Вулакансен ыйтӑвӗсем
Христиансен ҫие юласран спиральпе усӑ курма юрать-и?
Ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ чухне кашни упӑшкипе арӑмӗн пӗтӗм фактсене тата Библи принципӗсене шута илмелле. Вӗсене хӑйсем тунӑ йышӑну Турӑ умӗнче таса совеҫе упраса хӑварма пулӑшмалла.
Иегова пӗрремӗш мӑшӑра «хунӑр, йышлӑланӑр» тенӗ. Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн сакӑр ҫын юлсан та вӑл ҫапла тума хушнӑ (Пулт. 1:28; 9:1). Анчах та ҫав хушӑва христиансен те пурнӑҫламалла тесе Библире каламан. Ҫавӑнпа та упӑшкипе арӑмӗ ача урӑх ҫуратас мар терӗҫ пулсан е хӑҫан ҫуратмаллине палӑртса хучӗҫ пулсан, вӗсем ҫие юласран сыхланмалли хӑш-пӗр хатӗрсемпе усӑ курас тейӗҫ, тен. Ҫавӑн чухне мӗне шута илмелле?
Контрацепци меслечӗсенчен хӑшӗнпе усӑ курмалли пирки йышӑну тунӑ чухне христиансен Библири принципсене шута илмелле. Тӗслӗхрен, христиансем ача ҫуратас мар тесе хырӑм пӑрахмӗҫ, мӗншӗн тесен тӗвӗленнӗ клетка малалла аталанса пырсан ҫӗнӗ ҫын ҫуралать. Хырӑм пӑрахсан вӗсем пурнӑҫа хакламаннине кӑтартнӑ пулӗччӗҫ (Тух. 20:13; 21:22, 23; Пс. 138:16; Иер. 1:5). Ҫакна шута илсен, спиральсем пирки мӗн калама пулать?
Ҫак ыйтӑва 1979 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» сӳтсе явнӑ пулнӑ (30—31 страницӑсем, акӑлч.) *. Вӑл вӑхӑтра маткӑна лартмалли спиральсене нумайӑшне пластикран тунӑ пулнӑ. Статьяра ҫав спиральсем мӗнле витӗм кӳнине тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлмеҫҫӗ тенӗ. Специалистсем нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек спиральсем сперматозоидсене яйцеклетка патне ҫитсе унпа пӗрлешме чӑрмантараҫҫӗ, клетка тӗвӗленмесен вара ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралмасть.
Анчах та хӑш-пӗр чухне яйцеклетка ҫавах тӗвӗленнӗ. Клетка маткӑра мар, фаллопи (матка) трубкисенче тӗвӗленсе аталанма е матка ӑшне куҫма пултарнӑ. Спираль вара ҫав клеткӑна матка ҫумне ҫыпҫӑнма чӑрмантарма пултарнӑ, ҫавна пула тӗвӗленнӗ клетка малалла аталанайман. Ҫакӑ вара хырӑм пӑрахнипе пӗрех пулнӑ. Статья вӗҫӗнче христиансене спиральпе усӑ курма пуҫличчен питӗ тӗплӗн шухӑшласа пӑхма тата Библире пурнӑҫ сӑваплӑ пулни пирки мӗн каланине шута илме хавхалантарнӑ (Пс. 35:10).
1979 ҫулта ҫав статья тухнӑранпа наукӑра тата медицинӑра ҫитӗнӳсем пулнӑ-и?
Хальхи вӑхӑтра тепӗр икӗ тӗрлӗ спиральпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Вун-вун ҫул иртсен пӑхӑр спиральсем, каярахпа вара гормонлӑ спиральсем кӑларма пуҫланӑ. Вӗсем мӗнле принциппа ӗҫлеҫҫӗ?
Пӑхӑр спиральсем. Ҫак спиральсем ыттисем пекех сперматозоидсене яйцеклетка патне ҫитме чӑрмантараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, спиральти пӑхӑр, спермицид пекех, сперматозоидсене пӗтерет пулмалла *. Тата ҫакӑн пек спиральсем маткӑн йӑлмака витӗмне (эндометри) улӑштараҫҫӗ теҫҫӗ.
Гормонлӑ спиральсем. Ҫакӑн пек спиральсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Вӗсене ҫие юласран сыхланмалли таблеткӑсене тунӑ чухне янӑ гормон препарачӗпех тӑваҫҫӗ. Ҫак препарат матка ӑшне виҫеллӗ тухса тӑрать. Хӑш чухне ҫакӑн пек спиральсем овуляцие пулса иртме памаҫҫӗ. Ҫакӑн пек чухне яйцеклетка тӗвӗленеймест. Унсӑр пуҫне, ҫав спиральсенчи гормонсем эндометрие ҫинҫетеҫҫӗ теҫҫӗ *. Ҫавӑн пекех вӗсем матка мӑйӗнчи йӑлмакана ҫӑратаҫҫӗ, ҫакӑ вара сперматозоидсене маткӑна кӗме чӑрмантарать. Унсӑр пуҫне, ҫак спиральсен ытти уйрӑмлӑхӗсем унчченхи спиральсенни пекех.
Эппин ҫак икӗ тӗрлӗ спираль эндометри ҫине витӗм кӳреҫҫӗ. Анчах та овуляци пулса иртсен тата яйцеклетка тӗвӗленсен малалла мӗн пулать? Вара тӗвӗленнӗ клетка маткӑна лекме пултарать, анчах та вӑл ун ҫумне ҫыпҫӑнса лараймӗ. Ҫавӑн пек чухне ҫав клетка малтанхи стадинчех аталанма пӑрахать. Анчах та ҫакӑн пекки хутран-ситрен ҫеҫ пулса иртет — ҫие юласран сыхланмалли таблеткӑсемпе усӑ курнӑ чухнехинчен ытларах мар.
Гормонлӑ е пӑхӑр спиральсемпе усӑ курсан яйцеклетка тӗвӗленмест тесе никам та ҫирӗп калама пултараймасть. Анчах та ученӑйсем тӗпченӗ тӑрӑх, ҫакӑн пек спиральсемпе усӑ куракан хӗрарӑмсен ҫие юлни пулманпа пӗрех, мӗншӗн тесен ҫав спиральсем, ҫӳлерех каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫие юласран тӳрех темиҫе енчен сыхлаҫҫӗ.
Упӑшкипе арӑмӗ спиральпе усӑ курмалли пирки шутлаҫҫӗ пулсан, вӗсен лайӑх специалистпа канашласа пӑхмалла. Вӑл вӗсене хӑйсем пурӑнакан вырӑнта мӗнле спиральсем пуррине, вӗсем хӑш енчен лайӑхрах пулнине тата арӑмӗн сывлӑхӗ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнине каласа парӗ. Упӑшкипе арӑмӗшӗн никамӑн та, тухтӑрӑн та, йышӑну тумалла мар (Рим 14:12; Гал. 6:4, 5). Мӗн тумаллине вӗсен хӑйсен суйласа илмелле. Христиансем хӑйсем тунӑ йышӑнусемпе Турра савӑнтарасшӑн тата совеҫне таса упраса хӑварасшӑн. (1 Тим. 1:18, 19; 2 Тим. 1:3 танлаштарӑр.)
^ 4 абз. Ҫак статьяна вырӑс чӗлхипе 1999 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» вулама пулать, 30—31 страницӑсем.
^ 4 абз. Англири Сывлӑх сыхлавӗн наци служби ҫапла пӗлтернӗ: «Пӑхӑр спиралӗн эффективлӑхӗ 99 процентран та ирттерет. Апла пулсан, спиральсемпе усӑ куракан 100 хӗрарӑмран ҫулталӑк хушшинче хырӑмлӑ пулса юлакансем пӗр хӗрарӑмран та сахалтарах. Спиральте пӑхӑр сахалтарах пулсан, эффективлӑхӗ пысӑках мар».
^ 5 абз. Ҫав гормонсем маткӑри йӑлмака витӗмне ҫинҫетсе яраҫҫӗ, ҫавӑнпа менструаци вӑхӑтӗнче юн нумай кайнипе асапланакан хӗрарӑмсене, качча кайнисене те, качча кайманнисене те, гормонлӑ спираль лартма сӗнеҫҫӗ.