Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Пирӗн Туррӑмӑр Иегова — пӗр Иегова»

«Пирӗн Туррӑмӑр Иегова — пӗр Иегова»

«Эй Израиль, итле: пирӗн Туррӑмӑр Иегова — пӗр Иегова» (САК. АСТ. 6:4, ҪТ).

ЮРӐСЕМ: 138, 2

1, 2. а) Мӗне пула нумайӑшӗ Саккуна Астутарни 6:4-мӗшӗнчи сӑмахсене пӗлет? ӑ) Моисей ҫав сӑмахсене мӗншӗн каланӑ?

ҪӖР-ҪӖР ҫул хушши ӗнтӗ Саккуна астутарни 6:4-мӗшӗнчи еврейла ҫырнӑ ултӑ сӑмах иудаизм тӗнне тытса тӑракансен тӗп кӗлли шутне кӗрет. Ҫав кӗлле «Шма» теҫҫӗ (ку сӑмах ҫак сӑвӑ йӗркинче пӗрремӗш сӑмах). Иудейсем нумайӑшӗ ҫак кӗлле кашни кун ирхине те, каҫхине те калаҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем Турра чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартасшӑн.

2 Моисей ҫав сӑмахсене Израиль халӑхне пирӗн эрӑчченхи 1473 ҫулта каланӑ, ҫавӑн чухне вӗсем Моав тӳремлӗхӗнче лагерьпе тӑнӑ. Халӑхӑн кӗҫ-вӗҫ Иордан урлӑ каҫса Пама пулнӑ ҫӗре ҫӗнтерсе илмелле пулнӑ (Сак. аст. 6:1). Моисей, юлашки 40 ҫул хушшинче израильтянсен ҫулпуҫӗ пулнӑскер, вӗсене пулас йывӑрлӑхсене хӑюллӑн ҫӗнтерме хавхалантарас тенӗ. Израильтянсен Иегова ҫине шанмалла тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнмалла пулнӑ. Моисей мӗн калани вӗсен чӗрисене пырса тивнӗ, паллах. Вунӑ заповедь ҫинчен тата Иегова панӑ ытти хушусем ҫинчен аса илтернӗ хыҫҫӑн Моисей витӗмлӗ сӑмахсем каланӑ, вӗсене Саккуна астутарни 6:4, 5-мӗшӗсенче (вуласа пар) ҫырнӑ.

3. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

3 Моисейӑн сӑмахӗсене итлесе тӑнӑ израильтянсем Иегова Турӑ «пӗр Иегова» пулнине пӗлмен-им? Паллах, пӗлнӗ. Шанчӑклӑ израильтянсем пӗртен-пӗр Турра — хӑйсен мӑнаслашшӗсен Авраамӑн, Исаакӑн тата Иаковӑн Туррине пуҫҫапнӑ. Мӗншӗн вара Моисей Иегова Турӑ — «пӗр Иегова» тесе палӑртса каланӑ? Ҫакӑ 5-мӗш сӑвӑ йӗркинче Турра пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм вӑй-халпа юратмалла тенипе мӗнле ҫыхӑнса тӑрать? Тата Саккуна астутарни 6:4, 5-мӗшӗсенчи сӑмахсем пире мӗнле пырса тивеҫҫӗ?

ПИРӖН ТУРӐ — «ПӖР ИЕГОВА»

4, 5. а) «Пӗр Иегова» тени мӗне пӗлтерет? ӑ) Ытти халӑхсен туррисенчен Иегова мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

4 Пӗртен-пӗр Турӑ. Еврей чӗлхинче, ытти нумай чӗлхесенче пекех, «пӗр» тени хисепе кӑна пӗлтермест. Ҫак сӑмах кам та пулин е мӗн те пулин пӗртен-пӗрре пулнине те, ун пекки урӑх ҫуккине те пӗлтерме пултарать. Халӑх умӗнче сӑмах каланӑ чухне Моисейӑн виҫӗ сӑнлӑ турӑ ҫинчен калакан суя вӗрентӗве питлес шухӑш пулман. Иегова — пӗлӗтпе ҫӗре Пултаракан, Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Турӑ. Унсӑр пуҫне урӑх нимле турӑ та ҫук. Вӑл пӗртен-пӗр чӑн Турӑ, ун евӗрли ҫук (2 Патш. 7:22). Апла Моисей израильтянсене Иеговӑшӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑмалла тесе аса илтересшӗн пулнӑ. Вӗсен ытти турӑсене пуҫҫапакан таврари халӑхсем пек пулмалла пулман. Ҫав халӑхсем суя турӑсем ҫутҫанталӑк вӑйӗсемпе хуҫаланаҫҫӗ тесе ӗненнӗ.

5 Тӗслӗхрен, египтянсем Ра ятлӑ хӗвел туррине, Нут ятлӑ пӗлӗт туррине, Геб ятлӑ ҫӗр туррине, Хапи ятлӑ Нил юханшывӗн туррине тата нумай сӑваплӑ чӗрчуна пуҫҫапнӑ. Иегова Египет ҫине вунӑ асап ярса ҫав суя турӑсенчен нумайӑшне мӗскӗне хӑварнӑ. Ханаансен Ваал турри вара тухӑҫлӑх турри, ҫавӑн пекех пӗлӗт, ҫумӑр тата ҫил-тӑвӑл турри шутланнӑ. Нумай вырӑнсенче ҫынсем Ваал хӑйсене хӳтӗлессе шаннӑ (Йыша шутл. 25:3). Ҫавӑнпа израильтянсен хӑйсен Турри, «чӑн Турӑ»,— «пӗр Иегова» пулнине асра тытмалла пулнӑ (Сак. аст. 4:35, 39).

6, 7. «Пӗр» тени тата мӗне пӗлтерет? Иегова «пӗр» пулнине мӗнле ҫирӗплетсе панӑ?

6 Иегова шанчӑклӑ, вӑл улшӑнмасть. «Пӗр» тени пӗрлӗхре пурӑннине тата пӗр шухӑшлӑ пулнине те пӗлтерет. Иегова пирки паян апла, ыран капла шухӑшлакан Турӑ тесе калаймӑн. Иегова шанчӑклӑ, вӑл чӑнлӑх Турри. Вӑл нихӑҫан та улшӑнмасть. Пӗррехинче Иегова Авраама унӑн йӑхӗ Пама пулнӑ ҫӗре еткерлӗхе илӗ тесе сӑмах панӑ. Унтанпа 430 ҫул иртнӗ пулсан та, Иегова тӗлӗнмелле ӗҫсем туса хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫланӑ (Пулт. 12:1, 2, 7; Тух. 12:40, 41).

7 Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен израильтянсене манӑн свидетельсем тенӗ чухне Иегова: «[«Эпӗ улшӑнманнине ӑнланӑр...», ҪТ] Манран маларах та Турӑ пулман, Ман хыҫҫӑн та пулмасть»,— тенӗ. Хӑй мӗн тума шухӑшланине пурнӑҫлама никам та чӑрмантарма пултарайманни ҫинчен каланӑ чухне вӑл: «Кунсем пуҫланнӑранпах Эпӗ — ҫав-ҫавах»,— тенӗ (Ис. 43:10, 13; 44:6; 48:12). Израильтянсем пекех эпир те нихҫан улшӑнми тата шанчӑклӑ Иегова Турӑшӑн ӗҫлеме пултаратпӑр. Ҫакӑ мӗн тери пысӑк чыс! (Мал. 3:6; Иак. 1:17.)

8, 9. а) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен мӗн кӗтет? ӑ) Иисус Моисейӑн сӑмахӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине мӗнле палӑртнӑ?

8 Ҫапла, Моисей Израиль халӑхне Иегова улшӑнманни ҫинчен, вӑл вӗсене унчченхи пекех юратни тата вӗсемшӗн тӑрӑшни ҫинчен аса илтернӗ. Апла пулсан, израильтянсен Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнмалла, ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа тата пӗтӗм вӑй-халпа юратмалла пулнӑ. Ачасем те Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнччӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсен вӗсене вӗрентме кашни майпа усӑ курмалла пулнӑ (Сак. аст. 6:6—9).

9 Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине нихӑҫан та улӑштармасть, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене панӑ тӗп ӳкӗтсем те нихӑҫан та улшӑнмӗҫ. Эпир Турра пуҫҫапни ӑна юрӑхлӑ пултӑр тесен пирӗн ӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнмалла, ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа тата пӗтӗм вӑй-халпа юратмалла. Пӗр ҫын ыйтӑвӗ ҫине хуравланӑ чухне Иисус шӑп ҫавӑн ҫинчен каланӑ. (Марк 12:28—31 вуласа пар.) Ҫавӑнпа айтӑр, «Пирӗн Туррӑмӑр Иегова — пӗр Иегова» тесе ӗненнине хамӑрӑн ӗҫсемпе мӗнле кӑтартмаллине пӑхса тухар.

ИЕГОВӐНА ҪЕҪ ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНӐР

10, 11. а) Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла тени мӗне пӗлтерет? ӑ) Тӑватӑ ҫамрӑк еврей Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннине мӗнле кӑтартнӑ?

10 Иегова пирӗншӗн пӗртен-пӗр Турӑ пултӑр тесен пирӗн ӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнмалла. Ӑна та, ҫав вӑхӑтрах мӗнле те пулин урӑх турра та пуҫҫапмалла мар. Унсӑр пуҫне, Иеговӑна пуҫҫапнине суя тӗн вӗрентӗвӗсемпе е йӑли-йӗркисемпе ирсӗрлетме юрамасть. Пирӗн яланах ҫакна асра тытмалла: Иегова ытти турӑсенчен пӗри е вӗсенчен чи хӑватли тесе шутлама кирлӗ мар. Пуҫҫапнине пӗртен-пӗр Иегова кӑна тивӗҫлӗ. (Ӳлӗмхине 4:11 вуласа пар.)

11 Даниил кӗнекинче тӑватӑ ҫамрӑк еврей ҫинчен — Даниил, Анания, Мисаил тата Азария ҫинчен — ҫырнӑ. Вӗсем Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑннине Турӑ куҫӗ умӗнче таса мар апата ҫименнипе кӑна мар, Навуходоносор тунӑ ылтӑн кӗлеткене пуҫҫапма килӗшменнипе те кӑтартнӑ. Иегова вӗсемшӗн малти вырӑнта пулнӑ. Кирек мӗн пулса тухсан та, вӗсем ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шут тытнӑ. (Дан. 1:1—3:30).

12. Эпир Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнасшӑн пулсан, пирӗн мӗнрен пӑрӑнмалла?

12 Эпир Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнасшӑн пулсан, пирӗн пурнӑҫра пӗрремӗш вырӑнта Иегова кӑна пулмалла, урӑх никам та тата ним те ҫав вырӑна йышӑнмалла мар. Кунта сӑмах мӗн ҫинчен пырать? Вунӑ заповедьре Иеговӑн ӗҫлекенӗсен урӑх турӑсем пулмалла мар тесе тата тӗрӗс мар пуҫҫапассипе нихӑш енчен те ҫыхланма юрамасть тесе уҫҫӑн каланӑ (Сак. аст. 5:6—10). Паян ҫынсем йӗрӗхсене тӗрлӗ майпа пуҫҫапма пултараҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне пӗр-пӗр ӗҫ суя турӑсене пуҫҫапнипе пӗрех пулнине тӳрех ӑнланмасан та пултараҫҫӗ. Анчах та Иеговӑн ӳкӗчӗсем улшӑнман, вӑл унчченхи пекех «пӗр Иегова». Айтӑр ҫакӑ пире мӗнле пырса тивнине пӑхса тухар.

13. Мӗне пула эпир Иеговӑран сивӗнме пултаратпӑр?

13 Колоссӑ 3:5-мӗшӗнче (вуласа пар) Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӗн аркатма пултарни ҫинчен асӑрхаттарса каланӑ. Асӑрхарӑр-и, мула хапсӑнни йӗрӗхсене пуҫҫапнипе пӗрех тенӗ. Апла пулсан, пирӗн ӗмӗт-шухӑшсем, сӑмахран, пурлӑхшӑн ҫунни, пирӗн чӗрене ярса илсе хӑватлӑ турӑ пек пулса тӑма пултараҫҫӗ. Сӑвӑ йӗркин тепӗр пайне пӑхсан, унта каланӑ ытти ҫылӑхсем те мула хапсӑннипе ҫыхӑнни курӑнать, ҫавӑнпа вӗсем пирки те йӗрӗхсене пуҫҫапни теме пулать. Ҫакнашкал ӗмӗт-шухӑшсене пула эпир Иеговӑран сивӗнме пултаратпӑр. Мӗне те пулин хамӑрпа хуҫаланма парса «пӗр Иеговӑна» кӑна пуҫҫапса пурӑнма пӑрахӑпӑр-и? Ҫук, паллах!

14. Иоанн апостол мӗн пирки асӑрхаттарнӑ?

14 Иоанн апостол та ҫавнашкал шухӑша каланӑ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, тӗнчере мӗн пуррине юратакан «Атте Турра юратмасть», «ӳт кӗлени те, куҫ кӗлени те, пуянлӑхпа мӑнаҫланни те» Иеговӑран сивӗтет (1 Иоанн 2:15, 16). Апла пулсан, пирӗн яланах хамӑр чӗрене тӗрӗслемелле: пире ку тӗнчери анлӑ сарӑлнӑ вӑйӑ-кулӑ тата мода илӗртет-и е Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑман ҫынсемпе пирӗн хутшӑнас килет-и? Эпир тӗнчене юратни хамӑр валли «шутсӑр нумаййине» шыранинчен те курӑнма пултарать, тӗслӗхрен, аслӑ пӗлӳ илме тӑрӑшнинчен (Иер. 45:4, 5). Ҫӗнӗ тӗнче питӗ ҫывӑх. Ҫавӑнпа Моисей каланӑ сӑмахсене асра тытни нихҫанхинчен те кирлӗрех! «Пирӗн Туррӑмӑр Иегова — пӗр Иегова» пулнине ӑнланатпӑр пулсан тата ҫавна ҫирӗп ӗненетпӗр пулсан, эпир ӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнӑпӑр тата ӑна мӗнле юрӑхлӑ, ҫавӑн пек уншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр (Евр. 12:28, 29).

ПУХУРИ ПӖРЛӖХЕ УПРӐР

15. Мӗншӗн Павел христиансене вӗсен пӗр Турӑ — Иегова — пулнине аса илтерме шут тытнӑ?

15 «Иегова — пӗр Иегова» пулнӑран унӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче пӗрлӗх пулмалла, вӗсен пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелле тата пӗр шухӑшлӑ пулмалла. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнче еврейсем, грексем, римлянсем тата ытти халӑх ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем пурте тӗрлӗ вырӑнта ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ культурӑран тухнӑ тата унччен тӗрлӗ тӗне тытса тӑнӑ. Ҫавӑнпа хӑш-пӗрисене хӑйсен йӑли-йӗркисене хӑварса Турра пачах урӑхла пуҫҫапма пуҫлама йывӑр пулнӑ. Акӑ мӗншӗн Павел апостол христиансене вӗсен пӗр Турӑ — Иегова — пулнине аса илтерме шут тытнӑ. (1 Коринф 8:5, 6 вуласа пар.)

16, 17. а) Мӗнле пророкла сӑмахсем пирӗн куҫ умӗнче пурнӑҫланса пыраҫҫӗ тата мӗнле майпа? ӑ) Мӗншӗн пухури пӗрлӗх арканма пултарать?

16 Хальхи вӑхӑтри чӑн христиансен пухӑвӗ пирки вара мӗн калама пулать? Исаия пророк кӗнекинче «юлашки кунсенче» пур халӑх ҫыннисем те пӗрле Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапма пуҫтарӑнӗҫ тесе каланӑ. Вӗсем ҫапла калӗҫ: «[Иегова] пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр» (Ис. 2:2, 3). Ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнине курса тӑни пире питӗ савӑнтарать! Ҫавӑнпа та пирӗн пухусенче тӗрлӗ халӑхран, тӗрлӗ культурӑран тухнӑ тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем пулсан та, эпир пурте пӗрле Иеговӑна мухтаса тӑратпӑр! Анчах та эпир пурте пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑнӑран пӗрлӗхе упрама йывӑр пулма пултарать.

Эсир пухури пӗрлӗхе упрама тӑрӑшатӑр-и? (16—19 абзацсене пӑхӑр.)

17 Тӗслӗхрен, урӑх культурӑран тухнӑ тӑвансем ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр? Вӗсен чӗлхине, тумтирне, апатне тата вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине хӑнӑхма йывӑр пулма пултарать. Эсир ҫав тӑвансенчен ютшӑнса ытларах хӑвӑра килӗшекен тӑвансемпе хутшӑнатӑр-и? Е, калӑпӑр, пухури пӗр-пӗр старейшина сирӗнтен ҫамрӑкрах пулсан, е вӑл урӑх халӑхран е культурӑран тухнӑ пулсан, эсир ун ҫине мӗнле пӑхатӑр? Эпир пирӗнтен уйрӑлса тӑракан тӑвансем ҫине тӗрӗс мар пӑхатпӑр пулсан, хамӑр хушӑри пӗрлӗх арканма пултарать.

18, 19. а) Эфес 4:1—3-мӗшӗсенче мӗнле канаш пур? ӑ) Пухура пӗрлӗх пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

18 Ҫакнашкал танатана лекес мар тесен мӗн тумалла? Ҫак тӗлӗшрен усӑллӑ канашсем Павел апостол Эфесри христиансем патне янӑ ҫырура панӑ, Эфесра вара тӗрлӗ йышши ҫынсем пурӑннӑ. (Эфес 4:1—3 вуласа пар.) Павел йӑваш кӑмӑллӑ, тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратӑр тенӗ. Ҫак паха енсене ҫурт тӗрекӗсемпе танлаштарма пулать. Анчах та ҫурт юхӑнса ан кайтӑр тесен ӑна пӑхса-юсаса тӑмалла. Ҫавӑнпа Павел Эфесри христиансене «пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр» тесе каланӑ.

19 Пухури пӗрлӗхе упрама кашнин вӑй хумалла. Эпир ҫакна мӗнле тума пултаратпӑр? Чи малтан Павел апостол асӑннӑ паха енсене — йӑвашлӑха, тӳсӗмлӗхе тата юратнине — кӑтартма вӗренмелле. Ҫавӑн пекех пирӗн пӗтӗм вӑйран пӗр-пӗринпе «килӗштерсе... пурӑнма» тӑрӑшмалла. Стена ҫинчи ҫурӑксене пула ҫурт арканма пултарнӑ пекех хирӗҫӳсене пула пӗрлӗх арканма пултарать. Ҫавӑнпа та мирпе пӗрлӗхе упрас тесе хирӗҫӳсене тӳрех татса памалла.

20. «Пирӗн Туррӑмӑр Иегова — пӗр Иегова» тенине эпир ӑнланнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

20 «Пирӗн Туррӑмӑр Иегова — пӗр Иегова». Мӗн тери витӗмлӗ сӑмахсем! Израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗре ҫӗнсе илнӗ чухне ҫак сӑмахсем вӗсене йывӑрлӑхсене хӑюллӑн ҫӗнтерме хавхалантарнӑ. Эпир ҫак сӑмахсене чӗре ӑшне хуратпӑр пулсан, вӗсем пире ҫывхарса килекен хӑрушла асап вӑхӑтӗнче вӑй парса тӑрӗҫ тата Райра мирпе пӗрлӗхе упраса пурӑнма пулӑшӗҫ. Ҫавӑнпа айтӑр малалла та Иеговӑна юратар, уншӑн пӗтӗм чунтан ӗҫлесе тӑрар тата пӗтӗм вӑйран пухури пӗрлӗхе упрама тӑрӑшар, ҫапла ӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартар. Вара Иисус пирӗн пирки манӑн сурӑхӑмсем тесе калӗ тата эпир ҫак пророкла калани пурнӑҫланнине курӑпӑр: «Эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр» (Матф. 25:34).