Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хаклӑ йышши чулсенчен те хаклӑрах паха ен

Хаклӑ йышши чулсенчен те хаклӑрах паха ен

Ҫынсем мӗн авалтанпах бриллиантсене хаклаҫҫӗ. Ҫак хаклӑ йышши чулсенчен хӑш-пӗрисем миллионшар доллар тӑраҫҫӗ. Анчах Турӑшӑн бриллиантсенчен те, ытти хаклӑ чулсенчен те хаклӑраххи пур. Мӗн-ши ку?

Пӗррехинче Айкануш ятлӑ хӗрарӑм, шыва кӗмен хыпарҫӑ, хӑйӗн килӗ умӗнче паспорт тупнӑ. Паспорт ӑшӗнче темиҫе банк картти тата питӗ нумай укҫа пулнӑ. Вӑл хӑй мӗн тупни ҫинчен хӑйӗн упӑшкине, шыва кӗмен хыпарҫӑна, каласа панӑ.

Ҫак ҫемьен парӑмсем тата укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк йывӑрлӑхсем пулнӑ. Апла пулин те, вӗсем тупнӑ япаласене паспортри адреспа кайса пама шут тытнӑ. Паспорт хуҫине те, унӑн пӗртӑванӗсене те ҫак ҫемьен тӳрӗ кӑмӑллӑхӗ питӗ тӗлӗнтернӗ. Айканушпа унӑн упӑшки эпир урӑхла тума пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма пире Библи вӗрентрӗ тесе ӑнлантарнӑ. Майлӑ вӑхӑтпа усӑ курса вӗсем ҫав ҫемьене Иегова Свидетелӗсем ҫинчен каласа панӑ тата вӗсене литература парса хӑварнӑ.

Ҫав упӑшкипе арӑмӗ Айкануша тав туса укҫа сӗннӗ, анчах та вӑл илме килӗшмен. Тепӗр кунне арӑмӗ пархатарлӑ пулнӑран Айкануш патне килне пырсах бриллиантпа илемлетнӗ куҫлӑ ҫӗрре илсе юлма йӑлӑннӑ.

Айканушпа унӑн упӑшки тӳрӗ кӑмӑллӑ пулни ҫак ҫемьене тӗлӗнтернӗ пекех паян нумайӑшне ҫакӑ тӗлӗнтернӗ пулӗччӗ. Анчах та Иеговӑна тӗлӗнтернӗ-и? Вӗсем ҫапла туни ҫинчен вӑл мӗн шутланӑ-ши? Тен, вӗсен хӑйсене урӑхла тытмаллаччӗ?

КИРЕК МӖНЛЕ ПУЯНЛӐХРАН ТА ХАКЛӐРАХ

Ҫак ыйтусен хуравӗсем паллӑ ӗнтӗ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем унӑн паха енӗсене кӑтартни ӑна савӑнтарнине пӗлеҫҫӗ. Ҫак паха енсем уншӑн бриллиантсенчен те, ылтӑнран та, ытти хаклӑ йышши чулсенчен те хаклӑрах. Чӑнах та, Турӑ хаклакан япаласене ҫынсем нумайӑшӗ хакламасан та пултараҫҫӗ (Ис. 55:8, 9). Туррӑн ӗҫлекенӗсем вара Иеговӑна юрӑхлӑ паха енсене аталантарас тесе вӑя шеллемеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсемшӗн — пысӑк пуянлӑх.

Ҫакӑ ӑслӑлӑх пирки Библире мӗн каланинчен курӑнать. Ытарӑшсем 3:13—15 каланӑ: «Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ: ӑслӑлӑх тупни кӗмӗл тупнинчен аванрах, унӑн тупӑшӗ ылтӑн паракан тупӑшран пысӑкрах: вӑл хаклӑ чулсенчен те хаклӑрах; нимӗнле усаллӑх та ӑна хирӗҫ тӑраймасть; ун патне ҫывӑхаракансем ӑна пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ, ху мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймӗ». Иегова ҫак паха ене кирек мӗнле пуянлӑхран та ытларах хаклани курӑнать.

Ҫакнах тӳрӗ кӑмӑллӑ пуласси пирки калама пулать-и?

Иегова яланах тӳрӗ кӑмӑллӑ, вӑл «Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ» (Тит 1:1—3). Пӗрремӗш ӗмӗрте вӑл Павел апостола еврей христианӗсем патне ҫапла ҫырма хавхалантарнӑ: «Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: эпир хамӑр чунӑмӑра таса пулӗ тесе шанса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр» (Евр. 13:18).

Яланах тӳрӗ ӗҫ тӑвас тӗлӗшрен Иисус Христос тӗслӗх кӑтартнӑ. Каиафа аслӑ священник ӑна мӗн каланине аса илер. Вӑл Иисус ҫине пӑхнӑ та: «Тупа туса кала пире — Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос-и?» — тесе кӑшкӑрнӑ. Синедрион Иисуса Турра хурлатӑн тесе айӑплама тата вӗлермелле тума пултарнӑ пулин те, вӑл хӑй Мессия пулни ҫинчен тӳррӗн каланӑ (Матф. 26:63—67).

Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Сӑмахран, мӗн ҫинчен те пулин каламасӑр хӑварни е фактсене кӑштах пӑсса калани тупӑш илме май панӑ чухне те эпир тӗрӗссине калӑпӑр-и?

ЯЛАНАХ ТӲРӖ ӖҪ ТУМА МӖНШӖН ҪӐМӐЛ МАР?

Ҫак юлашки кунсенче суймасӑр-улталамасӑр пурӑнма ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен ҫынсем нумайӑшӗ «хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан» пулса кайнӑ (2 Тим. 3:2). Экономика кризисне тата ӗҫ ҫуккине пула ҫынсем тӳрӗ кӑмӑллӑ пуласси ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ. Нумайӑшӗ вӑрланипе улталанинче ним япӑххи те ҫук тесе калаҫҫӗ. Ҫынсем час-часах пачах суймасан-улталамасан ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнаймастӑн теҫҫӗ. Христиансенчен хӑшӗ-пӗрисем вара мула хапсӑннипе ӑссӑрла ӗҫсем туса пухури тӑвансем умӗнче хӑйсен ырӑ ятне пӑснӑ (1 Тим. 3:8; Тит 1:7).

Анчах та чӑн христиансем нумайӑшӗ Иисус пек пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем Турра юрӑхлӑ паха енсем кирек мӗнле мултан та, ҫитӗнӳсенчен те хаклӑраххине ӑнланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Иеговӑна шанчӑклӑ ҫамрӑк христиансем шкулта лайӑх оценкӑсем илес тесе ыттисенчен пӑхса ҫырса илмеҫҫӗ (Ытар. 20:23). Анчах та тӳрӗ пурӑннине пурте ырласах каймаҫҫӗ. Айканушпа пулса иртнӗ пекех, ҫынсем пире те тав туса парне парасса кӗтмелле мар. Апла пулин те, эпир суймасӑр-улталамасӑр пурӑнни Туррӑн кӑмӑлне каять. Ҫапла вара пирӗн совесть таса пулать, ку вара чӑнах та питӗ хаклӑ.

Ҫакӑ Гагик тӑванӑн тӗслӗхӗнчен лайӑх курӑнать. Вӑл каласа парать: «Христианин пулса тӑриччен эпӗ пысӑк компанире ӗҫлеттӗм. Пирӗн хуҫа компанин тупӑшне самаях пӗчӗклетсе кӑтартса налог тӳлессинчен пӑрӑнма тӑрӑшатчӗ. Пуҫлӑхсенчен пӗри пулнӑ май, манӑн налог инспекторне, пирӗн ултавлӑ ӗҫсене курмӑш тутӑр тесе, взятка пама тиветчӗ. Ҫапла вара эпӗ ултавҫӑ пулнине пурте пӗле пуҫларӗҫ. Чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн эпӗ, мана питӗ лайӑх тӳлетчӗҫ пулин те, ҫав ӗҫрен тухса кайрӑм. Хам фирма йӗркелерӗм те ӑна тӳрех регистрациллерӗм, налогсене ним пытармасӑр тӳлесе тӑма пуҫларӑм» (2 Кор. 8:21).

Гагик малалла калать: «Эпӗ икӗ хут сахалрах укҫа иле пуҫларӑм, ҫавӑнпа ҫемьешӗн тӑрӑшма йывӑртарах пулчӗ. Анчах та халӗ эпӗ унчченхинчен телейлӗрех тата Иегова умӗнче манӑн совесть таса. Хамӑн ывӑлсене эпӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартатӑп тата пухура мана чыслӑ тивӗҫсене шанса пачӗҫ. Налог инспекторӗсемпе бизнесра пӗрле ӗҫлекенсем пурте эпӗ тӳрӗ ҫын пулнине пӗлеҫҫӗ».

ИЕГОВА ПАРАКАН ПУЛӐШУ

Эпир Иегова кӑтартакан лайӑх енсене, ҫав шутрах тӳрӗлӗхе, кӑтартма тӑрӑшни ӑна килӗшет. Ҫапла тунипе эпир вӑл вӗрентнине «илем кӳрсе» тӑратпӑр (Тит 2:10). Турӑ Давид патшана ҫак сӑмахсене ҫырма хавхалантарнӑ: «Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм» (Пс. 36:25).

Ҫак сӑмахсем тӗрӗссине Руфь тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Вӑл ватӑлнӑ хунямӑшне, Ноемине, пӑрахман. Руфь Израильте пурӑнма тата чӑн Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытнӑ (Руфь 1:16, 17). Моисей саккунӗпе килӗшӳллӗн пучах пуҫтарса ҫӳренипе вӑл тӳрӗ те ӗҫчен хӗрарӑм ятне тивӗҫлӗ пулнӑ. Ҫапла, Давид каланӑ пекех, Иегова Руфьпе Ноемине ҫӑкӑрсӑр хӑварман (Руфь 2:2—18). Унтан та ытларах, Иегова суйласа илнипе Руфь Давид патшан тата Мессийӑн мӑн асламӑшӗ пулса тӑнӑ! (Руфь 4:13—17; Матф. 1:5, 16.)

Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтерме ҫӑмӑл мар. Ултавлӑ ӗҫ тусан вӗсем, тен, хӑйсен лару-тӑрӑвне ҫӑмӑллатма пултарнӑ пулӗччӗҫ, анчах та ун вырӑнне вӗсем йывӑр ӗҫлеме те хатӗр. Ҫапла вӗсем Турӑ кӑтартакан лайӑх енсене, ҫав шутрах тӳрӗлӗхе, кирек мӗнле пуянлӑхран та ытларах хакланине кӑтартаҫҫӗ (Ытар. 12:24; Эф. 4:28).

Пӗтӗм тӗнчипе чӑн христиансем Иегова пулӑшма пултарасса Руфь пекех ӗненеҫҫӗ. Вӗсем ҫак сӑмахсене калакана шанса тӑраҫҫӗ: «Сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп» (Евр. 13:5). Суймасӑр-улталамасӑр пурӑнакансене пулӑшса тӑнине Иегова пӗрре анчах мар кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахне тытса пире мӗн кирлине пурне те парать (Матф. 6:33).

Ҫапла, бриллиантсем тата ытти хаклӑ йышши япаласем ҫынсемшӗн питӗ хаклӑ. Анчах Иегова эпир тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине тата ӑна юрӑхлӑ ытти лайӑх енсене кӑтартнине кирек мӗнле мултан та ытларах хаклани пирки пӗртте иккӗленместпӗр!

Суймасӑр-улталамасӑр пурӑнсан эпир ырӑ хыпара ҫынсене таса совестьпе пӗлтерме пултаратпӑр