. Анчах ҫав саккун Иегова ҫинчен ытларах пӗлме тата унран тӗслӗх илсе унӑн паха енӗсене кӑтартма та пулӑшать. Ҫавӑнпа та ҫак статьяра эпир виҫӗ ыйту ҫине хурав илӗпӗр: хӳтлӗх хуласем пирки панӑ саккунран Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни мӗнле курӑнать? Иегова пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен мӗн пӗлме пулать? Тата ҫав саккун Турӑ яланах тӳрӗ суд тунине мӗнле кӑтартать? Ҫак ыйтусем ҫинчен кашнин ҫинчен шухӑшланӑ май хамӑрӑн Ҫӳлти Аттерен мӗне вӗренме пултарнине ӑнланма тӑрӑшӑр. (Эфес 5:1 вуласа пар.)
ХӲТЛӖХ ХУЛАСЕМ ӐҪТА ВЫРНАҪНИ ТУРРӐН ХӖРХЕНӖВНЕ КӐТАРТАТЬ
4, 5. а) Хӳтлӗх хуласене ҫитме ҫӑмӑл пултӑр тесе мӗн-мӗн тунӑ тата мӗншӗн? ӑ) Ҫакӑ пире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?
4 Хӳтлӗх хуласене ҫитме ҫӑмӑл пулнӑ. Иегова Израильте ултӑ хӳтлӗх хула — Иордан ик енче те виҫшер хула — суйласа илме хушнӑ. Мӗншӗн? Ҫынна асӑрхамасӑр вӗлерекен ҫӑмӑллӑнах ҫывӑхри хӳтлӗх хулана шыраса тупма пултартӑр тесе ҫапла тунӑ (Йыша шутл. 35:11—14). Хӳтлӗх хулана каякан ҫулсене юсасах тӑнӑ (Сак. аст. 19:3). Иудейсен сӑмахлӑхӗ тӑрӑх, ҫул хӗррисенче хӳтлӗх хуласене тупма пулӑшакан паллӑсем тӑнӑ. Ҫав хуласем пулман пулсан ҫынна асӑрхамасӑр вӗлерекенсен ют ҫӗршыва тармалла пулнӑ пулӗччӗ, унта вара вӗсем суя турӑсене пуҫҫапма пуҫлама пултарнӑ.
5 Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: кам ҫынна пӗлсе тӑрсах вӗлернӗ, ҫавна хӑйне Иегова вӗлерме хушнӑ, асӑрхамасӑр ҫынна вӗлерекене вара вӑл хӗрхенмелле тата хӳтлӗх памалла тенӗ. «Мӗн-мӗн туни пурте ӑнланмалла, ҫав тери ансат та ҫӑмӑл пулнӑ. Ку чӑнах та Туррӑн хӗрхенӗвӗ»,— ҫырнӑ пӗр Библи тӗпчевҫи. Иегова хаяр судья мар, вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хаса парас тесе майсем шырамасть. Вӑл «нумай ырӑлӑхлӑ [«хӗрхенекен», ҪТ»] Турӑ» (Эф. 2:4).
6. Фарисейсем хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑран тӗслӗх илнӗ тесе калама пулать-и? Ӑнлантарса парӑр.
6 Фарисейсем вара хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулман. Лука 18:9—14).
Тӗслӗхрен, иудейсен йӑлипе килӗшӳллӗн, ҫын пӗр йӑнӑшах виҫӗ хут ытла тунӑ пулсан, вӗсем ӑна каҫарман. Иисус вӗсене питлес тесе фарисейпа куланай пухакан ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Фарисей ҫапла кӗлтунӑ: «Эй Турӑ! Тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратаканскер, хур тӑваканскер, аскӑнланса ҫӳрекенскер мар, ҫакӑ куланай пухакан пек те мар». Ҫав вӑхӑтра вара куланай пухакан хӑйне кӗҫӗне хурса Турӑран хӑйне хӗрхенме ыйтнӑ. Мӗншӗн фарисейсем ыттисене хӗрхенесшӗн пулман? Библи кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем ыттисене ним вырӑнне те хуман (7, 8. а) Кам та кам пире хирӗҫ ҫылӑх тӑвать пулсан Иеговӑран мӗнле тӗслӗх илме пулать? ӑ) Ыттисене каҫарас тесен мӗншӗн пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла?
7 Фарисейсенчен мар, Иеговӑран тӗслӗх илӗр. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр. (Колоссӑ 3:13 вуласа пар.) Тӗслӗхрен, хӑвӑртан каҫару ыйтма шутлакан ҫын ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (Лука 17:3, 4). Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ыттисем мана пӗрре кӑна мар кӳрентернӗ пулсан та эпӗ вӗсене тӳрех тата ҫӑмӑллӑнах каҫаратӑп-и? Хама кӳрентерекенсемпе хаваспах мирлешетӗп-и?»
8 Каҫарма хатӗр пулнипе пулманни эпир хамӑра кӗҫӗне хунипе хуманнине тӳрех кӑтартать. Фарисейсем хӑйсене мӑнна хунӑ, ҫавӑнпа ыттисене каҫарасшӑн пулман. Анчах та христиансен «йӑваш ӑслӑ пулса» ыттисене асла хумалла тата вӗсене чун-чӗререн каҫармалла (Флп. 2:3). Эпир хамӑртан ыйтма пултаратпӑр: «Иеговӑран тӗслӗх илсе хама кӗҫӗне хуратӑп-и?» Ҫапла тусан ыттисене сирӗнтен каҫару ыйтма, сире вара вӗсене каҫарма йывӑр пулмӗ. Кӳренме ан васкӑр тата май килнӗ таран хӑвӑртрах мирлешӗр (Еккл. 7:8, 9).
ҪЫН ПУРНӐҪНЕ ХАКЛӐР
9. Мӗнле майпа Иегова израильтянсене ҫын пурнӑҫӗ сӑваплӑ пулнине ӑнланма пулӑшнӑ?
9 Хӳтлӗх хуласем израильтянсене айӑпсӑр ҫыннӑн юнне тӑкасран хӳтӗленӗ (Сак. аст. 19:10). Пурнӑҫа питӗ хакланӑран Иегова «айӑпсӑр юн юхтаракан алла» кураймасть (Ытар. 6:16, 17). Вӑл тӳрӗ те сӑваплӑ Турӑ, ҫавӑнпа кам та кам ҫынна асӑрхамасӑр вӗлернӗ пулсан та вӑл ҫавӑн ҫине куҫ хупман. Ҫав ҫыннӑн, Турӑ ӑна хӗрхеннӗ пулин те, пурпӗрех мӗн пулса иртни ҫинчен старейшинӑсене каласа памалла пулнӑ. Вӗсем вӑл ҫынна асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе йышӑну тунӑ пулсан, унӑн хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличченех, тен, хӑйӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпех, юлмалла пулнӑ. Ҫын вӗлерекен тӗлӗшӗнчен ҫакӑн пек мерӑсем йышӑнни израильтянсене ҫын пурнӑҫӗ сӑваплӑ пулнине ӑнланма пулӑшнӑ. Пурнӑҫ паракан Турра мухтав кӳрес тенӗ пулсан, вӗсен хӑйсем мӗн туни е туманни ҫывӑх ҫынсен пурнӑҫне сиен кӳмелле ан пултӑр тесе асӑрхануллӑ пулмалла пулнӑ.
10. Ыттисен пурнӑҫне хакламан кӗнекеҫӗсемпе фарисейсене Иисус мӗнле питленӗ?
10 Иеговӑпа танлаштарас пулсан, кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ҫын пурнӑҫне ним вырӑнне те хуманнине кӑтартнӑ. Ҫакӑ мӗнрен курӑннӑ? Иисус каланӑ: «Эсир пӗлӳлӗх уҫҫине илтӗр те — хӑвӑр та кӗмерӗр, кӗрекенсене те чартӑр» (Лука 11:52). Ҫав ҫынсен ыттисене Турӑ Сӑмахне ӑнлантарса памалла пулнӑ тата вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа пыма пулӑшмалла пулнӑ. Вӗсем вара пачах урӑхла хӑтланнӑ — ҫынсене Иисусран, «пурӑнӑҫ Пуҫлӑхӗнчен», пӑрса янӑ (Ап. ӗҫ. 3:15). Вӗсем кӑтартнӑ ҫул ӗмӗрлӗхех пӗтесси патне илсе пынӑ. Мӑнкӑмӑллӑ кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ, ыттисен пурнӑҫӗ вӗсене пӑшӑрхантарман. Мӗн тери хаяр тата хытӑ чӗреллӗ пулнӑ вӗсем!
11. а) Павел апостол ҫын пурнӑҫне хаклакан Турӑран мӗнле тӗслӗх илнӗ? ӑ) Павел пекех хастар хыпарҫӑ пулма пире мӗн пулӑшма пултарать?
11 Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пек пулас мар тесен тата Иеговӑран тӗслӗх илес тесен мӗн тумалла? Ҫын пурнӑҫне хисеплемелле тата хакламалла. Павел апостол ҫавна ырӑ хыпара хастаррӑн сарса ҫӳренипе кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл: «Сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасассӑн, эпӗ ҫавӑншӑн айӑплӑ пулмӑп»,— тесе ҫирӗппӗн калама пултарнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:26, 27 вуласа пар.) Анчах та Павел ырӑ хыпар пӗлтерессе те хӑйне айӑплӑ туйнӑран мар тата Иегова ҫапла тума хушнӑран мар пӗлтернӗ. Вӑл ҫынсене юратнӑ тата вӗсен пурнӑҫне питӗ хакланӑ (1 Кор. 9:19—23). Пирӗн те ҫын пурнӑҫӗ ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла. Вӑл «пурте ӳкӗнччӗр» тет (2 Петр 3:9). Иегова пек пулас тесен пирӗн ҫынсене юратмалла. Ыттисене хӗрхенни пире ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтерме хавхалантарӗ тата ҫакӑ пире нумай савӑнӑҫ кӳрӗ.
12. Мӗншӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсен хӑрушсӑрлӑх техники ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар?
12 Унсӑр пуҫне, эпир пурнӑҫа Иегова пекех хаклатпӑр пулсан, хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмӑпӑр. Пирӗн машинпа асӑрхануллӑн ҫӳремелле тата хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнмалла. Ҫавӑн ҫинчен пуху тӗлпулӑвне кайнӑ чухне те, Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартас е юсас ӗҫе хутшӑннӑ чухне те асра тытмалла. Ӗҫе ӑнӑҫлӑрах тӑвассишӗн, срокра туса пӗтерессишӗн тата перекетлӗрех пулассишӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑсмалла мар тата ыттисен сывлӑхне сиен кӳмелле мар. Пирӗн Турӑ яланах тӗрӗссине тӑвать. Эпир те ҫаплах тӑвасшӑн. Харпӑр хӑй пурнӑҫне те, ыттисенне те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкересрен уйрӑмах старейшинӑсен асӑрханмалла (Ытар. 22:3). Сире старейшина хӑрушсӑрлӑх техники пирки аса илтерет пулсан, вӑл мӗн каланине тӑвӑр (Гал. 6:1). Юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ пулас мар тесен ҫын пурнӑҫӗ ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхӑр.
ӖҪЕ «ҪАК ЙӖРКЕПЕ ТАТСА ПАМАЛЛА»
13, 14. Израильти старейшинӑсем тӳрӗ суд тӑвакан Турӑран мӗнле тӗслӗх илме пултарнӑ?
13 Иегова Израильти старейшинӑсене халӑха суд тунӑ чухне тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑма хушнӑ. Чи малтанах вӗсен пӗтӗм фактсене пӗлме тӑрӑшмалла пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн старейшинӑсен ҫынна мӗншӗн вӗлернине тӗплӗн пӑхса тухмалла пулнӑ, ҫын вӗлерекенӗн шухӑш-кӑмӑлне ӑнланмалла пулнӑ тата унӑн унчченхи пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлмелле пулнӑ, кайран вара ҫав ҫынна хӗрхенмелле-и е ҫук-и, ҫавӑн пирки йышӑну тумалла пулнӑ. Тӳрӗ суд тӑвакан Турӑран тӗслӗх илсе старейшинӑсен ҫын вӗлерекен ҫынна «кураймасӑр» е «усал сунса» вӗлермен-и тесе тӗрӗслемелле пулнӑ. (Йыша шутлани 35:20—24 вуласа пар.) Ҫынна пӗлсе тӑрсах вӗлернине куракансем пулнӑ пулсан, ҫавна сахалтан та икӗ свидетелӗн ҫирӗплетсе памалла пулнӑ (Йыша шутл. 35:30).
14 Ӗҫсем мӗнле пулса иртнине пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн старейшинӑсен ҫын мӗн туни ҫинчен ҫеҫ мар, ун ҫинчен хӑйӗн ҫинчен те шухӑшламалла пулнӑ. Вӗсене вичкӗн ӑс кирлӗ пулнӑ тата мӗншӗн ҫапла пулса тухнине ӑнланма тӑрӑшмалла пулнӑ. Анчах та Иегова пекех вичкӗн ӑслӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма тата тӗрӗс суд тума пуринчен ытла вӗсене святой сывлӑш пулӑшма пултарнӑ (Тух. 34:6, 7).
15. Фарисейсемпе танлаштарсан, Иисус ҫылӑх тӑвакансем ҫине мӗнле пӑхнӑ?
15 Фарисейсем ҫын чӗринче мӗн пулнине курма тӑрӑшас вырӑнне, ытларах ҫын мӗнле ҫылӑх туни ҫинчен шутланӑ. Иисус Матфей патӗнче апатланнине курсан вӗсем унӑн вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Мӗншӗн сирӗн Вӗрентекенӗр куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» Иисус хуравланӑ: «Эмелҫӗ сыввисене Матф. 9:9—13). Ҫакӑ Иисус йывӑр ҫылӑх туни ҫине куҫа хупнине пӗлтерет-и? Ҫук, паллах. Тӗрӗссипе, вӑл ҫылӑх тӑвакансене ӳкӗнме хушнӑ (Матф. 4:17). Иисус куланай пуҫтаракансемпе ҫылӑх тӑвакансенчен хӑшӗ-пӗрисем улшӑнасшӑн пулнине курнӑ. Вӗсем Матфей патне ҫиес тесе кӑна килмен. Библире ҫырнӑ тӑрӑх, унта килнисенчен чылайӑшӗ унӑн вӗренекенӗсем пулнӑ (Марк 2:15). Шел пулин те, фарисейсем нумайӑшӗ Иисус ҫав ҫынсенче мӗн лайӑххине тупнине ӑнланайман. Фарисейсем тӳрӗлӗхе юратакан тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑшӑн ӗҫлетпӗр тенӗ, анчах та, унпа танлаштарсан, вӗсем хӑйсен халӑх ҫыннисене нихӑҫан тӳрленми ҫылӑхлӑ ҫынсем вырӑнне хунӑ.
мар, чирлисене кирлӗ; кайӑр та „Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ“ тени мӗне пӗлтернине ӑнланма тӑрӑшӑр; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ» (16. Йывӑр ҫылӑх тунӑ христианинӑн ӗҫне пӑхса тухнӑ чухне старейшинӑсем мӗн ӑнланма тӑрӑшаҫҫӗ?
16 Хальхи вӑхӑтра та старейшинӑсен «тӳрӗ сута» юратакан Иеговӑран тӗслӗх илмелле (Пс. 36:28). Чи малтан вӗсен христианин ҫылӑх тунипе туманнине ӑнланас тесе веҫех тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхмалла. Ҫылӑх тунӑ пулсан, ҫав ӗҫе Библире панӑ йӗркепе пӑхса тухмалла (Сак. аст. 13:12—14). Ҫавӑн чухне старейшинӑсен йывӑр ҫылӑх тунӑ христианин ӳкӗннипе ӳкӗнменнине ӑнланма тӑрӑшмалла. Ҫавна ӑнланма хӑш-пӗр чухне йывӑр. Ҫавӑнпа та ҫылӑх тӑваканӑн шухӑш-кӑмӑлне, вӑл хӑйӗн ҫылӑхӗ ҫине мӗнле пӑхнине тата унӑн мӗнлерех чӗре пулнине шута илмелле (Ӳлӗм. 3:3). Ҫылӑх тӑваканӑн, хӑйне хӗрхенччӗр тет пулсан, ӳкӗнмелле *.
17, 18. Ҫын чун-чӗререн ӳкӗннине курма старейшинӑсене мӗн пулӑшма пултарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
17 Иеговӑпа Иисус ҫын чӗринче мӗн пуррине курма пултараҫҫӗ, старейшинӑсем вара ҫавна тӑваймаҫҫӗ. Эсир старейшина пулсан, ҫын чун-чӗререн ӳкӗннине курма сире мӗн пулӑшма пултарать? Пӗрремӗшӗнчен, Иеговӑран кӗлӗре ӑслӑлӑх тата вичкӗн ӑс ыйтӑр (3 Патш. 3:9). Иккӗмӗшӗнчен, «Турра юрӑхлӑ хурланӑва», е чун-чӗререн укӗннине, «тӗнчеришӗн [«тӗнчери пек», ҪТ] хуйхӑрнинчен» уйӑрса илес тесен Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен тата шанчӑклӑ чура панӑ канашсем ҫинчен шухӑшлӑр (2 Кор. 7:10, 11). Ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗннӗ тата ӳкӗнмен ҫынсем пирки Библире мӗн ҫырнине тӗпчӗр, вӗсен туйӑмӗсем, шухӑш-кӑмӑлӗ тата ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
18 Виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫыннӑн ҫылӑхӗ ҫинчен кӑна мар, ун ҫинчен хӑйӗн ҫинчен те шухӑшлӑр. Ҫылӑх тӑвакан мӗнле ҫемьере ӳссе ҫитӗннине, шухӑш-кӑмӑлне тата унӑн мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивнине те шута илӗр. Библире Иисус пирки, христиансен пухӑвӗн Пуҫӗ пирки, пророкла акӑ мӗн каланӑ: «Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе. Мӗскӗнсене Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ, ҫӗр ҫинче асапланакансен ӗҫӗсене тӗрӗс татса парӗ» (Ис. 11:3, 4). Старейшинӑсем, сире Иисус хӑйӗн пухӑвӗшӗн тӑрӑшма суйласа лартнӑ. Вӑл сире ыттисене хӗрхенме тата тӳрӗ суд тума пулӑшӗ (Матф. 18:18—20). Пухура ҫавӑн пек тӑрӑшакан старейшинӑсем пурришӗн эпир мӗн тери пархатарлӑ! Вӗсем пулӑшнипе эпир те ыттисене хӗрхенме тата тӳрӗлӗхе юратма пултарӑпӑр.
19. Хӳтлӗх хуласем пирки панӑ саккунран эсир хӑвӑра валли усӑллине мӗн тупрӑр?
19 Моисей саккунӗнче Иегова ҫинчен тата унӑн тӳрӗлӗх нормисем ҫинчен калакан «пӗлӗвӗн тата чӑнлӑхӑн никӗсӗ» пур (Рим 2:20). Хӳтлӗх хуласем пирки панӑ саккун старейшинӑсене «тӳрӗ сут» тума вӗрентет тата пире пурне те пӗр-пӗрне ырӑлӑх кӑтартма, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма хавхалантарать (Зах. 7:9). Эпир Моисей саккунӗ тӑрӑх пурӑнмастпӑр пулин те, Иегова улшӑнман. Тӗрӗс суд тӑвасси тата хӗрхенӳ кӑтартасси уншӑн унчченхи пекех пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хамӑрӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни мӗн тери пысӑк чыс! Айтӑр унӑн лайӑх енӗсене кӑтартма тӑрӑшар тата унра хӳтлӗх шырар!
^ 16 абз. 2006 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр, 29-мӗш страница.