Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӑвӑр мӗне шанса тӑни пурнӑҫланасса ҫирӗпрех ӗненме тӑрӑшӑр

Хӑвӑр мӗне шанса тӑни пурнӑҫланасса ҫирӗпрех ӗненме тӑрӑшӑр

«Ӗненни вӑл — ӗмӗтленнине пур пек курни, курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни» (ЕВР. 11:1).

ЮРӐСЕМ: 54, 55

1, 2. а) Пирӗн шанчӑк ҫак тӗнчери ҫынсен шанчӑкӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? ӑ) Халӗ эпир мӗнле питӗ кирлӗ ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

ЧӐН ХРИСТИАНСЕН пурин те тӗлӗнмелле шанчӑк пур. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те, «урӑх сурӑхсем» те Иегова чи малтанах хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫласса тата унӑн ячӗ сӑваплӑ пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ (Иоанн 10:16; Матф. 6:9, 10). Ҫакӑн пирки эпир пуринчен ытла ӗмӗтленетпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир чи лайӑх парне илесшӗн — пӗлӗтре е ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасшӑн (2 Петр 3:13). Халӗ вара, ҫак юлашки кунсенче, эпир Иегова хӑйӗн халӑхне малалла та ертсе пырасса тата пулӑшасса шанса тӑратпӑр.

2 Паллах ӗнтӗ, ҫынсем нумайӑшӗ мӗне те пулин шанаҫҫӗ, анчах та вӗсен ӗмӗчӗ пурнӑҫланмасан та пултарать. Ҫапла, миллионшар ҫын лотерея выляса илесшӗн, ун пекки вара сайра-хутра ҫеҫ пулать. Чӑн-чӑн ӗненӳ вӑл — витӗмлӗ сӑлтавсем пуррине курса «ӗмӗтленнине пур пек курни, курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни» (Евр. 11:1). Тен, сирӗн ҫакнашкал ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ: Турӑ сӑмах пани пурнӑҫланасса хытӑрах ӗненес тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? Хамӑр мӗне шанса тӑни пурнӑҫланасса ҫирӗп ӗненни пире мӗнле пулӑшать?

3. Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫласса эпир мӗншӗн ӗненетпӗр?

3 Ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫуралнӑ чухнех ӗненӳпе ҫуралмаҫҫӗ тата ӗненӳ хӑйне хӑй те аталанмасть. Христиансен ӗненӗвӗ вӗсен йӑваш чӗри ҫине Туррӑн святой сывлӑшӗ витӗм кӳрсе тӑнине пула аталанать (Гал. 5:22). Библире Иеговӑн ӗненӳ пур тесе тата ӑна ӗненӳ кирлӗ тесе ҫырман, мӗншӗн тесен вӑл Ҫут тӗнчере чи хӑватли тата чи ӑсли. Ӑна хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлама нимӗн те чӑрмантараймӗ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑй сӑмах панисем ҫинчен «пулса ҫитрӗ!» тесе иртнӗ вӑхӑтпа каланӑ. (Ӳлӗмхине 21:3—6 вуласа пар.) Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине яланах пурнӑҫланине эпир пӗлетпӗр. Вӑл «шанчӑклӑ Турӑ», ҫавӑнпа та вӑл пуласлӑх пирки мӗн калани пӗтӗмпех пурнӑҫланасса ӗненетпӗр (Сак. аст. 7:9).

ТУРРӐН ӖЛӖК-АВАЛХИ ӖҪЛЕКЕНӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНМЕ ВӖРЕНӖР

4. Иисус Христос ҫӗр ҫине киличчен Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсен мӗнле шанчӑк пулнӑ?

4 Еврейсем патне янӑ ҫырури 11-мӗш сыпӑкра ҫирӗп ӗненӳ кӑтартнӑ 16 арҫынпа хӗрарӑмӑн ячӗсене ҫырнӑ. Ҫак ҫырӑвӑн авторӗ вӗсем ҫинчен те, Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсем ҫинчен те Турӑ хавхалантарнипе ҫырса кӑтартнӑ. Вӗсем ҫинчен пурин ҫинчен те «ӗненсе чапа тухнӑскерсем» тенӗ (Евр. 11:39). Вӗсен пурин те Турӑ пама пулнӑ «вӑрлӑх» килсе Сатана ҫӗкленӗ пӑлхава тӗп тӑвасса тата Иегова чи малтанах мӗн шутласа хунине пурнӑҫласса кӗтме витӗмлӗ сӑлтавсем пулнӑ (Пулт. 3:15). Ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенсем Иисус Христос, пама пулнӑ «вӑрлӑх», ҫӗр ҫине килсе ҫынсене пӗлӗтре пурӑнма май уҫса паричченех вилнӗ (Гал. 3:16). Апла пулин те Иегова вӗсене ҫӗр ҫинчи Райра пурӑнма чӗртсе тӑратма сӑмах панӑ. Ун чухне вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ, вара Иегова сӑмах панисем пурнӑҫа кӗрӗҫ (Пс. 36:11; Ис. 26:19; Ос. 13:14).

5, 6. Авраампа унӑн кил-йышӗн мӗнле шанчӑк пулнӑ тата ӗненӗве ҫирӗп упраса хӑварма вӗсене мӗн пулӑшнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Еврейсем 11:13-мӗшӗнче Христосчен пурӑннӑ хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенсем ҫинчен ҫырнӑ: «Ҫав ҫынсем пурте мӗн виличченех ӗненсе пурӑннӑ. Мӗн пама пулнине хӑйсем пурӑннӑ чухнех илмен пулсан та, вӗсем ӑна аякран та пулин курса савӑнса тӑнӑ». Ҫавсенчен пӗри Авраам пулнӑ. Пама пулнӑ вӑрлӑх ертсе пынӑ вӑхӑтра пурӑнма вӑл яланах шаннӑ-ши? Иисус хӑйӗн тӑшманӗсене ҫапла каланӑ: «Авраам, сирӗн аҫӑр, питех те ман кунӑма курасшӑнччӗ; курчӗ те — савӑнмаллипех савӑнчӗ» (Иоанн 8:56). Сарра, Исаак, Иаков тата Туррӑн ытти нумай ӗҫлекенӗсем пирки те ҫавнах калама пулать. Вӗсем Патшалӑх ҫине шанма чарӑнман, урӑхла каласан, «Турӑ Хӑй тунӑ хулана... кӗтсе пурӑннӑ» (Евр. 11:8—11).

6 Авраампа унӑн кил-йышне ҫирӗп ӗненме мӗн пулӑшнӑ? Вӗсем Туррӑн ватӑлнӑ ӗҫлекенӗсемпе хутшӑнса тата авалхи шанӑҫа тивӗҫлӗ документсене вуласа Турӑ ҫинчен пӗлнӗ пулас. Чи кирли вара, Авраампа унӑн кил-йышӗ ҫав пӗлӳсене хакланӑ, Турӑ сӑмах панисене те, Вӑл хӑйсенчен мӗн кӗтнине те асра тытнӑ тата ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем Иегова хӑй сӑмах панине пурнӑҫласси пирки пачах та иккӗленмен, кирек мӗнле йывӑр лару-тӑрура та, хӗсӗрленӗ вӑхӑтра та Турра шанчӑклӑ тӑрса юласшӑн пулнӑ.

7. Ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшас тесе Иегова пире мӗн панӑ? Хамӑр енчен вара пирӗн мӗн тумалла?

7 Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе Иегова юратнӑран пире хӑйӗн Сӑмахне, Библие, панӑ. Телейлӗ пулас тесен тата ӗҫсем ӑнса пыччӑр тесен, пирӗн тӑтӑшах, май килнӗ таран кашни кун Туррӑн Сӑмахне вуламалла (Пс. 1:1—3; Апостолсен ӗҫӗсем 17:11 вуласа пар). Унсӑр пуҫне, Иеговӑн ӗлӗк-авал пурӑннӑ ӗҫлекенӗсем пекех пирӗн те Турӑ сӑмах панисем ҫинчен тата вӑл пирӗнтен мӗн кӗтни ҫинчен яланах шухӑшламалла. Ҫавӑн пекех Иегова пире хӑйпе ҫывӑхланма пулӑшас тесе «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ пӗлӳ парса тӑрать (Матф. 24:45). Ҫакӑ пире Турра шанчӑклӑ пулма тата унӑн Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ертсе пыма пуҫласса малалла та кӗтме пулӑшать.

8. Кӗлтуни пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултарать?

8 Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем Иеговӑна кӗлтунине пула хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗп упраса хӑварма пултарнӑ. Турӑ вӗсен кӗллисене илтсе хуравланине курсан вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсех пынӑ (Неем. 1:4, 11; Пс. 33:5, 16, 18; Дан. 9:19—21). Эпир те Иеговӑна хамӑр чӗрере мӗн пуррине уҫса панӑ чухне вӑл пире илтессе тата савӑнӑҫа ҫухатмасӑр пурне те чӑтса ирттерме пулӑшасса шанма пултаратпӑр. Вӑл пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравланине курсан пирӗн те ӗненӳ ҫирӗпленет. (1 Иоанн 5:14, 15 вуласа пар.) Ӗненӳ — Туррӑн сывлӑшӗн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсенчен пӗри, ҫавӑнпа пирӗн малалла та, Иисус вӗрентнӗ пекех, кӗлтуса святой сывлӑш ыйтмалла (Лука 11:9, 13).

9. Кӗлӗсенче хамӑра мӗн кирли ҫинчен ыйтнисӗр пуҫне тата мӗн ҫинчен ыйтмалла?

9 Анчах та хамӑр кӗлӗсенче Иеговӑран пулӑшу кӑна ыйтмалла мар. Турра унӑн шучӗ ҫук тӗлӗнмелле ӗҫӗсемшӗн кашни кун тав тума, мухтама пулать (Пс. 39:6). «Тӗрмерисене — вӗсемпе пӗрле... [хамӑр] та тӗрмере ларнӑ пек» хамӑр кӗлӗсенче асӑнмалла. Ҫавӑн пекех пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхшӑн, уйрӑмах «хамӑра вӗрентекенсемшӗн», кӗлтумалла. Иегова пирӗн кӗлӗсене илтсе хуравланине курсан пирӗн чӗресем савӑнӑҫпа тулаҫҫӗ (Евр. 13:3, 7).

ВӖСЕМ ИЕГОВӐНА ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛНӐ

10. Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗсем шанчӑклӑ тӑрса юлма шут тытнӑ? Вӗсем ӑҫтан вӑй илсе тӑнӑ?

10 Павел Ерейсем патне янӑ ҫырури 11-мӗш сыпӑкра Туррӑн нумай йывӑрлӑх тӳссе ирттернӗ ӗҫлекенӗсем ҫинчен ятран каламасӑрах ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, вӑл хытӑ ӗненнӗ шанчӑклӑ хӗрарӑмсем ҫинчен асӑннӑ. Вӗсен ывӑлӗсем вилнӗ, анчах та каярахпа «ӗненнипе хӑш-пӗр арӑмсенӗн вилнӗ ывӑлӗсем чӗрӗлсе тӑнӑ». Ун хыҫҫӑн Павел хӑшӗ-пӗрисем «ырӑ пурӑнӑҫа кӗме чӗрӗлсе тӑрасшӑн, вӗсем хӑйсене асапсенчен хӑтарма та ыйтман» тесе ҫырнӑ (Евр. 11:35). Павел вӗсен ячӗсене ҫырман пулин те, тен, вӑл Навуфейпе Захария ҫинчен каланӑ. Вӗсене Турра итленӗшӗн тата унӑн ирӗкне пурнӑҫланӑшӑн чулпа персе вӗлернӗ (3 Патш. 21:3, 15; 2 Ҫулс. 24:20, 21). Даниилпа унӑн тусӗсем суя турӑсене пуҫҫапма килӗшнӗ пулсан хӑрушлӑха кӗрсе ӳкмен пулӗччӗҫ. Анчах та Турӑ хӑйӗн хӑвачӗпе пулӑшма пултарнине ӗненнипе вӗсем «арӑслансен ҫӑварне хуптарнӑ, хӑватлӑ вут-ҫулӑма сӳнтернӗ» (Евр. 11:33, 34; Дан. 3:16—18, 20, 95; 6:13, 16, 21—23).

11. Ӗненнине пула хӑш-пӗр пророксем мӗнле йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пултарнӑ?

11 Турра ӗненнӗшӗн Михейпа Иеремийӑран «мӑшкӑлланӑ» тата вӗсене «тӗрмене хупнӑ». Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем, тӗслӗхрен, Илья пророк, «пушхирсенче, тусем ҫинче, ту хушӑкӗсенче, ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑннӑ». Вӗсем пурте ҫак йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пултарнӑ, мӗншӗн тесен хӑйсем мӗне шанса тӑни пурнӑҫланасса ӗненме вӗсем сӑлтавсене курса тӑнӑ (Евр. 11:1, 36—38; 3 Патш. 18:13; 22:24—27; Иер. 20:1, 2; 28:10, 11; 32:2).

12. Йывӑр вӑхӑтра тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен чи чаплӑ тӗслӗх кам кӑтартнӑ тата ӑна мӗн пулӑшнӑ?

12 Ҫирӗп ӗненекен арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен ҫырнӑ чухне Павел Иисус Христос ҫине, ӗненӳ тӗлӗшӗнчен чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑскер ҫине, тимлеттернӗ. Еврейсем 12:1, 2-мӗшӗсенче ҫапла каланӑ: «Иисус Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ, халӗ вара Туррӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енче ларать». Хӑй тӳссе ирттернӗ асапсенчен чи йывӑррипе тӗл пулсан Иисус хытӑ ӗненнине мӗнле кӑтартни ҫинчен пирӗн тӗплӗн шухӑшламалла. (Еврейсем 12:3 вуласа пар.) Асап тӳссе вилнӗ пӗрремӗш христиансем, тӗслӗхрен, Антипа, Иисус пекех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (Ӳлӗм. 2:13). Вӗсем «ырӑ пурнӑҫа кӗме» чӗрӗлсе тӑрасса шаннӑ. Ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑрассинчен лайӑхрах, мӗншӗн тесен вӗсен нихӑҫан та вилмелле пулмасть (Евр. 11:35). 1914 ҫулта Иисус патшана ларсан, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пур вилнӗ христиансем те Иисуспа пӗрле пӗлӗтрен ертсе пыма чӗрӗлсе тӑнӑ (Ӳлӗм. 20:4).

ТУРРӐН ХАЛЬХИ ВӐХӐТРИ ӖҪЛЕКЕНӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР

13, 14. Рудольф Грайхен мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тата вӗсене тӳссе ирттерме ӑна мӗн пулӑшнӑ?

13 Пирӗн вӑхӑтра та Туррӑн ӗҫлекенӗсем Христосран тӗслӗх илсе шанчӑка куҫран вӗҫертмеҫҫӗ тата йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та хӑйсен ӗненӗвне хавшатма памаҫҫӗ. 1925 ҫулта Германире ҫуралнӑ Рудольф Грайхен тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Пӗчӗк чухне вӗсен килӗнче Библи тӑрӑх ӳкернӗ ӳкерчӗксем ҫакӑнса тӑнӑ. Вӑл аса илет: «Вӗсенчен пӗрин ҫинче путекпе пӗрле кашкӑр, качака путеккипе юнашар барс, арӑсланпа вӑкӑр ҫӳренине ӳкернӗ пулнӑ. Вӗсене пурне те пӗчӗк ача пӑхса ҫӳренӗ. [...] Ҫав ӳкерчӗксем манӑн ӑс-тӑнра ӗмӗрлӗхех юлчӗҫ» (Ис. 11:6—9). Рудольфа нумай ҫул хушши тискеррӗн хӗсӗрленӗ: малтан нацистсен, унтан Хӗвелтухӑҫ Германири Штази вӑрттӑн полицийӗ. Апла пулин те вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнма шанӑҫа ҫухатман.

14 Рудольф пурнӑҫӗнче ытти пысӑк йывӑрлӑхсем те пулнӑ. Унӑн юратнӑ амӑшӗ Равенсбрюк концлагерьте тифпа чирлесе вилнӗ, ашшӗ вара ӗненӗвӗ хавшанине пула Иеговӑран тунатӑп тесе ал пуснӑ. Тӗрмерен тухсан Рудольф район надзирателӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, кайран ӑна Галаад шкулне вӗренме чӗннӗ пулнӑ. Ӑна Чили ҫӗршывне миссионер пулса ӗҫлеме янӑ, унта та вӑл район надзирателӗн ӗҫне туса тӑнӑ. Ҫавӑнта вӑл Пэтси ятлӑ миссионеркӑна качча илнӗ, анчах та мӑшӑрлансан ҫулталӑкранах вӗсен ҫемйине пысӑк хуйхӑ килсе ҫапнӑ — вӗсен пӗчӗк хӗрачи вилнӗ. Каярахпа унӑн юратнӑ арӑмӗ те вилнӗ, Пэтси 43-ре ҫеҫ пулнӑ. Рудольф ҫак йывӑрлӑхсене тӳсӗмлӗн чӑтса ирттернӗ. 1997 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» 20—25-мӗш страницӑсенче унӑн биографине пичетлесе кӑларнӑ. Рудольф ҫав вӑхӑтра питӗ ватӑ та чирлӗ пулнине пӑхмасӑрах старейшина тата пионер пулса ӗҫленӗ 1.

15. Иегова Свидетелӗсем йывӑр вӑхӑтра та савӑнӑҫа ҫухатманнине тӗслӗхсемпе кӑтартӑр.

15 Иегова Свидетелӗсем хаяр йывӑрлӑхсемпе ҫине-ҫинех тӗл пулсан та савӑнӑҫа тата шанчӑка сӳнме памаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Сингапурта, Эритреяра тата Кӑнтӑр Кореяра ҫӗршер арҫын тӑвансемпе хӗрарӑм тӑвансем Иисус хушнине итлес тесе алла хӗҫ-пӑшал тытма килӗшмен, ҫавӑншӑн вӗсене тӗрмене хупнӑ (Матф. 26:52). Вӗсем хушшинче Эритреяри Исаа́к, Неге́де тата Па́улос ятлӑ тӑвансем. Вӗсем тӗрмере 20 ҫул ытла ӗнтӗ лараҫҫӗ! Ҫак арҫын тӑвансен ҫемье ҫавӑрма та, ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхма та май ҫук. Хаяррӑн хӗсӗрленине пӑхмасӑрах вӗсем Иеговӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑнаҫҫӗ тата хӑйсен ӗненӗвне хавшатма памаҫҫӗ. Ҫавна кура тӗрмери хуралҫӑсем те вӗсене хисеплеме пуҫланӑ.

Хӑвӑр пухури ҫирӗп ӗненекен тӑвансенчен вӗренетӗр-и эсир? (15, 16 абзацсене пӑхӑр.)

16. Ҫирӗп ӗненӳ сире мӗнле хӳтӗлеме пултарать?

16 Иегова Свидетелӗсенчен нумайӑшӗ хаяррӑн хӗсӗрленине тӳссе курман. Вӗсен ӗненӗвӗ урӑхла тӗрӗсленет. Нумайӑшӗн чухӑнлӑхра е граждан вӑрҫи пыракан ҫӗрте пурӑнма тивет, теприсем ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн кураҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем Моисейпе ытти патриархсем пекех хӑтлӑ пурнӑҫпа е чап-мухтавпа киленсе пурӑнас темен. Ҫак тӑвансем ансат пурнӑҫпа пурӑнас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене мӗн пулӑшать-ши? Вӗсем Иеговӑна юратаҫҫӗ тата вӑл пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха пӗтерсе хӑй сӑмах панине пурнӑҫласса шанса тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене тӳрӗлӗх ҫинче тӑракан ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парасса та ӗненеҫҫӗ. (Псалом 36:5, 7, 9, 29 вуласа пар.)

17. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр тата тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Ҫак статьяра эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: ӗненӳ вӑл — витӗмлӗ сӑлтавсем пуррине курса «ӗмӗтленнине пур пек курни». Ҫакнашкал ӗненӳ пултӑр тесе пирӗн кашни кун кӗлтумалла тата Турӑ сӑмах панисем ҫинчен шухӑшламалла, вара эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме пултарӑпӑр. Тепӗр статьяра эпир ӗненӳ ҫинчен ытларах пӗлӗпӗр.

^ 1 14-мӗш абзац. 2002 ҫулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» брошюрӑри «Испытания не угасили моей надежды» ятлӑ статьяна та пӑхӑр. Унта Словакири Андрей Ханака ятлӑ тӑван ҫинчен ҫырнӑ.