Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр

Иегова пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр

«Ҫӳлхуҫа Турӑ... Хӑйӗн халӑхне... хӗрхеннӗ» (2 ҪУЛС. 36:15).

ЮРӐСЕМ: 57, 147

1. Иегова Моисее хӑй ҫинчен мӗн пӗлтернӗ тата мӗншӗн ҫавна пӗлни питӗ кирлӗ?

ПӖРРЕХИНЧЕ Турӑ Моисее хӑйӗн ятне тата лайӑх енӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Чи малтан вӑл хӑй пирки этеме шеллекен тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ тенӗ. Библире ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа, унӑн умӗнчен иртсе кайса, кӑшкӑрса каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ [«Иегова, Иегова, этеме шеллекен, хӗрхенекен кӑмӑллӑ», ҪТ], вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ». (Тухни 34:5—7 вуласа пар.) Иегова Моисее хӑйӗн вӑйӗ е ӑслӑлӑхӗ ҫинчен калама пултарнӑ. Анчах та Моисее ҫав самантра урӑххи кирлӗ пулнӑ — Иегова ӑна пулӑшса тӑрасси пирки шантарса калани (Тух. 33:13). Турӑ хӑй пирки этеме шеллекен тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ тесе чи малтанах калани сирӗн чуна ӑшӑтмасть-и? Ку статьяра эпир хӗрхенекен кӑмӑллӑ пуласси ҫинчен — асапланакан е инкеке лекнӗ ҫынна хӗрхенсе пулӑшас килни ҫинчен — тӗплӗн сӳтсе явӑпӑр.

2, 3. а) Ҫынсем ыттисене хӗрхенме пӗлни ӑҫтан курӑнать? ӑ) Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалли ҫинчен Библире мӗн каланине мӗншӗн пӑхса тухмалла?

2 Турӑ этеме хӑй евӗрлӗ пултарнӑ. Иегова хӑй хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран ҫынсем — чӑн Турра пӗлменнисем те — ыттисене хӗрхенсе пулӑшаҫҫӗ (Пулт. 1:27). Библире хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем нумай. Соломон патне пынӑ икӗ аскӑн арӑмӑн тӗслӗхне аса илер. Вӗсем патшана вӗсенчен хӑшӗ ачан амӑшӗ пулнине калама ыйтнӑ. Соломон вӗсене тӗрӗслес тесе ачана ҫурмаран касма хушнӑ. Чӑн-чӑн амӑшӗн пӗтӗм ӑшчикӗ пӑлханса кайнӑ. Ачана ҫӑлса хӑварас тесе вӑл ӑна урӑх хӗрарӑма пама та хатӗр пулнӑ (3 Патш. 3:23—27). Е пӗчӗк Моисее ҫӑлса хӑварнӑ фараон хӗрӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Тупнӑ пӗчӗк ача еврей ачи пулни ҫинчен тата ӑна чӗрӗ хӑварма юраманни ҫинчен пӗлнӗ пулсан та, вӑл «ачана хӗрхеннӗ» те хӑйӗн ывӑлне пӑхса ӳстернӗ пек ӳстерме шут тытнӑ (Тух. 2:5, 6).

3 Ыттисемпе хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмалли пирки пирӗн мӗншӗн шухӑшламалла? Мӗншӗн тесен Библи пире Турӑ евӗрлӗ пулма хушать (Эф. 5:1). Иегова пире хӗрхенекен кӑмӑллӑ тунӑ пулсан та, пирӗн пурин те, Адамӑн ҫылӑхлӑ тӑхӑмӗ пулнӑран, ытларах хамӑр ҫинчен шухӑшлас туртӑм пур. Хӑш чухне эпир халӗ манӑн ыттисене пулӑшмалла-и е хамӑн ҫинчен шутламалла-и тесе иккӗленсе тӑма пултаратпӑр? Анчах та ыттисемпе ытларах интересленме пире мӗн пулӑшма пултарать? Пӗрремӗшӗнчен, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине Иегова тата ыттисем мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр. Иккӗмӗшӗнчен, ҫак тӗлӗшрен Турӑ пек пулас тесен мӗн тумалли ҫинчен тата ҫакӑ мӗнле усӑ кӳресси ҫинчен шухӑшлӑр.

ЫТТИСЕНЕ ХӖРХЕНЕС ТӖЛӖШРЕН ИЕГОВА — ЧИ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХ

4. а) Иегова ангелсене Содома мӗншӗн янӑ? ӑ) Лотпа унӑн ҫемйи ҫинчен каласа пани пире мӗне вӗрентет?

4 Иегова ыттисене хӗрхеннине кӑтартни ҫинчен ҫырса панисем нумай. Вӑл хӑйне Лотпа мӗнле тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Тӳрӗ кӑмӑллӑ Лот Содомпа Гоморра ҫыннисен йӗркесӗр ӗҫӗсене курса чунӗпе кулленех асапланнӑ. Турӑ ҫав ҫынсем вилӗме тивӗҫлӗ тенӗ (2 Петр 2:7, 8). Лота ҫӑлас тесе Иегова ангелсене янӑ. Ангелсем Лотпа унӑн ҫемйине тӗп тумалли хуларан тарма васкатнӑ. Библире ҫырнӑ: «Вӑл васкаманран... [ангелсем], ӑна Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе, ӑна хӑйне те, арӑмӗпе унӑн икӗ хӗрне те аллинчен тытса илсе тухнӑ, ӑна хула тулашне кӑларса тӑратнӑ» (Пулт. 19:16). Ҫак тӗслӗхрен Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен мӗнле йывӑрлӑхсене тӳсме тивнине пӗлсе тӑни курӑнать (Ис. 63:7—9; Иак. 5:11; 2 Петр 2:9, 10).

5. 1 Иоанн 3:17 тата ытти сӑвӑ йӗркисем хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма мӗнле вӗрентеҫҫӗ?

5 Иегова хӑй ҫеҫ хӗрхенекен кӑмӑллӑ мар, вӑл хӑйӗн халӑхне те ҫак ене кӑтартма вӗрентет. Израиль халӑхне панӑ саккунсенчен пӗрне пӑхса тухар. Тумтире салук илсе юлсассӑн ҫыннӑн хӑйне мӗнле тытмалла пулнӑ? (Тухни 22:26, 27 вуласа пар.) Хытӑ чӗреллӗ ҫын ҫав тумтире тавӑрса памасан та пултарнӑ. Вара кивҫене кӗнӗ ҫыннӑн ҫӗрле витӗнме нимӗн те пулман пулӗччӗ. Анчах та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунсӑр пулма юрамасть тесе вӗрентнӗ. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма питӗ кирлӗ. Ҫак саккунри принцип пире мӗне вӗрентет? Тӑвана пулӑшма май пур пулсан ӑна инкекре пӑрахса хӑвармалла мар (Кол. 3:12; Иак. 2:15, 16; 1 Иоанн 3:17 вуласа пар).

6. Иегова кутӑн израильтянсене хӗрхеннинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

6 Израильтянсем ҫылӑхсем туса пурӑннӑ чухне те Иегова вӗсене хӗрхеннӗ. 2 Ҫулсеренхи 36:15-мӗшӗнче ҫырнӑ: «Ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсем патне Хӑйӗн хыпарҫисене ярсах тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне тата Хӑйӗн Ҫуртне хӗрхеннӗ». Иегова ҫинчен пӗлмен, анчах та хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнсе Туррӑн тусӗсем пулса тӑма пултаракан ҫынсене пирӗн те хӗрхенмелле мар-и вара? Ҫывхарса килекен суд кунӗнче Иегова никам та ан пӗттӗр тет (2 Петр 3:9). Ҫавӑнпа та, Иегова ҫак усал тӗнчене тӗп тӑвиччен асӑрхаттаракан хыпара пӗлтернӗ май, айтӑр Турӑ хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни ҫинчен каласа парар.

7, 8. Пӗр ҫемье хӑйсене Иегова хӗрхенсе ҫӑлни пирки мӗншӗн иккӗленмен?

7 Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн нумай ӗҫлекенӗ вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнине туйса курнӑ. 1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Боснире мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Унта тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пӗр-пӗринпе хӗрсе кайсах ҫапӑҫнӑ тата пӗр-пӗрне вӗлернӗ. 12 ҫулхи Милан ятлӑ ача хӑйӗн шӑллӗпе, ашшӗ-амӑшӗпе тата ытти Свидетельсемпе пӗрле автобуспа конгреса Сербие кайма тухнӑ. Ҫав конгресра Миланӑн ашшӗпе амӑшӗн шыва кӗмелле пулнӑ. Чикӗре вӗсен автобусне чарнӑ та Миланӑн ҫемйи мӗнле халӑх ҫыннисем пулнине кура вӗсене тухма хушнӑ. Ыттисене вара малалла кайма ирӗк панӑ. Милана ҫемйипе пӗрле чикӗре икӗ кун тытнӑ. Кайран дежурнӑй офицер командирӗпе раципе калаҫса вӗсемпе мӗн тумалли ҫинчен ыйтнӑ. Офицер ҫывӑх тӑнӑран хуравне пурте илтнӗ: «Урама кӑлар та персе вӗлер вӗсене!»

8 Офицер салтаксемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра икӗ палламан ҫын Миланӑн ҫемйи патне пынӑ та эпир те Свидетельсем тесе шӑппӑн каланӑ. Мӗн пулса тухни ҫинчен вӗсем автобусра пулнӑ ытти тӑвансенчен пӗлнӗ. Ҫав икӗ Свидетель Миланпа унӑн шӑллӗне чикӗ урлӑ каҫас тесе хӑйсен машини ҫине ларма сӗннӗ, мӗншӗн тесен ачасен докуменчӗсене тӗрӗслемен пулнӑ. Ашшӗпе амӑшне вара чикӗри пункт айккипе ҫаврӑнса кайӑр, тепӗр енче тӗл пулатпӑр тенӗ. Ҫавна илтсен Милан те кулмалла, те макӑрмалла тесе аптраса тӑнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ вара: «Нимсӗр-мӗнсӗрех кайма ирӗк парӗҫ тетӗр-и?» — тесе ыйтнӑ. Ҫапах та вӗсем ҫав тӑвансене итленӗ. Ашшӗпе амӑшӗ чикӗ урлӑ каҫнӑ та ачисемпе унта тӗл пулнӑ. Салтаксем вара вӗсене пачах курман пек тӑнӑ. Ҫав ҫемье конгресс пулмалли хулана тӗрӗс-тӗкелех ҫитнӗ. Миланпа унӑн тӑванӗсем хӑйсем йӑлӑнса пулӑшу ыйтнине Иегова илтни пирки пӗртте иккӗленмен. Библи кӑтартса панӑ тӑрӑх, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пур чухне те ҫапла майпа хӳтӗлемест (Ап. ӗҫ. 7:58—60). Анчах та Милан калать: «Ангелсем салтаксене курми тунӑ пекех туйӑнчӗ, ҫапла майпа Иегова пире ҫӑлчӗ» (Пс. 96:10).

9. Ҫынсем мӗнле лару-тӑрура пулнине курсан Иисус мӗн тунӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

9 Христос тӗслӗхӗнчен те эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем «кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ». Ҫынсем ҫав тери йывӑр лару-тӑрура пулнине курсан Иисус мӗн тунӑ? «Вӑл вӗсене чылай вӗрентнӗ» (Матф. 9:36; Марк 6:34 вуласа пар). Фарисейсем ҫынсем ҫине пачах урӑхла пӑхнӑ, вӗсем ахаль ҫынсене пулӑшасшӑн пулман (Матф. 12:9—14; 23:4; Иоанн 7:49). Сирӗн те ҫынсене Иисус пекех пулӑшас тата Иегова ҫинчен вӗрентес килсе тӑрать-и?

10, 11. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни яланах вырӑнлӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

10 Яланах тата пурне те хӗрхенмелле тесе калани тӗрӗс мар. Ҫӳлерех пӑхса тухнӑ Библири тӗслӗхсене илес пулсан, Турӑ ҫав ҫынсене хӗрхенни вырӑнлӑ пулнӑ. Анчах та Саул патшапа мӗн пулса тухни ҫинчен аса илер. Вӑл Агаг патшана, Турӑ халӑхӗн тӑшманне, тата чи лайӑх выльӑх-чӗрлӗхне пӗтермен. Ҫапла тунипе Саул хӑй хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине кӑтартатӑп тесе шутланӑ пулӗ. Иегова вара ҫавна хӑйне пӑхӑнманни вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа вӑл Саул Израилӗн патши пулма пӑрахӗ тенӗ (1 Патш. 15:3, 9, 15). Паллах, Иегова — тӳрӗ Судья, вӑл ҫын чӗрине курать тата хӑҫан хӗрхенмеллине пӗлет (Хӳхл. 2:17; Иез. 5:11). Хӑйне пӑхӑнман ҫынсене Иегова кӗҫех суд тӑвать (2 Фес. 1:6—10). Ун чухне усал ӗҫсем туса пурӑнакан ҫынсене хӗрхенни вырӑнлӑ пулмӗ. Пачах урӑхла, ҫав ҫынсене тӗп тунипе Турӑ тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене хӗрхеннине кӑтартӗ, вӗсене ҫӑлса хӑварӗ.

11 Кам вилӗме тивӗҫлӗ, кам тивӗҫлӗ марри пирки йышӑну тума пирӗн право ҫук. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫынсене пулӑшас тесе пӗтӗм вӑя хумалла. Ҫывӑх ҫынсене хӗрхеннине мӗнле ӗҫсемпе кӑтартма пулать? Айтӑр темиҫе мая пӑхса тухар.

ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ ПУЛНИ МӖНЛЕ ӖҪСЕНЧЕН КУРӐНАТЬ

12. Ыттисене хӗрхеннине кӑтартмалли майсенчен пӗри хӑшӗ?

12 Кулленхи ӗҫсенче пулӑшӑр. Иегова христиансене ҫывӑх ҫынсемпе те, пухури тӑвансемпе те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма хушать (Иоанн 13:34, 35; 1 Петр 3:8). «Хӗрхенни» текен сӑмах ҫыннӑн чун ыратӑвне туйма пӗлнине пӗлтерме пултарать. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын ыттисен йывӑрлӑхӗсене ҫӑмӑллатас тесе тӑрӑшать. Ҫакна тума майсем шырар! Сӑмахран, эпир кама та пулин кил таврашӗнчи ӗҫсене тума е мӗнле те пулин урӑх ӗҫпе пулӑшма пултаратпӑр (Матф. 7:12).

Ыттисемпе хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр (12-мӗш абзаца пӑхӑр.)

13. Ҫутҫанталӑк инкекӗсем вӑхӑтӗнче Туррӑн ӗҫлекенӗсен мӗнле лайӑх енӗсем уйрӑмах палӑрса тӑраҫҫӗ?

13 Ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн-хур тӳсекенсене пулӑшӑр. Ҫутҫанталӑк инкекӗсене лекнисем мӗнле йывӑрлӑхсем тӳснине курсан нумайӑшӗн вӗсене пулӑшас килет. Иегова Свидетелӗсем хӗн-хур тӳсекенсене пулӑшма хатӗр пулнипе палӑрса тӑраҫҫӗ (1 Петр 2:17). Японири пӗр хӗрарӑм тӑван пурӑнакан районти ҫурт-йӗрсем 2011 ҫулта ҫӗр чӗтреннине тата цунамие пула арканса пӗтнӗ. Ҫав тата ытти ҫӗршывсенче пурӑнакан доброволецсем арканнӑ ҫуртсене ҫӗнӗрен туса лартма килнине курсан ҫав тӑванӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ тата унӑн чунӗ лӑпланнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫавӑн чухне эпӗ Иегова та, унӑн ӗҫлекенӗсем те пирӗншӗн тӑрӑшнине куртӑм. Тата пӗтӗм тӗнчипе нумай тӑван пирӗншӗн кӗлтунине туйса тӑтӑм».

14. Ваттисене тата чирлисене эсир мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

14 Ватӑ ҫынсене тата чирлисене пулӑшӑр. Адамӑн ҫылӑхне пула ыттисем мӗнле асапланнине курсан эпир вӗсене питӗ хӗрхенетпӗр. Турӑ чир-чӗре тата ватлӑха пӗтерессе эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, ҫавӑнпа Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтӑватпӑр. Хальлӗхе вара эпир ыттисене пулӑшма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр. Пӗр журналист хӑйӗн кӗнекинче хӑйӗн амӑшӗпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа панӑ. Унӑн амӑшӗ Альцгеймер чирӗпе чирленӗ. Пӗррехинче вӑл тумтирне вараланӑ пулнӑ. Ӑна тасатма хӑтланнӑ чухне алӑкран такам шӑнкӑравланӑ. Ун патне унччен те кӗркелесе ҫӳренӗ икӗ хӗрарӑм, Иегова Свидетелӗсем, килнӗ пулнӑ. Вӗсем сире пулӑшмалла мар-и тесе ыйтнӑ. Хӗрарӑм хуравланӑ: «Ыйтма аван мар та, пулӑшу чӑнах та кирлӗ». Хӗрарӑм тӑвансем ӑна пулӑшнӑ, унтан чей хатӗрленӗ тата кӑштах унпа калаҫса ларнӑ. Ҫав хӗрарӑмӑн ывӑлӗ ҫапла каланӑ: «Эпӗ Свидетельсем умӗнче пуҫа таятӑп. Вӗсем мӗнле вӗрентеҫҫӗ, ҫапла тӑваҫҫӗ». Ватӑ ҫынсене тата чирлисене хӗрхенни сире вӗсене пулӑшас тесе пӗтӗм вӑя хума хавхалантармасть-и? (Флп. 2:3, 4.)

15. Эпир ырӑ хыпар сарни ҫынсене мӗнле усӑ парать?

15 Ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшӑр. Пирӗн вӑхӑтра ҫынсем тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсене пулӑшмалли чи лайӑх май вӑл — Турӑ ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ ҫынсемшӗн мӗн туса парасси ҫинчен каласа парасси. Унсӑр пуҫне, эпир ҫынсене Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнни мӗн тери ӑслӑ пулнине курма пулӑшма пултаратпӑр (Ис. 48:17, 18). Ырӑ хыпар сарас ӗҫре эсир ытларах тума пултаратӑр-и? Ҫак ӗҫ Иеговӑна мухтава кӑларать тата ыттисене хӗрхеннине кӑтартма май парать (1 Тим. 2:3, 4).

ХӖРХЕНЕКЕН КӐМӐЛЛӐ ПУЛНИ ХАМӐРА ТА УСӐ ПАРАТЬ

16. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни пире мӗнле усӑ парать?

16 Психологсем каланӑ тӑрӑх, эпир ыттисене хӗрхенетпӗр пулсан, ҫакӑ пирӗн сывлӑх ҫине тата хамӑрпа ыттисем хушшинчи хутшӑнусем ҫине лайӑх витӗм кӳрет. Ыттисене йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшсан эпир телейлӗрех пулӑпӑр, лайӑххине шанма ҫӑмӑлтарах пулӗ, пӗчченлӗх туйӑмӗ е ытти йывӑр туйӑмсем вара сайра хутра ҫеҫ пулӗҫ. Апла пулсан, ыттисене хӗрхенсе пулӑшнипе эпир хамӑра та пулӑшатпӑр (Эф. 4:31, 32). Юрату хавхалантарса тӑнипе эпир таврари ҫынсене пулӑшатпӑр пулсан пирӗн совесть таса пулать, мӗншӗн тесен эпир Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине тӑватпӑр. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни пире лайӑх ашшӗ-амӑшӗ, лайӑх мӑшӑр е лайӑх тус пулма пулӑшать. Ыттисене хӗрхенсе пулӑшакан ҫынсем хӑйсем те йывӑр килнӗ вӑхӑтра ялан тенӗ пекех пулӑшусӑр тӑрса юлмаҫҫӗ. (Матфей 5:7; Лука 6:38 вуласа пар.)

17. Мӗншӗн эсир хӗрхенекен кӑмӑллӑ пуласшӑн?

17 Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни пире усӑ парать, анчах та эпир ҫавӑншӑн ҫеҫ мар ҫак лайӑх ене кӑтартасшӑн. Чи малтанах эпир Иегова пек, юратупа хӗрхенӳ Турри пек, пуласшӑн тата ӑна мухтава кӑларасшӑн (Ытар. 14:31). Иегова пирӗншӗн — чи лайӑх тӗслӗх. Ҫавӑнпа та айтӑр Иегова пек хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулар, пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрар, пухури тӑвансене хытӑрах юратар тата ытти ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшар! (Гал. 6:10; 1 Иоанн 4:16.)