Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Иисус йӗрӗпе утас тесе эпӗ нумай мӗн хӑвартӑм

Иисус йӗрӗпе утас тесе эпӗ нумай мӗн хӑвартӑм

«Ырӑ хыпар сарма тухса каян пулсан, киле таврӑнмасан та пултаран. Таврӑнан пулсан уруна хуҫса ярап»,— терӗ мана атте. Унӑн сӑмахӗсем пуҫра нумай вӑхӑт хушши янраса тӑчӗҫ. Эпӗ ҫав-ҫавах килтен тухса каяс терӗм. Ҫакӑ маншӑн Иисус йӗрӗпе каймашкӑн мӗн-мӗн хӑварма тиврӗ, ҫавсенчен пӗрремӗшӗ пулчӗ. Ун чухне эпӗ 16-ра анчахчӗ.

ҪАКӐН пек лару-тӑрӑва мӗнле лекни ҫинчен каласа парам сире. Эпӗ 1929 ҫулхи июлӗн 29-мӗшӗнче ҫуралса Булакан провинцийӗнчи (Филиппин) пӗчӗк ялта ӳснӗ. Экономика кризисӗ пынӑ пирки эпир ансат пурнӑҫпа пурӑнаттӑмӑр. Эпӗ ача чухне Япони ҫарӗ Филиппин ҫине вӑрҫӑпа килнӗ. Пирӗн ял вӑрҫӑ пынӑ вырӑнтан аякра вырнаҫнӑран эпир ҫапӑҫусене курман. Пирӗн радио та, телевизор та, хаҫат та пулман, ҫавӑнпа та вӑрҫӑ хыпарӗсене ҫынсем каланӑ тӑрӑх ҫеҫ пӗлеттӗмӗр.

Ҫемьере эпӗ сакӑр ачаран иккӗмӗшӗччӗ. Сакӑр ҫул тултарсан кукаҫипе кукамай мана хӑйсем патне пурӑнма илчӗҫ. Эпир католиксемччӗ, анчах ман кукаҫине тӗрлӗ тӗнсем пирки калаҫма килӗшетчӗ. Вӑл юлташӗсем панӑ чухне тӗнпе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле литературӑна та илетчӗ. Кукаҫи мана тагаль чӗлхипе «Хӳтлӗх», «Хӑрушсӑрлӑх», «Уҫса пани» брошюрӑсене * тата Библи панине астӑватӑп. Мана Библи, уйрӑмах Евангели, вулама килӗшетчӗ. Ҫапла вара ман Иисус пек пулас килсе кайрӗ (Иоанн 10:27).

ИИСУС ЙӖРӖПЕ ПЫМА ВӖРЕНЕТӖП

Яппун ҫарӗсем Филиппинран 1945 ҫулта тухрӗҫ. Ҫав вӑхӑталла аттепе анне мана киле таврӑнма каларӗҫ. Кукаҫи те таврӑнма хавхалантарчӗ. Эпӗ вӗсене итлерӗм.

Кӑшт вӑхӑт иртсен, 1945 ҫулхи декабрьте, пирӗн яла Ангат хулинчен Иегова Свидетелӗсем ырӑ хыпар сарма килчӗҫ. Пирӗн пата ватӑ Свидетель килчӗ, вӑл пире «юлашки кунсем» пирки Библире мӗн ҫырни ҫинчен каласа пачӗ (2 Тим. 3:1—5). Ҫав тӑван пире Библи вӗренме кӳршӗ яла чӗнчӗ. Анчах аттепе анне каясшӑн пулмарӗҫ, эпӗ кайрӑм. Ҫынсем 20-ме яхӑн пухӑннӑччӗ, хӑшӗ-пӗрисем Библи тӑрӑх ыйтусем пачӗҫ.

Унта мӗн ҫинчен калаҫнине эп ӑнлансах каймарӑм, ҫавӑнпа тухса кайма шутларӑм. Анчах кӗтмен ҫӗртен пурте Патшалӑх юррине юрлама пуҫларӗҫ. Ҫакӑ мана питӗ килӗшрӗ, вара эпӗ юлма шутларӑм. Юрӑ юрласан тата кӗлтунӑ хыҫҫӑн пире пурне те тепӗр вырсарникун пухӑва Ангат хулине пыма чӗнчӗҫ.

Хӑш-пӗрисен пуху иртмелли вырӑна, Крус ҫемйи пурӑнакан ҫӗре, ҫитме сакӑр ҫухрӑм таранах ҫуран утма тивнӗ. Унта 50 ҫын патнелле пухӑннӑччӗ. Библи тӑрӑх панӑ йывӑр ыйтусем ҫине пӗчӗк ачасем те хуравлама пултарни мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Темиҫе тӗлпулӑва кайса килсен Дамиан Сантос тӑван, ватӑ пионер, мана хӑй патне ҫывӑрмаллах хӑнана чӗнчӗ. Эпир унпа Библи ҫинчен ҫӗрӗпе тенӗ пекех калаҫрӑмӑр.

Вӑл вӑхӑтра ҫынсем Библири тӗп вӗрентӳсемпе паллашсанах татӑклӑ утӑмсем тума хатӗр пулнӑ. Пухӑва темиҫе хут кайнӑ хыҫҫӑнах арҫын тӑвансем Библипе интересленекен темиҫе ҫын патне, ман пата та, пычӗҫ те: «Шыва кӗрес килет-и?» — тесе ыйтрӗҫ. Эпӗ: «Кӗрес килет»,— терӗм. Манӑн Христос Ҫӳлхуҫашӑн чура пек ӗҫлесе тӑрас килетчӗ (Кол. 3:24). 1946 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче эпир ҫывӑхри пӗчӗк юханшыв патне кайрӑмӑр та эпӗ тата тепӗр арҫын тӑван шыва кӗтӗмӗр.

Шыва кӗнӗ христиансем пулнӑ май эпир ырӑ хыпара яланах сармаллине ӑнланаттӑмӑр, ҫапла тума Иисус Христос хушнӑ вӗт. Ҫакӑ манӑн аттене килӗшмерӗ. Вӑл ҫапла каларӗ: «Ырӑ хыпар калама эсӗ ытла та ҫамрӑк. Шыва чиксе кӑларнипех хыпарҫӑ пулса тӑраяс ҫук эсӗ». Эпӗ вара ӑна Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерме Турӑ хӑй хушнӑ тесе ӑнлантартӑм, Турра тупа туса сӑмах панине пурнӑҫлатӑп терӗм (Матф. 24:14). Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл мана ҫӳлте асӑннӑ сӑмахсене каларӗ. Атте мана ырӑ хыпар сарма чарасшӑн пулчӗ. Ун чухне эпӗ Иеговӑн ӗҫне тӑвас тесе хамшӑн мӗн хаклӑ пулнине хӑварни пӗрремӗш хут пулчӗ.

Ангатра пурӑнакан Круссен ҫемйи мана хӑйсем патне пурӑнма йышӑнчӗ. Вӗсем мана та, хӑйсен кӗҫӗн хӗрне те пионер пулма хавхалантаратчӗҫ. 1947 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче эпир иксӗмӗр те пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Нора урӑх хулана ырӑ хыпар сарма куҫса кайрӗ, эпӗ вара Ангатра юлтӑм.

МӖН ХӐВАРМАЛЛИ ТАТАХ ПУЛЧӖ

Пӗррехинче Эрл Стьюарт, филиалтан килнӗ тӑван, Ангат хулинчи тӳремре сӑмах тухса каларӗ, ӑна 500 ытла ҫын итлерӗ. Ҫав вӑхӑталла эпӗ виҫӗ ҫул пионер пулса ӗҫленӗччӗ ӗнтӗ. Стьюарт тӑван акӑлчанла калаҫрӗ, эпӗ вара тагаль чӗлхи ҫине куҫарса тӑтӑм. Эпӗ ҫичӗ класс кӑна пӗтернӗччӗ, анчах та шкулти вӗрентекенсем час-часах акӑлчанла калаҫатчӗҫ. Унсӑр пуҫне, тагаль чӗлхипе пирӗн публикацисем сахал пулнӑран эпӗ акӑлчан чӗлхипе нумай вулаттӑмччӗ. Ҫапла майпа эпӗ докладсене куҫармалӑх акӑлчан чӗлхине пӗлсе ҫитрӗм.

Ҫав кун Стьюарт тӑван миссионерсен 1950 ҫулхи Нью-Йоркра (АПШ) иртекен «Теократи ӳсӗмӗ» ятлӑ конгреса каймалла терӗ. Ҫавӑнпа та филиал пӗр-икӗ арҫын тӑвана, пионерсене, Вефильте пулӑшма чӗнесси пирки каларӗ. Чӗннӗ тӑвансем хушшинче эпӗ те пултӑм. Манӑн каллех хӑнӑхнӑ вырӑна хӑварма тиврӗ — хальхинче Вефиле кайрӑм.

1950 ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче эпӗ Вефильте ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫав вӑхӑтра вӑл ҫӳллӗ йывӑҫсем хушшинче ларакан пысӑк кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑччӗ. Вефиль территорийӗ гектара яхӑнччӗ. Унта пӗр вунӑ арҫын тӑван ӗҫлетчӗ. Ирхине эпӗ кухньӑра пулӑшаттӑм, пӗр тӑхӑр сехетрен пуҫласа вара япаласем утюглаттӑм. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн та ҫав йӗркепех ӗҫлеттӗм. Миссионерсем пӗтӗм тӗнчери конгресран таврӑннӑ хыҫҫӑн та мана Вефильтех хӑварчӗҫ. Эпӗ журналсене упаковкӑлаттӑм, журналсем ҫырӑнса илмелли заявкӑсемпе ӗҫлеттӗм тата приемнӑйра лараттӑм. Мана мӗн тума хушатчӗҫ, ҫавна тӑваттӑм.

ГАЛААД ШКУЛӖНЧЕ ВӖРЕНМЕ ФИЛИППИНРАН КАЯТӐП

1952 ҫулта мана тата Филиппинри тепӗр ултӑ тӑвана Галаад шкулӗн 20-мӗш класӗнче вӗренме чӗнчӗҫ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче эпир нихҫан курман япала нумайччӗ. Унти пурнӑҫ пӗчӗк ялти пурнӑҫран питӗ уйрӑлса тӑратчӗ.

Галаад шкулӗнче пӗрле вӗренекенсемпе

Тӗслӗхрен, пирӗн унччен курман чашӑк-тирӗкпе тата килти приборсемпе усӑ курма вӗренмелле пулчӗ. Ҫанталӑк та унта пачах урӑхлаччӗ. Пӗррехинче ирхине урама тухрӑм та — йӗри-тавра шап-шурӑ! Ҫавӑн чух эпӗ пӗрремӗш хут юр куртӑм. Вӑл питӗ хитреччӗ. Кайран вара вӑл сивӗ, питӗ сивӗ иккенне пӗлтӗм.

Анчах та Галаад шкулӗнче вӗреннипе танлаштарсан, ҫавӑ пурте иккӗмӗш вырӑна юлатчӗ. Унта вӗренме мана ҫав тери килӗшетчӗ. Вӗрентекенсем питӗ лайӑх вӗрентетчӗҫ. Вӗсем пире мӗнле вӗренмеллине тата мӗнле тӗпчемеллине кӑтартрӗҫ. Галаадра вӗренни пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшрӗ.

Вӗренсе пӗтерсен мана вӑхӑтлӑха Нью-Йоркри Бронкс районне ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме ячӗҫ. 1953 ҫулхи июльте эпӗ «Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнмалли халӑх» ятлӑ конгресра пултӑм, вӑл Бронксрах иртрӗ. Конгресс хыҫҫӑн мана сӑваплӑ ӗҫе тума киле, Филиппина, ячӗҫ.

ХӐТЛӐ ХУЛАРАН КАЯТӐП

Филиалти тӑвансем мана район надзирателӗн ӗҫне туса тӑма хушрӗҫ. Ҫавӑн чухне манӑн Иисус пекех пӗр хуларан тепӗр хулана ҫӳресе Иеговӑн сурӑхӗсене пулӑшма, ҫапла вара Ҫӳлхуҫа йӗрӗпе пыма, тепӗр май уҫӑлчӗ (1 Петр 2:21). Манӑн территори пысӑкчӗ, вӑл Филиппинри Лусон ятлӑ чи пысӑк утравӑн варринелле вырнаҫнӑччӗ. Унта Булакан, Нуэва-Эсиха, Тарлак тата Самбалес провинцийӗсем кӗретчӗҫ. Хӑш-пӗр хуласене ҫитме манӑн чул хысаклӑ Сьерра-Мадре тусем урлӑ каҫмаллаччӗ. Унта транспорт ҫӳреместчӗ, ҫавӑнпа эпӗ грузовикпа пӗрене турттаракан водительсене мана пӗрене купи ҫинче лартса кайма ыйтаттӑм. Нумайӑшӗсем килӗшетчӗҫ, анчах та ҫапла ҫӳреме ҫӑмӑл марччӗ.

Унти пухусенчен ытларахӑшӗ ҫӗнӗччӗ тата пысӑках марччӗ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе лайӑхрах йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тӑвансем мана питӗ пархатарлӑччӗ.

Вӑхӑт иртсен мана урӑх района ячӗҫ, ун шутне пӗтӗм Биколь регионӗ кӗретчӗ. Унта ытларах пӗчӗк ушкӑнсемччӗ. Вӗсем ятарлӑ пионерсем, ҫав вырӑнти чи пӗрремӗш хыпарҫӑсем, вӑй хунипе йӗркеленсе кайнӑ пулнӑ. Пӗр ҫуртра туалет вырӑнне шӑтӑк кӑначчӗ, ун урлӑ икӗ пӗрене хунӑччӗ. Эпӗ ҫав пӗренесем ҫине тӑтӑм та вӗсем шӑтӑка персе анчӗҫ, эпӗ те пӗрлех кӗрсе ӳкрӗм. Ҫӑвӑнса тасалса ӗҫе тытӑнма нумай вӑхӑт кирлӗ пулчӗ.

Унта ӗҫленӗ чухне эпӗ час-часах Нора ҫинчен, пӗр вӑхӑтрах пӗрле пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ тӑван ҫинчен, аса илеттӗм. Ун чухне вӑл Думагете хулинче ятарлӑ пионер пулса ӗҫлетчӗ. Эпӗ ӑна курма кайса килтӗм. Унтан эпир пӗр вӑхӑт хушши ҫыру ҫӳретрӗмӗр. 1956 ҫулта вара эпир мӑшӑрлантӑмӑр. Туй хыҫҫӑн пӗрремӗш эрнинчех эпир Рапу-Рапу утрав ҫинчи пухӑва хавхалантарма кайрӑмӑр. Пирӗн час-часах тусем урлӑ каҫма тата ҫуран нумай утма тиветчӗ пулин те, аякра пурӑнакан тӑвансене пулӑшма эпир яланах хавасчӗ.

КАЛЛЕХ ВЕФИЛЕ

Район надзирателӗн ӗҫне эпир тӑватӑ ҫул хушши туса тӑтӑмӑр, кайран вара пире филиала чӗнчӗҫ. Унта ӗҫлеме эпир 1960 ҫулхи январь уйӑхӗнче пуҫларӑмӑр, халӗ те унтах ӗҫлетпӗр. Вефильте хастаррӑн ӗҫлекен тӑвансенчен эпӗ нумай вӗрентӗм. Норӑна филиалӑн тӗрлӗ уйрӑмӗсенче ӗҫлеме тӳр килчӗ.

Конгресра сӑмах тухса калатӑп. Тӑван ман сӑмахсене себуан чӗлхи ҫине куҫарать

Вефильте ӗҫленӗ май Филиппинра ытларах та ытларах ҫын Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫланине курса тӑтӑм. Ҫакӑ мана питӗ савӑнтаратчӗ. Эпӗ кунта пӗрремӗш хут килнӗ чухне пӗтӗм ҫӗршывӗпе 10 000-е яхӑн хыпарҫӑ пулнӑ. Халӗ вара кунта 200 000 ытла Свидетель тата ҫӗршер вефилец ырӑ хыпар сарас ӗҫе туса тӑма пулӑшаҫҫӗ.

Свидетельсен шучӗ ӳссе пынӑҫемӗн Вефиле ытларах вырӑн кирлӗ пулчӗ. Ҫавӑнпа Ертсе пыракан совет пире филиал валли ҫӗнӗ пысӑк ҫуртсем туса лартма ҫӗр лаптӑкӗ тупма хушрӗ. Эпир типографи надзирателӗпе пӗрле кӳршӗсем патне кайса кам та пулин ҫӗр сутас темест-и тесе ыйтрӑмӑр. Кӳршӗсем хушшинчи китаецсем нумайччӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те хӑйӗн ҫӗрне сутасшӑн пулмарӗ. Пӗри вара ҫапла каларӗ: «Китаецсем сутмаҫҫӗ. Эпир туянатпӑр».

Альберт Шрёдер тӑванӑн докладне куҫаратӑп

Анчах та кӗтмен ҫӗртен кӳршӗсенчен пӗри пирӗн пата калаҫма пычӗ. Вӑл Пӗрлешӳллӗ Штатсене куҫса кайма шут тытнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа хӑйӗн ҫӗрне илме сӗнчӗ. Малалла мӗн пулнине ӗненме те йывӑрччӗ. Кайран тепӗр кӳршӗ хӑйӗн ҫӗрне сутма шутланӑ, ҫавна ыттисене те тума хавхалантарнӑ. Китаецсем сутмаҫҫӗ текен арҫыннӑн ҫӗрне те илме пултартӑмӑр. Филиалӑн территорийӗ пӗр самантрах виҫӗ хут пысӑкрах пулса тӑчӗ! Ҫакӑ Иегова пулӑшнипе пулни пирки эпӗ иккӗленместӗп те.

1950 ҫулсенче эпӗ Вефильте ӗҫлекенсенчен чи ҫамрӑккиччӗ. Халӗ эпир арӑмпа иксӗмӗр унта чи ваттисем. Ҫӳлхуҫа кирек ӑҫта ярсан та ун йӗрӗпе яланах пынӑшӑн эпӗ пӗртте шеллеместӗп. Аттепе анне мана килтен хӑваласа кӑларса ячӗҫ, анчах та Иегова мана тӗрлӗ тӑвансенчен тӑракан пысӑк ҫемье парнелерӗ. Эпир Иеговӑшӑн кирек ӑҫта ӗҫлесен те, вӑл пирӗншӗн тӑрӑшасси пирки ман пӗр иккӗленӳ те ҫук. Эпир Норӑпа хамӑра ырӑлӑх кӑтартнӑшӑн Иеговӑна питӗ пархатарлӑ тата ыттисене те Вӑл ырӑ кӑмӑллине тӗрӗслесе пӑхма хавхалантаратпӑр (Мал. 3:10).

Пӗррехинче Иисус куланай пухакан Матфей Левие: «Ман хыҫҫӑн пыр»,— тесе каланӑ. Вӑл мӗн тунӑ вара? Матфей «тӑнӑ та, пурне те пӑрахса хӑварса, Ун хыҫҫӑн кайнӑ» (Лука 5:27, 28). Эпӗ те Иисус йӗрӗпе пырас тесе пӗрре анчах мар ҫапла турӑм, ыттисене те ҫапла тума чун-чӗререн хавхалантаратӑп.

Филиппинра малалла та Турӑшӑн савӑнса ӗҫлетӗп

^ 6 абз. Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ. Халӗ вӗсене пичетлемеҫҫӗ.