Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Туррӑмӑр сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать»

«Туррӑмӑр сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать»

«Курӑк хӑрать, чечек тӑкӑнать, Туррӑмӑр сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать» (ИС. 40:8).

ЮРӐСЕМ: 95, 97

1, 2. а) Библи пулман пулсан пирӗн пурнӑҫ мӗнле пулнӑ пулӗччӗ? ӑ) Турӑ Сӑмахӗ усӑ патӑр тесен мӗн тумалла?

ШУХӐШЛАСА пӑхӑр-ха, Библи пулман пулсан пирӗн пурнӑҫ мӗнлерех пулнӑ пулӗччӗ? Эпир кашни кун усӑ паракан ӑслӑ канашсемсӗр тӑрса юлнӑ пулӑттӑмӑр. Турӑпа, пурнӑҫпа тата пуласлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине кӑмӑла ҫырлахтаракан хуравсене тупаймастӑмӑрччӗ. Иегова ӗлӗк-авал этемлӗхшӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен те пӗлейместӗмӗрччӗ.

2 Телее, пирӗн лару-тӑру пачах урӑхла. Иегова пире хӑйӗн Сӑмахне, Библие, парнеленӗ тата хӑйӗн хыпарне упрама сӑмах панӑ. Турӑ хавхалантарнипе Петр хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвӗнче Исаия 40:8-мӗшӗнчи, ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинчи, сӑмахсене илсе панӑ. «Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ» тесе Петр шӑпах Библи ҫинчен каламан пулсан та, вӑл Библири хыпар ҫинчен те каланӑ теме пулать. (1 Петр 1:24, 25 вуласа пар.) Паллах, Библие тӑван чӗлхепе вулама май пур пулсан ҫеҫ вӑл пире нумай усӑ парӗ. Турӑ Сӑмахне юратакансем ҫакна тахҫанах ӑнланнӑ. Ӗмӗрсем хушши тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем йывӑрлӑхсем ҫине пӑхмасӑрах Сӑваплӑ Ҫырӑва куҫарма тата унӑн копийӗсене салатма пӗтӗм вӑйне хунӑ. Вӗсем Туррӑн ирӗкне пурнӑҫланӑ. Библире каланӑ: «Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тим. 2:3, 4).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Ҫак статьяра эпир Туррӑн Сӑмахӗ 1) чӗлхе улшӑнса пынине пӑхмасӑрах, 2) тӗнчери политика лару-тӑрӑвӗ улшӑнса пынӑран тӗрлӗ халӑхсене хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе улшӑннине пӑхмасӑрах тата 3) ӑна куҫаракансене хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах мӗнле упранса юлнине пӑхса тухатпӑр. Ҫакна сӳтсе явни пире Турӑ Сӑмахне тата ытларах хаклама тата унӑн Авторне хытӑрах юратма пулӑшӗ (Мих. 4:2; Рим 15:4).

ЧӖЛХЕ УЛШӐНСА ПЫНИ

4. а) Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗлхесем мӗнле улшӑнаҫҫӗ? ӑ) Турӑ пур халӑх ҫыннисем ҫине те пӗр пек пӑхни ӑҫтан курӑнать тата ҫакӑ сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

4 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗлхесем улшӑнса пыраҫҫӗ. Сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен пӗлтерӗшӗ унчченхинчен расна пулса тӑма пултарать. Тен, эсир те хӑвӑрӑн тӑван чӗлхе мӗнле улшӑнса пынине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе пама пултаратӑр. Авалхи чӗлхесем ҫинчен те ҫавнах калама пулать. Библин ытларах пайне авалхи еврей тата грек чӗлхисемпе ҫырнӑ пулнӑ, анчах та ҫав чӗлхесем хальхи еврей тата грек чӗлхисенчен хытӑ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫынсенчен ытларахӑшне — хальхи еврей тата грек чӗлхисене пӗлекенсене те — Туррӑн Сӑмахне ӑнланас тесен хӑйсен чӗлхисем ҫине куҫарнӑ Библие вулас пулать. Хӑш-пӗрисем авалхи еврей тата грек чӗлхине вӗренесшӗн, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ытларах чухне ҫакӑнтан усси сахал. Халӗ Библие пӗтӗмпе е унӑн пайӗсене 3 200 ытла чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ «пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те» усӑ патӑр тет. (Ӳлӗмхине 14:6 вуласа пар.) Ҫакна пӗлни пире хамӑра юратакан тата ҫынна камне кура уйӑрман Турӑпа ҫывӑхланма хавхалантармасть-и? (Ап. ӗҫ. 10:34.)

5. Яков патша Библийӗ мӗнпе палӑрса тӑрать?

5 Библие мӗнле чӗлхесем ҫине куҫарнӑ, ҫав чӗлхесем те улшӑнса пыраҫҫӗ. Тин ҫеҫ тухнӑ Библи куҫарӑвне ӑнланма ҫӑмӑл, анчах та каярахпа вӑл кивелсе кайма пултарать. Тӗслӗхшӗн акӑлчан чӗлхи ҫине куҫарнӑ Библие илер. Яков патша Библийӗ 1611 ҫулта тухнӑ. Ҫав куҫару акӑлчан чӗлхипе кӑларнӑ Библи куҫарӑвӗсенчен чи анлӑ сарӑлнӑ куҫару пулса тӑнӑ тата вӑл акӑлчан чӗлхи ҫине пысӑк витӗм кӳнӗ *. Ҫакна та палӑртмалла: Яков патша Библийӗнче Туррӑн ячӗ ҫукпа пӗрех. Куҫаракансем «Иегова» ята Еврей Ҫырӑвӗсенче темиҫе вырӑнта ҫеҫ хӑварнӑ, ытти сӑвӑ йӗркисенче вара ун вырӑнне пысӑк саспаллисемпе «ҪӲЛХУҪА» тесе ҫырнӑ. Ҫав куҫарӑвӑн кайранхи кӑларӑмӗсенче ҫак сӑмаха Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче те темиҫе сӑвӑ йӗркинче ҫырнӑ. Ҫапла майпа Яков патша Библине пичетлесе кӑларакансем Туррӑн ячӗ Ҫӗнӗ Халалра та пулмаллипе килӗшнине кӑтартнӑ.

6. Мӗншӗн эпир «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗшӗн» пархатарлӑ?

6 Яков патша Библийӗ тухнӑранпа унти сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем нумайӑшӗ кивелсе кайнӑ. Ытти чӗлхесемпе тухнӑ Библин малтанхи куҫарӑвӗсем пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫавӑнпа «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» пурришӗн, хальхи вӑхӑтра калаҫакан чӗлхепе пичетлесе кӑларнӑ Библишӗн, эпир ҫав тери пархатарлӑ! Ҫак куҫару халӗ 150 ытла чӗлхепе тухнӑ. Апла пулсан ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен нумайӑшӗн ӑна вулама май пур. Турӑ Сӑмахне ӑнланмалла чӗлхепе куҫарнине пула унти хыпар ҫынсен чӗрисене пырса тивет (Пс. 118:97). Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» Туррӑн ячӗ Библин пирвайхи текстӗнче тӑнӑ вырӑнсенчех тӑрать.

ТӖРЛӖ ХАЛӐХСЕНЕ ХУТШӐНМА ПУЛӐШАКАН ЧӖЛХЕ

7, 8. а) Пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗрте еврейсенчен нумайӑшӗ Еврей Ҫырӑвӗсене мӗншӗн ӑнланман? ӑ) Мӗн вӑл Септуагинта?

7 Тӗнчери политика лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑран хӑш-пӗр чухне халӑхсене хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе те улшӑннӑ. Ҫакӑ ҫынсене Библие ӑнланма ан чӑрмантартӑр тесе Турӑ мӗн тунӑ? Айтӑр историри пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Библин малтанхи 39 кӗнекине израильтянсем, е еврейсем, ҫырнӑ. Чи малтанах «вӗсене Турӑ сӑмахне шанса панӑ» пулнӑ (Рим 3:1, 2). Анчах та пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗр патнелле еврейсем нумайӑшӗ тӑван чӗлхепе калаҫма пӑрахнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра Александр Македонский нумай ҫӗршыва ҫӗнсе илсе Грек империне сарса пынӑ. Вара нумайӑшӗсем тӑван чӗлхипе калаҫас вырӑнне грекла калаҫма тытӑннӑ (Дан. 8:5—7, 20, 21). Еврейсем те нумайӑшӗ ытларах грек чӗлхипе калаҫма пуҫланӑ, ҫавӑнпа та вӗсене Еврей Ҫырӑвӗсене ӑнланма йывӑр пулнӑ. Ҫав йывӑрлӑха мӗнле татса памалла пулнӑ-ши?

8 Пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗр варринче Библири малтанхи пилӗк кӗнекине еврей чӗлхинчен грек чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Еврей Ҫырӑвӗсен ытти кӗнекисене вара — пирӗн эрӑчченхи II ӗмӗр вӗҫнелле. Ҫав куҫарӑва Септуагинта теҫҫӗ. Вӑл Еврей Ҫырӑвӗсен куҫарӑвӗсенчен пӗрремӗшӗ шутланать.

9. а) Септуагинта тата Библин ытти авалхи куҫарӑвӗсем Турӑ Сӑмахне ӑнланма мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Еврей Ҫырӑвӗсенчи хӑш сӑвӑ йӗркисем сире ытларах килӗшеҫҫӗ?

9 Грекла калаҫакан еврейсем те, ыттисем те Септуагинтӑна пула Еврей Ҫырӑвӗсене грекла вулама пултарнӑ. Вӗсем Турӑ Сӑмахне хӑйсем калаҫакан чӗлхепе итленӗ е вуланӑ чухне мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Библие анлӑ сарӑлнӑ ытти чӗлхесем ҫине те куҫарнӑ, сӑмахран, сири, гот тата латин чӗлхисем ҫине. Сӑваплӑ Ҫырӑва тӑван чӗлхепе вуланӑ май ҫынсем, пирӗн пекех, хӑйсен чӗрисене пырса тивекен сӑмахсене астуса юлма пултарнӑ. (Псалом 118:162—165 вуласа пар.) Эппин, халӑхсене хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе улшӑннине пӑхмасӑрах Турӑ Сӑмахӗ упранса юлнӑ.

ТУРӐ СӐМАХНЕ КУҪАРАКАНСЕНЕ ХИРӖҪ ТӐНИ

10. Мӗншӗн Джон Уиклиф вӑхӑтӗнче ахаль ҫынсем Библи вулайман?

10 Хӑш-пӗр ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ахаль ҫынсене Библие вулаттарасшӑн пулман. Анчах та ҫавна пӑхмасӑрах тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем Библие вулама пурин те май пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Вӗсенчен пӗри XIV ӗмӗрте пурӑннӑ Джон Уиклиф пулнӑ. Вӑл кашни ҫыннӑн Библи вулама май пулмалла тесе шутланӑ. Анчах та вӑл вӑхӑтра Англири ҫынсен нумайӑшӗн ҫакӑн пек май пулман. Мӗншӗн-ши? Пӗрремӗшӗнчен, нумайӑшӗ Библие туянма пултарайман, мӗншӗн тесен ӑна алпа ҫыра-ҫыра илнӗ тата унӑн копийӗсем питӗ хаклӑ пулнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫынсем нумайӑшӗ вулама пӗлмен. Библие вуланине чиркӳре илтнӗ пулсан та, вӗсем ӑна ӑнланайман пуль, мӗншӗн тесен Чиркӳ латинла куҫарнӑ Библипе (Вульгата) усӑ курнӑ. Ҫав чӗлхепе вӑтам ӗмӗрсенчех калаҫма пӑрахнӑпа пӗрех пулнӑ, ахаль ҫынсем вара ӑна пачах пӗлмен. Мӗнле майпа вара вӗсем Библири хаклӑ пӗлӳсене илме пултарнӑ-ха? (Ытар. 2:1—5.)

Джон Уиклиф тата ытти ҫынсем Туррӑн Сӑмахӗ пурин те пултӑр тенӗ. Сирӗн те ҫакӑн пек кӑмӑл пур-и? (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)

11. Уиклиф Библийӗ тухнӑ хыҫҫӑн мӗнле ӗҫ пуҫланнӑ?

11 1382 ҫулта Библин акӑлчанла куҫарӑвӗ тухнӑ, ӑна Уиклиф Библийӗ тенӗ. Джон Уиклиф хыҫҫӑн пыракансем, лоллардсем, нумайӑшӗ ҫав куҫарупа анлӑн усӑ курма пуҫланӑ. Ҫав ҫынсем Библие юратнӑ. Турӑ Сӑмахӗ ҫынсен ӑс-тӑнӗпе чӗрисене пырса тивме пултартӑр тесе вӗсем ялтан яла ҫӳресе пӗтӗм Англие ҫуран утса тухнӑ. Час-часах лоллардсем ҫынсене Библирен вуласа панӑ тата унӑн пайӗсен алпа ҫырнӑ копийӗсене хӑварнӑ. Лоллардсем вӑй хунипе ҫынсем каллех Турӑ Сӑмахӗпе интересленме тытӑннӑ.

12. Уиклиф Библийӗ тухсан тӗн пуҫлӑхӗсем мӗн тунӑ?

12 Тӗн пуҫлӑхӗсем вара хӑйсене мӗнле тытнӑ? Вӗсем Уиклифа та, унӑн Библине те, унӑн вӗренекенӗсене те курайми пулнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем лоллардсене хӗсӗрленӗ, Уиклиф Библийӗн копийӗсене тупсан вара тӗп тунӑ. Уиклиф вилнӗ пулсан та, ӑна еретик тесе айӑпланӑ. Паллах ӗнтӗ, вилнӗ ҫынна наказани пама ҫук, ҫав-ҫавах тӗн пуҫлӑхӗсем Уиклиф шӑммисене чавса кӑларма, ҫунтарма, кӗлне вара Свифт юханшывне пӑрахма хушнӑ. Анчах та Туррӑн Сӑмахне вуласа ӑнланас текенсене Чиркӳ чарма пултарайман. Кайранхи ҫӗр-ҫӗр ҫул хушшинче Европӑра та, ытти вырӑнсенче те нумайӑшӗ Библие ахаль ҫынсем калаҫакан чӗлхесем ҫине куҫарса пичетлеме пуҫланӑ.

«САНӐН ТУРРУ, САНА ЫРРА ВӖРЕНТЕКЕНӖ»

13. Мӗн пирки эпир иккӗленместпӗр тата ҫакӑ пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетет?

13 Септуагинтӑна, Уиклиф Библине, Яков патшан Библине тата ытти куҫарусене Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ тесе шутламалла мар. Апла пулин те Сӑваплӑ Ҫырӑва куҫарас ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен шутланӑ май эпир Иегова, хӑй каланӑ пекех, Библие упраса хӑварнине куратпӑр. Ҫакӑ Турӑ сӑмах панисем ыттисем те пурнӑҫланасса хытӑрах шанма хавхалантармасть-и? (Иис. Н. 23:14.)

14. Туррӑн Сӑмахӗ упранса юлни ҫинчен шухӑшлани Турра хытӑрах юратма мӗнле пулӑшать?

14 Библи хальхи вӑхӑтченех мӗнле упранса юлни ҫинчен шухӑшлани пире Иеговӑна хытӑрах юратма пулӑшать *. Мӗншӗн вӑл пире хӑйӗн Сӑмахне парнеленӗ тата ӑна упрама сӑмах панӑ? Мӗншӗн тесен вӑл пире юратать тата ырра вӗрентесшӗн. (Исаия 48:17, 18 вуласа пар.) Турра юратнипе тата ӑна пӑхӑнса тӑнипе эпир унӑн юратӑвӗшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултаратпӑр (1 Иоанн 4:19; 5:3).

15. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

15 Эсир килӗшетӗр пулӗ, эпир Туррӑн Сӑмахне хакласан вӑл ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртмӗ. Библи вулани пире ытларах усӑ патӑр тесен мӗн тумалла? Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсене Библие хаклама мӗнле пулӑшма пулать? Пухури арҫын тӑвансем хӑйсем мӗне вӗрентни Библипе килӗшсе тӑнине мӗнле тӗрӗслеме пултараҫҫӗ? Ҫак ыйтусен хуравӗсене эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

^ 5 абз. Яков патша Библийӗнчи нумай сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе халӗ те анлӑн усӑ кураҫҫӗ.

^ 14 абз. «Пырса курӑр» рамкӑна пӑхӑр.