Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ кашни христианина мӗн пирки «шантар[нӑ]» тата вӗсем ҫине мӗнле «паллӑ» хунӑ? (2 Кор. 1:21, 22.)

Ӗлӗк-авал документа ҫирӗплетсе парас тесе ӑвӑс е тӑм ҫине ҫӗрӗпе пусса пичет лартнӑ

Шантарни. Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, 2 Коринф 1:22-мӗшӗнчи «шантарса» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «юристсен тата суту-илӳ тӑвакансен терминӗ» пулнӑ. Ҫак сӑмах «пӗрремӗш тӳлеве, салука, аванса, урӑхла каласан, килӗшӗве пурнӑҫлассине е пӗр-пӗр япалапа усӑ курма ирӗк пур тесе шантарса памалли укҫа-тенке пӗлтернӗ». Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене илсен, вӗсене пӗтӗмпех тӳлесе татасси, е награда парасси, ҫинчен 2 Коринф 5:1—5-мӗшӗсенче каланӑ. Ҫав сӑвӑ йӗркисенче вӗсене ҫӗрми ӳт парӗҫ тесе ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех пӗлӗтри награда шутне вилӗмсӗр пулса тӑрасси те кӗрет (1 Кор. 15:48—54).

Паянхи грек чӗлхинчи пӗр тымарлӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ мӑшӑрлану ҫӗррине пӗлтерет. Ҫакӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисене Христосӑн сӑнарлӑ арӑмӗпе танлаштарни питӗ вырӑнлӑ пулнине кӑтартать (2 Кор. 11:2; Ӳлӗм. 21:2, 9).

Паллӑ хуни. Ӗлӗк-авал харпӑрлӑх правине, мӗн те пулин тӗрӗс пулнине ҫирӗплетес тесе тата килӗшӗве пурнӑҫлассине шантарас тесе ятарлӑ паллӑ, е пичет, лартнӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем Туррӑн харпӑрлӑхӗ пулнине ҫирӗплетес тесе вӗсем ҫине, сӑнарлӑ каласан, паллӑ, е пичет, хураҫҫӗ (Эф. 1:13, 14). Анчах та ҫав пичет юлашки пичет мар. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫине, шанчӑклӑ тӑрса юлнисем ҫине, вилес умӗн е хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланас умӗн юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗҫ (Эф. 4:30; Ӳлӗм. 7:2—4).