Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна Аслӑ Чӳлмекҫӗ вырӑнне хуратӑр-и эсир?

Иеговӑна Аслӑ Чӳлмекҫӗ вырӑнне хуратӑр-и эсир?

«Туррӑмӑр... эпир — тӑм, Эсӗ вара — пире тӑваканӗ, эпир пурте — Санӑн аллун ӗҫӗ» (ИС. 64:8).

ЮРӐСЕМ: 11, 26

1. Мӗншӗн Иегова пирки Аслӑ Чӳлмекҫӗ теме пулать?

2010 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Лондонри аукционра XVIII ӗмӗрте Китайра тунӑ фарфор вазӑшӑн 70 миллион доллара яхӑн панӑ. Ҫакӑ чӑн-чӑн ӑстаҫӑ ниме тӑман тӑм таткинченех хаклӑран та хаклӑ япала тума пултарнине кӑтартса парать. Анчах та нимӗнле чӳлмекҫӗ те Аслӑ Чӳлмекҫӗпе, Иеговӑпа, танлашаймасть. Улттӑмӗш пултару кунӗ вӗҫӗнче Турӑ «ҫӗрти тӑпраран [тӑмран]» пӗр ҫитменлӗхсӗр этеме, Адама, тунӑ тата ӑна Пултараканӑн паха енӗсене кӑтартма пултарулӑх панӑ (Пулт. 2:7). Тӑпраран тунӑ ҫав пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынна тивӗҫлипе «Туррӑн Ывӑлӗ» тенӗ (Лука 3:38).

2, 3. Хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ израильтянсем пек пулас тесен мӗн тумалла?

2 Шел пулин те, Адам хӑйне Пултаракана хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, вара Турӑ ӑна хӑйӗн ывӑлӗ тесе шутлама пӑрахнӑ. Апла пулин те, ӗмӗрсем хушши Адамӑн йӑх-кӑкӗнчи нумай ҫын Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ пулнӑ, Библире вӗсем пирки «кӳнтеленсем пӗлӗт пек» тесе ҫырнӑ (Евр. 12:1, 2). Хӑйсене кӗҫӗне хурса вӗсем Пултаракана итлесе пурӑннӑ, ҫапла майпа вӗсем хӑйсен Ашшӗ тата Чӳлмекҫи Сатана мар, Иегова пулнине кӑтартнӑ (Иоанн 8:44). Туррӑн ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен вуланӑ чухне хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ израильтянсен сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ: «Туррӑмӑр, Эсӗ — пирӗн Атте-ҫке! Эпир — тӑм, Эсӗ вара — пире тӑваканӗ, эпир пурте — Санӑн аллун ӗҫӗ» (Ис. 64:8).

3 Паян та Иеговӑна чӑнлӑхпа тата святой сывлӑш вӗрентнӗ пек пуҫҫапакан христиансем ҫав израильтянсем пекех хӑйсене кӗҫӗне хурса Турра итлесе пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Иеговӑна Аттемӗр тесе чӗнесси тата ӑна, Аслӑ Чӳлмекҫе, пӑхӑнса пурӑнасси вӗсемшӗн пысӑк чыс. Турӑ сире те чаплӑ савӑт пулма пулӑштӑр тесе эсир унӑн аллинче ҫемҫе тӑм пек пулма хатӗр-и? Иегова пухури тӑвансенчен кашнинех малалла та лайӑхланса пыма пулӑшнине эсир курса тӑратӑр-и? Иегова хамӑрӑн Чӳлмекҫӗ пулнине асра тытса, айтӑр виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар: Иегова лайӑхланма кама пулӑшас тет, ҫавсене мӗнле суйласа илет, мӗншӗн вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене лайӑхланса пыма пулӑшать тата ҫавна вӑл мӗнле тӑвать?

ИЕГОВА КАМА ЛАЙӐХЛАНМА ПУЛӐШМАЛЛИНЕ СУЙЛАСА ИЛЕТ

4. Иегова кама лайӑхланма пулӑшмаллине мӗнле суйласа илет? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

4 Иегова ҫыннӑн пит-куҫӗ ҫине пӑхмасть, чӗри ҫине пӑхать. (1 Патшасен 16:7ӑ вуласа пар.) Ҫакӑ Турӑ христиансен пухӑвне йӗркеленӗ чухне уҫҫӑн курӑннӑ. Вӑл хӑй патне тата Ывӑлӗ патне нумай ҫынна ҫывхарма пулӑшнӑ. Ҫын куҫӗпе пӑхсан вара, ҫав ҫынсем ҫавна тивӗҫлӗ мар пек туйӑнма пултарнӑ (Иоанн 6:44). Вӗсенчен пӗри Савл ятлӑ фарисей пулнӑ, вӑл хӑй пирки эпӗ Турра хурлакан, христиансене хӗсӗрлекен усал ҫынччӗ тенӗ (1 Тим. 1:13). Чӗрене тӗрӗслекен аслӑ Чӳлмекҫӗ вара ун пирки ниме юрӑхсӑр «тӑм» тесе шутламан (Ытар. 17:3). Турӑ унран чаплӑ савӑт тума май пуррине курнӑ. Савлӑн «суйласа илнӗ савӑт» пулса тӑмалла пулнӑ — ӑна Турӑ ҫинчен «халӑхсем, патшасем, Израиль ывӑлӗсем умӗнче каласа пӗлтерме суйласа ил[нӗ]» (Ап. ӗҫ. 9:15). Ҫавӑн пекех чаплӑ ҫӗрте тыткаламалли савӑт пулса тӑракансен шутне унччен ӗҫке ерсе, вӑрласа, аскӑнланса пурӑннӑ ҫынсем кӗнӗ (Рим 9:21; 1 Кор. 6:9—11). Турӑ Сӑмахӗнчи пӗлӳсене илсе ӗненӗвне ҫирӗплетсе пынипе вӗсем Иеговӑна хӑйсене лайӑхлатма май панӑ.

5, 6. Иегова пирӗн Чӳлмекҫӗ пулнине ӗненни пире а) ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсемпе тата ӑ) пухури тӑвансемпе хамӑра мӗнле тытни ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

5 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иегова чӗресене курса тӑнине тата хӑй суйласа илнӗ ҫынсене хӑй патне ҫывхарма пулӑшнине ӗненетпӗр пулсан эпир ыттисене тиркесе калаҫмӑпӑр — пухури тӑвансене те, ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене те критиклемӗпӗр. Майкл ятлӑ арҫыннӑн тӗслӗхне пӑхар. «Иегова Свидетелӗсем манпа калаҫасшӑн пулнӑ чухне эпӗ вӗсене курмӑш туса пӑрӑнса утаттӑм тата вӗсемпе хама хаяррӑн тытаттӑм. Каярахпа эпӗ пӗр ҫемьепе паллашрӑм. Вӗсем хӑйсене ҫав тери лайӑх тытни мана питӗ килӗшрӗ. Анчах та вӗсем Иегова Свидетелӗсем пулнине пӗлсен эпӗ шалтах тӗлӗнтӗм! Вӗсем хӑйсене мӗнле тытни мана мӗншӗн эпӗ Свидетельсене япӑх ҫынсем вырӑнне хунӑ-ши тесе шухӑшласа пӑхма хавхалантарчӗ. Каярахпа вара эпӗ вӗсем камне пачах пӗлменнине тата ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн кайса вӗсем ҫинчен япӑх шутланине ӑнланса илтӗм». Тӗрӗссине пӗлес тесе Майкл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме килӗшнӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл шыва кӗнӗ тата каярахпа Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫланӑ.

6 Иегова пирӗн Чӳлмекҫӗ пулнине ӗненни эпир хамӑра пухури тӑвансемпе мӗнле тытни ҫине те витӗм кӳрет. Эпир вӗсем ҫине Иегова пӑхнӑ пекех пӑхатпӑр-и? Вӑл вӗсем пирки «хатӗр савӑтсем» тесе шутламасть, вӗсене малалла та лайӑхланма пулӑшмаллине пӗлет. Иегова ҫын чӑннипе мӗнлерех иккенне те, хӑйӗн ӑста аллинче вӑл мӗнле ҫын пулса тӑма пултарнине те курать. Вӑл ҫынсенче ыррине асӑрхать тата вӗсен ҫитменлӗхӗсем ҫине ытлашши пӑхмасть, мӗншӗн тесен каярахпа вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулӗҫ (Пс. 129:3). Ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑшатпӑр пулсан эпир Турӑ пек пулма тӑрӑшнине кӑтартатпӑр. Тӗрӗссипе каласан, лайӑхланса пыма вӑй хуракан тӑвансене пулӑшатпӑр пулсан эпир Аслӑ Чӳлмекҫӗпе пӗрле ӗҫлетпӗр теме пулать (1 Фес. 5:14, 15). Ҫак тӗлӗшрен пухури старейшинӑсен тӗслӗх кӑтартмалла (Эф. 4:8, 11—13).

МӖНШӖН ИЕГОВА ПИРЕ ЛАЙӐХЛАНСА ПЫМА ПУЛӐШАТЬ?

7. Иегова пире вӗрентсе каланине эпир мӗншӗн хаклатпӑр?

7 Хӑш-пӗр чухне ҫапла каланине илтме пулать: «Атте-анне вӗрентсе калани мӗн тери хаклӑ пулнине эпӗ хамӑн ачасем ҫуралсан ҫеҫ ӑнланма пуҫларӑм». Ҫулсем кайнӑҫемӗн эпир вӗрентнипе хаса панине ытларах хаклама пуҫлатпӑр, мӗншӗн тесен атте-анне ҫавна юратнӑран тунине лайӑхрах ӑнланатпӑр. (Еврей 12:5, 6, 11 вуласа пар.) Иегова та юратакан атте пекех чӑтӑмлӑ пулса пире лайӑхланса пыма пулӑшать. Вӑл пире ӑслӑ, телейлӗ тӑвасшӑн тата эпир ӑна юратасса кӗтет (Ытар. 23:15). Ҫынсем асапланнине курма Иеговӑна йывӑр тата вӑл хӑйне хирӗҫ кайнӑ Адам вилнӗ пек пирӗн те вилмелле ан пултӑр тет (Эф. 2:2, 3).

8, 9. Паян Иегова пире мӗнле вӗрентет тата пуласлӑхра мӗнле вӗрентӗ?

8 Унччен эпир «Турра хирӗҫлекен ҫынсем» пулнӑ, ҫавӑнпа Иеговӑна хамӑр ӗҫсемпе кӳрентернӗ. Тепӗр чухне эпир хамӑра тискер чӗрчунсем пекех тытнӑ! Анчах та Иегова пире лайӑхланма пулӑшнӑ, ҫавӑнпа халӗ пире путексемпе танлаштарма пулать (Ис. 11:6—8; Кол. 3:9, 10). Паян эпир сӑнарлӑ райра пурӑнатпӑр. Иегова ӑна пире лайӑхланса пыма пулӑшас тесе тума пуҫланӑ. Тӗнчере йӗркесӗрлӗх анлӑ сарӑлнӑ пулин те, эпир хамӑра канӑҫлӑ туятпӑр. Юрату пулман ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ ҫынсем ҫак мирлӗ лару-тӑрура хӑйсене чӑнах та юратнине туяҫҫӗ (Иоанн 13:35). Ҫавӑн пекех эпир ыттисене юратнине кӑтартма вӗрентӗмӗр. Чи кирли вара — эпир Иегова ҫинчен пӗлтӗмӗр, халӗ вара вӑл пирӗншӗн юратакан атте пек тӑрӑшнине туйса тӑратпӑр (Иак. 4:8).

9 Ҫӗнӗ тӗнчере Турӑпа та, ҫынсемпе те мирлӗ хутшӑнусем пулнӑран эпир нумай пиллӗхсемпе киленсе пурӑнӑпӑр. Ҫавӑн чухне, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра, сӑнарлӑ рай кӑна мар, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗ илемлӗ рай пулӗ. Ҫӗр ҫинче ҫӗнӗрен рай тунӑ вӑхӑтра Иегова пур ҫынна та малалла та лайӑхланса пыма пулӑшӗ. Ун чухне ҫынсем Турӑ ҫинчен мӗн тери нумай пӗлӳсем илме пултарассине куҫ умне кӑларса тӑратма та йывӑр (Ис. 11:9). Унсӑр пуҫне, Турӑ пирӗн кӗлеткене те, ӑс-тӑна та пӗр ҫитменлӗхсӗр тӑвӗ. Ҫавӑнпа эпир вӑл пире вӗрентсе каланине пӗтӗмпех ӑнланма тата яланах унӑн ирӗкне тума пултарӑпӑр. Апла айтӑр, малалла та Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнма ҫирӗп шут тытар. Ҫапла эпир Иегова пире улшӑнса пыма юратнӑран пулӑшнине ӑнланнине кӑтартӑпӑр (Ытар. 3:11, 12).

ИЕГОВА ПИРЕ ЛАЙӐХЛАНСА ПЫМА МӖНЛЕ ПУЛӐШАТЬ?

10. Аслӑ Чӳлмекҫӗ пекех чӑтӑмлӑ тата ӑста пулнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?

10 Иегова, ӑста чӳлмекҫӗ пекех, ун умӗнче мӗнле «тӑм» пулнине кура унран мӗнле савӑт тумалли пирки шутлать. (Псалом 102:10—14 вуласа пар.) Вӑл пирӗн вӑйсӑр енсене, ҫитменлӗхсене тата эпир мӗнле улшӑнусем тума пултарнине шута илсе лайӑхланса пыма пулӑшать. Турӑ хӑйӗн ҫитменлӗхлӗ ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхнине унӑн Ывӑлӗ хӑйне мӗнле тыткаланинчен пӗлме пулать. Иисус апостолсен ҫитменлӗхӗсем ҫине мӗнле пӑхнине аса илер. Хушӑран вӗсем хӑйсем хушшинче кам аслӑрах тесе тавлашнӑ. Апостолсем хӗрсе кайса тавлашнӑ вӑхӑтра эсир унта пулнӑ пулсан, ҫав арҫынсем пирки йӑваш та хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем тесе каланӑ пулӑттӑр-и? Анчах та Иисус вӗсенчен ним те пулмасть тесе шутламан. Вӗренекенӗсем хӑйсене кӗҫӗне хума хӑйӗнчен вӗренсе, ҫавӑн пекех чӑтӑмлӑхпа тата ырӑ кӑмӑлпа панӑ канашсем пулӑшнипе вӗсем улшӑнма пултарасса вӑл ӑнланнӑ (Марк 9:33—37; 10:37, 41—45; Лука 22:24—27). Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн унӑн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш аннӑ чухне апостолсем аслӑрах вырӑн йышӑнасси пирки мар, хӑйсене шанса панӑ ӗҫе пурнӑҫласси пирки шухӑшланӑ (Ап. ӗҫ. 5:42).

11. Мӗншӗн Давида чӳлмекҫӗ аллинчи ҫемҫе тӑмпа танлаштарма пулать тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

11 Паян Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене лайӑхланса пыма пулӑшас тесе Библипе, святой сывлӑшпа тата пухупа усӑ курать. Туррӑн Сӑмахне васкамасӑр вуласассӑн, мӗн вулани ҫинчен шухӑшласассӑн тата мӗн пӗлнипе усӑ курма Иеговӑран пулӑшу ыйтатпӑр пулсассӑн, Библи пирӗн ҫине витӗм кӳрсе лайӑхланма пулӑшӗ. Давид патша ҫапла ҫырнӑ: «Выртан вырӑнӑм ҫинче Сана аса илсессӗн, мӗн ирчченех Санӑн яту чӗлхем вӗҫӗнче пулсассӑн...» (Пс. 62:6, 7). Ҫавӑн пекех вӑл: «Хама ӑстӑн панӑ Ҫӳлхуҫана тав тӑвӑп; ӑшӑм-чиккӗм мана ҫӗр варринче те вӗрентет» — тесе ҫырнӑ (Пс. 15:7). Давид Иеговӑн канашӗ ҫинчен тарӑн шухӑшланӑ, ҫавна пула вӑл хӑйӗн чӗрери шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене улӑштарма пултарнӑ. Канаша йышӑнма йывӑр пулнӑ чухне те вӑл ҫаплах тунӑ (2 Патш. 12:1—13). Ҫак тӗслӗх хамӑра кӗҫӗне хума тата Турра итлесе пурӑнма вӗренмешкӗн мӗн тери пулӑшать! Эсир Туррӑн Сӑмахне хӑвӑр ҫине витӗм кӳме паратӑр-и? Ҫак тӗлӗшрен эсир мӗн те пулин лайӑхлатма пултаратӑр-и? (Пс. 1:2, 3.)

12, 13. Святой сывлӑшпа тата пухупа усӑ курса Иегова пире лайӑхланма мӗнле пулӑшать?

12 Святой сывлӑш пире лайӑхланса пыма тӗрлӗ майпа пулӑшать. Тӗслӗхрен, вӑл пире Иисус пек пулма, ҫав шутрах святой сывлӑш ҫимӗҫне кӗрекен паха енсене аталантарма пулӑшма пултарать (Гал. 5:22, 23). Ҫав енсенчен пӗри — юрату. Эпир Турра юрататпӑр, пирӗн ӑна пӑхӑнса пурӑнас килет тата хамӑра лайӑхланса пыма пулӑштарас килет, мӗншӗн тесен унӑн заповечӗсем тӑрӑх пурӑнни пире усӑ панине ӑнланатпӑр. Ҫак йӗркесӗр тӗнчене тата унӑн япӑх витӗмне хирӗҫ тӑма Туррӑн святой сывлӑшӗ вӑй пама пултарать (Эф. 2:2). Ҫамрӑк чухне Павел апостол ҫине мӑнкӑмӑллӑ тӗн пуҫлӑхӗсем витӗм кӳнӗ. Анчах та каярахпа вӑл ҫырнӑ: «Хама хӑват парса тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур» (Флп. 4:13, ҪТ). Ҫавӑнпа айтӑр Павел пекех Турӑран святой сывлӑш ыйтар. Иегова йӑвашшисем чун-чӗререн кӗлтуса ыйтнине илтетех (Пс. 9:38, 39).

Иегова старейшинӑсемпе усӑ курса пире лайӑхланма пулӑшать, анчах та пирӗн хамӑрӑн та вӑй хумалла (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)

13 Лайӑхланса пыма пире кашнине уйрӑммӑн пулӑшас тесе Иегова пухупа тата старейшинӑсемпе те усӑ курать. Пухури старейшинӑсем пирӗн пӗр-пӗр енчен улшӑнмаллине асӑрхасан пире пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ (Гал. 6:1). Вӗсем этем ӑс-тӑнӗ ҫине шанмаҫҫӗ, Турӑран ӑслӑлӑхпа ӑнлану пар тесе ыйтаҫҫӗ. Унтан вӗсем, кӗлӗре мӗн ыйтнипе килӗшӳллӗн, пирӗн лару-тӑру ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ, ҫавӑн пекех Туррӑн Сӑмахне тата публикацисене тӗпчеҫҫӗ. Ҫавна пула старейшинӑсем пире кирлӗ пулӑшӑва пама пултараҫҫӗ. Старейшинӑсем сирӗн пата пырса ырӑ кӑмӑлпа канаш панӑ чухне, сӑмахран, сирӗн тумтир пирки канаш панӑ чухне, Турӑ хӑвӑра юратнине курма тӑрӑшатӑр-и? Канаша йышӑнатӑр пулсан, эсир Иеговӑн аллинчи ҫемҫе тӑм евӗрлӗ пулатӑр, вара вӑл сире лайӑхланма пулӑшма пултарӗ.

14. Аслӑ Чӳлмекҫӗ Иегова «тӑмпа» мӗн тӑвас тенине пурне те тума пултарать пулин те, пирӗн суйласа илмелли ирӗк пуррине хисепленине вӑл мӗнле кӑтартать?

14 Пире лайӑхланса пыма Иегова мӗнле пулӑшнине ӑнланатпӑр пулсан, ҫакӑ пире пухури тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнма тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсемпе те, Библи вӗренекенсемпе те хамӑра тӗрӗс тытма пулӑшать. Авалхи вӑхӑтра чӳлмекҫӗ тӑм таткине илсе тӳрех унран савӑт тума тытӑнман. Тӑмне чи малтан чул катӑкӗсенчен тата ҫӳп-ҫапран тасатса хатӗрлемелле пулнӑ. Ҫавӑн пекех Аслӑ Чӳлмекҫӗ Иегова та лайӑхланас текен ҫынсене улшӑнусем тума пулӑшас тесе малтан вӗсене хатӗрлет. Анчах та вӑл никама та вӑйпа хистесе лайӑхлатасшӑн мар. Ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗнче кирлӗ улшӑнусем туса тасалма пултарччӑр тесе Турӑ вӗсене хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисене уҫса парать.

15, 16. Библи вӗренекенсем хӑйсене улшӑнма Иеговӑна пулӑштарасшӑн пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

15 Австралире пурӑнакан Тесси ятлӑ тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унпа Библи вӗреннӗ тӑван каласа парать: «Тессие Библири чӑнлӑхсене ӑнланма ҫӑмӑлччӗ. Анчах та вӑл ӳсӗмсем туманпа пӗрехчӗ, пухусене те ҫӳреместчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ нумай шухӑшланӑ тата кӗлтунӑ хыҫҫӑн унпа Библи вӗренме пӑрахма шут тытрӑм. Кайран мӗн пулса иртни мана тӗлӗнтерсех ячӗ. Тессипе юлашки хут вӗренетӗп тесе шутласа ларнӑ чухне вӑл хӑйӗн чунне уҫса пачӗ. Азартлӑ вӑйӗсене выляма юратнӑ пирки вӑл хӑйне икӗ питлӗ ҫын пек туятӑп, халӗ вара ҫав япӑх йӑлана пӑрахма ҫирӗп шут тытрӑм терӗ».

16 Кӗҫех Тесси пухусене ҫӳреме тата, юлташӗсем мӑшкӑлласа кулнине пӑхмасӑрах, христиансен пулмалли паха енсене аталантарма пуҫланӑ. Унпа Библи вӗреннӗ тӑван калать: «Вӑхӑт иртсен Тесси шыва кӗчӗ, каярахпа, ачисем пӗчӗк пулсан та, пионер пулса ӗҫлерӗ». Ҫапла, Библи вӗренекенсем Турра савӑнтарас тесе хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма пуҫласан унпа ҫывӑхланса пыраҫҫӗ, вара вӑл вӗсенчен чаплӑ «савӑтсем» тума пуҫлать.

17. а) Иегова хӑвӑра лайӑхланса пыма пулӑшни мӗншӗн сире килӗшет? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

17 Хӑш-пӗр тӑм савӑт-сапана паянхи кун та чулмекҫӗсем алӑпах йӑваласа тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн Аслӑ Чӳлмекҫӗ те лайӑхланса пыма пире кашнине чӑтӑмлӑн пулӑшать. Вӑл пире канаш парать, кайран вара эпир мӗн тунине пӑхать. (Псалом 31:8 вуласа пар.) Иегова хӑвӑршӑн тӑрӑшнине эсир курса тӑратӑр-и? Унӑн ырӑ та ҫепӗҫ алли сире лайӑхланса пыма пулӑшнине туятӑр-и? Ҫапла пулсан, малалла та Иеговӑн аллинче ҫемҫе тӑм пек пулма сире мӗн пулӑшма пултарать? Хытӑ тӑм пек пулса тӑрас мар тесе мӗнле япӑх енсене пӗтермелле? Ашшӗ-амӑшӗ вара хӑйсен ачисене лайӑхланса пыма пулӑшнӑ чухне мӗнле майпа Иеговӑпа пӗрле ӗҫлеме пултараҫҫӗ? Ҫак ыйтусене тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.