Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

Миллионшар ҫын пӗлекен рупорлӑ машина

Миллионшар ҫын пӗлекен рупорлӑ машина

«Бразилире Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлеме рупорлӑ пӗр машинӑпа ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ, ун пирки миллионшар ҫын „Хурал башнин рупорлӑ машини“ тет» (Натаньел Юилл, 1938 ҫул).

БРАЗИЛИРЕ 1930 ҫулсем пуҫламӑшӗнче ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӑраххӑн пынӑ. Анчах та 1935 ҫулта Натаньелпа Мод Юилл, пионер пулса ӗҫлекен пӗр мӑшӑр, Джозеф Рутерфорд патне ҫыру ҫырса янӑ, вӑл вара ҫав вӑхӑтра ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пынӑ пулнӑ. Ҫырура вӗсем ҫав ӗҫре пулӑшма пултарни ҫинчен каланӑ тата «кирек ӑҫта кайма та хатӗр» тенӗ.

Натаньел пенсие тухнӑ инженер-строитель пулнӑ, ҫав вӑхӑталла вӑл 62 ҫулта пулнӑ. Вӑл Сан-Францискӑра (АПШ, Калифорни штачӗ) Иегова Свидетелӗсен пӗр пухӑвӗнче ертсе пыракан арҫын тӑван пулнӑ. Унта вӑл ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелесе тӑнӑ, ҫав ӗҫе тума сасса вӑйлатакан аппаратурӑпа усӑ курнӑ. Ӑна Бразилири, пысӑк та нумай чӗлхепе калаҫакан ҫӗршыври, филиалне ӗҫлеме чӗнсе илсен унӑн опычӗпе хастарлӑхӗ пысӑк усӑ панӑ.

Бразилие 1936 ҫулта Натаньелпа унӑн арӑмӗ Мод тата Антонио Андраде ятлӑ тепӗр пионер килнӗ, вӑл вара куҫаруҫӑ пулнӑ. Вӗсем хӑйсемпе пӗрле питӗ кирлӗ япаласем — 35 патефон тата рупорлӑ машина илсе килнӗ. Ҫав вӑхӑтра Бразилире, ҫынсен йышӗпе тӗнчере пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнакан ҫӗршывра, Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисем 60-ӑн ҫеҫ пулнӑ! Анчах та сасса вӑйлатмалли ҫӗнӗ хатӗрсене пула темиҫе ҫул хушшинче кӑна Патшалӑхӑн хыпарне миллион-миллион ҫын илтме пултарнӑ.

Юилл мӑшӑр килнӗ хыҫҫӑн пӗр уйӑх иртсен Сан-Паулу хулара филиал Бразилири пӗрремӗш конгреса йӗркеленӗ, ун чухне ырӑ хыпар сармалли кампани ирттернӗ. Машин рупорӗнчи сасӑ пурне те доклад итлеме чӗннӗ, ҫав машинӑн водителӗ Мод пулнӑ пулас. Ҫакна пула доклада итлеме 110 ҫын килнӗ! Конгресс программи хыпарҫӑсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ тата сӑваплӑ ӗҫре ытларах хутшӑнма хавхалантарнӑ. Вӗсем ырӑ хыпара сарма литературӑпа, карточкӑсемпе мӗнле сармаллине вӗреннӗ, ҫавӑн пекех акӑлчан, венгр, испани, нимӗҫ, поляк чӗлхисемпе, каярахпа вара португали чӗлхипе тунӑ докладсене патефонпа итлеттерме вӗреннӗ.

Рупорлӑ машина миллионшар бразилеца ырӑ хыпара илтме пулӑшнӑ

1937 ҫулта Сан-Паулу, Рио-де-Жанейро тата Куритиба хулисенче ирттернӗ ҫавӑн пек виҫӗ конгресс ырӑ хыпар сарас ӗҫе ҫӗнӗ хӑватпа тума хавхалантарнӑ. Конгреса килнӗ тӑвансем ырӑ хыпара килтен киле пӗлтерме кайсан ҫав рупорлӑ машина вӗсене пулӑшнӑ. Жозе Магловски, ун чухне питӗ ҫамрӑк пулнӑскер, ҫапла ҫырнӑ: «Хыпарҫӑсем Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисене стенд ҫине вырнаҫтарнӑ, хыпара итлеттернӗ вӑхӑтра вара мӗн пулса иртнине пӗлес тесе килӗсенчен тухакан ҫынсемпе калаҫнӑ».

Тӑвансене юханшывсенче шыва кӗртнӗ, ҫывӑхра вара ҫынсем хӗвел ҫинче хӗртӗнсе выртнӑ. Ырӑ хыпара «калаҫакан машинӑпа» пӗлтересси питӗ лайӑх меслет пулнӑ! Рупорта Рутерфорд тӑванӑн сасси янӑранӑ, вӑл шыва кӗрекенсем валли доклад тунӑ. Мӗн пулса иртнине пӗлес текенсем машинӑна хупӑрласа илсе португали чӗлхи ҫине куҫарса тӑнӑ доклада итленӗ. Шыва кӗртнӗ чухне вара Турӑ Патшалӑхӗн юррисем поляк чӗлхипе янӑранӑ. Тӑвансем ҫав юрӑсене тӗрлӗ чӗлхепе юрласа тӑнӑ. 1938 ҫулхи «Ежегодникра» ҫапла каланӑ: «Мӗн пулса иртни Аллӑмӗш кун уявне аса илтернӗ, ун чухне хыпара кашни хӑйӗн тӑван чӗлхипе илтме пултарнӑ-ҫке».

Ҫак конгрессем хыҫҫӑн кашни вырсарникун, кирек мӗнле ҫанталӑкра та ҫав машинӑн рупорӗнчен Библи тӑрӑх тунӑ докладсем янӑранӑ. Ҫак мая пула ырӑ хыпара парксенчи, пурӑнакан районсенчи, Сан-Паулури фабрикӑсемпе ҫывӑхри хуласенчи нумай ҫын илтме пултарнӑ. Ҫав машинӑна пула Сан-Паулуран ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннерех 100 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ юхан-суран чирӗнчен сипленмелли вырӑнта (лепрозори) Библи тӑрӑх тунӑ докладсене кашни уйӑхрах 3 000 ҫын итленӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унта питӗ ҫирӗп пуху йӗркеленсе кайнӑ. Турӑ Патшалӑхӗн ҫав хыпарҫисем йывӑр чирпе нушаланнӑ пулин те вӗсене чуна лӑплантаракан Библири хыпара пӗлтерме тепӗр сипленмелли вырӑна кайма ирӗк панӑ.

1938 ҫул вӗҫнелле докладсене португали чӗлхипе те итлеме май пулнӑ. Вилнисене асӑнмалли кун рупорлӑ машина масарсем тӑрӑх ҫӳресе «Вилнисем ӑҫта-ши?», «Иегова» тата «Пуянлӑх» ятлӑ докладсене итлеттернӗ. Ҫак докладсене хуйхӑракан 40 000 ытла ҫын итлеме пултарнӑ.

Библири чӑнлӑхсене ҫапла ирӗклӗн итлеме май туса пани чиркӳ пуҫлӑхӗсене килӗшмен. Час-часах вӗсем «калаҫакан машинӑна» шӑплантарма влаҫра тӑракан ҫынсене ҫине тӑрса хистенӗ. Юилл хӗрарӑм тӑван аса илнӗ тӑрӑх, пӗррехинче ҫав вырӑнти священник ҫынсене рупорлӑ машинӑна хупӑрласа илме хӗтӗртнӗ. Анчах та унта хулан мэрӗпе полицейскисем пырса ҫитнӗ, вӗсем вара программӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех итленӗ. Мэр Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацие вулама илнӗ. Ҫав кун ырӑ хыпар сарма никам та чӑрмантарайман. Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах, 1940 ҫулти «Ежегодникра» 1939 ҫул пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ку вӑхӑт хамӑрӑн Аслӑ Патшашӑн ӗҫлесе тӑма тата унӑн ячӗ ҫинчен пӗлтермелли чи лайӑх вӑхӑт».

«Хурал башнин рупорлӑ машинине» илсе килсен Бразилире ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӑйланса кайнӑ. Ҫав машина миллионшар ҫынна Патшалӑхӑн хыпарне пӗлме пулӑшнӑ. 1941 ҫулта ҫав чапа тухнӑ машинӑна сутса янӑ. Апла пулин те, питӗ нумай Иегова Свидетелӗ Бразилин анлӑ территорийӗнче тӳркӑмӑллӑ ҫынсене ырӑ хыпара халӗ те пӗлтерсе ҫӳрет. (Бразилири пирӗн архивсенчен.)