Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Турра шанса тӑратӑп»

«Турра шанса тӑратӑп»

«Иккӗмӗш Адам вара чӗрӗ тӑвакан Сывлӑш пулнӑ» (1 КОР. 15:45).

ЮРӐСЕМ: 151, 147

1—3. а) Хамӑр тӗнӗн тӗп вӗрентӗвӗсем шутне мӗн-мӗн кӗрет? ӑ) Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калакан вӗрентӳ мӗншӗн пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ҪЫН сире хӑвӑр тӗнӗн тӗп вӗрентӗвӗсем ҫинчен каласа пама ыйтать пулсан, эсир ӑна мӗн хуравланӑ пулӑттӑр? Эсир пурне те Иегова пултарни ҫинчен, Иисус Христос пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилни ҫинчен тата пуласлӑхра Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнасси ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑр пулӗ. Анчах та вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен эсир каланӑ пулӑттӑр-и?

2 Эсир хӑрушла асап витӗр тухса ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанатӑр пулсан та, вилнисем чӗрӗлсе тӑрас шанчӑка хаклатӑр паллах. Павел апостол вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарса панӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать». Чӑнах та, Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан, вӑл пирӗн Патша та пулса тӑман пулӗччӗ тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен эпир пӗлтерсе ҫӳрени те усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ. (1 Коринф 15:12—19 вуласа пар.) Турӑ Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратни пирки эпир иккӗленместпӗр. Ҫакӑнпа эпир саддукейсенчен уйрӑлса тӑратпӑр: вӗсем вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ тенипе пачах та килӗшмен. Пирӗнтен тӑрӑхласа кулсан та эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса пурпӗр ӗненетпӗр (Марк 12:18; Ап. ӗҫ. 4:2, 3; 17:32; 23:6—8).

3 «Христос ҫинчен чи малтан мӗн пӗлни» пирки каланӑ чухне Павел апостол «вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен» те асӑннӑ (Евр. 6:1, 2). Вилнисем чӗрӗлессе ӗненни уншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 24:10, 15, 24, 25). Ҫак вӗрентӳ Турӑ Сӑмахӗнчи тӗп вӗрентӳсем шутне кӗрет пулин те, ӑна тӗплӗн тӗпчемесӗр ӑнланса пӗтерме ҫук (Евр. 5:12). Мӗншӗн?

4. Ҫак статьяра эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑрассипе ҫыхӑннӑ мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

4 Ҫынсем Библи вӗренме пуҫласан ӗлӗк-авал Турӑ вилнисене, сӑмахран, Лазаре, чӗртсе тӑратни ҫинчен пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Авраам, Иов тата Даниил вилнисем пуласлӑхра чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп ӗненни ҫинчен вуласа пӗлеҫҫӗ. Анчах кам та пулин ҫапла ыйтма пултарать: «Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки ҫӗр-ҫӗр ҫул каяллах пророкла каланӑ пулсан, ҫакӑ пурнӑҫланасса ӗненме пулать-и вара? Библире вилнисем хӑҫан чӗрӗлсе тӑрасси пирки каланӑ-и?» Хуравӗсем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа айтӑр ҫакӑн пирки Библире мӗн каланине пӑхса тухар.

ПРОРОКЛА КАЛАНӐ ХЫҪҪӐН ҪӖР-ҪӖР ҪУЛ ИРТСЕН ВИЛӖМРЕН ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИ

5. Эпир халӗ мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?

5 Тин ҫеҫ вилнӗ ҫын чӗрӗлсе тӑнине куҫ умне кӑларса тӑратма пире, тен, йывӑр мар (Иоанн 11:11; Ап. ӗҫ. 20:9, 10). Анчах та кам та пулин вилнӗ ҫын нумай ҫул иртсен е ӗмӗрсем иртсен чӗрӗлсе тӑрӗ тесе сӑмах пачӗ пулсан, ҫавна ӗненме пулать-и? Ҫын тин ҫеҫ вилнӗ-и е тахҫанах-и, ӑна чӗртсе тӑратма сӑмах пани шанӑҫа тивӗҫлӗ-и? Тӗрӗссипе каласан, темиҫе ӗмӗр маларах пӗр ҫын чӗрӗлсе тӑрасси пирки пророкла калани тахҫанах пурнӑҫланнӑ, эсир вара ҫавна ӗненетӗр. Кам пирки сӑмах пырать-ха тата ҫакӑ вилнисем пуласлӑхра чӗрӗлсе тӑрассипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

6. 117-мӗш псаломри сӑмахсем Иисус ҫинче мӗнле пурнӑҫланнӑ?

6 Айтӑр 117-мӗш псалома пӑхса тухар, ӑна Давид ҫырнӑ пулмалла. Псалом юрлакан Турра йӑлӑннӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӑлсамччӗ! [...] Ҫӳлхуҫа ячӗпе килекен — мухтавлӑ!» Иисус Христос хӑй виличчен темиҫе кун маларах, нисанӑн 9-мӗшӗнче, Иерусалима ашак ҫине ларса кӗнӗ чухне ҫынсем ӑна Мессия ҫинчен ҫырнӑ ҫав пророкла сӑмахсемпе саламланӑ (Пс. 117:25, 26; Матф. 21:7—9). Анчах та пророкла каланӑ хыҫҫӑн нумай-нумай ҫул иртсен ҫын чӗрӗлсе тӑмалли ҫинчен 117-мӗш псаломра мӗн каланӑ? Асӑрхӑр-ха, ҫак псаломра тата ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ [«кӗтесри тӗп чул», ҪТ] пулчӗ» (Пс. 117:22).

«Ҫурт тӑвакансем» Мессийӑна йышӑнман (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)

7. Еврейсем Иисуса йышӑнманни ӑҫтан курӑннӑ?

7 Псаломра асӑннӑ «ҫурт тӑвакансем» иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем пулнӑ. Вӗсем Мессийӑна йышӑнман. Ҫакӑ вӗсем вӑл мӗн каланине итлеменнинчен тата ӑна Христос вырӑнне хуманнинчен ҫеҫ курӑнман. Еврейсем нумайӑшӗ ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ (Лука 23:18—23). Иисуса вӗлернӗшӗн вӗсем айӑплӑ.

Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ та «кӗтесри тӗп чул» пулса тӑнӑ (8, 9 абзацсене пӑхӑр.)

8. Мӗнле майпа Иисус «кӗтесри тӗп чул» пулса тӑма пултарнӑ?

8 Ҫынсем Иисуса йышӑнман тата вӗлернӗ, апла пулсан мӗнле майпа вӑл «кӗтесри тӗп чул» пулса тӑма пултарнӑ? Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑман пулнӑ пулсан, ҫакӑ пурнӑҫланайман пулӗччӗ. Иисус каланӑ пӗр ытарӑша аса илер. Пахча хуҫи чурасене ҫырла илме ямассерен пахчаҫӑсем вӗсене кашнинчех хӗнесе янӑ. Юлашкинчен пахча хуҫи вӗсем патне юратнӑ ывӑлне, хӑйӗн пурлӑхне еткере илекене, янӑ. Пахчаҫӑсем ӑна йышӑннӑ-и? Ҫук, вӗсем ӑна вӗлернӗ. Ҫак ытарӑша каласа пӗтерсен Иисус Псалом 117:22-мӗшӗнчи сӑмахсене каланӑ (Лука 20:9—17). Каярахпа вара Петр апостол та 117-мӗш псалома Иисуспа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл «пуҫлӑхсем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем» умӗнче тӑнӑ чухне «пӑталанӑ, кайран Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Назарет Иисус Христосӗ» ҫинчен каланӑ, унтан вара пӗлтернӗ: «Вӑл — эсир, ҫурт тӑвакансем, тиркенӗ чул, Вӑл — кӗтес никӗсӗ пулнӑ чул [«кӗтесри тӗп чул пулса тӑчӗ», ҪТ]» (Ап. ӗҫ. 3:15; 4:5—11; 1 Петр 2:5—7).

9. Псалом 117:22-мӗшӗнче мӗн пирки пророкла каланӑ пулнӑ?

9 Эппин, Псалом 117:22-мӗшӗнче ҫӗр-ҫӗр ҫул маларах Мессийӑна йышӑнмӗҫ тата вӗлерӗҫ тесе, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл «кӗтесри тӗп чул» пулса тӑма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ тесе пророкла каланӑ пулнӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус ҫинчен Библире ҫапла ҫырнӑ: «Тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук» (Ап. ӗҫ. 4:12; Эф. 1:20).

10. а) Псалом 15:10-мӗшӗнче мӗн пирки пророкла каланӑ пулнӑ? ӑ) Псалом 15:10-мӗшӗнчи сӑмахсем Давид ҫинче пурнӑҫланман тесе мӗншӗн калама пулать?

10 Айтӑр тата пӗр сӑвӑ йӗркине, Псалом 15:10-мӗшне, пӑхса тухар. Ҫак сӑвӑ йӗрки пире вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пирки пророкла калани ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен те пурнӑҫланма пултарассине ӗненме пулӑшать. Унта каланӑ: «Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра [«виле шӑтӑкӗнче», ҪТ] хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн». Давид хӑй нихӑҫан та вилместӗп тата виле шӑтӑкӗнче пулмастӑп тесе каласшӑн пулман. Библире Давид ватӑлнӑ та вилнӗ тенӗ. Вӑл «канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ» (3 Патш. 2:1, 10). Псалом 15:10-мӗшӗнче мӗн пирки каланӑ вара?

11. Петр Псалом 15:10-мӗшӗнчи сӑмахсене хӑҫан ӑнлантарса панӑ?

11 Ҫак сӑвӑ йӗрки мӗне пӗлтернине пин ҫул ытла иртсен Петр апостол ӑнлантарса панӑ. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн темиҫе эрнерен Петр пин-пин еврей тата прозелит умӗнче сӑмах тухса каланӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:29—32 вуласа пар.) Вӑл Давид вилнӗ тата ӑна пытарнӑ тесе каланӑ. Ӑна итлекенсем ҫавӑн ҫинчен питӗ лайӑх пӗлнӗ. «Давид Христос чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен... каланӑ»,— тенӗ Петр. Ӑна кам та пулин хирӗҫлесе каланӑ тесе Библире ҫырман.

12. Псалом 15:10 мӗнле пурнӑҫланнӑ тата ҫакӑ вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса хытӑ ӗненме мӗнле пулӑшать?

12 Хӑйӗн сӑмахӗсене ҫирӗплетсе парас тесе Петр Псалом 109:1-мӗшне те илсе панӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:33—36 вуласа пар.) Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса вӑл нумай ҫынна Иисус «Ҫӳлхуҫа та, Христос та» пулнине тата Псалом 15:10-мӗшӗнчи сӑмахсем Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ чухне пурнӑҫланнине ӗнентернӗ. Каярахпа Павел апостол та Писиди ҫӗрӗнчи Антиохи хулинче пурӑнакан еврейсемпе калаҫнӑ чухне ҫав ҫирӗплетӳсенех илсе панӑ. Павелӑн сӑмахӗсем ҫав ҫынсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, вара вӗсем ытларах пӗлесшӗн пулнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 13:32—37, 42 вуласа пар.) Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пирки пророкла каланисем ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен ҫеҫ пурнӑҫланнӑ пулин те, апостолсем илсе панӑ ҫирӗплетӳсемех пире те вӗсем шанӑҫа тивӗҫлине кӑтартса параҫҫӗ.

ВИЛНИСЕМ ХӐҪАН ЧӖРӖЛСЕ ТӐМА ПУҪЛӖҪ?

13. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки пирӗн мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ?

13 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки пророкла калани ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен пурнӑҫланма пултарни пире питӗ хавхалантарать. Анчах та пирӗн ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ: «Нивушлӗ вилнӗ тӑвансемпе туссене куриччен нумай кӗтмелле пулать? Вилнисем хӑҫан чӗрӗлсе тӑрӗҫ-ши?» Иисус апостолсене «Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртнӑ вӑхӑта е тапхӑра эсир пӗлме пултараймастӑр» тенӗ (Ап. ӗҫ. 1:6, 7; Иоанн 16:12). Апла пулин те ҫакӑ вилнисем хӑҫан чӗрӗлсе тӑрасси пирки ним те пӗлме ҫуккине пӗлтермест.

14. Иисус чӗрӗлсе тӑни ытти ҫынсем чӗрӗлсе тӑнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

14 Иисус Христос чӗрӗлсе тӑни кирек кам чӗрӗлсе тӑнинчен те пӗлтерӗшлӗрех. Вӑл чӗрӗлсе тӑман пулсан, пирӗнтен нихӑшӗн те вилнӗ ҫывӑх ҫынсемпе тӗл пулма шанчӑк пулман пулӗччӗ. Иисус ҫӗр ҫине киличчен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем, тӗслӗхрен, Илия тата Елисей чӗртсе тӑратнӑ ҫынсем, кайран ҫав-ҫавах вилнӗ те тӑпра пулнӑ. Иисус вара «вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн... урӑх вилес ҫуккине, Ӑна вилӗм ҫӗнтерес ҫуккине эпир пӗлетпӗр». Вӑл пӗлӗтре «ӗмӗр-ӗмӗрех» пурӑнать (Рим 6:9; Ӳлӗм. 1:4, 5, 18; 1 Петр 3:18; Кол. 1:18).

15. Мӗншӗн Павел «малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ» тенӗ?

15 Пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансенчен Иисус чи пӗрремӗшӗ пулнӑ тата ҫакӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ (Ап. ӗҫ. 26:23). Анчах та унашкал чӗрӗлсе тӑраканни Иисус кӑна пулман. Вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсене манпа пӗрле пӗлӗтре патшара ларатӑр тесе каланӑ (Лука 22:28—30). Анчах та ҫав парнене иличчен вӗсен вилмелле пулнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус пекех пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑмалла пулнӑ. Коринф ҫыннисем патне янӑ ҫырура Павел апостол ҫырнӑ: «Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл — вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ». Унтан Павел пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансем татах пулӗҫ тесе ӑнлантарнӑ. Вӑл ҫапла хушса каланӑ: «Пӗтӗмпе хӑй йӗркипе пырать: малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, унтан, Вӑл килнӗ чухне, Ӑна ӗненнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (1 Кор. 15:20, 23).

16. Пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси хӑҫан пурнӑҫланма пуҫланине пӗлме мӗн пулӑшать?

16 Павел сӑмахӗсем пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси хӑш вӑхӑталла пуҫланмаллине пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ Иисус «килнӗ чухне», урӑхла каласан, Вӑл патшана ларнӑ хыҫҫӑн, пулмалла пулнӑ. Иегова Свидетелӗсем Иисус 1914 ҫулта «килнӗ» тесе тахҫантанпах Библи тӑрӑх кӑтартаҫҫӗ. Ҫав тапхӑр вара халӗ те пырать тата ҫак усал тӗнче пӗтесси питӗ ҫывӑх.

17, 18. Иисус «килнӗ чухне» святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хӑш-пӗр христиансемпе мӗн пулса иртмелле?

17 Пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Библире тата акӑ мӗн каланӑ: «Сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. Эпир Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр пулсассӑн, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле илсе килӗ. ...Эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр... тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ; унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр» (1 Фес. 4:13—17).

18 Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем Христос «килнӗ» хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑма пуҫланӑ. Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене, «пӗлӗтсем ҫинче тӳпене... илсе кайӗҫ». Павел «пӗлӗтсем ҫинче тӳпене» илсе кайнисем вилмӗҫ тесе ҫырнӑ, урӑхла каласан, вӗсен хӑйсене чӗртсе тӑратасса нумай кӗтмелле пулмӗ. Вӗсем «трупапа юлашкинчен кӑшкӑртнӑ чухне сасартӑк, пӗрре куҫ хупса иличчен» улшӑнӗҫ (1 Кор. 15:51, 52; Матф. 24:31).

19. Мӗнле пурнӑҫпа пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасса эпир кӗтетпӗр?

19 Паян христиансенчен нумайӑшне святой сывлӑшпа суйласа лартман тата пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илмен. Вӗсем «Ҫӳлхуҫа килес кун» ҫитсен ку усал тӗнче пӗтессе кӗтсе пурӑнаҫҫӗ. Эпир ҫакӑ хӑҫан пуласса пӗлместпӗр, анчах та ҫав кун питӗ ҫывӑххине курса тӑратпӑр (1 Фес. 5:1—3). Кайран, ҫӗнӗ тӗнче ҫитсен, вилнисем ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑма пуҫлӗҫ. Ҫавӑн чухне чӗрӗлсе тӑни, паллах ӗнтӗ, лайӑхрах, мӗншӗн тесен унччен чӗрӗлсе тӑнисем кайран каллех вилнӗ. Пуласлӑхра вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракансем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ (Евр. 11:35).

20. Ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратасси палӑртнӑ йӗркепе пулса иртессе мӗншӗн шанма пулать?

20 Библире каланӑ тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа лартнисем кашни «хӑй йӗркипе» чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ (1 Кор. 15:23). Ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансем те палӑртнӑ йӗркепе чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Эпир ҫав вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Анчах та нумаях пулмасть вилнӗ ҫынсем Христосӑн Пинҫуллӑх Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫласанах чӗрӗлсе тӑрасса кӗтме пулать-и? Вӗсем чӗрӗлессе хӑрушла асап вӑхӑтӗнче ҫӑлӑнса юлакансем ҫав тери кӗтеҫҫӗ вӗт. Е Иегова хӑйӗн авалхи ӗҫлекенӗсене, ӗҫсене лайӑх йӗркелеме пултаракансене, халӑхпа ертсе пыма малтан чӗртсе тӑратӗ-ши? Иегова хӑйӗншӗн нихӑҫан та ӗҫлесе тӑман ҫынсене хӑҫан тата ӑҫта чӗртсе тӑратӗ-ши? Ҫакӑн евӗрлӗ ыйтусем пирӗн нумай пулма пултараҫҫӗ. Анчах та ҫавӑн ҫинчен ытлашши пӑшӑрханмаллах-и? Пирӗн кӗтмелле кӑна, вара эпир пурне те хамӑр куҫпа курӑпӑр. Паллах, Иегова ӗҫсене мӗнле йӗркелесе пынине курса тӑма пире питӗ интереслӗ пулӗ.

21. Эсир мӗне шанатӑр?

21 Халӗ пирӗн Иеговӑна хытӑрах ӗненес тесе тӑрӑшмалла. Вӑл хӑйӗн асӗнчи ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑрататӑп тесе Иисус урлӑ сӑмах панӑ (Иоанн 5:28, 29; 11:23). Иегова вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратма пултарнине кӑтартас тесе Иисус Авраам, Исаак тата Иаков Турӑшӑн чӗрӗ тесе каланӑ (Лука 20:37, 38). Апла пулсан Павел сӑмахӗсемпе килӗшме пирӗн пур сӑлтав та пур. Вӑл: «Вилнӗ ҫынсем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 24:15).