Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

«Тепӗр конгресс хӑҫан пулать-ши?»

«Тепӗр конгресс хӑҫан пулать-ши?»

1932 ҫулхи ноябрь уйӑхӗн вӗҫӗ, Мехико. Эрне каялла ҫеҫ ҫак шавлӑ та миллион ытла ҫын пурӑнакан хулара пӗрремӗш светофор лартнӑ. Анчах халӗ пурте урӑххи ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Репортерсем чугун ҫул вокзалне ҫитсе пухӑннӑ, фотокамерӑсене хатӗрлесе хунӑ. Вӗсем паллӑ хӑнана — Джозеф Рутерфорда, Хурал Башни Обществин президентне, кӗтеҫҫӗ. Рутерфорд тӑвана унти Иегова Свидетелӗсем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑраҫҫӗ. Вӑл виҫӗ кунлӑ конгреса килнӗ, ҫав конгреса ҫӗршыври пӗтӗм хыпарҫӑ валли хатӗрленӗ пулнӑ.

«Ылтӑн ӗмӗр» журналта акӑ мӗн каланӑ пулнӑ: «Ҫак конгресс, паллах, Мексика республикинче чӑнлӑха сарас ӗҫӗн историйӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ событи». Ҫав конгреса 150 ҫынна яхӑн ҫеҫ пухӑннӑ пулин те, мӗншӗн вара вӑл ҫав тери пӗлтерӗшлӗ шутланнӑ?

Ҫав конгресчен Мексикӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара йышӑнакансем питӗ сахал пулнӑ. 1919 ҫултанпа унта пӗчӗк конгрессем иртнӗ пулин те, кайранхи ҫулсенче пухусен шучӗ сахалланнӑ. 1929 ҫулта Мехикора филиал уҫӑлсан тӑвансем лару-тӑру лайӑхланасса ытларах шанма пуҫланӑ. Ҫапах та йывӑрлӑхсем сиксе тухкаланӑ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне харпӑр хӑй япалисене сутма юрамасть тенӗ хыҫҫӑн кӗнеке салатакансенчен пӗри, хытӑ кӳреннӗскер, ҫавӑнпа килӗшмен, вара хӑй Библи вӗренмелли ушкӑн йӗркелесе янӑ. Ҫав вӑхӑталла филиал надзирательне те улӑштарма тивнӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне килӗшӳсӗр тытма пуҫланӑ. Мексикӑра Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлекен Свидетельсене хавхалантармалла пулнӑ.

Мехикона килсен Рутерфорд тӑван икӗ доклад тунӑ тата радиопа пилӗк лекци каланӑ. Унӑн сӑмахӗсем унти Свидетельсене питӗ хавхалантарнӑ. Мексикӑра пӗтӗм ҫӗршывӗпех ырӑ хыпара радиопа пӗлтерни пӗрремӗш хут пулнӑ. Конгресс хыҫҫӑнах филиал надзирателӗн ӗҫне урӑх тӑван тума тытӑннӑ. Турӑ пулӑшнипе хастар Свидетельсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе ҫӗнӗ вӑйпа тума пуҫланӑ.

Мехикори конгресс. 1941 ҫул

Тепӗр ҫулхине Мексикӑра тӳрех икӗ конгресс иртнӗ: пӗри Мехикора, тепри — Веракрус ятлӑ портлӑ хулара. Хыпарҫӑсем тӑрӑшса ӗҫлени усӑ кӳме пуҫланӑ. 1931 ҫулта ҫӗршывра 82 хыпарҫӑ пулнӑ. Вунӑ ҫултан вара вӗсен шучӗ вунӑ хут ӳснӗ! 1941 ҫулта Мехикора ирттернӗ конгреса килнисен шучӗ 1 000 ҫын таранах пулнӑ.

«ВӖСЕМ УРАМСЕНЧЕ ПУР ҪӖРТРЕ ТЕ»

1943 ҫулта Мексикӑри 12 хулара «Ирӗклӗ халӑх» ятлӑ конгрессене ирттермелле пулнӑ. Свидетельсем ҫынсене ҫав конгрессене пыма плакатсемпе усӑ курса чӗннӗ *. Икӗ плаката сыпӑнтарса хулпуҫҫи ҫине ҫакса хумалла тунӑ: пӗри — кӑкӑр ҫинче, тепри — ҫурӑм ҫинче. 1936 ҫултан пуҫласа Свидетельсем ҫакӑн пек плакатсемпе усӑ курса конгресс пуласси ҫинчен пӗлтернӗ.

1944 ҫулта Мехикора плакатсемпе ирттернӗ маршӑн журналтан касса кӑларнӑ сӑнӳкерчӗкӗ

«Насьон» (La Nación) журналта плакатсемпе ҫӳренӗ марш мӗн тери ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен акӑ мӗн ҫырнӑ пулнӑ: «[Конгресра] пӗрремӗш кунхине вӗсене [Свидетельсене] тата ытларах ҫынна чӗнме ыйтнӑ. Тепӗр кун вара пурне валли те вырӑн ҫитмен». Ҫав маршсем ӑнӑҫлӑ пулни католик чиркӗвӗн пуҫлӑхӗсене питӗ килӗшмен, вара вӗсем Свидетельсене хирӗҫ кампани йӗркелесе янӑ. Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах хӑюллӑ тӑвансем малалла та урамра плакатсемпе ҫӳренӗ. Ҫавӑн пекех «Насьонта» каланӑ тӑрӑх, плакатсем ҫакнӑ Свидетельсене пӗтӗм хула курнӑ. Статьяра Мехикори урамсенче утакан тӑвансен сӑнӳкерчӗкне те пичетленӗ, ун айӗнче вара: «Вӗсем урамсенче пур ҫӗртре те»,— тесе ҫырнӑ пулнӑ.

«БЕТОН УРАЙӖНЧЕН ҪЕМҪЕРЕХ ТЕ ӐШӐРАХ»

Ҫав ҫулсенче Мексикӑра ирттернӗ конгрессене кайма Свидетельсене нумайӑшне питӗ йывӑр пулнӑ. Нумайӑшӗ аякри ялсенче пурӑннӑ, вӗсем патне нимӗнле ҫул та пулман. Пӗр пухӑвӑн ҫырӑвӗнче ҫапла каланӑ: «Эпир пурӑнакан вырӑнта поездсем ҫӳремеҫҫӗ». Ҫывӑхри чугун ҫул станцине ҫитме делегатсен темиҫе кун хушши мулсемпе е ҫуран каймалла пулнӑ. Унтан вара вӗсем конгресс иртекен хулана поездпа кайнӑ.

Свидетельсем нумайӑшӗ чухӑн пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем пӗр еннелле каймалӑх та аран-аран укҫа пухнӑ. Конгресс иртекен хулана ҫитсен вӗсенчен нумайӑшӗ ҫав вырӑнта пурӑнакан тӑвансем патӗнче чарӑнса тӑнӑ, лешӗсем вара вӗсене хапӑл туса кӗтсе илнӗ. Теприсем Патшалӑх залӗсенче чарӑнса тӑнӑ. Пӗррехинче 90-на яхӑн делегат филиалта ҫӗр каҫнӑ. Ҫывӑрмалли вырӑнӗ вӗсен салатса хунӑ картон коробкӑсем пулнӑ (кашнине ҫирӗмшер панӑ). «Ежегодник» кӑларӑмра каланӑ тӑрӑх, хӑнасем ҫакӑн пек «ҫывӑрмалли вырӑншӑн» пархатарлӑ пулнӑ тата вӗсем ҫинче «бетон урайӗнчен ҫемҫерех те ӑшӑрах пулчӗ» тенӗ.

Свидетельсем тӑвансемпе пӗрле пуҫтарӑнма май пурришӗн ҫав тери пархатарлӑ пулнӑран пӗрле пухӑнас тесе кирек мӗнле йывӑрлӑхсене те тӳсме хатӗр пулнӑ. Паян Мексикӑри хыпарҫӑсен шучӗ миллиона ҫывхарать, вӗсем те конгрессемшӗн питӗ пархатарлӑ *. 1949 ҫулта Мексикӑри филиал унти тӑвансем пирки отчетра ҫапла ҫырнӑ: «Йывӑрлӑхсем пулсан та вӗсен хастарлӑхӗ сӳнмен, кашни конгресс хыҫҫӑн вӗсем унта курни-илтнине нумай вӑхӑт хушши сӳтсе яваҫҫӗ. Тата вӗсене пурне те ялан пӗр ыйту интереслентерет — тепӗр конгресс хӑҫан пулать-ши?» Паянхи кун та Мексикӑри тӑвансем пирки ҫавнах калама пулать. (Вӑтаҫӗр Америкӑри пирӗн архивсенчен.)

^ 9 абз. 1944 ҫулхи «Ежегодник» кӑларӑмра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав конгреса пула Мексикӑра Иегова Свидетелӗсем ҫинчен нумайӑшӗ пӗлнӗ.

^ 14 абз. 2016 ҫулта Мексикӑра Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявлама 2 262 646 ҫын килнӗ.