Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Иегова мана сӑваплӑ ӗҫре пиллерӗ

Иегова мана сӑваплӑ ӗҫре пиллерӗ

Эпӗ офицера вӑрҫа кайманшӑн тӗрмере ларса тухрӑм ӗнтӗ терӗм те унран ыйтрӑм: «Эсир каллех тӗрмене лартасшӑн-и мана?» Ҫак калаҫу мана АПШ ҫарне иккӗмӗш хут илсе кайма тӑрсан пулса иртнӗччӗ.

ЭПӖ 1926 ҫулта Круксвиль ятлӑ хулара (Огайо штачӗ, АПШ) ҫуралса ӳснӗ. Аттепе анне Турра ӗненсех каймастчӗҫ, анчах та вӗсем пире, сакӑр ачине, чиркӗве ҫӳремелле тетчӗҫ. Эпӗ Методистсен чиркӗвне ҫӳреттӗмччӗ. 14 ҫул тултарсан священник мана кашни вырсарникун иртекен кӗлӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳренӗшӗн награда панӑччӗ.

Маргарет Уокер (сулахайран иккӗмӗшӗ) мана чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ

Ҫав вӑхӑт тӗлнеллех пирӗн кӳршӗ Маргарет Уокер, Иегова Свидетелӗ, аннене Библи ҫинчен каласа пама тӑтӑшах кӗрсе тухатчӗ. Пӗррехинче эпӗ вӗсемпе пӗрле ларса итлес тенӗччӗ. Анне эсӗ чӑрмантарма пултаратӑн тесе мана кайма хушрӗ. Ҫав-ҫавах эпӗ вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлеме тӑрӑшрӑм. Пӗррехинче Маргарет манран ҫапла ыйтрӗ: «Эсӗ Турӑ ятне пӗлетӗн-и?» Эпӗ вара: «Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, вӑл Турӑ ятлӑ»,— тесе хуравларӑм. Вӑл каларӗ: «Хӑвӑн Библие ил те Псалом 82:19-мӗш (83:18, ҪТ) сӑвӑ йӗркине уҫ». Эпӗ шӑп ҫавӑн пек турӑм та, Турӑ ячӗ Иегова иккенне пӗлтӗм. Вара тӳрех туссем патне чупса кайрӑм та вӗсене: «Каҫхине киле пырсан Библири Псалом 82:19-мӗш (83:18, ҪТ) сӑвӑ йӗркине уҫса пӑхсан Турӑ мӗн ятлине пӗлетӗр»,— тесе каларӑм. Ҫапла эпӗ ырӑ хыпар калама пуҫларӑм та ӗнтӗ.

Эпӗ Библи вӗренме пуҫларӑм, вара 1941 ҫулта шыва кӗтӗм. Кӗҫех мана пухура кӗнеке вӗрентӗвне ирттерес ӗҫе шанса пачӗҫ. Эпӗ аннепе хамӑн пӗртӑвансене унта ҫӳреме хавхалантартӑм. Кӗҫех вӗсем пурте ҫав тӗлпулӑва пыма пуҫларӗҫ. Анчах та аттене Библири чӑнлӑх пӗртте интереслентерместчӗ.

КИЛТЕ ХИРӖҪ ТӐНИ

Пухура манӑн тивӗҫсем нумайланса пынӑҫемӗн эпӗ Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ кӗнекесене пухса пытӑм. Пӗррехинче, атте ҫав кӗнекесем ҫине кӑтартса ҫапла каларӗ: «Хӑвӑн ӑпӑр-тапӑрна пуҫтар та тухса кай». Эпӗ килтен тухса кайрӑм та ҫывӑхри Зейнсвилл хулинче пурӑнма пуҫларӑм. Анчах та килтисене хавхалантарма час-часах киле кайса ҫӳрерӗм.

Атте аннене тӗлпулусене ҫӳреме чӑрмантарма хӑтланатчӗ. Хӑш-пӗр чухне анне килтен тухсан атте ӑна хӑваласа ҫитсе каялла туртса илсе килетчӗ. Анчах та анне тепӗр алӑкпа тухса пурпӗрех пухӑва каятчӗ. Эпӗ аннене: «Ан куллян. Сан хыҫҫӑн чупма хӑҫан та пулин ӑна йӑлӑхтарса ҫитерӗ»,— терӗм. Кӑшт вӑхӑт иртсен, чӑнах та, атте ӑна чӑрмантарма пӑрахрӗ, анне вара пухусене пӗр хирӗҫӳсӗр ҫӳреме пуҫларӗ.

1943 ҫулта пирӗн пухура Теократи ӗҫӗн шкулне ирттерме пуҫларӗҫ, эпӗ вӗренмелли заданисем тума тытӑнтӑм. Задани тунӑ хыҫҫӑн панӑ канашсем мана халӑх умӗнче сӑмах тухса калас ӑсталӑха аталантарма пулӑшрӗҫ.

ВӐРҪӐ ВӐХӐТӖНЧЕ НЕЙТРАЛИТЕТ ТЫТСА ТӐНИ

Ун чухне Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пыратчӗ. 1944 ҫулта мана салтака чӗнчӗҫ. Эпӗ Колумбус хулинчи (Огайо штачӗ) «Форт-Хейз» призыв пунктне пытӑм, мана тухтӑрсем тӗрӗслерӗҫ, унтан кирлӗ хутсене ҫырса хатӗрлерӗм. Ҫавӑн пекех эпӗ пуҫлӑхсене вӑрҫа каймастӑп тесе пӗлтертӗм. Вӗсем мана киле ячӗҫ. Темиҫе кун иртсен, офицер ман пата килсе ҫапла каларӗ: «Корвин Роубисон, манӑн сана арестлеме ордер пур».

Тепӗр икӗ эрнерен суд пулчӗ, судья каларӗ: «Манӑн ирӗк пулнӑ пулсан сана мӗн виличченех тӗрмере лартнӑ пулӑттӑм. Санӑн мӗн те пулин каламалли пур-и?» Эпӗ ҫапла хуравларӑм: «Хисеплӗ судья, мана Турӑ ӗҫне тӑвакан ҫын тесе шутламалла. Маншӑн кашни килӗн алӑк умӗ — вӗрентмелли вырӑн, эпӗ Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне нумай ҫынна пӗлтеретӗп». Судья присяжнӑйсене каларӗ: «Эсир кунта ҫак яш ача Турӑ ӗҫне тӑваканӗ пулнипе пулманнине ҫирӗплетсе пама килмен. Сирӗн кунта вӑл ҫара каяссинчен пӑрӑнса ҫӳренипе ҫӳременнине татса памалла». Ҫур сехет те иртмерӗ, присяжнӑйсем «айӑплӑ» тесе приговор турӗҫ. Судья мана пилӗк ҫуллӑха Ашлендри (Кентукки штачӗ) тӗрмене хупмалла турӗ.

ТӖРМЕРЕ ИЕГОВА МАНА ХӲТӖЛЕРӖ

Малтанах мана икӗ эрнелӗхе Колумбусри тӗрмене ячӗҫ. Пӗрремӗш кунне мана камерӑрах тытрӗҫ. Эпӗ Иеговӑна кӗлтурӑм: «Эпӗ камерӑра пилӗк ҫул лараймастӑп. Мӗн тумаллине пӗлместӗп».

Тепӗр кунне охранниксем мана камерӑран кӑларчӗҫ. Эпӗ тӗрмере ларакан ҫӳллӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫын патне пырса тӑтӑм, вара эпир пӗрле кантӑкран пӑхса тӑтӑмӑр. Вӑл манран ыйтрӗ:

— Лутрашка, сана кунта мӗншӗн лартнӑ?

— Эпӗ Иегова Свидетелӗ,— терӗм.

— Чӑнах та-и? Апла эсӗ мӗншӗн кунта?

— Иегова Свидетелӗсем вӑрҫа хутшӑнмаҫҫӗ тата ҫынсене вӗлермеҫҫӗ.

— Вӗсем сана ҫын вӗлерме килӗшменшӗн кунта лартнӑ. Ыттисене вара ҫын вӗлернӗшӗн лартаҫҫӗ. Кӑна мӗнле ӑнланмалла?

— Паллах, ӑнланма ҫук,— хуравларӑм эпӗ.

Унтан тӗрмере ларакан ҫын каларӗ:

— Эпӗ 15 ҫул тепӗр тӗрмере лартӑм, унта сирӗн хӑш-пӗр литературӑна вуларӑм.

Эпӗ тӳрех Иеговӑна кӗлтурӑм: «Иегова, тархасшӑн, ҫак ҫынна ман майлӑ ҫавӑр». Ҫав самантра Пол (унӑн ячӗ ҫаплаччӗ) каларӗ:

— Кам та пулин сана пӳрнепе тӗкӗнсенех кӑшкӑр, эпӗ унпа калаҫӑп.

Нейтралитет тытса тӑнӑшӑн Ашлендри (Кентукки штачӗ) тӗрмене лартнӑ Свидетельсем хушшинче эпӗ те пулнӑ

Ҫапла вара унта ларнӑ чухне тӗрмере ларакан 50 ҫынран нихӑшӗнпе те йывӑрлӑхсем сиксе тухман.

Тӗрмери пуҫлӑхсем мана Ашлендри тӗрмене куҫарчӗҫ, унта темиҫе опытлӑ арҫын тӑван пурччӗ. Вӗсемпе калаҫса хутшӑнни мана та, ыттисене те Турӑпа ҫывӑх пулма пулӑшрӗ. Вӗсем мана эрнере Библи вуламалли сыпӑка, ҫавӑн пекех «Библи кружокӗ» валли (ун чухне тӗлпулусене ҫавӑн пек калаттӑмӑрччӗ) ыйтусемпе хуравсене хатӗрлеме хушатчӗҫ. Пӗр арҫын тӑван вара ырӑ хыпар сармалли участоксемшӗн яваплӑччӗ. Эпир пурте пӗр пысӑк пӳлӗмре стенасем ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ койкӑсем ҫинче ҫывӑраттӑмӑрччӗ, ҫавӑнпа ҫав арҫын тӑван мана ҫапла калатчӗ: «Роубисон, эсӗ ҫак кроватьсемшӗн яваплӑ. Ку санӑн ырӑ хыпар пӗлтермелли участок. Ҫавӑнта ҫывӑракансене, вӗсем кунтан тухиччен, ырӑ хыпара пӗлтерме тӑрӑшмалла». Ҫапла майпа ырӑ хыпар сарас ӗҫе лайӑх йӗркеленӗччӗ.

ТӖРМЕРЕН ТУХАТӐП

1945 ҫулта Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пӗтсен, эпӗ пӗр вӑхӑт хушши тӗрмерех лартӑм. Эпӗ хамӑн ҫемьешӗн пӑшӑрханаттӑм, мӗншӗн тесен атте мана хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла каланӑччӗ: «Чи кирли вӑл санӑн килтен аякра пулмалла. Ыттисемпе мӗн тумаллине эпӗ пӗлетӗп». Тӗрмерен тухсан пӗр кӗтмен хыпар мана питӗ савӑнтарчӗ. Атте хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах ҫемьерисенчен ҫиччӗшӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренӗ, йӑмӑксенчен пӗри вара шыва кӗнӗ пулнӑ.

Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ Димитрий Пападжорджпа, 1913 ҫулта Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ тӑванпа, ырӑ хыпар пӗлтерме каятӑп

1950 ҫулта Кореяра сасартӑк вӑрҫӑ пуҫлансан мана каллех салтака чӗнчӗҫ, «Форт-Хейз» пункта пыма хушрӗҫ. Вӑрҫа кайма юрӑхлипе юрӑхлӑ маррине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн офицер мана санӑн даннӑйсем ыттисенчен лайӑхрах терӗ. Эпӗ каларӑм: «Питӗ лайӑх, анчах та эпӗ ҫара каймастӑп». Эпӗ 2 Тимофей 2:3-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене каларӑм та эпӗ «Христосӑн ҫар ҫыннийӗ» терӗм. Офицер чылайччен чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан вара: «Кайма пултаратӑн»,— терӗ.

Кӗҫех ҫавӑн хыҫҫӑн Цинциннатие (Огайо штачӗ) конгреса кайрӑм, унта Вефильте ӗҫлес текенсем валли йӗркеленӗ тӗлпулура пултӑм. Арҫын тӑван Турӑ Патшалӑхӗшӗн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлесшӗн тата Иеговӑн организацине пулӑшасшӑн пулсан Вефильте ҫавна тума лайӑх май пур терӗ Милтон Хеншель тӑван. Эпӗ 1954 ҫулхи август уйӑхӗнче Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫыртӑм. Ҫав вӑхӑтранпа эпӗ Турӑ ҫуртӗнче ӗҫлетӗп.

Вефильте ӗҫ яланах нумайччӗ. Темиҫе ҫул типографипе офиссем вырнаҫнӑ ҫуртра пӑс котелӗсен операторӗ, ҫавӑн пекех механик пулса ӗҫлерӗм. Унсӑр пуҫне эпӗ ҫӑрасене юсарӑм тата Нью-Йоркри конгресс залӗсенче ӗҫлерӗм.

Бруклинри Вефильте офиссем вырнаҫнӑ ҫуртра пӑс котелӗсемпе ӗҫлетӗп

Эпӗ Вефильти программӑсене, сӑмахран, Вефиль ҫемйипе пӗрле вӗренмелли статьяна сӳтсе явма, ирхине Турра пуҫҫапма, ҫавӑн пекех пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма питӗ юрататӑп. Шухӑшласа пӑхсан, ҫак ӗҫсене Иегова Свидетелӗсен кашни ҫемйин яланах туса тӑмалла. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе сӑвӑ йӗркине сӳтсе явсан, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапсан, пухӑвӑн пур ӗҫӗсене те хутшӑнсан тата ырӑ хыпара хастаррӑн сарсан ҫемьерисем пурте Турӑпа тата ҫывӑхрах пулӗҫ.

Вефильте те, пухура та манӑн туссем нумай. Вӗсем хушшинче святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те пурччӗ, халӗ вӗсем хӑйсен пӗлӗтри шанчӑкне илнӗ те ӗнтӗ. Анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗсен пурин те, ҫав шутрах вефилецсен те, ҫитменлӗхсем пур. Манӑн кампа та пулин йывӑрлӑхсем сиксе тухсан эпӗ яланах мирлешме тӑрӑшатӑп. Эпӗ Матфей 5:23, 24-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене аса илетӗп те пирӗн харкашусене мӗнле татса памалли пирки шухӑшлатӑп. Каҫарма ҫӑмӑлах мар, анчах та каҫару ыйтсан туссем хушшинче пӗр-пӗрин ҫине кӳренесси пулманпа пӗрех.

СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ТУНИ ПЫСӐК УСӐ ПАЧӖ

Халӗ ҫамрӑках мар пулнӑран мана килтен киле ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме йывӑртарах, анчах та эпӗ ал усмастӑп. Эпӗ китай чӗлхин тепӗр тӗсӗпе, мандарин чӗлхипе, кӑштах калаҫма вӗрентӗм. Мана урамра китаецсене ырӑ хыпар калама килӗшет. Хӑш-пӗр чухне ирхине чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсене эпӗ 30 е 40 журнал паратӑп.

Бруклинра (Нью-Йорк) китаецсене ырӑ хыпар пӗлтеретӗп

Китайра пулнӑ ҫынпа иккӗмӗш хут калаҫма та май пулчӗ! Пӗррехинче улма-ҫырла лавккин реклама хучӗсене салатакан хӗр ман ҫине пӑхса савӑнӑҫлӑн кулса илчӗ. Эпӗ те кулса илтӗм, ӑна китай чӗлхипе ҫырнӑ «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсене сӗнтӗм. Хӗр вӗсене илчӗ те хӑй Кейти ятлӑ пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл мана курсанах калаҫма пыратчӗ. Эпӗ ӑна улма-ҫырлан тата пахча ҫимӗҫӗсен ячӗсене акӑлчанла калама вӗрентеттӗмччӗ, Кейти вӗсене ман хыҫҫӑн каласа пыратчӗ. Ҫавӑн пекех Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса параттӑмччӗ, вара вӑл ҫынсемпе Библи вӗренмелли кӗнекене те илчӗ. Анчах та темиҫе эрне иртсен Кейти ҫухалчӗ, тек курӑнмарӗ.

Темиҫе уйӑх иртсен, реклама хучӗсене салатакан тепӗр хӗр эпӗ сӗннӗ журналсене илчӗ. Тепӗр эрнере вӑл мана хӑйӗн телефонне тӑсса пачӗ те каларӗ: «Сирӗн пата Китайран шӑнкӑравлаҫҫӗ». Эпӗ: «Китайра эпӗ пӗлекен ҫын ҫук»,— терӗм. Анчах та вӑл ҫине тӑрсах мана хуравлама ыйтрӗ, ҫавӑнпа эпӗ телефона тытрӑм та каларӑм: «Алло, ку Роубисон». Тепӗр вӗҫӗнчен сасӑ мана: «Робби, ку эпӗ, Кейти. Эпӗ Китая таврӑнтӑм»,— терӗ. Эпӗ тепӗр хут ыйтрӑм: «Китайра?» Кейти хуравларӗ: «Ҫапла. Робби, сана телефон паракан хӗр кам пулнине пӗлетӗн-и? Вӑл манӑн йӑмӑк. Эсир мана нумай лайӑххине вӗрентрӗр, ӑна та, тархасшӑн, ҫавнах вӗрентӗр-ха». «Кейти, эпӗ хам мӗн тума пултарнине тума тӑрӑшӑп,— тесе сӑмах патӑм.— Ху ӑҫта пулнине пӗлтернӗшӗн тавах сана». Каярахпа Кейтин йӑмӑкӗпе тата тепӗр хут калаҫма май килчӗ. Ҫав икӗ хӗр халӗ кирек ӑҫта пулсан та вӗсем Иегова ҫинчен тата ытларах пӗлме пултарасса эпӗ шанса тӑратӑп.

Эпӗ Иеговӑшӑн 73 ҫул ӗҫлесе тӑратӑп ӗнтӗ. Турӑ мана нейтралитет тытса тӑма тата тӗрмере шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнишӗн питӗ савӑнатӑп. Пӗртӑвансен сӑмахӗсем тӑрӑх, атте хирӗҫ тӑрсан та эпӗ парӑнманни вӗсене яланах хавхалантарса тӑнӑ. Юлашкинчен аннепе манӑн ултӑ пӗртӑван шыва кӗчӗҫ. Аттен кӑмӑлӗ те ҫемҫелчӗ тата хӑй виличчен вӑл темиҫе хут пухӑва пырса курчӗ.

Турӑ ирӗкӗ пулсан, вилнӗ тӑван-хурӑнташсемпе туссем чӗрӗлсе ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнӗҫ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, кама юрататпӑр, ҫавсемпе ӗмӗр-ӗмӗр Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пире мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулӗ! *

^ 42 абз. Ҫак статьяна пичете яма хатӗрленӗ чухне Корвин Роубисон вилнӗ. Вӑл мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ.