Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Йывӑрлӑхсем вӑхӑтӗнче чӑтӑмлӑ пулни пиллӗхсем кӳрет

Йывӑрлӑхсем вӑхӑтӗнче чӑтӑмлӑ пулни пиллӗхсем кӳрет

«МӖНЛЕ ашшӗ вара эс! Арӑму хырӑмлӑ, хӗрачу та пӗчӗккӗ. Мӗнле пӑрахса хӑвартӑн вӗсене? Кам тӑрантарӗ ҫемйӳне? Хам ӗҫе тума пӑрахап тесе кала та килна кай!» — тесе ятлаҫрӗ манпа ПХК * офицерӗ. «Эпӗ хамӑн ҫемьене пӑрахса хӑварман,— хуравларӑм эпӗ.— Эсир мана арестлерӗр. Мӗн тунӑ вара эпӗ?» Ҫакӑн ҫине следователь: «Свидетель пуличчен эсӗ преступник пулнӑ пулсан лайӑхрах пулӗччӗ»,— тесе каласа хучӗ.

Ҫав калаҫу 1959 ҫулта Иркутск тӗрминче пулса иртрӗ. Эпӗ хам тата манӑн арӑм Мария тӳрӗлӗхшӗн асап тӳсме мӗншӗн хатӗр пулни ҫинчен тата Иегова пире ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн мӗнле пиллени ҫинчен сире каласа парас тетӗп (1 Петр 3:13, 14).

Эпӗ 1933 ҫулта Украинӑра Золотники ятлӑ ялта ҫуралнӑ. 1937 ҫулта пирӗн пата Францирен аннен йӑмӑкӗпе упӑшки, Иегова Свидетелӗсем, хӑнана килнӗ. Вӗсем Хурал Башни Обществи пичетлесе кӑларнӑ «Правительство» тата «Ирӗке тухни» ятлӑ кӗнекесене парнелесе хӑварнӑ. Ҫав кӗнекесене вуласа атте ҫирӗп ӗненӳ аталантарнӑ. 1939 ҫулта вӑл питӗ йывӑр чирлесе ӳкрӗ. Атте вилес умӗн аннене ҫапла каласа хӑварчӗ: «Ку вӑл — чӑнлӑх. Ӑна ачасене вӗрент».

ҪӖПӖР — ЫРӐ ХЫПАР САРМАЛЛИ ҪӖНӖ ВЫРӐН

1951 ҫулхи апрель уйӑхӗнче Совет Союзӗн хӗвеланӑҫӗнчи регионӗсенче пурӑнакан Иегова Свидетелӗсене пинӗ-пинӗпе Ҫӗпӗре ӑсатма пуҫларӗҫ. Манӑн аннене, Григорий шӑллӑма тата мана Хӗвеланӑҫ Украинӑран ссылкӑна ячӗҫ. Тавар турттармалли вагонра 6 000 ҫухрӑм кайсан эпир Ҫӗпӗрти Тулун хулине ҫитрӗмӗр. Тепӗр икӗ эрнерен Богдан пиччеме пирӗнтен инҫех мар вырнаҫнӑ Ангарск хулине илсе килчӗҫ. Ӑна 25 ҫуллӑха лагере яма приговор йышӑннӑ.

Аннепе тата Григорийпе пӗрле эпир Тулун ҫывӑхӗнчи ялсенче ырӑ хыпар сараттӑмӑр. Пире тавҫӑруллӑ пулни питӗ пулӑшатчӗ. Тӗслӗхрен, кунта сирӗн ӗне сутакансем ҫук-и тесе ыйтаттӑмӑр. Ҫакӑн пек ҫынна тупсан эпир ӑна ҫак выльӑх кӗлетки мӗн тери тӗлӗнмелле пулни ҫинчен каласа параттӑмӑр. Ҫапла эпир Пултаракан ҫинчен калаҫма пуҫлаттӑмӑр. Шӑп ҫав вӑхӑтра пӗр Совет хаҫатӗнче Свидетельсем ӗнесем ҫинчен ыйтса ҫӳреҫҫӗ, чӑннипе вара сурӑхсене шыраҫҫӗ тесе ҫырнӑччӗ. Эпир чӑнах та «сурӑхсене» шыраса тупаттӑмӑр! Пире Ҫӗпӗрте пурӑнакан тараватлӑ тата хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсемпе Библи вӗренме питӗ килӗшетчӗ. Халӗ Тулунра пуху пур, унта 100 ытла хыпарҫӑ.

МАРИЙӐН ӖНЕНӖВӖ ТӖРӖСЛЕНЕТ

Манӑн арӑм Мария Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Украинӑра чӑнлӑха пӗлнӗ. Вӑл 18 ҫулта пулнӑ чухне ПХК офицерӗ ӑна хӑйӗнпе ар ҫыхӑнӑвне кӗме хистенӗ, анчах та Мария ҫирӗппӗн ӑна хирӗҫ тӑнӑ. Пӗррехинче киле килсен Мария ҫав офицер унӑн вырӑнӗ ҫинче выртнине курнӑ та тӳрех килтен тухса тарнӑ. Урса кайнипе офицер Марийӑна Свидетель пулнишӗн тӗрмене хупап тесе хӑратса каланӑ. Ҫапла пулса тухнӑ та: 1952 ҫулта ӑна 10 ҫуллӑха тӗрмене хупма приговор йышӑннӑ. Унӑн туйӑмӗсем Иосифӑнни пекех пулнӑ, ӑна та аскӑн ӗҫ тума килӗшменшӗн тӗрмене хупнӑ (Пулт. 39:12, 20). Марийӑна суд залӗнчен тӗрмене илсе кайнӑ чухне водитель ӑна ҫапла каланӑ: «Ан хӑра! Ҫынсем тӗрмене лекеҫҫӗ пулсан та, ҫын пулма пӑрахмаҫҫӗ». Ҫав сӑмахсем ӑна питӗ тӗреклетнӗ.

1952—1956 ҫулсенче Мария Чулхула ҫывӑхӗнчи лагерьте ӗҫленӗ. Унта шартлама сивӗре те унӑн йывӑҫсем кӑкламалла пулнӑ. Ҫавна пула Марийӑн сывлӑхӗ хавшанӑ. 1956 ҫулта ӑна ирӗке кӑларнӑ, вара вӑл Тулуна кайнӑ.

АРӐМРАН ТАТА АЧАСЕНЧЕН УЙӐРЧӖҪ

Пӗр арҫын тӑван мана Тулуна пӗр хӗрарӑм тӑван килет терӗ, эпӗ вара ӑна япалисене илсе килме пулӑшма шут тытрӑм. Велосипед ҫине лартӑм та автобус чарӑнакан вырӑна кайрӑм. Марийӑна эпӗ тӳрех килӗштерсе пӑрахрӑм. Унӑн чӗрине ҫавӑрас тесе тӑрӑшмалла пулчӗ пулин те ман ӗмӗт пурнӑҫланчӗ. 1957 ҫулта эпир пӗрлешрӗмӗр. Пӗр ҫул иртсен пирӗн пӗрремӗш хӗр пӗрчи Ирина ҫуралчӗ. Анчах та телейлӗ пурнӑҫ нумайлӑха тӑсӑлмарӗ. 1959 ҫулта мана публикацисене пичетленӗшӗн арестлерӗҫ. Ҫур ҫул хушши эпӗ пӗччен лармалли камерӑра лартӑм. Чӗрери мире упрас тесе эпӗ пӗрмаях кӗлтӑваттӑм, Патшалӑх юррисене юрлаттӑм тата ирӗке тухсан ырӑ хыпара мӗнле сарса ҫӳрессине куҫ умне тӑрататтӑм.

Ӗҫ лагерӗнче. 1962 ҫул

Пӗрре допрос тунӑ чухне следователь кӑшкӑрса ячӗ: «Кӗҫех эпир сире пурне те шӑшисене таптанӑ пек таптаса лапчӑтатпӑр!» Эпӗ ӑна хуравларӑм: «Иисус каланӑ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара пур халӑха та пӗлтерсе ТУХӖҪ, ҫакна тума никам та чараймӗ». Вара следователь тактикине улӑштарчӗ те статья пуҫламӑшӗнче каланӑ сӑмахсемпе Иеговӑран тунма ӳкӗте кӗртес тесе тӑрӑшрӗ. Хӑратса калани те, ӳкӗтлени те ӑна пулӑшмарӗ. Мана 7 ҫуллӑха Саранск ҫывӑхӗнчи лагере ӑсатрӗҫ. Унта кайнӑ чухне пирӗн иккӗмӗш хӗрача Ольга ҫуралнине пӗлтӗм. Эпӗ хамӑн ҫемьерен аякра пулнӑ пулсан та, Марийӑпа иксӗмӗр те Иеговӑна шанчӑклӑ пулни мана йӑпататчӗ.

Мария тата Ольгӑпа Ирина хӗрсем. 1965 ҫул

Тулунран Саранска поездпа кайла-майла 12 кун каймалла пулнӑ пулсан та, Мария ман пата ҫулталӑкра пӗрре килсе каятчӗ. Кашнинчех вӑл ман валли пӗр мӑшӑр ҫӗнӗ атӑ илсе килетчӗ, атӑ кӗлине вара «Хурал башнин» юлашки кӑларӑмӗсене пытарса чикетчӗ. Пӗррехинче Мария пирӗн икӗ хӗр пӗрчине илсе килчӗ, ҫав тӗлпулу уйрӑмах асра юлчӗ. Вӗсене курсан ман чӗре мӗн тери хумханни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр кӑна!

ҪӖНӖ ВЫРӐН — ҪӖНӖ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ

1966 ҫулта мана лагерьтен ирӗке кӑларчӗҫ. Вара эпир тӑватсӑмӑр та Хура тинӗс ҫывӑхӗнчи Армавира куҫса кайрӑмӑр. Унта пирӗн икӗ ывӑл ҫуралчӗ — Ярославпа Павел.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ ПХКра ӗҫлекенсем пирӗн ҫурта ухтарма киле пуҫларӗҫ. Вӗсем публикацисене кашни кӗтесре, ӗне апачӗ ӑшӗнче те, шыратчӗҫ. Пӗррехинче питӗ пӑчӑ пулнӑран ухтаракансем йӗп-йӗпе тара ӳкрӗҫ, тумтирӗсем вара тӑр тусан пулчӗҫ. Мария вӗсене хӗрхенчӗ, хушнӑ ӗҫе тӑвакансем ҫеҫ пулнӑ вӗт вӗсем. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене компот ӗҫтерчӗ, тумтире тасатма щетка илсе килчӗ, умывальнике шыв ячӗ тата алшӑлли пачӗ. Начальник килсен вӗсем ӑна Мария хӑйсене мӗнле ырӑ туни ҫинчен каласа пачӗҫ. Тухса кайнӑ чухне вӑл йӑл кулса ал сулса хӑварчӗ. «Усала ырӑпа парӑнтарса тӑр» текен канашпа усӑ курма пултарнӑшӑн эпир питӗ савӑнтӑмӑр (Рим 12:21).

Пирӗн киле ухтара-ухтара кайнине пӑхмасӑрах эпир Армавирта ырӑ хыпар сарма пӑрахман. Унсӑр пуҫне, эпир ҫывӑхри Курганинск хулинчи хыпарҫӑсен пӗчӗк ушкӑнне пулӑшаттӑмӑр. Халӗ Армавирта ултӑ пуху, Курганинскра вара тӑватӑ пуху пулни мана ҫав тери савӑнтарать.

Ӗненӳ хавшанӑ вӑхӑтсем те пулкалатчӗҫ. Анчах та шанчӑклӑ арҫын тӑвансем урлӑ Иегова пире тӳрлетнӗшӗн тата ӗненӗве ҫирӗплетнӗшӗн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ (Пс. 129:3). ПХК агенчӗсем чееленсе пухӑва сӑрхӑнса кӗни пирӗншӗн пысӑк тӗрӗслев пулчӗ. Вӗсем хӑйсене хастар хыпарҫӑсем пек кӑтартма тӑрӑшатчӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем вара пухура яваплӑхсем те илетчӗҫ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем кам пулни ҫав-ҫавах ҫиеле тухатчӗ.

1978 ҫулта Мария, 45 ҫулхискер, каллех йывӑр ҫын пулса тӑчӗ. Вӑл чӗре чирӗпе чирлетчӗ, ҫавӑнпа тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханнипе ӑна хырӑм пӑрахтарасшӑн пулчӗҫ. Мария килӗшмерӗ, тухтӑрсем вара укол туса вӑхӑтсӑр ҫураттарас тесе пур ҫӗртре те ун хыҫҫӑн шприцпа ҫӳретчӗҫ. Ачана упраса хӑварас тесе Мария больницӑран тухса тарчӗ.

ПХК пире хуларан тухса кайма хушрӗ. Вара эпир Эстоние куҫса кайрӑмӑр, ун чухне вӑл СССР пайӗччӗ. Эпир Таллин ҫывӑхӗнчи поселокра пурӑнма пуҫларӑмӑр. Тухтӑрсем темтепӗр каласа хӑратнӑ пулсан та, Таллинра Мария сывӑ ачана, Виталие, ҫуратрӗ.

Каярахпа эпир Эстонирен Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи Незлобная ятлӑ станицӑна куҫса кайрӑмӑр. Асӑрхануллӑ пулмаллине асра тытса эпир ҫывӑхри курортлӑ хуласенче ырӑ хыпар сараттӑмӑр, ҫынсем унта пӗтӗм ҫӗршывран канма пыратчӗҫ. Вӗсем килессе сывлӑха ҫирӗплетме килетчӗҫ, киле таврӑнма вара хӑш-пӗрисем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑкпа таврӑнатчӗҫ!

АЧАСЕНЕ ИЕГОВӐНА ЮРАТМА ВӖРЕНТЕТПӖР

Эпир хамӑрӑн ачасене Иеговӑна хытӑ юратма вӗрентес тесе тата вӗсен уншӑн ӗҫлес килтӗр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Пирӗн патра хӑнара час-часах ачасем ҫине лайӑх витӗм кӳрекен тӑвансем пулатчӗҫ, ҫав шутрах Григорий шӑллӑм та. 1970—1995 ҫулсенче Григорий район надзирателӗ пулса ӗҫлерӗ. Вӑл пурнӑҫа юратакан тата шӳтлеме пӗлекен ҫынччӗ. Григорий хӑнана килсен эпир питӗ савӑнаттӑмӑрччӗ. Ҫавӑн пекех эпир туссене чӗнсе Библипе ҫыхӑннӑ вӑйӑсем выляттӑмӑр. Ҫавна пула пирӗн ачасем Библи калавӗсене юрата пуҫларӗҫ.

Манӑн ывӑлсем арӑмӗсемпе пӗрле

Тӑраканнисем, сулахайран сылтӑмалла: Ярослав, Павел

Лараканнисем, сулахайран сылтӑмалла: Алена, Рая, Светлана, Виталий

1987 ҫулта пирӗн ывӑл Ярослав Ригӑна (Латви) кайрӗ, мӗншӗн тесен унта ырӑ хыпар сарма чӑрмавсем сахалтарах пулнӑ. Анчах та ҫара кайма килӗшменшӗн ӑна ҫулталӑк ҫурӑлӑха тӗрмене лартрӗҫ. Унӑн тӑхӑр тӗрмере ларма тиврӗ. Ярослав унччен эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне мӗн-мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен каласа панисене асра тытнӑ, ҫакӑ ӑна чӑтӑмлӑ пулма пулӑшнӑ. Каярахпа вӑл пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӗ. 1990 ҫулта пирӗн ывӑл Павел, ун чухне вӑл 19-таччӗ, Сахалин утравӗ ҫинче пионер пулса ӗҫлес терӗ. Малтан эпир ӑна унта ярасшӑн марччӗ. Ҫав вӑхӑтра Сахалинта 20 хыпарҫӑ кӑна пулнӑ, унсӑр пуҫне, вӑл пирӗн килтен 9 000 ҫухрӑм аякраччӗ. Анчах та кайран эпир Павела яма килӗшрӗмӗр, ҫакӑ тӗрӗс йышӑну пулчӗ. Сахалинта пурӑнакан ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара питӗ лайӑх итленӗ, вара темиҫе ҫултанах унта сакӑр пуху пулса кайнӑ. Павел Сахалинта 1995 ҫулччен ырӑ хыпар сарчӗ. Ун чухне пирӗнпе кӗҫӗн ывӑл Виталий ҫеҫ пурӑнатчӗ. Мӗн ачаранах вӑл Библи вулама юрататчӗ. 14 ҫулта вӑл пионер пулса ӗҫлеме тытӑнчӗ, эпӗ те унпа пӗрле икӗ ҫул пионер пулса ӗҫлерӗм. Ҫав вӑхӑт питӗ савӑнӑҫлӑ пулчӗ. 19 ҫулта чухне Виталие ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме сӗнчӗҫ, вара вӑл килтен тухса кайрӗ.

1952 ҫулта ПХКра ӗҫлекен ҫын Марийӑна каланӑ: «Хӑвӑн ӗненӳрен тун, унсӑрӑн 10 ҫул тӗрмере ларма тивет, вара ват хӗр пулса юлан, никама та кирлӗ пулмастӑн». Анчах та веҫех урӑхла пулчӗ. Эпир хамӑра Иегова Турӑ, ачасем тата эпир чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ ытти ҫынсем те юратнине туйса тӑтӑмӑр. Ҫавӑн пекех эпир Марийӑпа пирӗн ачасем Турӑшӑн ӗҫленӗ ҫӗре кайса курма питӗ хавас пултӑмӑр. Вӗсем пулӑшнипе Иеговӑпа паллашнӑ ҫынсем вӗсене мӗн тери пархатарлӑ пулнине куртӑмӑр.

ИЕГОВӐН ЫРӐЛӐХӖШӖН ПАРХАТАРЛӐ

1991 ҫулта Раҫҫейри влаҫсем Иегова Свидетелӗсене хӑйсен ӗҫне туса тӑма ирӗк пачӗҫ. Ҫакӑ ырӑ хыпар сарас ӗҫе ҫӗнӗ вӑйпа туса тӑма пулӑшрӗ. Канмалли кунсенче кӳршӗ хуласемпе ялсенче ырӑ хыпар сарас тесе пирӗн пуху автобус та туянчӗ.

Арӑмпа пӗрле, 2011 ҫул

Ярослав хӑйӗн арӑмӗпе, Аленӑпа, тата Павел хӑйӗн арӑмӗпе, Райӑпа, Вефильте ӗҫлеҫҫӗ, Виталий вара хӑйӗн арӑмӗпе, Светланӑпа, район надзирателӗн ӗҫне туса тӑрать. Эпӗ вӗсемшӗн питӗ савӑнатӑп. Аслӑ хӗр Ирина хӑйӗн ҫемйипе Германире пурӑнать. Унӑн упӑшки Владимир та, виҫӗ ывӑлӗ те пухура старейшинӑсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Ольга хӗрӗм Эстонире пурӑнать, вӑл час-часах ман пата шӑнкӑравлать. Шел пулин те, 2014 ҫулта манӑн арӑмӑм Мария вилчӗ. Вӑл чӗрӗлсе тӑрасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп! Халӗ эпӗ Белгородра пурӑнатӑп, кунти тӑвансем мана питӗ пулӑшаҫҫӗ.

Нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫленӗ май эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен йывӑрлӑхсем тӳсме хатӗр пулмалла. Анчах та йывӑр килнӗ вӑхӑтра Иегова тӗлӗнмелле канӑҫлӑх парать, ҫакӑ темрен те хаклӑ. Эпир Марийӑпа чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн илнӗ пиллӗхсем ҫав тери нумай пуласса эпӗ шутлама та пултарайман. 1991 ҫулта, Совет Союзӗ арканнӑ чухне, ҫӗршывра Иегова Свидетелӗсем 40 000-рен кӑшт ытларахчӗ. Халӗ вара вӗсен шучӗ унчченхи СССР территорийӗнче 400 000-рен те ирттерет! Эпӗ 83 ҫула ҫитрӗм, халӗ те старейшина пулса ӗҫлетӗп. Иегова мана чӑтӑмлӑ пулма вӑй парса тӑчӗ. Ҫапла, Иегова мана туллин пиллерӗ! (Пс. 12:6.)

^ 4 абз. Патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн комитечӗ (выр. КГБ).