Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлӗр

Малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлӗр

ХӐВӐР пурнӑҫри чи савӑнӑҫлӑ куна аса илӗр-ха. Тен, ҫакӑ хӑвӑр мӑшӑрланнӑ е пӗрремӗш ача ҫуралнӑ кун пулнӑ? Е эсир хӑвӑра Иеговӑна халалланине кӑтартса шыва кӗнӗ кун пулнӑ? Ҫак куна эсир чи пӗлтерӗшлӗ те савӑнӑҫлӑ кун тесе шутлатӑр пулӗ. Ҫав кун эсир Турра пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа тата пӗтӗм вӑй-халпа юратнине кӑтартнӑшӑн хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекенсем те питӗ савӑннӑ паллах! (Марк 12:30.)

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе эсир нумай савӑнӑҫ илнӗ пулӗ. Анчах та Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен савӑнӑҫӗ сӳнме пуҫланине асӑрханӑ. Мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухнӑ-ши? Малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?

МӖНШӖН ХӐШӖ-ПӖРИСЕМ САВӐНӐҪА ҪУХАТНӐ?

Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне пӗлниех пире савӑнӑҫ кӳрет, мӗншӗн тесен Иегова кӗҫех ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтерсе чаплӑ ҫӗнӗ тӗнче туса хурӗ. Унтан та ытла, Софония 1:14-мӗш сӑвӑ йӗрки пире ҫапла шантарать: «Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ кунӗ ҫывӑхрах ӗнтӗ, ҫывӑхрах, питӗ васкаса килет». Анчах та хамӑр кӗтнинчен те ытларах кӗтмелле пулса тухсан эпир савӑнӑҫа ҫухатма тата Турӑшӑн хастарлӑ ӗҫлеме пӑрахма пултаратпӑр (Ытар. 13:12).

Турӑ халӑхӗпе калаҫни-хутшӑнни пире малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме хавхалантарать. Тен, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене лайӑх тытни пире Турра тӗрӗс пуҫҫапма тата уншӑн савӑнса ӗҫлеме пуҫламашкӑн пулӑшрӗ (1 Петр 2:12). Анчах та пӗр-пӗр христианина Туррӑн нормисене пӑсса пысӑк ҫылӑх тунӑшӑн тӳрлетмелле пулсан вара? Ҫакӑ хӑш-пӗрисене аптратса ӳкерме те, савӑнӑҫсӑр тӑратса хӑварма та пултарать.

Ҫак йӗркесӗр тӗнче пурлӑхшӑн ҫунма хистени те пирӗн савӑнӑҫа пӗтерсе хума пултарать. Шуйттан реклама урлӑ пире кирлех мар япаласене туянтарасшӑн. Анчах та пирӗн Иисусӑн сӑмахӗсене асра тытмалла, вӑл каланӑ: «Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр» (Матф. 6:24). Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме, ҫав вӑхӑтрах ҫак тӗнче мӗн сӗннине пӗтӗмпех илме май ҫук.

ХАМӐРА ҪӐЛАКАН ТУРРА ПУҪҪАПНӐШӐН ХӖПӖРТЕТПӖР

Кам Иеговӑна юратать, ҫавсене уншӑн ӗҫлесе тӑма йывӑр мар (1 Иоанн 5:3). Иисус ҫапла каланӑ: «Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп; Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл» (Матф. 11:28—30). Эпир хамӑр ҫине Христосӑн ҫӗклемне илсен, ҫакӑ пирӗн кӑмӑла ҫӗклет тата савӑнӑҫ парать. Паллах, Иеговӑн ӗҫӗнче савӑнма пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Халӗ айтӑр хамӑра ҫӑлакан Турӑшӑн хӗпӗртеме хавхалантаракан виҫӗ сӑлтава пӑхса тухар (Аввак. 3:18).

Эпир хамӑра пурнӑҫ паракан телейлӗ Турӑшӑн ӗҫлетпӗр (Ап. ӗҫ. 17:28; 1 Тим. 1:11, ҪТ). Эпир хамӑр пурнӑҫшӑн Пултаракан умӗнче парӑмлӑ пулнине ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та шыва кӗнӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен те уншӑн савӑнӑҫлӑ ӗҫлесе тӑратпӑр.

Хектор Турӑ Патшалӑхӗ паракан шанчӑка асра тытнипе тата ырӑ хыпара хастарлӑ сарнипе савӑнӑҫне упрать

Хекторӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл 40 ҫул хушши район надзирателӗ пулса ӗҫленӗ. Ватӑлсан та вӑл Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пӑрахман (Пс. 91:13—16). Арӑмӗ чирленине пула Хектор сӑваплӑ ӗҫре хӑй мӗн чухлӗ тӑвас тенине тӑваймасть пулин те ал усмасть. Вӑл калать: «Арӑмӑн сывлӑхӗ япӑхланса пынине курса тӑма питӗ йывӑр. Ӑна пӑхма самаях нумай вӑй каять. Анчах та ҫакна чӑн Турӑшӑн савӑнса ӗҫлемешкӗн хама чӑрмантарма памастӑп. Хам пурӑннишӗн Иеговӑна парӑмлине эпӗ ӑнланатӑп, Вӑл ҫынна ахаль пултарман. Ҫакӑ маншӑн ӑна юратма тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑма пулӑшакан сӑлтав. Эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре тӑтӑшах хутшӑнма, ҫавӑн пекех Турӑ Патшалӑхӗ паракан шанчӑка асра тытма тӑрӑшатӑп. Ҫакӑ мана савӑнӑҫа ҫухатма памасть».

Иегова тӳлесе илмелли парне панӑ, ҫавна пула эпир чӑннипех телейлӗ пулма пултаратпӑр. Библире каланӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16). Ҫапла, Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненсен пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнма пултараҫҫӗ, пуласлӑхра вара эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултаратпӑр. Ҫакӑ Иеговӑна пархатарлӑ пулмалли сӑлтав мар-и вара? Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулни пире Турӑшӑн чун-чӗререн савӑнса ӗҫлеме хавхалантарать.

Хесус хӑйӗн пурнӑҫне ансатлатнӑ хыҫҫӑн Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши савӑнса ӗҫлет

Мексикӑри Хесус ятлӑ арҫын тӑван каланӑ: «Эпӗ пуҫӗпех ӗҫ ӑшне путнӑччӗ, хӑш-пӗр чухне, кирлех мар пулсан та, умлӑ-хыҫлӑ пилӗк смена таранах ӗҫлеттӗм. Манӑн укҫа нумайрах ӗҫлесе илес килетчӗ. Анчах та каярахпа эпӗ Иегова ҫинчен тата Вӑл пирӗншӗн хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне пани ҫинчен пӗлтӗм. Вара манӑн уншӑн питӗ ӗҫлес килсе кайрӗ. Ҫапла эпӗ хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑм та хам 28 ҫул ӗҫленӗ компанирен тухса кайма шут тытрӑм, ҫапла вара сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума пуҫларӑм». Ҫакӑнтан пуҫласа вӑл нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрать.

Нравственность тӗлӗшӗнчен таса пурӑнни пире савӑнӑҫ парать. Иегова ҫинчен пӗличчен сирӗн пурнӑҫ мӗнлерех пулнӑ? Павел апостол Римри христиансем патне эсир «ҫылӑх чури пулнӑскерсем», халӗ вара «тӳрӗлӗх чури пултӑр» тесе ҫырнӑ. Вӗсем таса пурнӑҫпа пурӑннӑран ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗтсе пурӑнма пултарнӑ (Рим 6:17—22). Эпир те Иеговӑн нормисене тытса тӑратпӑр, ҫавӑнпа йӗркесӗр е чарусӑр пурнӑҫпа пурӑнакансен хуйхи-суйхине тӳсместпӗр. Ҫакӑ савӑнтаракан сӑлтав мар-и вара!

«Иеговӑшӑн ӗҫлесе ирттернӗ ҫулсем манӑн пурнӑҫри чи савӑнӑҫлӑ ҫулсем пулчӗҫ» (Хайми)

Хайми ятлӑ арҫыннӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл боксер тата эволюцие ӗненекен атеист пулнӑ. Христиансен пухӑвӗсене ҫӳреме пуҫласан унта ҫынсем пӗр-пӗрне юратни ӑна питӗ килӗшнӗ. Хаймин улшӑнас килсе кайнӑ, ҫавӑнпа ӗненме пулӑш мана тесе Иеговӑна кӗлтунӑ. «Майӗпен-майӗпен эпӗ юратакан Атте тата хӗрхенекен Турӑ пуррине ӗненме пуҫларӑм,— тет Хайми.— Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑни маншӑн хӳтлӗх пулса тӑчӗ. Ун чухне пурнӑҫа улӑштарман пулсан хамӑн хӑш-пӗр боксер туссене вӗлернӗ пекех мана та вӗлернӗ пулӗччӗҫ. Иеговӑшӑн ӗҫлесе ирттернӗ ҫулсем манӑн пурнӑҫри чи савӑнӑҫлӑ ҫулсем пулчӗҫ».

АЛЛА АН УСӐР!

Ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтес вӑхӑта пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа кӗтмелле? «Сывлӑшшӑн акакан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса» илнине асра тытӑр. Эпир шӑп ҫапла тӑватпӑр та. Ҫавӑнпа эпир «ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр» (Гал. 6:8, 9). Айтӑр Иегова пулӑшасса шанса малалла та тӳсӗмлӗ пулар, «пысӑк асап» витӗр тухма пулӑшакан лайӑх енсене аталантарар тата кирек мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухсан та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрар (Ӳлӗм. 7:9, 13, 14; Иак. 1:2—4).

Эпир тӳсӗмлӗ пулнине Иегова пиллесси пирки пӗртте иккӗленместпӗр. Ӑна тата унӑн ятне юратнӑран эпир мӗн тунине пурне те Иегова лайӑх пӗлет. Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрса эпир те псалом юрлакан Давид пекех калама пултаратпӑр: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл — манӑн сылтӑм енче; такӑнассӑм ҫук. Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ» (Пс. 15:8, 9).