Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Яшсемпе хӗрсем, шыва кӗме эсир мӗнле хатӗрленме пултаратӑр?

Яшсемпе хӗрсем, шыва кӗме эсир мӗнле хатӗрленме пултаратӑр?

«Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн» (ПС. 39:9).

ЮРӐСЕМ: 51, 48

1, 2. а) Шыва кӗни мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм пулнине ӑнлантарса парӑр. ӑ) Шыва кӗрес умӗн ҫыннӑн мӗн тӗрӗслесе пӑхмалла тата мӗншӗн?

ЭСӖ ҫамрӑк пулсан тата шыва кӗрес тетӗн пулсан, хӑв мӗн тери пысӑк чыса тивӗҫме пултарасси ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Унчченхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, шыва кӗни вӑл пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм. Ҫакӑнпа ҫын Иеговӑна уншӑн ӗмӗр-ӗмӗрех ӗҫлесе тӑма тата унӑн ирӗкне пуринчен мала хума тупа туса сӑмах парать. Акӑ мӗншӗн шыва кӗрес тесен санӑн Турӑ хушнӑ пек пурӑнмалла, санӑн чӑнах та шыва кӗрес килсе тӑмалла тата хӑвна Турра халаллани мӗне пӗлтернине ӑнланмалла.

2 Анчах та эсӗ шыва кӗме хатӗр пулни пирки иккӗленетӗн пулсан? Е аҫу-аннӳ шыва кӗме санӑн кӑшт тӑхтамалла теҫҫӗ пулсан? Тен, вӗсем санӑн малтан Библири принципсемпе лайӑхрах усӑ курма вӗренмелле тесе шутлаҫҫӗ. Кирек мӗн пулсан та, алла ан ус! Ҫак вӑхӑтпа чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума усӑ кур, вара кӗҫех шыва кӗме пултарӑн. Халӗ вара шыва кӗрес тӗллеве пурнӑҫлама тӑрӑшни 1) санӑн ӗненӳ ҫине, 2) ӗҫӳсем ҫине тата 3) Турра пархатарлӑ пуласси ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑмаллине пӑхса тухар.

САНӐН ӖНЕНӲ

3, 4. Тимофей тӗслӗхӗнчен ҫамрӑксем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

3 Хӑвӑнтан ыйт: «Турра эпӗ мӗншӗн ӗненетӗп? Библи — Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ кӗнеке пулнине мана мӗн ӗнентерет? Мӗншӗн эпӗ ҫак тӗнчере ҫынсем мӗнле пурӑннинчен Туррӑн нравственность нормисемпе пурӑнни лайӑхрах тесе шутлатӑп?» Ҫак ыйтусене сана иккӗлентерес шутпа паман. Вӗсем сана Павел апостол панӑ канаша тытса тӑма пулӑшӗҫ ҫеҫ: «Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр» (Рим 12:2). Анчах та Римри христиансен хӑйсем чӗререн йышӑннӑ вӗрентӳсем тӗрӗс пулнине мӗншӗн-ха малалла та пӗлсе пымалла пулнӑ?

4 Библири тӗслӗхе пӑхса тухар. Тимофей Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑх пӗлнӗ. Ӑна амӑшӗпе кукамӑшӗ «мӗн ачаранах» чӑнлӑха вӗрентнӗ. Апла пулин те, Павел Тимофее «хӑвна мӗн вӗрентнинчен тата хӑв мӗне ҫирӗп ӗненнинчен ан тух» тесе хавхалантарнӑ (2 Тим. 3:14, 15, ҪТ). Пӗр справочникра авалхи грек чӗлхинче «ҫирӗп ӗненни» тени «мӗн те пулин тӗрӗс пулни пирки пач та иккӗленменнине» пӗлтерет тесе каланӑ. Тимофей чӑнлӑха чун-чӗререн йышӑннӑ. Ҫакна вӑл амӑшӗпе кукамӑшӗ хушнипе туман. Тимофей хӑйне мӗн вӗрентни ҫинчен тӗплӗн шухӑшланӑ тата ҫакӑ тӗрӗс пулнине ҫирӗп ӗненнӗ. (Рим 12:1 вуласа пар.)

5, 6. Мӗншӗн ачаранах пуҫпа шухӑшлама вӗренсе пымалла?

5 Сан пирки вара мӗн калама пулать? Тен, Библири чӑнлӑхсене эсӗ тахҫантанпах пӗлетӗн. Ку ҫапла пулсан, вӗсене ӗненни мӗншӗн тӗрӗс тесе шутлатӑн? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани сана хӑв мӗн пӗлсе пынине ҫирӗп ӗненме пулӑшӗ. Вара тантӑшусем те, ҫак тӗнчери ҫынсен шухӑшӗсем те, хӑвӑн кӑмӑл-туйӑмсем те сана чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрса яраймӗҫ.

6 Эсӗ ачаранах «ӑспа ӗҫле[ме]», е пуҫпа шухӑшлама, вӗренетӗн пулсан, ҫакӑ сана тантӑшсен ыйтӑвӗсем ҫине тӗрӗс хуравлама пулӑшӗ. Вӗсем санран ҫапла ыйтма пултараҫҫӗ: «Турӑ пуррине эсӗ мӗншӗн хытӑ ӗненетӗн? Турӑ пире юратать пулсан, мӗншӗн вара вӑл усала пулма ирӗк парать? Турӑ яланах пулнине мӗнле ӑнланмалла?» Эсӗ хуравӗсене пӗлетӗн пулсан, ҫакнашкал ыйтусем санӑн ӗненӗве хавшатмӗҫ. Вӗсем сана Библие тата ытларах тӗпчеме хавхалантарӗҫ.

7—9. «Мои убеждения» разделри онлайн-материал ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултарни ҫинчен каласа парӑр.

7 Библие тӗплӗн тӗпченине пула эсӗ хӑвна пӑшӑрхантаракан ыйтусен хуравӗсене тупма, иккӗленӳсене пӗтерме тата ӗненӗве ҫирӗплетме пултаратӑн (Ап. ӗҫ. 17:11). Ҫавна тума мӗн кирли пирӗн пурте пур. Тӗслӗхрен, нумайӑшӗсем «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» брошюра тата «Существует ли заботливый Творец?» кӗнеке питӗ усӑллӑ тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, яшсемпе хӗрсене нумайӑшне ӗҫ тетрачӗсенчи заданисене тума килӗшет, вӗсене вара пирӗн официаллӑ сайтран уҫласа илме пулать. Кашни ӗҫ тетрадӗнче Библи ҫинче никӗсленнӗ темӑна пӑхса тухнӑ, ҫав темӑсене тӗпчесе эсӗ хӑвӑн ӗненӗве ҫирӗплетӗн.

8 Библие пӗлнӗрен сана ҫав ӗҫ тетрадӗнчи хӑш-пӗр ыйтусем ҫине хуравлама йывӑр пулмӗ. Анчах та хуравӗсем тӗрӗс пулнине эсӗ хӑв ӗненетӗн-и? Ӗҫ тетрачӗсем Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшлама пулӑшаҫҫӗ тата хӑв мӗн шутланине ҫырса хума май параҫҫӗ. Унти материал сана хӑв мӗне ӗненнине ыттисене Библипе усӑ курса ӑнлантарса пама хатӗрленме пулӑшать. «Мои убеждения» ятлӑ раздел ҫамрӑксенчен нумайӑшне хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшнӑ. Эсӗ пирӗн официаллӑ сайта кӗме пултаратӑн пулсан, мӗншӗн-ха Библие хӑв тӗллӗн вӗреннӗ чухне ҫак раздела пӑхса тухас мар?

9 Хӑв мӗне ӗненни чӑнлӑх пулнине пӗлсе ҫитни сана шыва кӗме хатӗрленме пулӑшӗ. Пӗр ҫамрӑк христианка каласа панӑ: «Малтан эпӗ Библие вӗреннӗ май ку тӗн чӑн тӗн пулнине ӑнланса илтӗм, ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ шыва кӗме шут тытрӑм. Кунран кун манӑн ӗненӳ ҫирӗпленсех пырать».

САНӐН ӖҪӲСЕМ

10. Шыва кӗнӗ христианинӑн хӑйӗн ӗненӗвне мӗншӗн ӗҫсемпе кӑтартмалла?

10 Иаков 2:17-мӗшӗнче ҫырнӑ: «Ырӑ ӗҫсемсӗр пӗр ӗненӳ хӑй ҫеҫ — вилӗпе пӗрех». Санӑн ӗненӳ ҫирӗп пулсан, ҫакна эсӗ ӗҫсемпе кӑтартӑн. Мӗнле ӗҫсемпе? Библире «Турра парӑнса... таса» пурӑнни ҫинчен каланӑ. (2 Петр 3:11 вуласа пар.)

11. Таса пурӑнни тени мӗне пӗлтерет?

11 «Таса пурӑнас» тесен нравственность нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Санӑн пирки вара мӗн калама пулать? Юлашки ҫур ҫул хушшинче чӑнлӑхра хӑв мӗнле ҫитӗнӳсем туни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратӑн. Сан пирки эсӗ «ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ» теме пулать-и? (Евр. 5:14.) Хӑш лару-тӑрура эсӗ илӗртӳсене тата тантӑшсем хӗснине ӑнӑҫлӑн хирӗҫ тӑма пултартӑн? Шкулта хӑвна мӗнле тыткалани эсӗ Турра ӗненнине кӑтартса парать-и? Эсӗ хӑв мӗне ӗненнине тантӑшсем умӗнче хӳтӗлетӗн-и е пӗрле вӗренекенсем ан кулччӑр тесе хӑвна вӗсем пек тытатӑн? (1 Петр 4:3, 4.) Паллах ӗнтӗ, пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур. Нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансене те хӑйсен ӗненӗвне ыттисем умӗнче хӳтӗлеме хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑлах мар. Анчах та хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ ҫын унӑн Свидетелӗ пулнипе мухтанӗ тата ҫакна хӑйне таса пурӑннипе кӑтартӗ.

12. «Турра парӑнса» пурӑнни ӑҫтан курӑнать тата санӑн шухӑш-кӑмӑл мӗнле пулмалла?

12 «Турра парӑнса» пурӑнни вара ӑҫтан курӑнать? Ҫакӑ пухупа ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен, сӑмахран, тӗлпулусене ҫӳренинчен тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннинчен курӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех ҫын Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннине ыттисем курма пултарайман ӗҫсем те кӑтартаҫҫӗ, тӗслӗхрен, кӗлтуни тата Библие харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренни. Хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ ҫын ҫак ӗҫсене хаваспах тӑвать. Унӑн туйӑмӗсем Давидӑнни пекех, вӑл ҫапла юрланӑ: «Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн» (Пс. 39:9).

13, 14. Турра парӑнса пурӑнма пулӑшакан ӗҫ схеми ҫинчен каласа парӑр. Хӑш-пӗр ҫамрӑксене вӑл мӗнле усӑ панӑ?

13 «Ответы на твои вопросы» кӗнекен 2-мӗш томӗнчи 308—309 страницӑсенчи ӗҫ схеми сана тӗллевсем лартма пулӑшӗ. Унта эсӗ ҫак ыйтусен хуравӗсене ҫырса хума пултаратӑн: кӗлӗре эпӗ хамӑн шухӑш-туйӑмсем ҫинчен уҫҫӑн каласа паратӑп-и? Эпӗ мӗнле кӗлтунинчен Иеговӑна чун-чӗререн юратни курӑнать-и? Библие хам тӗллӗн вӗреннӗ чухне эпӗ мӗн-мӗн тӗпчетӗп? Аттепе анне ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ пулсан та, эпӗ ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳретӗп-и? Ҫак ӗҫ схеминче кӗлтӑвассипе, Библи вӗренессипе тата ырӑ хыпар сарассипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене ҫырса хума вырӑн пур.

14 Шыва кӗме шут тытнӑ ҫамрӑксенчен нумайӑшне ҫак ӗҫ схеми питӗ пулӑшнӑ. Тилда ятлӑ ҫамрӑк тӑван акӑ мӗн калать: «Ҫак схема пулӑшнипе эпӗ тӗллевсем лартрӑм. Майӗпен эпӗ вӗсене пурнӑҫларӑм, вара пӗр ҫул иртсен шыва кӗме хатӗр пултӑм». Патрик ятлӑ ҫамрӑкпа та ҫавӑн пекрех пулнӑ. «Мӗнле тӗллевсене пурнӑҫа кӗртмеллине эпӗ ахаль те пӗлеттӗмччӗ,— тет вӑл,— анчах та вӗсене хут ҫине ҫырса хунӑ хыҫҫӑн вӗсене пурнӑҫлас тесе тата нумайрах вӑй хума пуҫларӑм».

Аҫупа аннӳ Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ пулсан та, эсӗ уншӑн ӗҫлесе тӑрӑн-и? (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15. Пурнӑҫа Турра халаллама мӗншӗн кашнин хӑйӗн йышӑну тумалла?

15 «Санӑн аҫупа аннӳ е тусусем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахас пулсан та, эсӗ малалла та уншӑн ӗҫлесе тӑрӑн-и?» Ҫак ыйту ӗҫ схеминчи чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри. Ҫакна асра тыт: пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ христианинӑн Турӑ умӗнче хӑйӗн явап тытма тивет. Турра пуҫҫапмалла-и е ҫук санӑн хӑвӑн йышӑну тумалла, аҫу-аннӳ е кам та пулин урӑххи мар. Турра парӑнса таса пурӑнатӑн пулсан, ҫакӑ эсӗ чӑнлӑх ҫулӗпе пынине тата Туррӑн нормисене тытса тӑрасшӑн пулнине кӑтартса парать. Апла пулсан, кӗҫех эсӗ шыва кӗрес тӗллеве пурнӑҫа кӗртӗн.

ТУРРА ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИ

16, 17. а) Ҫынна христианин пулса тӑма мӗн хавхалантарса тӑмалла? ӑ) Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла? Тӗслӗхпе ӑнлантарса парӑр.

16 Пӗррехинче Моисей саккунне лайӑх пӗлекен пӗр ҫын Иисусран ыйтнӑ: «Саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ?» Иисус ӑна: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат»,— хуравланӑ (Матф. 22:35—37). Ҫак сӑмахсемпе Иисус христианинӑн кирек мӗнле ӗҫе те Иеговӑна юратнӑран тумаллине кӑтартнӑ, шыва кӗресси пирки те ҫаплах калама пулать. Турра вӑйлӑрах юратас тесен мӗн тумалла? Чи лайӑх мел вӑл — Иегова пире панӑ чи хаклӑ парне ҫинчен, Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни ҫинчен, шухӑшлани. (2 Коринф 5:14, 15; 1 Иоанн 4:9, 19 вуласа пар.) Ҫакӑ сана Иеговӑна пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ.

17 Ҫакна пӗр тӗслӗхпе кӑтартса пама пулать. Калӑпӑр, эсӗ чутах путса вилмен, сана такам ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Киле кайса тумтир улӑштарӑттӑн та тӳрех мӗн пулса иртни ҫинчен маннӑ пулӑттӑн-и? Паллах ҫук! Ҫак ҫын сана ҫӑлнӑ вӗт! Эсӗ ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех парӑмлӑ пулнине туйӑттӑн пулӗ. Анчах та Иеговӑпа Иисуса эпир чылай ытларах парӑмлӑ. Тӳлесе илме панӑ парне пулмасан, эпир пурте ҫылӑхпа вилӗм ӑшне путнӑ пулӑттӑмӑрччӗ. Ҫав парнене пула вара пирӗн ҫӗр ҫинче райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур!

18, 19. а) Хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халаллама мӗншӗн хӑраса тӑмалла мар? ӑ) Иеговӑшӑн ӗҫлени санӑн пурнӑҫа мӗнле пуянлатма пултарать?

18 Иегова саншӑн мӗн тунине эсӗ хаклатӑн-и? Хаклатӑн пулсан, хӑвӑн пурнӑҫна ӑна халаллани тата шыва кӗни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакна асра тыт: хӑйне Иеговӑна халаллакан ҫын унӑн ирӗкне ӗмӗр-ӗмӗрех, кирек мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухсан та, пурнӑҫлама тупа туса сӑмах парать. Анчах та хӑв ҫине ҫавнашкал яваплӑха илме хӑраса тӑмалла-и? Ҫук! Иегова сана ыррине ҫеҫ суннине тата «хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине» манмалла мар (Евр. 11:6). Хӑвна Иеговӑна халалласан тата шыва кӗрсен эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна пуянлатӑн кӑна. Ача чухнех шыва кӗнӗ 24 ҫулхи пӗр арҫын тӑван ҫапла калать: «Паллах ӗнтӗ, эпӗ каярах шыва кӗнӗ пулсан ҫак утӑм мӗне пӗлтернине лайӑхрах ӑнланнӑ пулӑттӑм. Анчах та хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халаллама тунӑ йышӑну мана ҫак тӗнче витӗм кӳресрен хӳтӗлерӗ».

19 Иегова Сатанаран мӗн тери уйрӑлса тӑрать! Санпа усӑ курса Сатана хӑйӗн тӗллевӗсене кӑна пурнӑҫласшӑн. Хӑйӗн майлӑ пулакансене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парасси пирки сӑмах памасть вӑл. Унӑн хӑйӗн те нимӗнле шанчӑк та ҫук. Чӑнах та, хӑйӗн ҫук япалана мӗнле патӑр-ха? Вӑл сана япӑххине кӑна пама пултарать, мӗншӗн тесен ӑна ним ырри те кӗтмест! (Ӳлӗм. 20:10.)

20. Хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме хатӗрленес тесе ҫамрӑксем мӗн тума пултараҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех  «Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗн пулӑшма пултарать?» рамкӑна пӑхӑр.)

20 Паллах ӗнтӗ, хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халаллани — чи тӗрӗс йышӑну. Эсӗ ҫак утӑма тума хатӗр-и? Хатӗр пулсан, тӑхтаса ан тӑр. Анчах та сана вӑхӑт кирлӗ пулсан, ҫак статьяри канашсемпе усӑ кур та хӑвӑн тӗллеве пурнӑҫлама малалла та вӑй хур. Филиппӑри христиансем патне Павел ҫапла ҫырнӑ: «Эпир ӗнтӗ мӗнле шая ҫитрӗмӗр, ҫав шайпах шухӑшлар, ҫав йӗркепех пурӑнар» (Флп. 3:16). Ҫак канаша эсӗ чӗререн йышӑнатӑн пулсан, кӗҫех санӑн хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халаллас тата шыва кӗрес килсе кайӗ.