Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хавассӑн, чун-чӗререн юрлӑр!

Хавассӑн, чун-чӗререн юрлӑр!

«Хамӑр Туррӑмӑра мухтаса юрламашкӑн ырӑ» (ПС. 146:1).

ЮРӐСЕМ: 10, 2

1. Юрлани пире мӗн тума май парать?

ЮРӐ хывакан пӗр паллӑ сӑвӑҫӑ пӗррехинче каланӑ: «Сӑмахсем пире шухӑшлаттараҫҫӗ. Кӗвӗ туйӑмсене вӑратать. Юрӑ юрланӑ чухне [шухӑшсемпе туйӑмсем] пӗрлешсе каяҫҫӗ, вара юрӑ чӗрене пырса тивет». Пирӗн юрӑсем Ҫӳлти Аттемӗре, Иеговӑна, мухтав кӳреҫҫӗ тата ӑна юратнине кӑтартма май параҫҫӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем — пӗччен чухне те, пухура та — яланах юрӑ юрласа ӑна мухтанӑ. Ҫакӑ тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен юрлани чӑн Турра пуҫҫапни шутне кӗрет.

2, 3. а) Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче юрлама вӑтанаҫҫӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

2 Сире пухура юрӑ юрлама килӗшет-и? Е эсир вӑтанатӑр? Хӑш-пӗр вырӑнсенче арҫынсем ҫын умӗнче юрлама аванмарланаҫҫӗ. Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пӗтӗм пуху ҫине витӗм кӳме пултарать, уйрӑмах старейшинӑсем ыттисемпе пӗрле юрлас мар тесе йӳтӗм шыраҫҫӗ пулсан (Пс. 29:13).

3 Юрлани Турра пуҫҫапни шутне кӗнине ӑнланатпӑр пулсан пухура юрланӑ вӑхӑтра эпир, паллах, залран тухса каймӑпӑр е юри кая юлса та ҫӳремӗпӗр. Ҫавӑнпа та пирӗн кашнин хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Христиансен тӗлпулӑвӗсенче юрлани ҫине эпӗ мӗнле пӑхатӑп? Вӑтаннине пула савӑнӑҫлӑн юрлаймастӑп пулсан, эпӗ мӗн тума пултаратӑп? Юрӑсене чун-чӗререн юрлас тесе мӗн тума пулать?»

ЮРӐСЕМ ЮРЛАНИ ТУРРА ПУҪҪАПНИ ШУТНЕ КӖРЕТ

4, 5. Авалхи Израильте Иеговӑна пуҫҫапнӑ чухне юрӑ-кӗвӗ пысӑк вырӑнта пулни ӑҫтан курӑнать?

4 Мӗн авалтанах Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ӑна кӗвӗ-юрӑпа мухтанӑ. Сӑмахран, израильтянсем Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ вӑхӑтра юрӑсене пысӑк вырӑна хунӑ. Давид патша храм тума хатӗрленнӗ чухне 4 000 левита Иеговӑна мухтаса юрлама суйласа лартнӑ. Вӗсем хушшинче «ҫак ӗҫе пӗлекенсем мӗнпурӗ икҫӗр сакӑрвун [«икҫӗр сакӑрвун сакӑр», ҪТ] ҫын пулнӑ» (1 Ҫулс. 23:5; 25:7).

5 Храма Иеговӑна халалласа уяв ирттернӗ чухне те юрӑ-кӗвӗ пысӑк вырӑнта пулнӑ. Библире каланӑ: «Пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн... Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗлӗт кӗрсе тулнӑ». Паллах, ҫак уяв унта пыракансенне пуринне те ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ (2 Ҫулс. 5:13, 14; 7:6).

6. Иерусалим стенисене туса пӗтернӗ ятпа Неемия мӗнле ятарлӑ программа хатӗрленӗ?

6 Иерусалим хӳмисене туса лартас ӗҫе йӗркелесе тӑнӑ Неемия левитсене те кӗвӗ каласа мухтав юррисем юрлама пуҫтарнӑ. Иерусалим стенисене хӑпартса пӗтернӗ ятпа тунӑ уявра ятарласа юрӑ-кӗвӗ программи хатӗрленӗ, ҫавна пула уяв питӗ савӑнӑҫлӑн иртнӗ. «Турра мухтавласа пымашкӑн икӗ пысӑк ушкӑнтан» пӗр ушкӑнӗ хӳме тӑрӑх сылтӑмалла, тепӗр ушкӑнӗ сулахаялла кайнӑ. Юрӑҫсен ҫак икӗ ушкӑнӗ Турӑ Ҫурчӗ умӗнче тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем юрлани пӗрлешсе кайнӑран аякка-аякка илтӗнсе тӑнӑ (Неем. 12:27, 28, 31, 38, 40, 43). Иегова хӑйне чун-чӗререн мухтаса юрланине илтсен савӑннӑ паллах.

7. Юрӑсем Турра пуҫҫапнӑ чухне пысӑк вырӑн йышӑннине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?

7 Христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайсан та юрӑ-кӗвӗ Турра пуҫҫапнӑ чухне пысӑк вырӑн йышӑнма пӑрахман. Этемлӗх историйӗнчи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ каҫ Иисус Каҫхи апат уявне йӗркелесе янӑ хыҫҫӑн апостолсемпе пӗрле мухтав юррисем юрланӑ. (Матфей 26:30 вуласа пар.)

8. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Турра мухтаса юрлас тӗлӗшрен мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

8 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пӗрле Турра мухтаса юрлас тӗлӗшрен тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсем час-часах пӗр-пӗрин килӗнче пуҫтарӑннӑ. Иерусалимри хрампа танлаштарсан, вӗсен ҫурчӗсем ҫав тери илемлӗ те капӑр пулман пулсан та, ҫакӑ вӗсене Иеговӑна чунтан-вартан юрласа мухтама чӑрмантарман. Турӑ хавхалантарнипе Павел апостол христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр» (Кол. 3:16, ҪХ). Пирӗн юрӑ кӗнекинчи юрӑсем пирки хӑюллӑнах «мухтав юррисем» теме пулать, вӗсене юрланӑ чухне «пӗтӗм чӗререн... тав туса» юрламалла. Ҫак юрӑсем «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» панӑ апат шутне кӗреҫҫӗ (Матф. 24:45).

ВӐТАНМАСӐР ЮРЛАМА МӖН ПУЛӐШӖ

9. а) Мӗншӗн хӑш-пӗрисем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата конгрессенче юрлама вӑтанаҫҫӗ? ӑ) Иеговӑна мухтаса чун-чӗререн юрлама мӗнле канашсем пулӑшӗҫ тата ҫак тӗлӗшрен камӑн лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

9 Мӗншӗн эпир юрлама вӑтанма пултаратпӑр? Тен, юрласси пирӗн ҫемьере е халӑхра йӑлана кӗмен. Е эпир паллӑ юрӑҫсем радиопа е телевизорпа юрланине итленӗ чухне вӗсем мӗнле юрланине хамӑр юрланипе танлаштарсан кулянма пултаратпӑр. Анчах та ҫакӑ Иеговӑна мухтаса юрламалла маррине пӗлтермест. Пуҫа ҫӳлерех ҫӗклӗр те юрӑ кӗнекине хӑвӑр ума тытса чун-чӗререн юрлӑр! (Езд. 3:11; Псалом 146:1 вуласа пар.) Хальхи вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче нумайӑшӗнче юрӑсен сӑмахӗсене экран ҫинче кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑ юрлама пулӑшать. Ҫакна та палӑртмалла: юрӑсене юрласси старейшинӑсем валли йӗркеленӗ Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗн программине кӗрет, мӗншӗн тесен вӗсен ҫак тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла.

10. Ыттисем умӗнче юрлама хӑратпӑр пулсан мӗн асра тытмалла?

10 Тулли саспа юрлама хӑш-пӗр чухне хӑрани чӑрмантарать. Пирӗн сасӑ ыттисенчен хытӑрах илтӗнсе тӑрасран е эпир мӗнле юрлани ыттисен кӑмӑлне каймасран хӑрама пултаратпӑр. Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшлӑр: калаҫнӑ чухне «эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр» (Иак. 3:2). Ҫавӑншӑн эпир ялан шӑпӑрт ҫӳреместпӗр вӗт. Эпир лайӑхах юрлама пултарайманни пире Иеговӑна мухтаса юрлама чарса тӑмалла-и вара?

11, 12. Лайӑхрах юрлама вӗренме мӗнле канашсем пулӑшӗҫ?

11 Хӑш-пӗр чухне эпир юрлама пӗлменнипе юрлама вӑтанатпӑр. Анчах та темиҫе усӑллӑ канашпа усӑ курсан лайӑхрах юрлама вӗренме пулать *.

12 Тӗрӗс сывласан сасӑ вӑйлӑрах та янӑравлӑрах тухать. Лампочка электричествӑна пула ҫуталса кайнӑ пекех сасӑ сывлӑш тухнипе пулать. Юрланӑ чухне сасӑ калаҫнӑ чухнехи пек е хытӑрах та илтӗнсе тӑмалла. Тӗрӗс сывлама вӗренес тесен, ҫакна тума пулать: тӳрӗ тӑрӑр, хулпуҫҫисене тӳрлетӗр тата ӳпкен аялти пайне тултармалӑхах тарӑн сывласа илӗр. Сывлӑша майӗпен кӑларнӑ май васкамасӑр ӑсра шутлӑр, май килнӗ таран пысӑкрах хисепе шутласа ҫитме тӑрӑшӑр. Юрӑ юрланӑ чухне те ҫаплах сывлӑр. Тӗрӗссипе каласан, Библире те Иеговӑн ӗҫлекенӗсене ӑна янӑравлӑн мухтаса юрлама хавхалантарнӑ (Пс. 80:2).

13. Хӑюллӑрах юрлас тесен мӗн тумалла?

13 Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне е пӗччен чухне те ҫакна туса пӑхӑр: юрӑ кӗнекинчен юратнӑ юрра суйласа илӗр те унӑн сӑмахӗсене хытӑ та ҫирӗп саспа вуласа тухӑр. Унтан ҫавӑн пек саспах, пӗрре сывласа илнӗ сывлӑшпах, юррӑн пӗр ҫаврӑмне каласа пӑхӑр. Кайран ҫавнах сас вӑйне улӑштармасӑр юрласа пӑхӑр (Ис. 24:14). Вара сирӗн сас янӑравлӑрах илтӗнӗ. Ҫакӑнтан ан хӑрӑр, ан вӑтанӑр!

14. а) Лайӑх юрламашкӑн мӗншӗн ҫӑвара хытӑ кармалла? («Лайӑхрах юрлама вӗренес тесен мӗн тума пулать?» рамкӑна пӑхӑр.) ӑ) Сирӗн шутпа, сасса лайӑхлатас енчен мӗнле канашсем усӑллӑ?

14 Ҫӑвара хытӑ кармасассӑн тулли саспа юрлама ҫук. Ҫавӑнпа ҫӑвара калаҫнӑ чухнехинчен хытӑрах уҫӑр. Хӑвӑрӑн сасӑ пирки вӑйлӑ мар е ытла ҫинҫе тесе шутлатӑр пулсан вара мӗн тумалла? Ҫапла туса пӑхӑр. Мышцӑсене ҫемҫетме тӑрӑшӑр, вара ҫӑвара хупса ҫак упражнение тӑвӑр: тутасене хупӑр та (ан хытарӑр вӗсене) «ммм-ммм-ммм...» сасса кӑларӑр. Ҫавӑн чухне пуҫра та, кӑкӑрта та чӗтренни сисӗнсе тӑмалла. Тарӑн сывлама ан манӑр.

МУХТАВ ЮРРИСЕНЕ ЧУН-ЧӖРЕРЕН ЮРЛӐР

15. а) 2016 ҫулта кашни ҫул иртекен пухура мӗнле пӗлтерӳ тунӑ? ӑ) Мӗнле сӑлтавсене пула ҫӗнӗ юрӑ кӗнекине кӑларма йышӑну тунӑ?

15 2016 ҫулта Хурал башнин, Библин тата трактатсен Обществин (Пенсильвани) кашни ҫул иртекен пухура Стивет Летт тӑван кӗҫех эпир тӗлпулусенче «Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар» ятлӑ ҫӗнӗ юрӑ кӗнекипе усӑ курма пуҫлатпӑр тесе пӗлтернӗ. Летт тӑван ҫӗнӗ юрӑ кӗнеки мӗншӗн тухнине те ӑнлантарса панӑ. Сӑлтавсенчен пӗри — акӑлчан чӗлхипе «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗ тухни. Ҫавӑнпа 2013 ҫулхи Библи куҫарӑвӗнче урӑх усӑ курман сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене юрӑсенче те ылмаштармалла пулнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫӗнӗ юрӑ кӗнекине ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫинчен тата тӳлесе илмелли парнешӗн эпир мӗн тери пархатарлӑ пулни ҫинчен хайланӑ юрӑсене кӗртнӗ. Ертсе пыракан совет ҫӗнӗ юрӑ кӗнекине пур енчен те лайӑх тӑвас тенӗ. Ҫавӑнпа унӑн ҫирӗп хуплашки те «Ҫӗнӗ Тӗнче куҫарӑвӗн» пекех.

16, 17. Ҫӗнӗ юрӑ кӗнекине мӗнле улшӑнусем кӗртнӗ?

16 Усӑ курма меллӗ пултӑр тесе «Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар» юрӑ кӗнекинчи юрӑсене темӑсем тӑрӑх уйӑрнӑ. Тӗслӗхрен, малтанхи 12 юрри Иегова ҫинчен, ун хыҫҫӑнхи 8-шӗ вара Иисус тата тӳлесе илмелли парне ҫинчен. Юрӑ кӗнекин пуҫламӑшӗнче темӑсен списокӗ пур. Вӑл, сӑмахран, арҫын тӑвансене доклад валли юрӑ суйласа илме пулӑшать.

17 Пурте юрӑсене чун-чӗререн юрлама пултарччӑр тесе вӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухса шухӑшсене уҫӑмлӑрах тунӑ тата кивелсе кайнӑ сӑмахсене улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех ҫынсем сайра-хутра ҫеҫ усӑ куракан сӑмахсем вырӑнне куллен усӑ куракан сӑмахсене ҫырнӑ. Ҫавна пула халӗ юрӑсене юрлама ҫӑмӑлтарах. Унсӑр пуҫне, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсемпе тата ырӑ хыпар сарас ӗҫпе ҫыхӑннӑ юрӑсем ытларах усӑ паччӑр тесе вӗсен текстне улшӑнусем кӗртнӗ.

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне юрӑсене юрлама вӗренӗр (18-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18. Мӗншӗн пирӗн ҫӗнӗ юрӑ кӗнекинчи юрӑсене юрлама вӗренмелле? (Сноскӑна пӑхӑр.)

18 «Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар» юрӑ кӗнекинчи юрӑсем нумайӑшӗ пирки кӗлӗсем теме пулать. Вӗсем пире Иеговӑна чӗрери туйӑмсене уҫса пама май параҫҫӗ. Ытти юрӑсем вара пире «пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса» тӑраҫҫӗ (Евр. 10:24). Юрӑсен кӗввисемпе сӑмахӗсене лайӑх пӗлес тесе вӗсене мӗнле юрланине интернетра итлеме пулать. Юрӑсене юрлама килте репетици тӑвӑр. Ҫапла эсир хӑюллӑрах тата чун-чӗререн юрлама пултарӑр! *

19. Мӗнле майпа пухура пурте пӗр харӑс Иеговӑна мухтав кӳме пултараҫҫӗ?

19 Юрлани Турра пуҫҫапни шутне кӗрет. Ҫакӑ Иеговӑна юратнине тата ӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартмалли чаплӑ май. (Исаия 12:5 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне, чун-чӗререн юрланипе эпир ыттисене те вӑтанмасӑр, чун-чӗререн юрлама хавхалантарма пултаратпӑр. Юрӑ юрланӑ чухне пухура пурте пӗрле — ҫамрӑккисем те, ваттисем те, тин ҫеҫ Библи вӗренме пуҫланӑ ҫынсем те — Иеговӑна мухтав кӳме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа юрӑ юрласа хамӑрӑн туйӑмсене кӑтартма ниме те чӑрмантарма парар мар. Турӑ хавхалантарнипе псалом юрлакан ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр» (Пс. 95:1). Айтӑр хамӑрӑн Турра хавассӑн, чун-чӗререн мухтаса юрлар!

^ 11 абз. Сасса лайӑхлатма пулӑшакан канашсене пирӗн телевиденири 2014 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчи кӑларӑмра тупма пулать (акӑлч., НАША СТУДИЯ разделта).

^ 18 абз. Юрӑ юрлама хатӗрленме пулӑшас тесе конгрессенче программӑн кашни пайӗ умӗн вунӑ минут хушши оркестр калакан кӗвӗсене ярса параҫҫӗ. Вӗсем пирӗн чӗрене тата ӑс-тӑна программӑна итлеме хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫав илемлӗ кӗвӗсем янӑрама пуҫличчен хамӑр вырӑнсене ларса тимлӗ итлеме хатӗрленсен лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.