Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турра пуҫҫапма мӗншӗн пӗрле пуҫтарӑнмалла?

Турра пуҫҫапма мӗншӗн пӗрле пуҫтарӑнмалла?

«Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар... пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ» (ЕВР. 10:24, 25).

ЮРӐСЕМ: 20, 27

1—3. а) Христиансем пӗрле пуҫтарӑнма юратни ӑҫтан курӑнать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?

КОРИНА 17 ҫулта чухне унӑн амӑшне арестленӗ те Совет Союзӗнчи ӗҫ лагерьне янӑ. Каярахпа Коринӑна та Ҫӗпӗре, килӗнчен пин ҫухрӑм аякка, ӑсатнӑ. Ӗҫ лагерӗнче ларакансене чура вырӑннех хунӑ, час-часах вӗсене, ӑшӑ тумтир пулман пулин те, шартлама сивӗре ӗҫлеттернӗ. Ҫакӑн пек йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах Корина тепӗр хӗрарӑм тӑванпа пӗрле христиансен тӗлпулӑвне кайма шут тытнӑ.

2 «Эпир ӗҫрен каҫ еннелле тухрӑмӑр та,— аса илет Корина,— чугун ҫул станцине ҫити 25 ҫухрӑм утрӑмӑр. Поезд ҫӗрле икӗ сехетре пулчӗ. Эпир ултӑ сехет кайрӑмӑр та ун хыҫҫӑн тӗлпулӑва ҫитме тата тепӗр 10 ҫухрӑм ҫуран утрӑмӑр». Ҫакӑнта килни вӗсене усӑ панӑ-ши? Корина каласа парать: «Эпир „Хурал башнине“ вӗрентӗмӗр тата Патшалӑх юррисене юрларӑмӑр. Ҫакӑ пире хавхалантарчӗ, ӗненӗве те ҫирӗплетрӗ». Хӗрарӑм тӑвансем тепӗр виҫ кунтан таврӑннӑ пулин те, бригадир вӗсем ҫуккине асӑрхаман та.

3 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен тӗлпулӑвӗсене яланах хакланӑ. Христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайсанах Иисусӑн вӗренекенӗсем час-часах пӗрле пуҫтарӑнма пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 2:42). Тен, сире те пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме килӗшет. Анчах та пурӑнмалӑх укҫашӑн нумай ӗҫлеме тивнӗрен, ытти ӗҫсем пит нумай пулнӑран е ывӑнса ҫитнӗрен пухӑва кайма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсемпе пур тӑвансем те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах пире пухусене малалла та пӗр сиктермесӗр ҫӳреме мӗн пулӑшма пултарӗ-ши? 1 Ыттисене, ҫав шутрах хамӑрпа Библи вӗренекенсене, пухусене ҫӳрени мӗншӗн питӗ кирлине ӑнланма мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Ҫак статьяра эпир Турра пуҫҫапма пӗрле пухӑнмаллине кӑтартакан сакӑр сӑлтава пӑхса тухӑпӑр. Ҫак сӑлтавсене эпир виҫӗ ушкӑн ҫине — хамӑрпа, ыттисемпе тата Иеговӑпа ҫыхӑннӑ сӑлтавсем ҫине — пайлатпӑр 2.

ПИРЕ УСӐ ПАРАҪҪӖ

4. Пирӗн пухусем Иеговӑна лайӑхрах пӗлме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

4 Пухура эпир вӗренетпӗр. Пухӑвӑн кашни тӗлпулӑвӗнче эпир хамӑрӑн Турра, Иеговӑна, лайӑхрах пӗлсе пыратпӑр. Тӗслӗхрен, нумаях пулмасть, чылай ҫӗршывра Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан кӗнекене пӑхса тухнӑ. Туррӑн паха енӗсене тӗпчени тата тӑвансем чӗререн комментарисем пани, паллах, ҫӳлти Аттемӗре хытӑрах юратма пулӑшнӑ. Ҫакӑн пекех Библи тӑрӑх тунӑ докладсене тимлӗ итлесен, Библи вуланӑ чухне йӗрлесе пырсан тата демонстрацисенчен вӗренме тӑрӑшсан эпир Туррӑн Сӑмахне лайӑхрах пӗлсе пыратпӑр (Неем. 8:8). Шухӑшласа пӑхӑр кӑна, кашни эрнере пухӑва хатӗрленнӗ чухне тата паллӑ шухӑшсене тимлӗ итленӗ чухне эпир мӗн чухлӗ хаклӑ пӗлӳ илетпӗр!

5. Пухусем сире Библирен мӗн пӗлсе пынипе пурнӑҫра усӑ курма тата ӑста хыпарҫӑ пулма мӗнле пулӑшнӑ?

5 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эпир Библири принципсемпе тӗрлӗ лару-тӑрура усӑ курма вӗренетпӗр (1 Фес. 4:9, 10). Тӗслӗхрен, пирӗн брошюрӑсенчи вӗренмелли статьясене Туррӑн халӑхне мӗн кирлине шута илсе ҫыраҫҫӗ. Пӗр-пӗр вӗренмелли статьяна сӳтсе явни сире хӑвӑрӑн тӗллевсем ҫинчен шухӑшлама, пухури тӑвана каҫарма е тӗплӗнрех шухӑшласа кӗлтума хавхалантарнӑ-и? Эрне варринче иртекен тӗлпулу пире ӑста хыпарҫӑсем пулма пулӑшать. Ҫак тӗлпулура эпир ырӑ хыпар сарма тата Библири принципсене ӑнлантарса пама вӗренетпӗр (Матф. 28:19, 20).

6. Мӗнле майпа тӗлпулусем пире хавхалантараҫҫӗ тата тӗреклетеҫҫӗ?

6 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пире хавхалантараҫҫӗ. Ҫак тӗнче Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатасшӑн тата алла устарасшӑн. Пухура вара пирӗн кӑмӑл ҫӗкленет тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑй илетпӗр. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:30—32 вуласа пар.) Пӗрле пухӑнса эпир час-часах Библири пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнине тӗпчетпӗр. Ҫакӑ Иегова пуласлӑх пирки каласа хунисем пурнӑҫланасса хытӑрах ӗненме пулӑшать. Паллах ӗнтӗ, пире сцена ҫинчен калакан сӑмахсем кӑна мар хавхалантараҫҫӗ. Тӑвансем чӗререн юрлани те, вӗсем хуравсем пани те пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет (1 Кор. 14:26). Унсӑр пуҫне, тӗлпулу умӗн те, хыҫҫӑн та тӑвансемпе калаҫса эпир пӗр-пӗринпе ҫывӑхланатпӑр тата пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр (1 Кор. 16:17, 18).

7. Мӗншӗн пирӗн тӗлпулусенче пулмалла?

7 Пухура эпир святой сывлӑш илетпӗр. Иисус Христос каланӑ: «Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр» (Ӳлӗм. 2:7). Иисус христиансен пухӑвне святой сывлӑшпа ертсе пырать. Илӗртӳсемпе кӗрешме, тӗрӗс йышӑнусем тума, ӑста та хастар хыпарҫӑсем пулма пире святой сывлӑш кирлӗ. Акӑ мӗншӗн эпир святой сывлӑш илес тесе кашни тӗлпулурах пулма тӑрӑшатпӑр.

ЫТТИСЕНЕ УСӐ ПАРАҪҪӖ

8. Эпир пухӑва килни, унта хуравсем пани тата юрлани тӑвансене мӗнле пулӑшать? (Ҫавӑн пекех «Тӗлпулусем хыҫҫӑн вӑл хӑйне яланах лайӑхрах туять» рамкӑна пӑхӑр.)

8 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем пире хамӑрӑн тӑвансене юратнине кӑтартма май параҫҫӗ. Хӑвӑрӑн пухури тӑвансен мӗнле йывӑрлӑхсене тӳсме тивни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Павел апостол: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар»,— тесе ҫырнӑ. Анчах та ҫакна мӗнле тума пулать-ха? Павел малалла ҫырать: «Пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ» (Евр. 10:24, 25). Пухусене ҫӳренипе эпир тӑвансене хакланине, вӗсемпе интересленме тата вӗсене пулӑшма вӑхӑт уйӑрма хатӗррине кӑтартатпӑр. Унсӑр пуҫне, пухӑва килнӗ тӑвансем пирӗн чӗререн тухакан хуравсене илтсе тата юрӑсене пӗрле чунтан юрласа хавхаланаҫҫӗ (Кол. 3:16).

9, 10. а) Иоанн 10:16-мӗшӗнче ҫырнӑ Иисусӑн сӑмахӗсем тӑвансемпе пухӑнма питӗ кирлине ӑнланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? ӑ) Килтисем хутшӑнма пӑрахнӑ тӑвансене эпир кашни эрнере пухӑва ҫӳренипе мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

9 Тӗлпулусем пире пухури тӑвансемпе пӗрлештереҫҫӗ. (Иоанн 10:16 вуласа пар.) Иисус хӑйне кӗтӳҫӗпе танлаштарнӑ, хӑй хыҫҫӑн пыракансене вара — сурӑх кӗтӗвӗпе. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: икӗ сурӑх сӑрт ҫинче ҫисе ҫӳрет, тепӗр иккӗшӗ — айлӑмра, тепри вара — тата урӑх ҫӗртре. Ҫак пилӗк сурӑх пирки кӗтӳ теме пулать-и? Ҫук пуль, сурӑхсем ялан тенӗ пекех пӗрле ҫисе ҫӳреҫҫӗ тата вӗсене кӗтӳҫӗ пӑхать. Эпир пухури тӑвансенчен ютшӑнса уйрӑм ҫӳретпӗр пулсан, пирӗн пирки хамӑрӑн Кӗтӳҫӗ хыҫҫӑн утатпӑр тееймӗн. «Пӗр Кӗтӳҫӗ» ертсе ҫӳрекен «пӗр кӗтӳ» пулас тесен Турра пуҫҫапмашкӑн пирӗн пӗрле пухӑнмалла.

10 Пухусене ҫӳресе эпир хамӑрӑн тӑванлӑхри пӗрлӗхе упратпӑр (Пс. 132:1). Пухури хӑш-пӗр тӑвансемпе ашшӗ-амӑшӗ е пӗртӑванӗсем хутшӑнма пӑрахнӑ. Анчах та Иисус вӗсене юратакан тата вӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫемье паратӑп тесе сӑмах панӑ (Марк 10:29, 30). Эсир кашни эрнерех тӗлпулусене ҫӳретӗр пулсан, ҫакӑн пек тӑвансемшӗн ашшӗ е амӑшӗ, пиччӗшӗ е аппӑшӗ пек пулма пултаратӑр. Ҫакӑ пире пухӑвӑн кашни тӗлпулӑвӗнче пулмашкӑн пӗтӗм вӑя хума хавхалантармасть-и вара?

ИЕГОВӐНА САВӐНТАРАТПӐР

11. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени Иеговӑна тивӗҫлине пама мӗнле пулӑшать?

11 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳресе эпир Иеговӑна тивӗҫлине паратпӑр. Иегова — пирӗн Пултаракан, ҫавӑнпа пирӗн ӑна аслӑламалла, мухтамалла, тав тумалла тата хисеплемелле. (Ӳлӗмхине 7:12 вуласа пар.) Пухура кӗлтунӑ чухне, юрланӑ чухне тата Иегова ҫинчен калаҫнӑ чухне эпир ӑна тивӗҫлине паратпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн ӑна анчах пуҫҫапмалла. Пире ҫав тери нумай ырӑлӑх Паракана чыс-хисеп тума эпир кашни майпа усӑ курасшӑн.

12. Пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахмалла мар тенине эпир итлетпӗр пулсан, Иегова мӗн туять?

12 Иегова эпир ӑна итленине те тивӗҫлӗ. Вӑл пире хушу панӑ — пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахмалла мар тенӗ. Пӗтес вӑхӑт нихҫанхинчен ҫывӑх пулнӑран ку уйрӑмах питӗ кирлӗ. Унсӑр пуҫне, Иегова хушнине итлесен эпир ӑна савӑнтаратпӑр (1 Иоанн 3:22). Пухӑвӑн кашни тӗлпулӑвӗнче пулас тесе эпир вӑй хунине вӑл курса тӑрать тата питӗ хаклать (Евр. 6:10).

13, 14. Тӗлпулусем Иеговӑпа тата унӑн Ывӑлӗпе ҫывӑхланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

13 Пухӑва ҫӳренипе эпир Иеговӑпа тата унӑн Ывӑлӗпе ҫывӑхланасшӑн пулнине кӑтартатпӑр. Тӗлпулусенче Аслӑ Вӗрентекен пире хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ вӗрентет (Ис. 30:20, 21). Ҫавӑнпа пирӗн пухусене пыркалакан ҫынсем те «чӑнах сирӗнпе Турӑ иккен» теҫҫӗ (1 Кор. 14:23—25). Ҫак тӗлпулусенче Иегова святой сывлӑш парать. Эпир мӗн пӗлсе пыни те унранах тухса тӑрать. Чӑн та, хамӑрӑн тӗлпулусенче эпир Иеговӑн сассине илтетпӗр тата вӑл пире юратнине те, пирӗншӗн тӑрӑшнине те туятпӑр. Ҫапла майпа эпир унпа ҫывӑхлансах пыратпӑр.

14 Иисус каланӑ: «Ман ятӑмпа иккӗн е виҫҫӗн пӗр ҫӗре пухӑнсассӑн, Эпӗ унта вӗсем хушшинче пулатӑп» (Матф. 18:20). Ҫак сӑмахсене хамӑрӑн тӗлпулусем пирки те калама пулать. Христос пуху пуҫӗ пулнӑ май пухусене сӑнаса тӑрать (Ӳлӗм. 1:20—2:1). Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: Иеговӑпа Иисус тӗлпулусем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетчӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Эпир хӑйпе тата унӑн Ывӑлӗпе ҫывӑхланасшӑн пулнине курса Иегова мӗн тери савӑнать!

15. Тӗлпулусене ҫӳресе эпир Турра итлесшӗн пулнине мӗнле кӑтартатпӑр?

15 Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳресе эпир Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартатпӑр. Пухусене ҫӳреме Иегова хушнӑ пулин те, вӑл ҫавна вӑйпа тутармасть (Ис. 43:23). Ҫавӑнпа эпир Иеговӑна юратнине кӑтартасси тата унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрасси хамӑртан килет (Рим 6:17). Тӗслӗхрен, пухӑва каймалла чухне ӗҫ паракан пире ӗҫлеттерме пултарать. Е влаҫра тӑракан ҫынсем пире пӗрле пухӑнма чарас тесе штраф тӳлеттерессипе, тӗрмене хупассипе е тата пысӑкрах наказани парассипе хӑратма пултараҫҫӗ. Е, тен, пухӑва каяс вырӑнне пирӗн канас килет. Ҫак кашни лару-тӑрура пирӗн кама пӑхӑнмаллине суйласа илмелле (Ап. ӗҫ. 5:29). Эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма ҫирӗп шут тытатпӑр пулсан, ӑна савӑнтаратпӑр (Ытар. 27:11).

ПӖРЛЕ ПУҪТАРӐНМА АН ПӐРАХӐР

16, 17. а) Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансемшӗн тӗлпулусем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Джордж Гангас тӑван пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ҫине мӗнле пӑхнӑ?

16 Христиансем пирӗн эрӑри 33 ҫулта Аллӑмӗш кун уявӗнче тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнине курнӑ хыҫҫӑн пӗрле пухӑнма пӑрахман. «Вӗсем апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ, ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панӑ чухне те, кӗлӗре те, пур вӑхӑтра та пӗрле пулнӑ» (Ап. ӗҫ. 2:42). «Яланах тӑнласа тӑнӑ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ҫирӗп пулнине, нумай вӑй хунине тата парӑнманнине пӗлтерет. Малтанхи христиансене пӗрле пуҫтарӑнма ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен вӗсемпе Рим империйӗ хуҫаланнӑ тата вӗсене иудей тӗн пуҫлӑхӗсем хирӗҫ тӑнӑ. Ҫапах та вӗсем парӑнман, пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахман.

17 Паян та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене питӗ хаклаҫҫӗ. Ертсе пыракан советра 22 ҫул хушши ӗҫленӗ Джордж Гангас тӑвана пухупа пӗрле пуҫтарӑнни пысӑк савӑнӑҫ панӑ тата хавхалантарса тӑнӑ. Вӑл каланӑ: «Мана, май килсен, Патшалӑх залне чи малтан килме тата чи кайран тухса кайма килӗшет. Туррӑн халӑхӗпе калаҫса хутшӑннипе манӑн чун савӑнать. Унта эпӗ хама килте ҫемьепе пӗрле пулнӑ пекех, райри пекех туятӑп». Ҫавӑн пекех Гангас тӑван малалла ҫапла каланӑ: «Компас йӗппи яланах ҫурҫӗрелле пӑхнӑ пекех манӑн чун пухӑваллах туртӑнать».

18. Пухӑва килсен сирӗн мӗнле туйӑмсем вӑранаҫҫӗ тата эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

18 Иеговӑна пуҫҫапма пуҫтарӑннӑ чухне сирӗн туйӑмсем ҫавнашкалах-и? Апла пулсан, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме ҫирӗп шут тытӑр. Вара эсир, Давид патша пекех, калама пултаратӑр: «Эй Ҫӳлхуҫа! эпӗ Санӑн Ҫуртна, Санӑн мухтавлӑху тӑракан вырӑна юрататӑп» (Пс. 25:8).

^ 1 3-мӗш абзац. Пухури хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсенчен килмен сӑлтавсене пула, сӑмахран йывӑр чирленӗрен, тӗлпулусене пӗрмаях ҫӳреймеҫҫӗ. Иегова вӗсен лару-тӑрӑвне ӑнланнине тата хӑйне пуҫҫапас тесе вӗсем мӗн тума пултарнине пурне те питӗ хакланине ҫирӗп шанма пултараҫҫӗ. Старейшинӑсем ҫав хыпарҫӑсене пулӑшма пултараҫҫӗ, тӗслӗхрен, тӗлпулӑвӑн программине телефонпа е аудио ҫырӑвӗсем туса итлеттерме пултараҫҫӗ.

^ 2 3-мӗш абзац. «Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене мӗншӗн ҫӳремелле?» рамкӑна пӑхӑр.