Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Уҫӑ кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ»

«Уҫӑ кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ»

ТУРРА тӗрӗс пуҫҫапассинче парне кӳресси яланах пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Авалхи вӑхӑтра израильтянсем чӗрчунсене парнене кӳнӗ. Христиансем вара «мухтав парни» кӳнипе палӑрса тӑнӑ. Ҫак парнесем пурте Иеговӑшӑн кӑмӑллӑ пулнӑ (Евр. 13:15, 16). Аяларах илсе панӑ тӗслӗхсенчен эпир уҫӑ кӑмӑллӑ пулни савӑнӑҫ тата пиллӗхсем кӳнине курӑпӑр.

Турра шанчӑклӑ Анна ывӑл ачаллӑ пуласшӑн пулнӑ, анчах ҫуратайман. Иеговӑна кӗлтунӑ чухне вӑл ывӑл ҫуратсан ӑна «унӑн кунӗсем вӗҫленичченех» саншӑн ӗҫлесе тӑма парӑп тесе тупа тунӑ (1 Патш. 1:10, 11). Вӑхӑт иртсен Анна йывӑр ҫын пулса тӑнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна Самуил ят панӑ. Ачана кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн амӑшӗ хӑйӗн сӑмахне тытнӑ, вара Самуил сӑваплӑ чатӑрта Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Иегова Аннӑна хӑйне шеллесе тӑманшӑн пилленӗ. Унӑн тата пилӗк ача ҫуралнӑ, Самуил вара пророк тата Библие ҫыракансенчен пӗри пулса тӑнӑ (1 Патш. 2:21).

Хальхи вӑхӑтра та христиансем Аннӑпа Самуил пекех хӑйсен пурнӑҫне Пултаракана халаллаҫҫӗ. Иисус каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, эпир Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе мӗн те пулин хӑваратпӑр пулсан вӑл пире туллин пиллӗ (Марк 10:28—30).

Пӗрремӗш ӗмӗрте Дорка (Тавифа) ятлӑ христианкӑна, вӑл «нумай ырӑ ӗҫ туса, чухӑнсене пулӑшса» пурӑннӑшӑн, питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӑл ҫынсене хӑйӗн мӗн пуррипе пулӑшса тӑнӑ, анчах каярахпа «чирлесе ӳкнӗ те — вилнӗ». Ҫакӑ пухурисене пурне те питӗ кулянтарнӑ. Ҫав вырӑнсенче Петр пулни ҫинчен илтсен вӗренекенсем ӑна чӗнсе илме ҫынсене янӑ. Петр килсе Доркӑна чӗртсе тӑратсан ҫынсем мӗн тери савӑннӑ пулӗ! Ҫынна апостол чӗртсе тӑратни ҫинчен Библире ҫырса хунисенчен ҫакӑ пӗрремӗшӗ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 9:36—41). Иегова Дорка тунӑ ырӑ ӗҫӗсене манман (Евр. 6:10). Турӑ Сӑмахӗнче ҫырса хунӑ ҫак христианкӑн тӗслӗхӗ пире ун пекех уҫӑ кӑмӑллӑ пулма хавхалантарать.

Павел апостол та питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, вӑл ыттисемшӗн хӑйӗн вӑхӑтне тата вӑйне шеллемен. Коринфра пурӑннӑ христиансем патне вӑл акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эпӗ те хамӑн мӗн пуррине сирӗншӗн хаваспах тӑкаклама хатӗр, сирӗншӗн эпӗ хама та хӗрхенместӗп» (2 Кор. 12:15). Хӑйне хӗрхенмесӗр ыттисене пулӑшни Павела савӑнӑҫ панӑ, унтан та ытларах, ҫакӑншӑн Иегова ӑна ырланӑ тата пилленӗ (Ап. ӗҫ. 20:24, 35).

Эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтерме тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене пулӑшма хамӑр вӑя тата вӑхӑта панӑ чухне Иегова, паллах, питӗ савӑнать. Анчах Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ сарӑлса пытӑр тесе эпир тата мӗн тума пултаратпӑр? Эпир хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пама пултаратпӑр, ҫакӑ вара Иеговӑна чыс кӳрет. Ҫак укҫа пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине каять. Ҫакӑ миссионерсене тата ытти тулли вӑхӑтпа ятарлӑ ӗҫлекенсене хӑйсен ӗҫне туса тӑма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗ литературӑпа видеосене тӗрлӗ чӗлхепе хатӗрлесе кӑларма, ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнӑ ҫынсене пулӑшма тата Патшалӑх залӗсене туса лартма май парать. «Уҫӑ кӑмӑлли пиллӗхлӗ» пуласси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Чи кирли вара — хамӑрӑн мӗн хакли пур, ҫавна Иеговӑна панипе эпир ӑна чыслатпӑр (Ытар. 3:9; 22:9, ҪТ).