ХУРАЛ БАШНИ (ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ) 2017 август

Ҫак брошюрӑра 2017 ҫулхи сентябрӗн 25 — октябрӗн 22-мӗшӗчченхи вӗренмелли статьясем пур.

Эсир тӳсӗмлӗн кӗтме хатӗр-и?

Ӗлӗк-авал Иеговӑн ӗҫлекенӗсем йывӑрлӑхсене хӑҫанччен тӳсмелле-ши тесе унран ыйтнӑ. Ҫапла ыйтнӑшӑн Турӑ вӗсене айӑпламан.

«Турӑ... нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» парать

Йывӑрлӑхпа тӗл пулсан мӗншӗн Турӑ капла пулса тухма пачӗ-ши тесе хӑҫан та пулин шутланӑ-и эсир? Ҫапла пулсан, Иеговӑна шанма тата йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗн пулӑшӗ?

БИОГРАФИ

Йывӑрлӑхсем вӑхӑтӗнче чӑтӑмлӑ пулни пиллӗхсем кӳрет

Ҫӗпӗре янӑ ҫынсем ыттисемпе ӗнесем ҫинчен калаҫнӑ, чӑннипе вара сурӑхсем шыранӑ. Мӗншӗн? Павелпа Мария Сивульскийсен чуна пырса тивекен биографине вуласа ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлӗр.

Кивӗ этеме яланлӑхах хывса пӑрахӑр

Кивӗ этеме хывса пӑрахасси — пӗр ӗҫ, ӑна яланлӑхах хывса пӑрахасси вара — тепӗр ӗҫ. Ҫын ҫылӑх ӑшне путнӑ пулсан та, улшӑнма ӑна мӗн пулӑшма пултарать?

Ҫӗнӗ этем пулса тӑрӑр

Иегова пулӑшнипе эпир унӑн кӑмӑлне каякан ҫынсем пулса тӑма пултаратпӑр. Эпир хӗрхенекен тата ырӑ кӑмӑллӑ пулни, хамӑра кӗҫӗне хуни тата йӑваш кӑмӑллӑ пулни мӗнле ӗҫсенчен курӑнать?

Юрату — питӗ кирлӗ ен

Библи тӑрӑх, юрату вӑл святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑнипе аталанакан лайӑх енсенчен пӗри. Анчах та ӑна мӗнле аталантармалла тата кашни кун кӑтартмалла?

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

«Тепӗр конгресс хӑҫан пулать-ши?»

1932 ҫулта Мехикора иртнӗ пӗчӗк конгресс мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ?

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мӗншӗн Матфейпа Лука хӑйсен Евангелийӗсенче Иисус ҫуралнипе тата унӑн ачалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен тӗрлӗрен ҫырса кӑтартнӑ?