Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир юлашки брошюрӑсене тимлӗ вуласа тухрӑр-и? Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хӑвӑр хуравлама пултарнипе пултарайманнине тӗрӗслесе пӑхӑр:

Ют ҫӗре куҫса кайнӑ ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене чӑнлӑха вӗрентнӗ чухне хӑш чӗлхепе вӗрентмелли пирки мӗншӗн шухӑшламалла?

Вырӑнти чӗлхепе калаҫма ачасем хӑйсемех вӗренме пултараҫҫӗ, тӗслӗхрен, шкулта. Ачана икӗ чӗлхепе те калаҫма пӗлни кирлӗ пулма пултарать. Ачисен чӗрине чӑнлӑх пырса тивтӗр тесен вырӑнти чӗлхепе иртекен пухӑва ҫӳресен лайӑхрах-и е хӑйсен тӑван чӗлхипе иртекен пухӑва ҫӳресен лайӑхрах-и тесе ашшӗ-амӑшӗсен тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла. Вӗсен пуринчен мала хӑйсен ачисене мӗн кирлине хумалла (bw582, 9—11 стр.).

Иисус Петртан: «Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» — тесе ыйтнӑ чухне «вӗсенчен» тени кама е мӗне пӗлтерет? (Иоан. 21:15.)

Иисус хӑйсен ҫывӑхӗнче выртакан пулӑ пирки е пулӑ тытас ӗҫ ҫинчен каланӑ пулас. Иисус вилсен Петр унчченхи ӗҫӗ патне таврӑннӑ пулнӑ — каллех пулӑ тытма пуҫланӑ. Христиансен харпӑр хӑй чӗринче ӗҫ мӗнле вырӑн йышӑннине тӗрӗслесех тӑмалла (bw582, 22—23 стр.).

Мӗншӗн Авраам хӑйӗн арӑмне «эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулатӑп» тесе калама ыйтнӑ? (Пулт. 12:10—13.)

Тӗрӗссипе, Сарра ахаль те ашшӗ енӗпе Авраамшӑн йӑмӑк пулнӑ. Сарра эпӗ Авраамӑн арӑмӗ тесе каланӑ пулсан, упӑшкине вӗлерме пултарнӑ. Вара Авраамран Турӑ пама пулнӑ ывӑл ҫуралайман пулӗччӗ (bp182, 14—15 стр.).

Еврей чӗлхине вӗренекенсене пулӑшас тесе Элиас Гуттер мӗнле меслет шутласа кӑларнӑ?

Библие авалхи еврей чӗлхипе вулакан студентсене сӑмах тӗпне приставкӑсемпе аффикссенчен уйӑрса илме пулӑшас тесе вӑл хӑйне евӗрлӗ меслетпе усӑ курнӑ. Сӑмах тӗпӗн саспаллисене хура тӗспе, приставкӑсемпе аффикссене вара контурлӑ шрифтпа палӑртнӑ. «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ, ӑнлантарса панисемпе» (акӑлч.) кӑларӑмри сноскӑсенче те ҫав меслетпех усӑ курнӑ (bp184, 11—12 стр.).

Преступник тапӑнасран хӳтӗленес тесе пистолет е пӑшал усрама шут тытсан христианинӑн мӗнле принципсене шута илмелле?

Акӑ вӗсенчен хӑш-пӗрисем: Иеговӑшӑн ҫын пурнӑҫӗ сӑваплӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӳтӗленес тӗллевпе хӗҫ илме хушман (Лука 22:36, 38). Пирӗн хамӑрӑн «хӗҫсенчен — сухапуҫӗ» тумалла. Пурнӑҫ кирек мӗнле пурлӑхран та хаклӑрах. Эпир пухури тӑвансен совеҫне шута илетпӗр тата пур енчен те вӗсене лайӑх тӗслӗх кӑтартасшӑн (2 Кор. 4:2) (bw584, 31—32 стр.).

Евангели ҫырнӑ Матфейпа Лука Иисус ҫуралнипе тата ачалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен мӗншӗн тӗрлӗрен ҫырса кӑтартнӑ?

Матфей ытларах Иосиф ҫинчен ҫырать. Тӗслӗхрен, вӑл Иосиф Мария йывӑр ҫын пулса тӑни ҫинчен пӗлсен хӑйне мӗнле тытни ҫинчен тата Турӑ хушнине итлесе вӑл хӑйӗн ҫемйине илсе Египета тарни ҫинчен, каярахпа вара таврӑнни ҫинчен ҫырать. Лука ытларах Мария ҫинчен каласа парать, сӑмахран, вӑл Елисаветӑна курма кайни ҫинчен тата Иисуса храмра тупсан вӑл мӗн калани ҫинчен ҫырать (bw585, 32 стр.).

Библие упранса юлма мӗн чӑрмантарайман?

Библие мӗнле чӗлхепе ҫырнӑ, ҫав чӗлхесем вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнса пынӑ, ҫавӑнпа унти сӑмахсен тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен пӗлтерӗшӗсем те улшӑнса кайнӑ. Тӗнчери политика лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑран хӑш-пӗр чухне халӑхсене хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе те улшӑннӑ. Ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Библие ахаль ҫынсем калаҫакан чӗлхе ҫине куҫарттарас мар тесе хирӗҫ тӑнӑ (bw586, 19—21 стр.).

Ҫынсен хӑйсене сыхласа усракан ангелсем пур-и?

Ҫук. Иисус унӑн вӗренекенӗсен ангелӗсем тӳпере яланах Ҫӳлти Аттен сӑнне курса тӑраҫҫӗ тенӗ (Матф. 18:10). Ҫак сӑмахсемпе вӑл ангелсем унӑн вӗренекенӗсене тӗлӗнмелле майпа хӳтӗлеҫҫӗ тесе мар, вӗсемпе кашнинпе интересленеҫҫӗ тесе каласшӑн пулнӑ (bp186, 5 стр.).

Мӗнле юрату пур тӗрлӗ юратуран та вӑйлӑрах?

Ку юрату вӑл — тӳрӗлӗх принципӗсем ҫинче тытӑнса тӑракан юрату (ага́пе). Ҫак юрату ыттисем патне чун туртнипе те, ӑшӑ туйӑмсемпе те палӑрса тӑма пултарать, анчах та пуринчен ытла вӑл ыттисене ырӑ кӑмӑлпа пулӑшнинчен, вӗсемшӗн тӑрӑшнинчен курӑнать (bw587, 7 стр.).