Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Кивӗ этеме яланлӑхах хывса пӑрахӑр

Кивӗ этеме яланлӑхах хывса пӑрахӑр

«Эсир ӗнтӗ, кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрах[ӑр]» (КОЛ. 3:9).

ЮРӐСЕМ: 121, 142

1, 2. Иегова Свидетелӗсем ҫинчен ытти ҫынсем мӗн калаҫҫӗ?

НУМАЙӐШӖСЕМ Иегова Свидетелӗсен питӗ лайӑх енӗсене асӑрхаҫҫӗ. Нацистла Германире пурӑннӑ пирӗн тӑвансем ҫинчен Антон Джилл ҫыравҫӑ акӑ мӗн ҫырнӑ: «Нацистсем пуринчен ытла Иегова Свидетелӗсене курайман. [...] 1939 ҫул тӗлне 6 000 Свидетель... [концлагерьсене] лекнӗ. Анчах та, ҫав ҫыравҫӑ каланӑ тӑрӑх, хӑйсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ пулсан та, Свидетельсем шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнипе, ялан хӑйсене лӑпкӑ тытнипе, Турра чунтан парӑнса тата пӗрлӗхре пурӑннипе палӑрса тӑнӑ.

2 Иегова Свидетелӗсем ҫак лайӑх енсене кӑтартнине темиҫе ҫул каялла Кӑнтӑр Африкӑра нумайӑшӗ асӑрханӑ. Ун чухне Туррӑн ӗҫлекенӗсем ятарлӑ тӗлпулӑва пухӑннӑ пулнӑ. Унччен ҫӗршыври законсене пула ӳт тӗсӗпе пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан Свидетельсем пӗрле пуҫтарӑнма пултарайман. Ҫавӑнпа та 2011 ҫулхи декабрӗн 18-мӗшӗнче Йоханнесбургри чи пысӑк стадионра пирӗн тӗрлӗ расӑри тӑвансем — Кӑнтӑр Африка Республикинчи тӗрлӗ вырӑнсенчен тата юнашар ҫӗршывсенчен килнӗ 78 000 ытла ҫын — ятарлӑ программӑна итлеме пухӑнни нумайӑшӗшӗн тӗлӗнмелле япала пулнӑ. Стадион администрацийӗн представителӗ ҫав тӗлпулу пирки акӑ мӗн каланӑ: «Ҫак стадионра эп хӑйсене ҫав тери лайӑх тытма пӗлекен ҫынсене нихӑҫан та курманччӗ. Пурте тирпейлӗ тӑхӑннӑ. Стадиона вара эсир мӗн тери лайӑх тасатрӑр! Анчах та чи кирли вӑл — эсир ҫынсене расӑна кура уйӑрмастӑр».

3. Тӗнчере пирӗн пек тӑванлӑх урӑх ҫук тесе мӗншӗн калама пулать?

3 Ҫак сӑмахсенчен пирӗн пек тӑванлӑх пӗтӗм тӗнчипе те урӑх ҫукки курӑнать (1 Петр 5:9). Анчах та урӑх организацисенчен эпир мӗнпе уйрӑлса тӑратпӑр? Турӑ Сӑмахӗ тата святой сывлӑш пулӑшасса шанса эпир «кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех» пӑрахас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр (Кол. 3:9, 10).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр тата мӗншӗн?

4 Кивӗ этеме хывса пӑрахнӑ хыҫҫӑн пирӗн ӑна урӑх тӑхӑнмалла мар. Ҫак статьяра эпир ӑна мӗнле хывса пӑрахмаллине тата ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ҫын ҫылӑхлӑ ӗҫсем ӑшне путнӑ пулсан та унӑн улшӑнма май пуррине сӳтсе явӑпӑр. Тата эпир Турӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑракансене унчченхи пурнӑҫпа пурӑнма пуҫласран мӗн пулӑшма пултарнине те пӑхса тухӑпӑр. Мӗншӗн пире ҫакӑн пек аса илтерсе тӑни кирлӗ? Шел пулин те, хӑш-пӗр Иегова Свидетелӗсем тимлӗхе ҫухатса каллех унччен пурӑннӑ пекех пурӑнма пуҫланӑ. Акӑ мӗншӗн пирӗн пурин те 1 Коринф 10:12-мӗшӗнче асӑрхаттарса ҫырнине тимлемелле: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗреклӗ тӑратӑп тесе шухӑшлакан хӑй ӳкесрен сыхлантӑр».

АСКӐН ШУХӐШ-КӐМӐЛА ПӖТЕРӖР

5. а) Тӗслӗхпе усӑ курса Турӑ курайман йӑласене мӗншӗн тӳрех пӗтермеллине ӑнлантарса парӑр. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Колоссӑ 3:5—9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, кивӗ этем мӗнпе палӑрса тӑрать?

5 Сирӗн тумтир варалансан е унран лайӑх мар шӑрш кӗрет пулсан, эсир мӗн тӑватӑр? Паллах, эсир ӑна хӑвӑртрах хывса пӑрахма тӑрӑшатӑр. Ҫавӑн евӗрлех эпир хамӑрта Турӑ курайман йӑласем пуррине куратпӑр пулсан пирӗн тӳрех улшӑнмалла. Эпир Павел христиансене панӑ хушӑва итлесшӗн. Вӑл вӗсен Турӑшӑн мӗн юрӑхсӑр, ҫавсене пурне те, ҫав шутрах аскӑнлӑхпа ирсӗрлӗхе те, пӗтермелле тесе ҫырнӑ. Айтӑр ҫакна тӗплӗнрех сӳтсе явар. (Колоссӑ 3:5—9 вуласа пар.)

6, 7. а) Кивӗ этеме хывса пӑрахас тесен пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмаллине Павелӑн сӑмахӗсем мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? ӑ) Сакура мӗнле пурнӑҫпа пурӑннӑ тата улшӑнма ӑна мӗн вӑй панӑ?

6 Аскӑнлӑх. Библире «аскӑнлӑх» тесе куҫарнӑ сӑмах мӑшӑрланман ҫынсем ар ҫыхӑнӑвне кӗнине пӗлтерет, ҫавӑн шутне гомосексуализм та кӗрет. Павел христиансене «ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха... пӗтерӗр» тесе ҫырнӑ, урӑхла каласан, аскӑн ӗмӗт-шухӑшсене пирӗн пӗтӗмпех тӗп тумалла. Павел усӑ курнӑ сӑнарлӑ сӑмахсем ҫылӑхлӑ ӗмӗт-шухӑшсене пӗтерес тесе пирӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмаллине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫакна тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать, анчах та ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерме пулать.

7 Японире пурӑнакан Сакура ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар *. Ҫамрӑк чухне вӑл яланах хӑйне пӗчченӗн туйнӑ, кӑмӑлӗ те пусӑрӑнчӑк пулнӑ. 15 ҫултах вӑл тӗрлӗ арҫынсемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗме пуҫланӑ. Ҫапла тунипе вӑл йывӑр туйӑмӗсене ҫӗнтерме тӑрӑшнӑ. «Эпӗ виҫӗ хутчен хырӑм пӑрахрӑм»,— хурланса калать вӑл. «Малтанах ар ҫыхӑнӑвне кӗни мана хӳтлӗх парать пек туйӑнатчӗ,— каласа парать Сакура,— мӗншӗн тесен эпӗ ыттисене кирлӗ тесе, мана юратаҫҫӗ тесе шутлаттӑм. Анчах та кайран эпӗ мӗн чул нумайрах ар ҫыхӑнӑвне кӗреттӗм, ҫавӑн чухлӗ ытларах хама хӳтӗсӗр туяттӑм». Ҫакӑн пек пурнӑҫпа Сакура 23 ҫула ҫитиччен пурӑннӑ. Кайран вара вӑл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Библирен мӗн пӗлни ӑна питӗ килӗшнӗ, вара Иегова пулӑшнипе вӑл хӑйне пӗрмаях айӑпласа ҫӳреме чарӑннӑ тата аскӑн ӗҫсем тума пӑрахнӑ. Халӗ Сакура пионер пулса ӗҫлет тата хӑйне тек пӗчченӗн туймасть. Вӑл калать: «Эпӗ ҫав тери телейлӗ, мӗншӗн тесен кашни кунах Иегова мана юратнине туйса тӑратӑп!»

ТАСА МАР ЙӐЛАСЕНЕ ПӐРАХӐР

8. Мӗнле ӗҫсем пире Турӑ умӗнче тасамарлатма пултараҫҫӗ?

8 Ирсӗрлӗх. Библире «ирсӗрлӗх» тесе куҫарнӑ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ анлӑ, ун шутне аскӑн ӗҫсем ҫеҫ мар, чӗлӗм туртни те, киревсӗр шӳтсем те кӗреҫҫӗ (2 Кор. 7:1; Эф. 5:3, 4). Унсӑр пуҫне, ҫак сӑмах ҫын вӑрттӑн тӑвакан таса мар ӗҫсене те пӗлтерме пултарать. Сӑмахран, астарса яракан кӗнеке-журнал вулани е порнографи пӑхни. Ҫак ӗҫсене пула ҫын мастурбаци тума пуҫлама пултарать (Кол. 3:5) *.

9. Порнографи пӑхни мӗн патне илсе ҫитерет?

9 Порнографи пӑхма хӑнӑхса кайнӑ ҫыннӑн «ясарлӑх» шухӑшӗсем ҫуралма пултараҫҫӗ тата вӑл ӑна пӑхмасӑр пурӑнайми пулса кайма пултарать. Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ун пек ҫынна эрех-сӑра е наркотик тыткӑнне лекнӗ ҫынпа танлаштарма пулать. Ҫавӑнпа порнографи питӗ пысӑк сиен кӳнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Ҫакӑн пек ҫын совесть кӑшланипе асапланать, ӗҫре лайӑх ӗҫлеймест, унӑн ҫемйинчи хутшӑнусем пӑсӑлаҫҫӗ е ҫемйи пачах арканма пултарать, унсӑр пуҫне, ҫавна пула ҫын хӑй ҫине ал хума та пултарать. Пӗр арҫын, порнографи пӑхас туртӑма ҫӗнтернӗскер, ҫулталӑк хушши порнографи пӑхмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ каллех хама хисеплеме пуҫларӑм».

10. Порнографи пӑхас туртӑма Рибейро мӗнле ҫӗнтернӗ?

10 Ҫынсем нумайӑшӗ порнографи пӑхас мар тесе куллен-кун кӗрешеҫҫӗ. Анчах та Бразилире пурӑнакан Рибейро ятлӑ тӑванӑн тӗслӗхӗ ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерме май пуррине кӑтартать. Рибейро яш ача чухне килтен тухса кайнӑ та тепӗртакран макулатура йышӑнакан заводра ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта унӑн куҫӗ тӗлне порнографиллӗ кӗнеке-журнал лекнӗ. Вӑл каласа парать: «Майӗпен эпӗ порнографи пӑхмасӑр пурӑнайми пултӑм. Порнофильмсем пӑхас тесе эпӗ пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм килтен тухасса ҫеҫ кӗтеттӗм». Пӗррехинче вара ӗҫре Рибейро макулатура хушшинче «Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ» ятлӑ кӗнекене курнӑ. Вӑл ӑна илнӗ те вулама пуҫланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Иегова Свидетелӗсене хӑйпе Библи вӗренме ыйтнӑ. Анчах та Рибейрона хӑйӗн таса мар йӑлине ҫӗнтерме вӑхӑт нумай кирлӗ пулнӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӑл ӑнлантарса парать: «Кӗлтуни, Библи вулани тата мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлани мана Туррӑн паха енӗсемшӗн пархатарлӑрах пулма пулӑшрӗ, вара Турра юратни порнографи пӑхас туртӑмран вӑйлӑрах пулса тӑчӗ». Туррӑн Сӑмахӗ тата унӑн сывлӑшӗ пулӑшнипе Рибейро кивӗ этеме хывса пӑрахма пултарнӑ, шыва кӗнӗ, халӗ вара старейшина пулса ӗҫлет.

11. Порнографи пӑхас туртӑма ҫӗнтерес тесен мӗн тумалла?

11 Асӑрхарӑр-и, кӗрешӳре ҫӗнтерме Рибейрошӑн Библи вӗренни ҫеҫ ҫителӗксӗр пулнӑ. Библири хыпар унӑн чӗрине пырса тивтӗр тесен унӑн вӑй хума тивнӗ тата вӑхӑт та кирлӗ пулнӑ. Вӑл кӗлтунӑ тата мӗн пӗлсе пыни ҫинчен шухӑшланӑ, вара Турра хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫланӑ та порнографи пӑхма пӑрахнӑ. Ку тӗслӗхрен ҫакӑ курӑнать: Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратма тата усала курайми пулма вӗренсен, ҫакӑ порнографи пӑхас туртӑма ҫӗнтерме пуринчен лайӑх пулӑшать. (Псалом 96:10 вуласа пар.)

ХАЯРЛАНМА, ҪЫННА ХӐРТСА КАЛАҪМА ТАТА СУЕҪТЕРМЕ ПӐРАХӐР

12. Хаярланма тата ыттисене хӑртса калаҫма пӑрахма Стивена мӗн пулӑшнӑ?

12 Час ҫилленсе каякан ҫынсем ыттисене кӳрентерекен сӑмахсене каласа тӑкаҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ ҫемьене телейлӗ тумасть. Австралире пурӑнакан Стивен, вӑл авланнӑ тата вӗсен ачасем те пур, каласа парать: «Малтан эпӗ час-часах ятлаҫаттӑмччӗ тата пули-пулми япалашӑнах урса каяттӑмччӗ. Эпир арӑмпа виҫӗ хут та уйрӑм пурӑнма тытӑннӑччӗ, уйрӑлас тесе те шутланӑччӗ». Анчах кайран вӗсем Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Стивен Библири канашсемпе усӑ курма та тытӑннӑ. Ҫакӑ ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ-ши? Вӑл каласа парать: «Пирӗн ҫемьеллӗ пурнӑҫ тӗпренех улшӑнчӗ. Унччен эпӗ хаярлӑхпа тата ҫилӗпе тулнӑ бомба пекехчӗ — кирлӗ-кирлӗ маршӑн тӳрех ҫурӑлса кайма пултараттӑмччӗ. Халӗ вара Иегова пулӑшнипе эпӗ тӗлӗнмелле канӑҫлӑхпа мир туятӑп». Халӗ Стивен пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлет, унӑн арӑмӗ вара темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ пионер. Вӗсен пухӑвӗнчи старейшинӑсем калаҫҫӗ: «Стивен — лӑпкӑ та ӗҫчен тӑван, вӑл хӑйне яланах кӗҫӗне хурать». Вӑл тарӑхнине вӗсем курман та. Анчах та Стивен ҫак улшӑнусене хӑй тӑрӑшнипе ҫеҫ тунӑ-ши? Ҫук. Вӑл ҫакна палӑртса калать: «Эпӗ Иегова паракан пулӑшӑва йышӑнман пулсан манӑн пурнӑҫра ҫак пиллӗхсем пулман пулӗччӗҫ. Ҫавна пула эпӗ пур енчен те улшӑнтӑм».

13. Хаяррӑн тытни мӗншӗн хӑрушӑ тата Библи пире мӗн ҫинчен асӑрхаттарать?

13 Библи пире хаярланма, кӑшкӑрашма тата хӑртса калаҫма пӑрахӑр тет (Эф. 4:31). Унсӑрӑн ҫакӑ пусмӑрласси патне илсе ҫитерет. Ҫын хӑйне хаяррӑн тытни ку тӗнчере йӗркеллӗ япала шутланать, чӑннипе вара ҫакӑ пирӗн Пултаракана чыссӑрлатать. Ҫӗнӗ этем пулса тӑрас тесен нумайӑшӗсен хӑйсене тӗпренех улӑштармалла пулнӑ. (Псалом 36:8—11 вуласа пар.)

14. Хаяр ҫын улшӑнса йӑваш ҫын пулса тӑма пултараять-и?

14 Акӑ Ханс тӗслӗхӗ. Вӑл Австрире пӗр пухура старейшина пулса ӗҫлет. Старейшинӑсен совечӗн координаторӗ ун ҫинчен ҫапла калать: «Ханс эсир тӗл пулма пултаракан чи йӑваш тӑвансенчен пӗри». Анчах та вӑл яланах ҫакӑн пек ҫын пулман. Ҫамрӑк чухнех вӑл эрехпе иртӗхме пуҫланӑ, вара питӗ хаяр ҫын пулса тӑнӑ. Ӳсӗрӗлсе кайнӑскер пӗррехинче вӑл урса кайнипе хӑйӗн хӗр тусне вӗлернӗ. Ҫавӑншӑн ӑна тӗрмене 20 ҫуллӑха хупнӑ. Анчах та тӗрме ӑна лайӑх енне улӑштарман. Пӗр вӑхӑт иртсен Хансӑн амӑшӗ пӗр старейшинӑна ун патне тӗрмене кайма ыйтнӑ, вара Ханс Библи вӗренме пуҫланӑ. Вӑл каласа парать: «Кивӗ этеме хывса пӑрахма питӗ йывӑрччӗ. Анчах та мана Исаия 55:7-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫирӗплетсе тӑчӗҫ, унта ҫырнӑ: „Ҫылӑхли хӑйӗн ҫулӗнчен, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакан хӑйӗн усал шухӑшӗсенчен пӑрӑнтӑр“. Ҫавӑн пекех 1 Коринф 6:11-мӗшӗнчи сӑмахсем те мана пулӑшрӗҫ, унта йӗркесӗр ӗҫсем тума пӑрахнисем ҫинчен ҫапла каланӑ: „Эсир те хӑшӗсем ҫавсем пек пурӑнаттӑр“. Нумай ҫул хушши Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ мана пулӑшса тӑчӗ, ҫавӑнпа эпӗ ҫӗнӗ этем пулса тӑма пултартӑм». Тӗрмере 17 ҫул ларнӑ хыҫҫӑн Ханс ирӗке тухнӑ. Ун чухне вӑл шыва кӗнӗ христианин пулса тӑнӑ та ӗнтӗ. Вӑл калать: «Мана хӗрхеннӗшӗн тата каҫарма хатӗр пулнӑшӑн эпӗ Иеговӑна ҫав тери пархатарлӑ!»

15. Кивӗ этем тата мӗнпе палӑрса тӑрать? Библире ҫакӑн ҫинчен мӗн каланӑ?

15 Кивӗ этем ыттисене хӑртса калаҫнипе кӑна мар, улталассипе те палӑрса тӑрать. Сӑмахран, ку тӗнчере налог декларацине ҫырса тултарнӑ чухне тӗрӗссине пытарасси е тӗрӗс мар ӗҫсемшӗн явап тытас мар тесе суясси йӑлана кӗнӗ. Иегова вара «улталаса калас ҫук» (Евр. 6:18). Вӑл хӑйӗн кашни ӗҫлекенне «суяна пӑрахса хӑвӑра ҫывӑх ҫынна чӑннине калӑр» тата «ан суеҫтерӗр» тесе хушать (Эф. 4:25; Кол. 3:9). Ҫавӑнпа пирӗн яланах тӗрӗссине каламалла, ҫакна тума йывӑр е аван мар пулин те (Ытар. 6:16—19).

ҪӖНТЕРМЕ ВӖСЕНЕ МӖН ПУЛӐШНӐ?

16. Мӗне пула ҫын кивӗ этеме хывса пӑрахма пултарать?

16 Харпӑр хӑй тӑрӑшнипе ҫеҫ кивӗ этеме хывса пӑрахма ҫук. Ҫак статьяра асӑннӑ тӑвансем — Сакура, Рибейро, Стивен тата Ханс — ҫылӑхлӑ ӗҫсене тума пӑрахас тесе нумай вӑй хунӑ. Мӗне пула вӗсем ҫӗнтерме пултарнӑ? Турӑ Сӑмахне тата святой сывлӑшне хӑйсен ӑстӑнӗпе чӗри ҫине витӗм кӳрсе тӑма панине пула (Лука 11:13; Евр. 4:12). Эпир ҫакнашкал пулӑшӑва илесшӗн пулсан, пирӗн кашни кунах Библи вуламалла, мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла тата Библири канашсемпе пурнӑҫра усӑ курма вӗренес тесе кӗлӗре пӗрмаях вӑйпа ӑслӑлӑх ыйтмалла (Иис. Н. 1:8; Пс. 118:97; 1 Фес. 5:17). Унсӑр пуҫне, Туррӑн Сӑмахӗ тата святой сывлӑшӗ пулӑшнине туйса тӑрас тесен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленмелле тата унта пӗр сиктермесӗр ҫӳремелле (Евр. 10:24, 25). Ҫавӑн пекех Иегова пире тӗрлӗ майсемпе вӗрентсе тӑни ҫинчен манмалла мар, пирӗн ҫав майсемпе пуринпе те усӑ курмалла (Лука 12:42).

Кивӗ этеме хывса пӑрахма мӗн пулӑшать? (16-мӗш абзаца пӑхӑр.)

17. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

17 Ҫак статьяра эпир Турӑ мӗне курайманнине тата пирӗн мӗнле ӗҫсене тума пӑрахмаллине кӑтартакан темиҫе тӗслӗх ҫеҫ пӑхса тухрӑмӑр. Анчах та Турӑ пире ырлатӑр тесен кивӗ этеме хывса пӑрахни ҫеҫ ҫителӗклӗ-и? Ҫук. Пирӗн ҫӗнӗ этем пулса тӑмалла тата ҫӗнӗ этемӗн пулмалли лайӑх енсене пӗрмаях кӑтартмалла. Тепӗр статьяра ҫавна мӗнле тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ 7 абз. Ҫак статьяри хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ 8 абз. «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекери хыҫсӑмахра «Мастурбаци. Ҫак йӑлана мӗнле ҫӗнтерме пулать?» ятлӑ подзаголовока пӑхӑр, 218, 219 страницӑсем.