Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫӑлӑнӑҫ паракан Иегова Турӑ ҫине шанӑр

Ҫӑлӑнӑҫ паракан Иегова Турӑ ҫине шанӑр

ҪӖР ҫинче пурӑнакан ҫынсен шучӗпе танлаштарас пулсан Турӑ халӑхӗн шучӗ ялан пӗчӗк пулнӑ. Анчах та Туррӑн ӗҫлекенӗсене час-часах хӗсӗрленӗ. Иегова хӳтӗлемен пулсан тӑшмансем вӗсене ҫӑмӑллӑнах пӗтернӗ пулӗччӗҫ.

Псалом юрлакан Давид ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленмен. Хӑйӗн пӗр псаломӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Израиль ҫапла калатӑр: пирӗнпе Ҫӳлхуҫа пулман пулсассӑн, пире тапӑнакансем,— пирӗнпе Ҫӳлхуҫа пулман пулсассӑн,— пире хирӗҫ вутла хаярлӑхне ҫитерсе пире чӗрӗллех ҫӑтса яратчӗҫ; пире шыв путаратчӗ, чунӑмӑрсем ҫийӗн юхӑм шыв иртетчӗ; чунӑмӑрсем ҫийӗн кӗрлевлӗ шывсем иртетчӗҫ» (Пс. 123:1—5). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлемен пулсан, тӑшманӗсем вӗсене тӗп тунӑ пулӗччӗҫ. Ҫакна ҫӗр чӗтреннине пула йӗри-тавра мӗн пурри ҫӗр тӗпне анса кайнипе танлаштарма пулатчӗ. Унсӑр пуҫне, ҫул ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех аркатакан вӑйлӑ шыв юхӑмӗнчен тарса хӑтӑлма май ҫук пекех вӗсем тӑшмансенчен хӑтӑлайман пулӗччӗҫ. Пысӑк хум килсе ҫапса юхтарса кайнӑ пекех тӑшмансем израильтянсене ҫӗр пичӗ ҫинчен тасатнӑ пулӗччӗҫ.

Турӑ халӑхӗ пысӑк хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа псалом юрлакан Иеговӑна пур израильтянсен ячӗпе тав туни тӗлӗнтермест. Давид ҫапла юрланӑ: «Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ: Вӑл пире вӗсенӗн шӑлне ҫакланма памарӗ! Пирӗн чунӑмӑр вӗсенӗн танатинчен кайӑк хӑтӑлнӑ пек хӑтӑлчӗ: танати татӑлчӗ те — эпир хӑтӑлтӑмӑр. Пире тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн ячӗ пулӑшать» (Пс. 123:6—8).

Израильтянсен тӑшманӗсем тупӑш ҫине сиксе ларма хатӗрленсе тӑнӑ тискер чӗрчун пекех пулнӑ. Анчах та Иегова ҫакна пулма паман. Израильтянсем серепене лекнӗ кайӑк пекех пулнӑ, Иегова вара вӗсене кӗтмен ҫӗртен хӑтарнӑ. Иегова, Ҫут тӗнчене Пултаракан, хӑйӗн халӑхне нихӑҫан та хӑварман, ҫавӑнпа та израильтянсен Турӑ ятӗнче хӳтлӗх шырама пур сӑлтав та пулнӑ.

Ҫак псаломри сӑмахсем хальхи вӑхӑтри асапланса пурӑнакан Туррӑн ӗҫлекенӗсен чунӗсене лӑплантарма пултараҫҫӗ. Хӑш чухне шанӑҫ ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та Иегова унӑн халӑхне ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалма памӗ. Вӑл пулӑшатех.

«Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» (Рим 10:11)