Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иезекииль хатӗр пулсах Иерусалима хупӑрласа илнӗ пек туса кӑтартнӑ

Пророксем пек пулма тӑрӑшӑр

Пророксем пек пулма тӑрӑшӑр

ЭСИР мӗнле шутлатӑр, авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ пророксемпе сирӗн мӗнле те пулин пӗрпеклӗхсем пур-и? «Понимание Писания» энциклопедире пророк вӑл — «Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен тата вӑл мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен каласа паракан ҫын»; ҫав ҫын, «нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, Туррӑн хыпарне пӗлтерсе е каласа тӑрать». Эсир пуласлӑх пирки пророкла каламастӑр пулин те, Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырни ҫинчен ун ятӗнчен пӗлтерсе тӑратӑр (Матф. 24:14).

Иегова Турӑ ҫинчен тата ҫынсем пирки вӑл мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен ыттисене каласа парасси пирӗншӗн пысӑк чыс. Ҫак ӗҫе эпир «тӳпе варрипе вӗҫсе пыракан... ангелпа» пӗрле тӑватпӑр (Ӳлӗм. 14:6). Анчах та йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан эпир ҫавӑн ҫинчен манса кайма та пултаратпӑр. Мӗнле йывӑрлӑхсем ҫинчен сӑмах пырать? Тӗслӗхрен, эпир ывӑнма, алла усма е хамӑра ниме тӑман ҫын пек туйма пултаратпӑр. Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсем авалхи пророксен те пулнӑ, анчах та вӗсем парӑнман. Иегова пулӑшнипе вӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Айтӑр Туррӑн шанчӑклӑ пророкӗсен темиҫе тӗслӗхне пӑхса тухар та вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӗлер.

ВӖСЕМ ХӐЙСЕНЕ ШЕЛЛЕМЕСӖР ӖҪЛЕНӖ

Хӑш-пӗр чухне кулленхи ӗҫсем пире халран яма пултараҫҫӗ, ырӑ хыпар сарма вара пӗр вӑй та юлман пек туйӑнма пултарать. Паллах ӗнтӗ, пирӗн канмалла, Иисуспа унӑн апостолӗсем те канма вӑхӑт уйӑрнӑ (Марк 6:31). Анчах та айтӑр Вавилонта пурӑнакан Иезекииль пророк ҫинчен тата Иерусалимран тыткӑна илсе килнӗ израильтянсем хушшинче унӑн мӗнле ӗҫ тумалла пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пӗррехинче Турӑ пророка кирпӗч илсе ун ҫинче Иерусалим хулине ӳкерсе хума хушнӑ. Иезекиилӗн Иерусалима хупӑрласа илнӗ пек туса кӑтартмалла пулнӑ: 390 кун унӑн сулахай аякӗ ҫинче, унтан 40 кун сылтӑм аякӗ ҫинче выртмалла пулнӑ. Иегова ӑна каланӑ: «Акӑ Эпӗ сан ҫине тӑлӑ хутӑм, эсӗ ӗнтӗ хулана хупӑрласа тӑнӑ кунусем иртиччен тепӗр аяку ҫине ҫаврӑнаймӑн» (Иез. 4:1—8). Паллах, ҫакӑ тыткӑнра пурӑнакан израильтянсене кӑсӑклантарнӑ. Ҫак ҫӑмӑл мар ӗҫе Иезекиилӗн ҫулталӑк ытла тумалла пулнӑ. Хӑйне хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пророка мӗн пулӑшнӑ?

Хӑйне пророк ӗҫне тума мӗншӗн янине Иезекииль ӑнланнӑ. Турӑ ӑна каланӑ: «Итлӗҫ-и вӗсем [израильтянсем], итлемӗҫ-и... анчах вӗсем хӑйсен хушшинче пророк пуррине пӗлсе тӑччӑр» (Иез. 2:5). Ҫавна асра тытса Иезекииль хатӗр пулсах Иерусалима хупӑрласа илнӗ пек туса кӑтартнӑ. Вӑл чӑн пророк пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Кӗҫех вӑл та, тыткӑнра пурӑнакан ытти еврейсем те «хулана ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ!» текен хыпара илтнӗ. Вара израильтянсем хӑйсен хушшинче пророк пулнине ӑнланса илнӗ (Иез. 33:21, 33).

Паян эпир ҫынсене Сатанан йӗркесӗр тӗнчи кӗҫех пӗтет тесе асӑрхаттаратпӑр. Хӑш-пӗр чухне ывӑнатпӑр пулин те, эпир пурпӗрех Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен калама, ҫынсем патне кайса ҫӳреме тата ҫынсемпе Библи вӗренме пӑрахмастпӑр. Ҫак тӗнче пӗтесси пирки пророкла каланисем пурнӑҫланса пынӑ вӑхӑтра Турӑ пире хӑйӗн ирӗкӗ ҫинчен тата хӑй мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен каласа пама шаннӑшӑн эпир савӑнатпӑр.

ВӖСЕМ АЛЛА УСМАН

Эпир хамӑра шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫлетпӗр тата вӑл пире пулӑшнине те куратпӑр. Апла пулин те, ҫынсем эпир калакан хыпара итлеменрен хушӑран кулянасси те пулкалать. Ҫавӑн пек чухне Иеремия тӗслӗхне аса илни лайӑх. Вӑл израильтянсене Туррӑн хыпарне пӗлтерсе тӑнӑ, лешӗсем вара ӑна хурласа калаҫнӑ тата унран тӑрӑхласа кулнӑ. Иеремия пирӗн пек ҫынах пулнӑ. Пӗррехинче вӑл: «Текех Ун ҫинчен аса илтермӗп, текех Унӑн ячӗпе калаҫмӑп»,— тесе те каланӑ. Анчах та вӑл Туррӑн хыпарне пӗлтерме пӑрахман. Мӗншӗн? Малалла пророк Иеговӑн сӑмахӗ пирки акӑ мӗн каланӑ: «Анчах чӗремре вут тӗлкӗшет пек, шӑммӑмсем тӑрӑх ҫулӑм чупать пек, чарас тесе тӑрӑшрӑм, халтан кайрӑм — тытса чараймарӑм» (Иер. 20:7—9).

Ҫынсем пире итлемен пирки эпир кулянатпӑр пулсан, хамӑр калакан хыпар ҫинчен шухӑшлани ҫак йывӑр туйӑмсене ҫӗнтерме пулӑшӗ. Туррӑн хыпарӗ пирӗн шӑмӑсем тӑрӑх чупакан ҫулӑм пек пулма пултарать. Библие кашни кун вуласан эпир ҫак ҫулӑма сӳнме памастпӑр.

ВӖСЕМ ХАЙСЕН ЙЫВӐР ТУЙӐМӖСЕНЕ ҪӖНТЕРНӖ

Хӑш-пӗр христиансем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе мӗнле тумаллине пӗлмен чухне аптраса ӳкме пултараҫҫӗ. Осия пророкӑн та ҫакнашкал туйӑмсем пулнӑ пулас. Иегова ӑна: «Кай та хӑвна валли аскӑн арӑмпа аскӑнлӑх ачисене ил»,— тенӗ (Ос. 1:2). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Турӑ сирӗн пулас арӑм пирки аскӑнланса ҫӳрекен пулӗ тесе каласан, эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Осия Турӑ хушнине итленӗ. Вӑл Гомере качча илнӗ, арӑмӗ ӑна ывӑл ҫуратса панӑ. Каярахпа вара хӗр, унтан тата тепӗр ывӑл ҫуратнӑ. Хӗрӗпе иккӗмӗш ывӑлӗ аскӑнлӑх ачисем пулнӑ пулас. Иегова пророка унӑн арӑмӗ «еркӗнӗсем хыҫҫӑн чупӗ» тенӗ. Асӑрхӑр-ха, «еркӗн» хыҫҫӑн мар, «еркӗнсем» хыҫҫӑн чупӗ тенӗ. Унсӑр пуҫне, Турӑ Осийӑна унӑн арӑмӗ ун патнех таврӑнма шутлӗ тесе каланӑ. Эсир ҫакӑн пек арӑма каялла йышӑннӑ пулӑттӑрччӗ-и? Иегова Осийӑна шӑп ҫакна тума хушнӑ та! Арӑмне тавӑрма унӑн пысӑк хак тӳлеме те тивнӗ (Ос. 2:7; 3:1—5).

Тен, Осия ҫак ӗҫе чӑнах та тумаллах-ши тесе шутланӑ. Анчах та вӑл хӑйне хушнӑ ӗҫе пурнӑҫланине пула эпир Израиль халӑхӗ шанчӑклӑ тӑрса юлман чухне Иегова мӗн туйнине ӑнланма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, тӳрӗ кӑмӑллӑ израильтянсем Турӑ патне таврӑннӑ.

Паян Иегова никама та «аскӑн арӑма» качча илме хушмасть. Турӑ хушнӑ ӗҫе Осия тума хатӗр пулни пире мӗне вӗрентет? Тӗслӗхрен, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара «халӑх умӗнче те, килсенче те» каласа пама йывӑр пек туйӑнсан та, ҫакна пирӗн хатӗр пулсах тумалла (Ап. ӗҫ. 20:20). Тен, сире хӑш-пӗр майсемпе ырӑ хыпар сарма ҫӑмӑлах мар. Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗреннӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ, вӗсене Турӑ Сӑмахне вӗренме килӗшнӗ пулсан та, нихӑҫан та ырӑ хыпара килтен киле пӗлтерсе ҫӳреместӗп тенӗ. Анчах та вӗсенчен чылайӑшӗ каярахпа ҫак ӗҫе хутшӑнма пуҫланӑ. Эсир вара Осия тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратӑр?

Осияпа мӗн пулса иртнинчен эпир тата пӗр япалана вӗренме пултаратпӑр. Осия Иегова хушнӑ ӗҫе тума килӗшмесен те пултарнӑ. Пулса иртнӗ событисем ҫинчен вӑл ҫырса паман пулнӑ пулсан, Турӑ ӑна мӗн тума хушнине эпир пӗлнӗ пулӑттӑмӑр-ши? Пирӗн те Иегова ҫинчен каласа пама май сиксе тухма пултарать, ҫав майпа усӑ курмасан ыттисем ҫавна асӑрхамӗҫ те. Анна ятлӑ тӑванпа, Пӗрлешӳллӗ Штатсенче аслӑ класра вӗренекен хӗрпе, акӑ мӗн пулса тухнӑ. Шкулти вӗрентекен ачасене хӑйсене хумхантаракан темӑпа сочинени ҫырма хушнӑ. Унтан хӑйсен шухӑшӗсене класс умӗнче ӑнлантарса памалла пулнӑ. Паллах, Анна хӑй мӗне ӗненни ҫинчен каламасан та пултарнӑ. Анчах та вӑл ҫак мая Турӑ панӑ тесе шутланӑ. Анна пӗрле вӗренекенсем хирӗҫ мӗн калама пултарасса пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑна кӗлтума тытӑннӑ. Вара унӑн хӑй мӗне ӗненни ҫинчен каласа парас килсе кайнӑ. Вӑл «Эволюци. Фактсем мӗн калаҫҫӗ?» темӑпа сочинени ҫырнӑ.

Яшсемпе хӗрсем авалхи пророксенчен тӗслӗх илсе Иегова — пирӗн Пултаракан тесе хӑюллӑн каласа параҫҫӗ

Анна хӑйӗн сочиненине класс умӗнче вуласа панӑ, тепӗр вӗренекен вара — эволюцие хытӑ ӗненекен хӗрача — ҫине ҫинех ыйтусем пама пуҫланӑ. Анна лайӑх хуравсем панӑ. Вӑл ӗнентерӳллӗ каласа панинчен вӗрентекен питӗ тӗлӗннӗ, каярахпа вара Аннӑна ҫавӑншӑн парне те панӑ. Вӑхӑт иртсен Аннӑн эволюцие ӗненекен хӗрачипе пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен темиҫе хут та калаҫма май килнӗ. Иегова «шанса панӑ» ӗҫе пурнӑҫлани Аннӑна мӗнле усӑ кӳнӗ? Вӑл калать: «Халӗ эпӗ ырӑ хыпара хӑрамасӑр пӗлтерсе ҫӳретӗп».

Пирӗн пирки пророксемех теме ҫук пулсан та, эпир Иезекииль, Иеремия тата Осия пророксем пекех Турӑшӑн хамӑра шеллемесӗр ӗҫлеме пултаратпӑр. Вӗсенчен тӗслӗх илсен эпир Иегова шанса панӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама пултарӑпӑр! Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне е хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне мӗншӗн-ха ытти пророксем ҫинчен вулас мар тата вӗсенчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхас мар?