Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫак пайланса кайнӑ тӗнчере малалла та нейтралитет тытса тӑрӑр

Ҫак пайланса кайнӑ тӗнчере малалла та нейтралитет тытса тӑрӑр

«Туррӑнне Турра парӑр» (МАТФ. 22:21).

ЮРӐСЕМ: 33, 137

1. Мӗнле майпа влаҫсене те, ҫав вӑхӑтрах Турра та пӑхӑнса пурӑнма пулать?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧЕ этем правительствисене пӑхӑнмалла тенӗ, анчах та унта ҫынсене мар, Турра итлемелле тени те пур (Ап. ӗҫ. 5:29; Тит 3:1). Ҫак икӗ хушу пӗр-пӗрне хирӗҫлеҫҫӗ-и? Пачах ҫук! Иисус каланӑ принцип ҫак икӗ хушу пӗр-пӗринпе мӗнле килӗшсе тӑнине ӑнланма тата вӗсене тытса тӑма пулӑшать. Вӑл: «Кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр»,— тенӗ (Матф. 22:21) 1. Ҫак ӳкӗтпе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен пирӗн мӗн тумалла? «Кесарӗнне кесаре» парас тесе пирӗн патшалӑх саккунӗсене пӑсмасӑр пурӑнмалла, налук тӳлемелле тата влаҫра тӑракан ҫынсене хисеплемелле (Рим 13:7). Анчах правительство пире Туррӑн саккунӗсене пӑсма хистет пулсан эпир ҫавна тумастпӑр, апла пулсан та ҫавӑн ҫинчен яланах хисеплӗн калатпӑр.

2. Ҫак тӗнчери политика ӗҫӗсене хутшӑнманнине эпир мӗнле кӑтартатпӑр?

2 Турра тивӗҫлине пани шутне ҫак тӗнчери политика ӗҫӗсене хутшӑнманни те кӗрет (Ис. 2:4). Эпир Иегова ертсе пыма ирӗк панӑ этем правительствисене хирӗҫ тӑмастпӑр, анчах та тӑван ҫӗршывшӑн е тӑван халӑхшӑн тӑракан юхӑмсене те хутшӑнмастпӑр (Рим 13:1, 2). Ҫавӑн пекех эпир влаҫра тӑракан ҫынсене хамӑра кирлӗ пек тутарма хӑтланмастпӑр, суйлавра сасӑламастпӑр, влаҫра нимӗнле вырӑн та йышӑнмастпӑр тата правительствӑна улӑштарас тесе тӑрӑшмастпӑр.

3. Мӗншӗн пирӗн нейтралитет тытса тӑмалла?

3 Турӑ мӗншӗн нейтралитет тытса тӑма ыйтни ҫинчен Библире темиҫе сӑлтав илсе панӑ. Тӗслӗхрен, ҫапла тунипе эпир Туррӑн Ывӑлӗн вӗрентӗвӗсене тытса тӑратпӑр тата унран тӗслӗх илетпӗр. Иисус Христос пекех, эпир те «тӗнченӗн мар» пулма тӑрӑшатпӑр, политикӑпа вӑрҫӑсене хутшӑнмастпӑр (Иоанн 6:15; 17:16). Турӑ Патшалӑхӗн шанчӑклӑ ҫыннисем пулас тесен, пирӗн нейтралитет тытса тӑмалла. Унсӑрӑн ҫынсен пӗтӗм йывӑрлӑхӗсене те Турӑ Патшалӑхӗ кӑна татса пама пултарать тесе таса совеҫпе пӗлтерсе ҫӳреме пултараймастпӑр. Суя тӗнсем политикӑна хутшӑннипе хӑйсен тӗнне тытса тӑракансене хирӗҫтерсе яраҫҫӗ. Чӑн христиансем вара нейтралитет тытса тӑнине пула пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ (1 Петр 2:17).

4. а) Пуласлӑхра нейтралитет тытса тӑма йывӑртарах пуласса эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Нейтралитет тытса тӑма мӗншӗн халех хатӗрленмелле?

4 Тен, пирӗн ҫӗршывра лару-тӑру лӑпкӑ тата Турра пуҫҫапма пире никам та чӑрмантармасть. Анчах та Сатана тӗнчин пӗтес вӑхӑчӗ питӗ ҫывӑх пулнӑран пуласлӑхра нейтралитетпа ҫыхӑннӑ ыйту ҫивӗчрех пулма пултарать. Паянхи тӗнчере ҫынсем нумайӑшӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнмаҫҫӗ тата хӑйсенни ҫинчех тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫак тӗнчери ҫынсем пӗр-пӗринчен ютшӑнса тата ытларах пайланса кайӗҫ (2 Тим. 3:3, 4). Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче лару-тӑру сасартӑк улшӑннӑ пирки унта пурӑнакан тӑвансен нейтралитета пӑсас мар тесе йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тивнӗ. Ҫак тӗнчери хирӗҫӳсенче никам майлӑ та пулас мар тесе халех ҫирӗп шут тытмаллине ӑнланатӑр-и эсир? Унсӑрӑн, йывӑр лару-тӑрӑва лексен, эпир нейтралитета тытса тӑраймӑпӑр. Ҫак тӗлӗшрен ҫирӗп пулма пире мӗн пулӑшма пултарать? Айтӑр тӑватӑ канаша пӑхса тухар.

ЭТЕМ ПРАВИТЕЛЬСТВИСЕМ ҪИНЕ ИЕГОВА ПӐХНӐ ПЕК ПӐХӐР

5. Иегова этем правительствисем ҫине мӗнле пӑхать?

5 Пӗрремӗшӗнчен, нейтралитета ҫирӗп тытса тӑрас тесен пирӗн этем правительствисем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче влаҫа тӗрӗс тытса тӑнӑ пек туйӑнма пултарать пулин те, Иегова шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен пуҫ пулса пӗр-пӗрне ертсе пымалла пулман (Иер. 10:23). Влаҫра тӑракансем хӑйсен халӑхне тепӗр халӑхран мала хунипе этемлӗх ҫемйине пайласа яраҫҫӗ. Ҫынсен чи лайӑх пуҫлӑхӗсем те пӗтӗм йывӑрлӑха татса параймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, 1914 ҫултанпа этем правительствисем Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Пӗлӗтри Патшалӑх вара кӗҫех вӗсене айӑпласа тӗп тӑвӗ. (Псалом 2:2, 7—9 вуласа пар.)

6. Влаҫа тытса тӑракан ҫынсемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?

6 Турӑ этем правительствисене хальлӗхе хуҫаланма ирӗк парать, мӗншӗн тесен вӗсем тӗнчере йӗрке тытса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара пире Патшалӑх хыпарне пӗлтерсе ҫӳреме май парать (Рим 13:3, 4). Иегова пире пуҫлӑхсемшӗн кӗлтума та ыйтать, уйрӑмах Турра ирӗклӗн пуҫҫапма май пултӑр тесе (1 Тим. 2:1, 2). Павел апостол пекех, эпир те хамӑр правӑсене хӳтӗлес тесе влаҫра тӑракан ҫынсенчен пулӑшу ыйтатпӑр (Ап. ӗҫ. 25:11). Паллах ӗнтӗ, Библире Туррӑн тӑшманӗ, Сатана, ҫӗр ҫинчи патшалӑхсене пурне те хӑй аллинче тытса тӑрать тенӗ. Апла пулин те, унта Сатана кашни пуҫлӑха хӑй мӗн тутарас тенине тутарать тесе каламан (Лука 4:5, 6). Ҫавӑнпа та влаҫра тӑракан пӗр-пӗр ҫын мӗн те пулин тусан, ҫавна тума ӑна Шуйттан хӗтӗртнӗ тесе шутлани тӗрӗс мар. Эпир никам ҫинчен те, уйрӑмах «аслӑ ҫынсем, пуҫлӑхсем» ҫинчен, хурласа калаҫмастпӑр (Тит 3:1, 2).

7. Мӗнле шухӑш-кӑмӑлран пирӗн пӑрӑнмалла?

7 Пӗр-пӗр политик е парти мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлани пире усӑ парас пек туйӑнсан та, эпир вӗсем майлӑ тӑмастпӑр пулсан Турра итленине кӑтартатпӑр. Ҫакӑн пек лару-тӑрура нейтралитет тытса тӑма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Калӑпӑр, пӗр-пӗр ҫӗршывра халӑха, ҫав шутрах Туррӑн халӑхне те, пусмӑрта тытакан правительствӑна сирпӗтме шутлакан юхӑм вӑйланса пырать. Паллах, эпир вӗсемпе пӗрле каймӑпӑр, анчах та хамӑр ӑшра вӗсем майлӑ тӑмастпӑр-и? (Эф. 2:2.) Нейтралитет тытса тӑни сӑмахсемпе ӗҫсенчен кӑна курӑнса тӑмалла мар, пирӗн хамӑр чӗрере те никам майлӑ та пулмалла мар.

«ВИЧКӖН ӐСЛӐ ПУЛӐР», ҪАВ ВӐХӐТРАХ «ЙӐВАШ ПУЛӐР»

8. Нейтралитет тытса тӑма йывӑр чухне мӗнле майпа эпир вичкӗн ӑслӑ, ҫав вӑхӑтрах йӑваш пулма пултаратпӑр?

8 Иккӗмӗшӗнчен, йывӑр килнӗ вӑхӑтра та пире нейтралитет тытса тӑма «ҫӗлен пек чее [«вичкӗн ӑслӑ», ҪХ], кӑвакарчӑн пек йӑваш» пулни пулӑшать. (Матфей 10:16, 17 вуласа пар.) Вичкӗн ӑслӑ пулнине эпир хӑрушӑ лару-тӑру хӑҫан сиксе тухма пултарассине маларах курма тӑрӑшнипе кӑтартатпӑр. Тепӗр енчен илес пулсан, йывӑр лару-тӑрӑва лексен нейтралитета ҫирӗп тытса тӑнипе эпир йӑваш пулнине кӑтартатпӑр. Айтӑр хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене тата нейтралитета пӑсас мар тесе мӗн тумаллине пӑхса тухар.

9. Ҫынсемпе калаҫнӑ чухне мӗншӗн пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла?

9 Калаҫусем. Калаҫура политика пирки сӑмах пырать пулсан, пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Сӑмахран, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр-пӗр политика е партие ырласа та, тиркесе те калаҫмалла мар. Пӗр-пӗр пуҫлӑх йывӑрлӑхсене мӗнле татса пама сӗнни ҫинчен калаҫас вырӑнне хӑвӑрпа калаҫакан ҫынпа пӗр чӗлхе тупса Библи тӑрӑх Турӑ правительстви ҫак йывӑрлӑха яланлӑхах татса парассине кӑтартса парӑр. Калаҫу тавлашуллӑ ыйтусем ҫинчен, сӑмахран, арҫынпа арҫын е хӗрарӑмпа хӗрарӑм мӑшӑрланни ҫинчен, тапрансан Туррӑн нравственность нормисем ҫинчен кала тата вӗсене хӑвӑр пурнӑҫра тытса пыма мӗнле май килни ҫинчен ӑнлантарса пама тӑрӑш. Калаҫнӑ чухне ҫав ыйтусенче политика тӗлӗшӗнчен никам майлӑ та ан пул. Пӗр-пӗр закона йышӑнмалла е улӑштармалла пулсан, эпир никам майлӑ та пулмастпӑр тата ыттисем пирӗн майлӑ пулччӑр тесе вӗсене ӳкӗтлеместпӗр.

10. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерекен хыпарсене пӑхнӑ е вуланӑ чухне эпир хамӑр енчен нейтралитета пӑсманнине мӗнле пӗлме пултаратпӑр?

10 Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем. Хыпарсем пӗлтерекен передачӑсенче час-часах пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен хӑйсене кирлӗ пек е фактсене улӑштарса каласа параҫҫӗ. Уйрӑмах ҫакна патшалӑх аллинчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирки калама пулать. Ҫавӑнпа та, ҫавнашкал ҫӗршывсенче пурӑнакан христиансен ҫав передачӑна ертсе пыракан пек шухӑшлама пуҫлас мар тесен питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Мӗншӗн мана ҫак телекӑларӑма ертсе пыракана итлеме килӗшет? Политика ҫинчен вӑл мӗн каланипе килӗшнӗрен-и?» Чӑнах та ҫавӑншӑн пулсан, тен, сирӗн хыпарсене никам майлӑ пулмасӑр каласа паракан телекӑларӑма шыраса тупмалла. Кирек мӗнле пулсан та, политикӑпа ҫыхӑннӑ хыпарсем ҫинчен калакан статьясене вулама тата передачӑсене пӑхма вӑхӑт мӗн чухлӗ уйӑрнине тӗрӗслени лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех хӑвӑр мӗн илтнине Библири «тӗрӗс вӗрентӗвӗн тӗслӗхӗпе» килӗшӳллӗ пулнипе пулманнине тӗрӗслесе пӑхмалла (2 Тим. 1:13).

11. Ырлӑх-пурлӑх пирӗншӗн малти вырӑнта пулсан, мӗншӗн ҫивӗч лару-тӑрура нейтралитет тытса тӑма йывӑр пулма пултарать?

11 Пурлӑхшӑн ҫунни. Укҫа-тенкӗ тата япаласем пирӗншӗн малти вырӑнта пулсан, эпир ҫивӗч лару-тӑрура нейтралитета пӑсма пултаратпӑр. Малавире пурӑнакан Рут ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑш-пӗрисемпе ҫавӑн пек пулса иртнине 1970 ҫулсенче Свидетельсене хытӑ хӗсӗрленӗ вӑхӑтра курнӑ. Вӑл аса илсе ҫапла каласа парать: «Канлӗ пурнӑҫа хӑварма вӗсене йывӑр пулнӑ. Ҫӗршывран пурте пӗрле тухса тартӑмӑр пулин те, хӑшӗ-пӗрисем беженецсен лагерӗнчи йывӑрлӑхсене чӑтаймасӑр политика партине кӗнӗ те килӗсене таврӑннӑ». Укҫа-тенкӗ енчен йывӑр пулнӑ пулсан та е пурлӑхне туртса илнӗ пулсан та Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ нейтралитета пӑсман (Евр. 10:34).

12, 13. а) Иегова ҫынсем ҫине мӗнле пӑхать? ӑ) Хамӑрӑн ҫӗршывпа ытлашши мухтанма пуҫласан эпир мӗн калама пултаратпӑр?

12 Мӑнкӑмӑллӑх. Хальхи вӑхӑтра ҫынсем час-часах хӑйсен расипе, йӑхӗпе, культурипе, хулипе тата халӑхӗпе мухтанса мӑнкӑмӑлланаҫҫӗ. Анчах та Иегова этем правительствисем ҫине тата этемлӗх ҫемйи ҫине пачах урӑхла пӑхать. Паллах, Турӑ пире хамӑр культурӑна тата хамӑр мӗнле ҫемьерен тухнине манмалла темест. Эпир пӗр пек пулманни питӗ лайӑх, анчах та Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех пулнине пирӗн асра тытмалла (Рим 10:12).

13 Хӑйӗн халӑхӗпе мухтанма пуҫласан ҫын хӑй пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлама пултарать. Эпир те ҫапла шутлама тытӑнсан нейтралитет тытса тӑма пире питӗ йывӑр пулать. Ҫакнашкал мӑнкӑмӑллӑх пирӗншӗн таната пек пулма пултарать. Тӗслӗхрен, пӗрремӗш ӗмӗрте хӑш-пӗр христиансен, хӑйсем урӑх халӑх ҫыннисем пулнӑ пирки, пухури тӑвансенченех тӗрӗсмарлӑха тӳсме тивнӗ (Ап. ӗҫ. 6:1). Пирӗн чӗрере ҫакӑн пек мӑнкӑмӑллӑх тымар янипе яманнине мӗнле пӗлме пулать? Калӑпӑр, сире тӑван, урӑх халӑх ҫынни, усӑллӑ канаш парать. «Эпир мӗн тумаллине сирӗнтен лайӑхрах пӗлетпӗр»,— тесе эсир унӑн канашне тиркетӗр-и? Пирӗн пурин те Филиппӑ 2:3-мӗшӗнчи Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫак сӑмахсене тимлемелле: «Йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр».

ИЕГОВӐРАН ПУЛӐШУ ЫЙТӐР

14. Кӗлтуни мӗнле пулӑшма пултарать? Библирен тӗслӗхсем илсе парӑр.

14 Виҫҫӗмӗшӗнчен, нейтралитет тытса тӑрас тесен, пирӗн Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла. Чӑтӑмлӑ тата чаруллӑ пулма кӗлӗре святой сывлӑш ыйтӑр. Ҫак паха енсем правительствӑсем ҫине тӗрӗс пӑхма питӗ пулӑшаҫҫӗ, уйрӑмах пуҫлӑхсем хӑйсен влаҫӗпе иртӗхеҫҫӗ пулсан. Ҫавӑн пекех Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтӑр. Ку паха ен пире нейтралитета пӑстарма пултаракан лару-тӑрӑва маларах курма тата ҫавӑн чухне хамӑра тӗрӗс тытма пулӑшать (Иак. 1:5). Эсир Турра чунтан парӑнса пурӑннишӗн тӗрмере ларатӑр пулсан е тата мӗнле те пулин асап тӳсетӗр пулсан, пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме тата хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен хӑюллӑн каласа пама вӑй ыйтса кӗлтӑвӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 4:27—31 вуласа пар.)

15. Нейтралитет тытса тӑма Библи мӗнле пулӑшма пултарать? («Турӑ Сӑмахӗ вӗсене тӗреклетнӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

15 Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ та пулӑшу пама пултарать. Йывӑрлӑхсенче нейтралитет тытса тӑма пулӑшакан Библири сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшлӑр. Вӗсене астуса юлма тӑрӑшӑр, вара хӑвӑрпа пӗрле Библи пулман чухне те вӗсем сире тӗреклетӗҫ. Туррӑн Сӑмахӗ пуласлӑхра пӗлӗтри Патшалӑх пиллӗхсем парасса ҫирӗпрех ӗненме те пулӑшӗ. Ҫирӗп шанчӑк пулмасан хӗсӗрленине тӳссе ирттерме ҫук (Рим 8:25). Хӑвӑр чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен пиллӗхсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ сӑвӑ йӗркисене суйласа илӗр те райра ҫавӑ мӗнле пурнӑҫланассине куҫ умне кӑларса тӑратӑр.

ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛНӐ ҪЫНСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР

16, 17. Нейтралитета ҫирӗп тытса тӑнӑ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем пире мӗне вӗрентме пултараҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

16 Тӑваттӑмӗшӗнчен, нейтралитета пӑсас мар тесен пирӗн Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен вӗренмелле. Вӗсен тӗслӗхӗ пире те шанчӑклӑ тӑрса юлма вӑй тата ӑслӑлӑх парса тӑрӗ. Айтӑр Седрах, Мисах тата Авденаго ылтӑн йӗрӗхе — Вавилон патшалӑхне сӑнарлакан кӗлеткене — пуҫҫапма килӗшменнине аса илер. (Даниил 3:16—18 вуласа пар.) Библире ҫырса кӑтартнӑ ҫак виҫӗ хӑюллӑ ҫамрӑкӑн тӗслӗхӗ хальхи вӑхӑтра нумайӑшне ыттисем патшалӑх ялавне чысланӑ чухне нейтралитет тытса тӑма пулӑшнӑ. Иисус та политика хирӗҫӗвӗсене е халӑх хушшинчи харкашусене нихӑҫан та хутшӑнман. Вӑл хӑйӗн тӗслӗхӗ ыттисене хавхалантарасса пӗлнӗ. Иисус каланӑ: «Ҫирӗп тӑрӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм» (Иоанн 16:33).

17 Паян та Иегова Свидетелӗсенчен нумайӑшӗ нейтралитета ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ. Иеговӑна шанчӑклӑ пулнишӗн хӑшӗ-пӗрисене асаплантарнӑ, тӗрмене лартнӑ тата вӗлернӗ те. Вӗсен тӗслӗхӗсем сире ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Турцире пурӑнакан Бареш ятлӑ арҫын тӑван каласа парать: «Ҫамрӑк тӑвана Франц Райтера Гитлер ҫарне кайма килӗшменшӗн вӗлернӗ. Хӑй вилес умӗнхи каҫ амӑшӗ патне ҫырнӑ ҫыруран вӑл Иеговӑна хытӑ ӗненни тата шанни курӑнать. Ҫакнашкал тӗрӗслев витӗр тухма тивсен манӑн та ун пекех пулас килет» 2.

18, 19. а) Нейтралитет тытса тӑма пухури тӑвансем сире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? ӑ) Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

18 Унсӑр пуҫне, пире пухури тӑвансем те пулӑшма пултараҫҫӗ. Хӑвӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен старейшинӑсене каласа парӑр тата вӗсенчен Библи ҫинче никӗсленнӗ канаш ыйтӑр. Пухури ытти тӑвансем сирӗн йывӑрлӑхсем ҫинчен пӗлсен пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсене хӑвӑршӑн кӗлтума ыйтӑр. Паллах ӗнтӗ, тӑвансене хамӑра пулӑштарас тата хамӑршӑн кӗлтутарас килет пулсан, хамӑрӑн та вӗсемшӗн ҫавнах тумалла (Матф. 7:12). Тӗслӗхрен, пирӗн официаллӑ сайтра «Страны, где Свидетели Иеговы находятся в заключении за веру» статья пур. Унта эсир халӗ тӗрмере ларакан тӑвансен списокӗсем ҫине яракан каҫӑсене тупма пултаратӑр. Темиҫе ят суйласа илӗр те ҫав тӑвансене шанчӑклӑ тӑрса юлма тата ҫирӗп пулма пулӑш тесе Иеговӑран ыйтӑр (Эф. 6:19, 20).

19 Этем правительствисем кӗҫех пулмӗҫ, ҫавӑнпа Иеговӑна тата унӑн Патшалӑхне чун-чӗререн парӑнса пурӑннишӗн вӗсем пире хытӑрах та хытӑрах хӗсме пуҫласан, эпир тӗлӗнмӗпӗр. Апла, ҫак пайланса кайнӑ тӗнчере нейтралитет тытса тӑма халех ҫирӗп шут тытар!

^ 1 1-мӗш абзац. Кесарь, е цезарь, вӑл — Иисус вӑхӑтӗнчи чи аслӑ вырӑн йышӑнакан пуҫлӑх пулнӑ. Кесарь тенӗ чухне Иисус этем влаҫӗ, е патшалӑх, пирки каланӑ.

^ 2 17-мӗш абзац. «Свидетели Иеговы — возвещатели Царства Бога» кӗнекене пӑхӑр, 662-мӗш страница; ҫавӑн пекех «Царство Бога правит!» кӗнекери «Он умер, прославляя Бога» рамкӑна пӑхӑр, 150-мӗш страница.