Яшсемпе хӗрсем, эсир шыва кӗме хатӗр-и?
«Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и?» (ЛУКА 14:28.)
Ҫак тата тепӗр статьяна шыва кӗрес текен яшсемпе хӗрсем валли ҫырнӑ
1, 2. а) Паян Туррӑн ӗҫлекенӗсене мӗн савӑнтарать? ӑ) Шыва кӗни мӗне пӗлтернине ӑнланма ашшӗ-амӑшӗсем тата старейшинӑсем ҫамрӑксене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
«ЭПӖ сана мӗн пӗчӗкренех пӗлетӗп,— терӗ пӗр старейшина 12 ҫулхи Кристофера,— эсӗ шыва кӗме шут тытни ҫинчен илтме эпӗ питӗ хавас. Анчах ман сана пӗр ыйту памалла: эсӗ мӗншӗн шыва кӗме шут тытрӑн?» Старейшина панӑ ыйту чӑннипех те питӗ кирлӗ ыйту. Паллах ӗнтӗ, кашни ҫул пин-пин ҫамрӑк шыва кӗнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр (Еккл. 12:1). Апла пулин те, ашшӗ-амӑшӗсен тата пухури старейшинӑсен ҫак хӗрсемпе каччӑсем ҫав йышӑнӑва хӑйсемех тунине кӑна мар, вӗсем ӑна никам хистемесӗрех, тӗплӗн шухӑшласа тунипе туманнине те пӗлмелле.
2 Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх, харпӑр хӑй пурнӑҫне Турра халаллани тата шыва кӗни — христианиншӑн ҫул пуҫламӑшӗ ҫеҫ. Ҫак ҫул ҫинче Иеговӑн пиллӗхӗсем кӗтеҫҫӗ, анчах та Сатана хирӗҫ тӑнипе те тӗл пулма тивӗ (Ытар. 10:22; 1 Петр 5:8). Ҫавӑнпа Иеговӑна ӗненекен ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Иисусӑн вӗренекенӗ пуласси мӗне пӗлтернине ӑнланма пулӑшас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ. Енчен те ҫамрӑк ачан ашшӗ-амӑшӗ Иегова Свидетелӗ мар пулсан, хӑйне Турра халаллани «мӗн хака ӳкессине» шутласа пӑхма старейшинӑсен пулӑшмалла. (Лука 14:27—30 вуласа пар.) Ҫурт-йӗр лартнӑ чухне ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлес тесен веҫех тӗплӗн шутламалла. Ҫавӑн майлах Иеговӑшӑн «вӗҫне ҫитичченех» шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрас тесен малтан лайӑх хатӗрленмелле (Матф. 24:13). Ҫамрӑксем пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫирӗп шут тытмашкӑн мӗн тума пултараҫҫӗ?
3. а) Иисус тата Петр каланӑ тӑрӑх, мӗншӗн шыва кӗмелле? (Матф. 28:19, 20; 1 Петр 3:21.) ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр тата мӗншӗн?
3 Эсӗ шыва кӗресси пирки шухӑшлакан ҫамрӑк ача пулсан, сана мухтамалла! Шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗ пуласси — питӗ пысӑк чыс. Унсӑр пуҫне, христианин пулса тӑрас тата ҫӑлӑнас тесен шыва кӗмеллех (Матф. 28:19, 20; 1 Петр 3:21). Иеговӑна сӑмах панине чун-чӗререн пурнӑҫлас килнӗрен санӑн ҫак питӗ кирлӗ утӑма тума лайӑх хатӗрленес килет пулӗ. Апла пулсан, шыва кӗме хатӗррипе хатӗр маррине пӗлес тесен эсӗ ҫак виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: 1) Ман пирки ҫитӗннӗ ҫын теме пулать-и? 2) Эпӗ чӑнах та шыва кӗресшӗн-и? 3) Пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ христианин пуласси мӗне пӗлтернине эпӗ ӑнланатӑп-и? Айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар.
МАН ПИРКИ ҪИТӖННӖ ҪЫН ТЕМЕ ПУЛАТЬ-И?
4, 5. а) Мӗншӗн ӳссе ҫитӗннӗ ҫынсем кӑна мар шыва кӗме пултараҫҫӗ? ӑ) Ҫитӗннӗ ҫын тени христианиншӑн мӗне пӗлтерет?
4 Ӳссе ҫитӗннӗ е саккун тӑрӑх хӑш-пӗр правӑсене илме ҫула ҫитнӗ ҫынсем кӑна шыва кӗме пултараҫҫӗ тесе каламан Библире. Ытарӑшсем 20:11-мӗшӗнче каланӑ: «Ача мӗнле ҫын пулассине,— ырӑ пулӗ-и вӑл, тӳрӗ-и,— вӑл мӗнле ӗҫе кӑмӑлланинчен те пӗлме пулать». Чӑнах та, ачасем те мӗн тӗрӗс, мӗн тӗрӗс маррине ӑнланма пултараҫҫӗ, апла пулсан вӗсем хӑйсен пурнӑҫне Турра халаллама та пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иеговӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗ пирки ҫитӗннӗ ҫын теме пулать пулсан тата вӑл хӑйне Турра халалланӑ пулсан, вӑл шыва кӗме пултарать анчах мар, унӑн ҫавна тумалла та (Ытар. 20:7).
5 Ҫитӗннӗ ҫын тени мӗне пӗлтерет? Кунта ӳт-пӳ енчен ӳссе ҫитӗнни ҫинчен кӑна сӑмах пымасть. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫитӗннӗ ҫынсен «чӗри ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ» (Евр. 5:14). Апла пулсан, ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын Иегова куҫӗнче мӗн тӗрӗс пулнине пӗлет тата шӑп ҫапла тума хӑйӗн чӗринче йышӑну тӑвать. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек христианина тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса яма ҫӑмӑл мар тата ӑна тӗрӗссине тумалли пирки пӗрмаях аса илтерсе тӑма та кирлӗ мар. Ҫавӑнпа та шыва кӗме шухӑшлакан ача, юнашар ашшӗ-амӑшӗсем е ытти аслӑрах ҫынсем ҫук чухне те, Туррӑн саккунӗсене тытса тӑрасса кӗтни вырӑнлӑ. (Филиппӑ 2:12 танлаштарӑр.)
6, 7. а) Даниил Вавилонра мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? ӑ) Даниил хӑй ҫитӗннӗ ҫын пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
6 Ҫамрӑк ачасем ҫитӗннӗ ҫынсем пулма пултараҫҫӗ-и? Библире Даниил ҫинчен мӗн ҫырса панине аса илер. Ҫамрӑк ача чухнех ӑна ашшӗ-амӑшӗнчен вӑйпа уйӑрса Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. Кӗтмен ҫӗртен Даниил ырӑпа усал ҫине пачах урӑхла пӑхакан ҫынсем хушшине лекнӗ. Унсӑр пуҫне, Даниилӑн тата тепӗр йывӑрлӑх пулнӑ: Вавилонра ун ҫине тыткӑнри ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхман. Вӑл патшашӑн ӗҫлесе тӑма суйласа илнӗ темиҫе ҫамрӑкран пӗри пулнӑ! (Дан. 1:3—5, 13.) Кӗтмен ҫӗртен Даниил умӗнче чаплӑ майсем уҫӑлнӑ, Израильте вӑл ҫавсем ҫинчен ӗмӗтленме те пултарайман пулӗ!
7 Ҫамрӑк Даниил хӑйне мӗнле тытнӑ? Вавилонӑн чапӗпе хитрелӗхӗ унӑн пуҫне ҫавӑрса янӑ-и? Ҫӗнӗ лару-тӑрӑва лексен вӑл улшӑннӑ-и тата хӑйӗн ӗненӗвне улӑштарнӑ-и? Ҫук, паллах! Библире каланӑ тӑрӑх, Даниил Вавилонра «патша сӗтелӗ ҫинчи ҫимӗҫе тата патша ӗҫекен эрехе астивсе ирсӗрленес темен» (Дан. 1:8). Чӑнах та, Даниил хӑйне ҫитӗннӗ ҫын пек тытнӑ!
8. Даниил тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
8 Даниил тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫитӗннӗ ҫамрӑк йывӑр лару-тӑрура та хӑй мӗне ӗненнине ҫирӗп тытса тӑрать. Вӑл тавралӑха кура тӗсне улӑштаракан хамелеон пек мар. Ҫакӑн пек ача икӗ питлӗ хӑтланмасть: Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче — Иеговӑн тусӗ пек, шкулта вара — ҫак тӗнче тусӗ пек хӑйне тытмасть. Ӗненӳ тӗрӗсленнӗ вӑхӑтра та вӑл «ҫилпе хумханнӑ пек» унталла-кунталла сулӑнмӗ, хӑй мӗне ӗненнинчен пӑрӑнмӗ. (Эфес 4:14, 15 вуласа пар.)
9, 10. а) Нумаях пулмасть хӑйсен ӗненӗвӗ тӗрӗсленнӗ чухне хӑйсене мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлани ҫамрӑксемшӗн мӗншӗн усӑллӑ? ӑ) Шыва кӗни мӗне пӗлтерет?
9 Паллах, эпир пурте ҫитменлӗхлӗ. Ачасем те, аслисем те хушӑран йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ (Еккл. 7:20). Ҫапах та, эсӗ шыва кӗресшӗн пулсан, Иеговӑн тӳрӗ нормисене тытса тӑма хӑв ҫирӗп шут тытнипе тытманни ҫинчен шухӑшласа пӑхни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакна мӗнле тумалла-ха? Хӑвӑнтан ыйт: «Туррӑн ӳкӗчӗсене мӗн таран лайӑх тытса тӑратӑп?» Хӑвӑн ӗненӳ нумаях пулмасть мӗнле тӗрӗсленнине аса ил-ха. Ҫав лару-тӑрусенче хӑвна мӗнле тытнипе эсӗ ырӑпа усала уйӑрса илме пӗлнине кӑтартрӑн-и? Даниилпа пулнӑ пекех, хӑвӑн пултарулӑхсемпе сана Сатана тӗнчишӗн усӑ курма хавхалантараҫҫӗ пулсан, эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Сана Иеговӑн ирӗкне хирӗҫ кайма илӗртеҫҫӗ пулсан, эсӗ малалла та «Турӑ ирӗкне пӗлсе» пырӑн-и? (Эф. 5:17.)
10 Мӗншӗн пирӗн хамӑра пӗр улталамасӑр ҫак ыйтусемпе тӗрӗслесе пӑхмалла? Вӗсем пире шыва кӗресси мӗне пӗлтернине тӗрӗс ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Шыва кӗнипе эсӗ Иеговӑна пӗтӗм чӗрӳпе юратма тата уншӑн ӗмӗр-ӗмӗрех ӗҫлеме тупа тунине кӑтартатӑн (Марк 12:30). Шыва кӗрес текенсен пурин те хӑйсен сӑмахне тытма ҫирӗп шутлӑ пулмалла. (Екклесиаст 5:3, 4 вуласа пар.)
ҪАК ЙЫШӐНӐВА ЭПӖ ХАМАХ ТУНӐ-И?
11, 12. а) Шыва кӗрес текенсен мӗне тӗрӗслесе пӑхмалла? ӑ) Шыва кӗни ҫине тӗрӗс пӑхма мӗн пулӑшма пултарать?
11 Библире Иеговӑн халӑхӗ, ҫав шутрах ҫамрӑксем те, уншӑн ӗҫлеме «хатӗр тӑрӗ» тесе малтанах каласа хунӑ (Пс. 109:3). Ҫавӑнпа кам шыва кӗрес тет, ҫавсен ҫак йышӑнӑва хӑйсемех туни пирки пӗр иккӗленӳ те пулмалла мар. Ҫавна пӗлес тесен, тен, хӑвӑра тӗрӗслесе пӑхмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пурте пӗр пек лару-тӑрура ӳссе ҫитӗнмен. Калӑпӑр, санӑн аҫу-аннӳ Иегова Свидетелӗсем пулнӑран эсӗ чӑнлӑха ачаранах пӗлетӗн.
12 Ҫулран ҫул нумайӑшӗ, ҫав шутрах хӑвӑн тантӑшусем е, тен, пӗртӑванусем, шыва кӗнине эсӗ пӗрре анчах мар сӑнанӑ пулӗ. Апла пулсан, санӑн ҫак утӑм ҫине хӑҫан та пулин тумалли йӑла-йӗрке ҫине пӑхнӑ пек пӑхасран асӑрханмалла. Ҫула ҫитнӗрен е ыттисем шыва кӗнине курнӑран ҫеҫ манӑн та шыва кӗмелле тесе шутламалла мар. Шыва кӗни ҫине эсӗ Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑн-и? Ҫавна эсӗ мӗнле пӗлме пултаратӑн? Шыва кӗни мӗншӗн питӗ кирли ҫинчен шухӑшлама час-часах вӑхӑт уйӑрма тӑрӑш. Хӑш-пӗр сӑлтавӗсене эсӗ ҫак тата тепӗр статьяра тупма пултаратӑн.
13. Шыва кӗме шут тытни чӗререн тухнипе тухманнине мӗнле тӗрӗслеме пулать?
13 Шыва кӗме шут тытни чӗререн тухнипе тухманнине мӗнле тӗрӗслеме пулать? Тӗслӗхрен, ҫакӑ санӑн кӗлӗсенчен курӑнма пултарать. Эсӗ чуна уҫса тата час-часах кӗлтӑватӑн пулсан, ҫакӑ хӑвӑнпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем мӗн таран ҫывӑх пулнине кӑтартса парать (Пс. 24:4). Иегова час-часах пирӗн кӗлӗсем ҫине хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ хуравлать. Апла пулсан, Библие тӗплӗн тӗпчеме тӑрӑшни Иегова патне ҫывхарас тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлес килнине кӑтартать (Иис. Н. 1:8). Ҫавӑнпа хӑвӑнтан ыйт: «Эпӗ чуна уҫса кӗлтӑватӑп-и? Библие тӑтӑшах тӗпчетӗп-и?» Санӑн ҫемьере Турра пуҫҫапмалли каҫ пур пулсан, эсӗ унта хаваспах хутшӑнатӑн-и? Ҫак ыйтусем ҫине хуравласа пӑхни эсӗ чӑнах та шыва кӗрес килнипе килменнине ӑнланма пулӑшӗ.
ХАМӐРА ТУРРА ХАЛАЛЛАНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
14. Пурнӑҫа Турра халалланипе шыва кӗни пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?
14 Хӑш-пӗрисене пурнӑҫа Турра халалланипе шыва кӗни пӗр-пӗринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнланма йывӑр. Тӗслӗхрен, ҫамрӑксенчен эпӗ хама Турра халалларӑм, анчах та шыва кӗме хатӗр мар тенине хушӑран илтме пулать. Анчах та ҫапла калани тӗрӗс-и? Пурнӑҫа Турра халалланӑ чухне ҫын Иеговӑна уншӑн ӗмӗр-ӗмӗрех ӗҫлеме сӑмах
парать. Шыва кӗнипе вара вӑл ыттисене хӑйне Турра халалланине кӑтартать. Ҫавӑнпа шыва кӗрес умӗн пурнӑҫа Турра халаллани мӗне пӗлтернине санӑн пӗлмелле.15. Хамӑра Турра халаллани мӗне пӗлтерет?
15 Урӑхла каласан, хӑвӑн пурнӑҫна Иеговӑна халалланӑ хыҫҫӑн эсӗ хӑвшӑн пурӑнма пӑрахатӑн. Эсӗ Турра унӑн ирӗкне пурнӑҫласси хӑвӑн пурнӑҫра малти вырӑнта пулать тесе сӑмах паратӑн. (Матфей 16:24 вуласа пар.) Хамӑр сӑмах панисем ҫине, уйрӑмах Иеговӑна сӑмах панисем ҫине, пирӗн ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар! (Матф. 5:33.) Апла эсӗ хӑвшӑн пурӑнма пӑрахса Иеговӑшӑн пурӑнма пуҫланине мӗнле кӑтартма пултаратӑн? (Рим 14:8.)
16, 17. а) Хӑвӑр ирӗке пӑрахӑр тени мӗне пӗлтерет? Тӗслӗхпе ӑнлантарса парӑр. ӑ) Пурнӑҫне Иеговӑна халалланипе ҫын мӗн тума сӑмах парать?
16 Тӗслӗхшӗн: калӑпӑр, сана тусу машина парнелет. Вӑл эсӗ машина хуҫи пулнине ҫирӗплетекен документа парать те калать: «Халӗ машина санӑн!» Анчах унтан вӑл: «Уҫҫи манра пулать, машинпа ҫӳреме те эсӗ мар, хамах ҫӳрӗп»,— тет. Ҫакнашкал «парне» сана килӗшӗ-и? Парне паракан ҫинчен эсӗ мӗн шутланӑ пулӑттӑн?
17 Халӗ вара шухӑшласа пӑх, пӗр-пӗр ҫын хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалласа ҫапла калать: «Иегова, эпӗ хамӑн пурнӑҫа сана паратӑп. Халӗ эпӗ санӑн». Иегова вӑл хӑйӗн сӑмахне тытасса кӗтет. Анчах та ҫак ҫын Иеговӑна ӗненмен ҫынпа хӗрпе каччӑ пек вӑрттӑн тӗл пулса иккӗллӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнсан вара? Е вӑл пӗр-пӗр ӗҫе вырнаҫнӑран ырӑ хыпар сарас ӗҫе сахал хутшӑнма тата пухусене сиктерме пуҫласан? Ҫапла туни машина парнелесен уҫҫине хӑйӗнчех хӑварнипе пӗрех мар-и вара? Пурнӑҫне Турра халалланӑ чухне ҫын Иеговӑна ҫапла калать теме пулать: «Эпӗ хамшӑн мар, ытларах саншӑн пурӑнатӑп. Эпӗ мӗн тӑвас тени санӑн ирӗкӳпе пӗр килмесен, эпӗ эсӗ мӗн тума хушнине тӑвӑп». Иисусӑн шухӑш-кӑмӑлӗ шӑпах ҫавнашкал пулнӑ, вӑл каланӑ: «Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ» (Иоанн 6:38).
18, 19. а) Роузпа Кристофер сӑмахӗсем шыва кӗнӗ христианин пуласси питӗ пысӑк чыс пулнине тата ҫакӑ нумай пиллӗх патне илсе пынине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? ӑ) Шыва кӗресси ҫинчен эсир мӗн шутлатӑр?
18 Паллах ӗнтӗ, шыва кӗни вӑл пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑм, ун ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Ҫав вӑхӑтрах, хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ христианин пуласси питӗ пысӑк чыс. Хӑйсен пурнӑҫне Турра халаллани мӗне пӗлтернине ӑнланакан яшсемпе хӗрсем шыва кӗме тӑхтаса тӑмӗҫ тата ҫак утӑма тунӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗҫ. «Эпӗ Иеговӑна юрататӑп, уншӑн ӗҫлесе тӑни мана пысӑк савӑнӑҫ парать,— каласа парать Роуз ятлӑ шыва кӗнӗ ҫамрӑк хӗр.— Хамӑн пурнӑҫри ытти йышӑнусемпе танлаштарсан, шыва кӗрсе эпӗ тӗрӗс турӑм тесе нихҫанхинчен ҫирӗп калама пултаратӑп».
19 Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Кристофер пирки вара мӗн калама пулать? Вӑл 12 ҫулта чухнех шыва кӗни пирки тӗплӗн шухӑшласа тунӑ утӑм тесе калама пулать-и? Кристофер хӑйӗн пурнӑҫне Турра халаллани тата шыва кӗни ҫинчен ӑшӑ туйӑмсемпе аса илет. Кайран 17-ре вӑл пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, пӗр ҫул иртсен вара вӑл пулӑшакан ӗҫчен пулса тӑнӑ. Халӗ Кристофер Вефильте ӗҫлет. Вӑл каласа парать: «Шыва кӗме шут тытса эпӗ тӗрӗс тунӑ. Эпӗ тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнатӑп, Иеговӑшӑн тата унӑн организацийӗшӗн ӗҫлеме эпӗ питӗ хавас». Эсӗ шыва кӗресси ҫинчен шухӑшлатӑн пулсан, ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ утӑма тумашкӑн мӗнле хатӗрленме пултаратӑн? Ҫакӑн ҫинчен эпир тепӗр статьяра пӑхса тухатпӑр.