Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир ырӑ хыпар сарни сывлӑм пекех-и?

Эсир ырӑ хыпар сарни сывлӑм пекех-и?

ЭПИР ырӑ хыпар сарса ҫӳрени пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата паха ӗҫ. Анчах та ҫавна пур ҫын та хакламасть. Ҫынсем Библири хыпарпа интересленеҫҫӗ пулсан та, Библие мӗншӗн вӗренмеллине ӑнланмасан та пултараҫҫӗ.

Гэвин ятлӑ арҫынпа ҫапла пулнӑ та. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене вӑл ҫӳренӗ пулсан та, Библи вӗренме килӗшмен. Гэвин калать: «Эпӗ Библи ҫинчен пит сахал пӗлеттӗмччӗ, ҫавна ыттисене кӑтартас килместчӗ. Ыттисем мана улталасран хӑраттӑм тата хам ҫине нимӗнле яваплӑх та илес килместчӗ». Ҫакӑн пек ҫынна тӗл пулсан эсир ун ҫинчен мӗн шутланӑ пулӑттӑр? Унпа вӑхӑта сая яма та кирлӗ мар тесе калӑттӑрччӗ-и? Ҫук, паллах! Библири вӗрентӳсем ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен аса илер. Ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн халӑхне каланӑ: «Ман сӑмахӑм ҫумӑр пек юхӗ, ман пуплевӗм сывлӑм пек пулӗ» (Сак. аст. 31:19, 30; 32:2). Айтӑр сывлӑмӑн хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсене пӑхса тухар. Ҫакӑ пире ырӑ хыпара пур ҫынна та ӑнӑҫлӑн пӗлтерме пулӑшӗ (1 Тим. 2:3, 4).

СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ХӐШ ЕНЧЕН СЫВЛӐМПА ТАНЛАШТАРМА ПУЛАТЬ?

Сывлӑм ҫӑмӑл. Сывлӑм шӑрҫисем сывлӑшри пӑсран майӗпен-майӗпен пулса пыраҫҫӗ. Иегова хӑйӗн халӑхне каланӑ сӑмахсене сывлӑмпа танлаштарни вӗсем ырӑ, ҫепӗҫ тата сӑпайлӑ пулнине пӗлтерет. Турӑ пек пулма тӑрӑшса эпир ыттисен шухӑшӗсене хисеплетпӗр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫынсене шухӑшлама тата хӑйсенех пӗтӗмлетӳсем тума хавхалантаратпӑр. Вӗсемпе сӑпайлӑн калаҫатпӑр пулсан, эпир мӗн каланине йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ, ырӑ хыпар сарас ӗҫ те ӑнса пырӗ.

Сывлӑм уҫӑлтарать. Ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне ҫынсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир вӗсен чунне уҫӑлтарма пултаратпӑр. Ҫӳлерех асӑннӑ Гэвина никам та ҫине тӑрсах Библи вӗренме хистемен. Ун вырӑнне Крис — унччен ӑна Библи вӗренме сӗннӗ тӑван — Туррӑн Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене сӳтсе явма Гэвина килӗштӗр тесе урӑх майсем шырама пуҫланӑ. Вӑл Библи тӑршшӗпех пӗр тема пырать тесе, ҫав темӑна ӑнланса ҫитсен пухура мӗн каланине те ӑнланма ҫӑмӑлтарах пулать тесе ӑнлантарнӑ. Унтан Крис Библири сӑмахсем чӑн пулнине хӑйне ӗнентернӗ пӗр пророкла калани ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланнине темиҫе хут та сӳтсе явнӑ. Ҫакӑ Гэвина питӗ хавхалантарнӑ, юлашкинчен вара вӑл Библи вӗренме килӗшнӗ.

Сывлӑм чӗрӗлӗх парать. Авалхи Израильте шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ чухне темиҫе уйӑх хушши ҫумӑр ҫуман. Сывлӑм ӳкмесен ӳсентӑрансем типсе-хӑрса ларнӑ пулӗччӗҫ. Иегова каланӑ пекех, ҫынсем халӗ Туррӑн «сӑмахӗсене илтесшӗн» антӑхаҫҫӗ (Ам. 8:11). Ҫавӑн пекех святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем «Ҫӳлхуҫа панӑ сывлӑм пек» пулӗҫ тесе Турӑ сӑмах панӑ. Хӑйсене шанчӑклӑ пулӑшса тӑракансемпе пӗрле, «урӑх сурӑхсемпе» пӗрле, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хастаррӑн пӗлтерсе ҫӳрӗҫ (Мих. 5:7; Иоанн 10:16). Чӑнах та, чӑнлӑха пӗлесшӗн антӑхакан ҫынсемшӗн ҫак ырӑ хыпар — чӗрӗлӗх паракан сывлӑмпа пӗрех. Ҫавӑншӑн чӑнлӑха эпир хаклатпӑр-и?

Сывлӑм — Иегова панӑ пиллӗх (Сак. аст. 33:13). Эпир сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнни ырӑ хыпара йышӑнакансемшӗн нумай пиллӗх патне илсе пыракан ҫула уҫса парать. Шӑп ҫапла Гэвинпа пулнӑ. Библи вӗреннӗ май вӑл хӑйӗн пур ыйтӑвӗн хуравӗсене те тупнӑ. Кӗҫех вӑл шыва кӗнӗ, халӗ вара хӑйӗн арӑмӗпе Джойспа пӗрле ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастаррӑн хутшӑнать.

Иегова Свидетелӗсем калакан ырӑ хыпар сывлӑм пекех чӗрӗлӗх парать

ЭСИР МӖН ТУНИ ПИТӖ ХАКЛӐ

Сывлӑм ҫинчен шухӑшлани ырӑ хыпар сарас ӗҫре кашни вӑй хуни питӗ хаклӑ пулнине ӑнланма пулӑшать. Мӗнле майпа? Пӗр шыв тумламӗн усси ҫукпа пӗрех, анчах та миллион-миллион сывлӑм шӑрҫи ҫӗре шӑварма пултарать. Пире те сӑваплӑ ӗҫре сахал тунӑ пек туйӑнма пултарать. Анчах та пӗрле ӗҫлесе тӑнипе эпир ырӑ хыпара «пур халӑха та» пӗлтерме пултаратпӑр (Матф. 24:14). Эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни ыттисемшӗн пиллӗх пулӗ-и? Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн сӑмахсем сывлӑм пекех ҫӑмӑл пулсан, уҫӑлтараҫҫӗ пулсан тата чӗрӗлӗх параҫҫӗ пулсан, пулатех!