Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ ҫынсенчен вӗренӗр
«Мӗн ырри иккенне, Ҫӳлхуҫа санран мӗн ыйтнине каланӑ-ҫке сана: ялан тӳрӗ пулмалла, ырӑ ӗҫ тума юратмалла [«чунтан парӑнса пурӑнмалла», ҪТ], хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле» (МИХ. 6:8).
1, 2. Турра чунтан парӑнса пурӑннине Давид мӗнле кӑтартнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
САУЛ тата унӑн виҫӗ пин ҫар ҫынни Иудея пушхирӗнче ҫӗр каҫма чарӑннӑ. Сӗм ҫӗрле лагере Давидпа Авесса вӑрттӑн кӗнӗ. Вӗсем лагерь варринче, ҫывӑракан ҫар ҫыннисем хушшинче, тарӑн ыйха путнӑ Саула курах кайнӑ. Саул ҫак пушхире Давида шыраса тупса вӗлерес шутпа килнӗ. Авесса пӑшӑлтатса Давида каланӑ: «Ирӗк парсам, эпӗ ӑна сӑннӑмпа пӗрре чиксех ҫӗр ҫумне пӑталаса лартӑп, иккӗмӗш хут чикмелле пулмӗ». Давид мӗн хуравлани тӗлӗнтерсех ярать! «Ан вӗлер ӑна: Турӑ ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине алӑ ҫӗклекене хӑҫан хаса паманни пур? [...] Мана вара Ҫӳлхуҫа Хӑй ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине алӑ ҫӗклеме ирӗк ан патӑрах»,— тенӗ вӑл Авессӑна (1 Патш. 26:8—12).
2 Турра чунтан парӑнса пурӑнасси мӗне пӗлтернине Давид лайӑх ӑнланнӑ. Саула вӗлерме унӑн шухӑш та пулман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Давид Саула Израилӗн патши пулма Турӑ суйласа илнине Михей 6:8 вуласа пар.)
пӗлнӗ. Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем вара вӑл власть панӑ ҫынсене хисеплеҫҫӗ. Чӑнах та, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен вӗсем хӑйне «чунтан парӑнса пурӑн[асса]» (ҪТ) кӗтет. (3. Авесса Давида чунтан парӑнса пурӑннине мӗнле кӑтартнӑ?
3 Авесса Давида хисепленӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунине пытарас тесе Давид Иоава, Авессӑн пӗртӑванне, Вирсавийӑн упӑшкине Урийӑна ҫапӑҫура вилмелле ту тенӗ (2 Патш. 11:2—4, 14, 15; 1 Ҫулс. 2:16). Тен, Авесса ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ, ҫапах та вӑл унчченхи пекех Давида, Турӑ суйласа лартнӑ патшана, хисепленӗ. Унсӑр пуҫне, Авесса ҫар пуҫлӑхӗ пулнӑ пулин те, хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса нихӑҫан та патшана ларма хӑтланман. Пачах урӑхла, вӑл яланах Давид майлӑ пулнӑ, ӑна сутӑнчӑксенчен тата ытти тӑшмансенчен хӳтӗленӗ (2 Патш. 10:10; 20:6; 21:15—17).
4. а) Турра чунтан парӑнса пурӑнас тӗлӗшрен Давид лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ тесе мӗншӗн калама пулать? ӑ) Эпир тата мӗнле тӗслӗхсене пӑхса тухӑпӑр?
4 Давид Саула вӗлерме килӗшменнипе Иеговӑна чунтан парӑннине кӑтартнӑ. Ҫамрӑк чухне Давид «чӗрӗ Туррӑн ҫарне» мӑшкӑлланӑ Голиафа хирӗҫ хӑюллӑн тухнӑ! (1 Патш. 17:23, 26, 48—51.) Каярахпа, патшара ларнӑ чухне, Давид темиҫе йывӑр ҫылӑх тунӑ, сӑмахран, аскӑн ӗҫ тунӑ тата ҫынна вӗлернӗ. Анчах та Нафан пророк Давида тӳрлетсен вӑл ӳкӗннӗ (2 Патш. 12:1—5, 13). Давид ватлӑх кунӗсенче те Турра чунтан парӑнса пурӑннӑ. Тӗслӗхрен, Иеговӑн храмне туса лартма вӑл питӗ хаклӑ парнесем панӑ (1 Ҫулс. 29:1—5). Ҫапла, Давид пысӑк йӑнӑшсем тунӑ, анчах та вӑл Турра чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахман (Пс. 50:6, 12; 85:2). Айтӑр Давидӑн тата унпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ ытти ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар та ҫак ыйтусем ҫине хуравлама тӑрӑшар: пуринчен малтан пирӗн кама чунтан парӑнса пурӑнмалла? Турра чунтан парӑнса пурӑнас тесен пире мӗнле паха енсем кирлӗ?
ПУРИНЧЕН МАЛТАН КАМА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНМАЛЛА?
5. Авесса тунӑ йӑнӑш пире мӗне вӗрентет?
5 Авесса Саулӑн лагерне вӑрттӑн кӗнӗ чухне вӑл Давида чунтан парӑннине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вӑл Саула вӗлерме хатӗр пулнӑ, анчах та Давид ӑна ҫавна тума паман. Давид «Турӑ ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине алӑ» ҫӗклени тӗрӗс маррине ӑнланнӑ (1 Патш. 26:8—11). Ҫак тӗслӗх пире питӗ кирлӗ япалана вӗрентет: пуринчен малтан кама чунтан парӑнса пурӑнмалли пирки йышӑну тунӑ чухне Библири хӑш принципсем пулӑшма пултарнине пирӗн пӗлмелле.
6. Хамӑр ҫемьери ҫынсене тата туссене чунтан парӑнса пурӑнас килнинче ним япӑххи те ҫук пулсан та, мӗншӗн пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла?
6 Чунтан парӑнса пурӑнасси чӗререн тухать, анчах та ҫыннӑн чӗри ултавлӑ (Иер. 17:9). Ҫавӑнпа та Турра чунтан парӑннӑ ҫыннӑн та тӗрӗс маррине тӑвакан ҫывӑх тусӗ е хурӑнташӗ патне чунӗ туртма пултарать. Апла пулин те, Иегова эпир пуринчен малтан ӑна чунтан парӑннине тивӗҫлӗ. Уйрӑмах ҫавна ҫывӑх ҫын чӑнлӑха хӑварсан асра тытмалла. (Матфей 22:37 вуласа пар.)
7. Пӗр хӗрарӑм тӑван йывӑр лару-тӑрура Турра чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахас мар тесе мӗн тунӑ?
7 Хамӑр килтисенчен хӑшне те пулин пухуран кӑларса ярсан кама чунтан парӑнса пурӑнмалли пирки йышӑну тума йывӑр пулма пултарать. Энн ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа акӑ мӗн пулса иртнӗ 1. Пӗррехинче ун патне пухуран кӑларса янӑ амӑшӗ шӑнкӑравланӑ. Вӑл Эннӑна килсе курасшӑн пулнӑ. Амӑшӗ хӑйӗн хурӑнташӗсемпе хутшӑнма пултарайманнишӗн питӗ кулянни ҫинчен каласа панӑ. Ҫак калаҫу Эннӑна питӗ хурлантарнӑ, вӑл амӑшне ҫыру урлӑ хуравлӑп тенӗ. Ҫыру ҫырас умӗн Энн тепӗр хут Библири принципсем ҫинчен шухӑшланӑ (1 Кор. 5:11; 2 Иоанн 9—11). Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ҫыру ҫырса янӑ, унта вӑл амӑшне йывӑр ҫылӑха кӗрсе ӳкӗнменнипе хӑвна хӑвах кил-йышпа хутшӑнмалла мар турӑн тесе ӑшшӑн аса илтернӗ. «Иегова патне таврӑнсан ҫеҫ санӑн чӗрӳ ыратма пӑрахӗ»,— тесе ҫырнӑ Энн (Иак. 4:8).
8. Турра чунтан парӑнса пурӑнмашкӑн мӗнле паха енсем кирлӗ?
8 Давидпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем Турра чунтан парӑнса пурӑнмашкӑн мӗнле паха енсем кирлине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫак паха енсем ак ҫаксем: хамӑра кӗҫӗне хуни, ырӑ кӑмӑллӑ тата хӑюллӑ пулни. Айтӑр ҫаксене кашнине уйрӑммӑн пӑхса тухар.
ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУНИ КИРЛӖ
9. Мӗншӗн Авенир Давида вӗлересшӗн пулнӑ?
9 Саулпа калаҫнӑ чухне Давидӑн аллинче Голиаф пуҫӗ пулнӑ. Ҫавна сахалтан та икӗ арҫын пӑхса тӑнӑ. Вӗсенчен пӗри Саул ывӑлӗ Ионафан пулнӑ, каярахпа Ионафанпа Давид пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма сӑмах панӑ. Тепӗр арҫынни вара ҫар пуҫлӑхӗ Авенир пулнӑ (1 Патш. 17:57—18:3). Кайран вӑл Давида вӗлерме шут тытнӑ Саула пулӑшса тӑнӑ. «Пусмӑрҫӑсем ман чунӑма шыраҫҫӗ»,— тесе ҫырнӑ Давид (Пс. 53:5; 1 Патш. 26:1—5). Ионафанпа танлаштарсан, мӗншӗн-ха Авенир хӑйне Давидпа урӑхла тытнӑ? Израиль патши пулма Турӑ Давида суйласа илнине Авенир та пӗлнӗ-ҫке. Саул вилнӗ хыҫҫӑн Авенир хӑйне кӗҫӗне хурса Саулӑн ывӑлне Иевосфее мар, Давида пулӑшма пултарнӑ. Ҫапла унӑн Турра чунтан парӑннине кӑтартма май пулнӑ. Анчах та каярахпа вӑл Саулӑн ҫум-арӑмӗ патне кӗнипе хӑй патшана ларасшӑн пулнине кӑтартнӑ (2 Патш. 2:8—10; 3:6—11).
10. Мӗншӗн Авессалом Турра чунтан пурӑнса пурӑнман?
10 Давидӑн ывӑлне, Авессалома, Турра чунтан парӑнса пурӑнма хӑйне кӗҫӗне хума пӗлменни чӑрмантарнӑ. «Авессалом хӑйне валли ҫар ураписемпе лашасем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ»,— тесе ҫырнӑ Библире (2 Патш. 15:1). Ҫавӑн пекех Авессалом хӑйне шанчӑклӑ пулма нумай ҫынна ӗнентерсе вӗсене хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ. Вӑл Давида Иегова патшана лартнине пӗлнӗ, апла пулин те Авенир пекех вӑл та ӑна вӗлересшӗн пулнӑ (2 Патш. 15:13, 14; 17:1—4).
11. Библире Авенир, Авессалом тата Варух ҫинчен каласа пани пире мӗне вӗрентет?
11 Авенирпа Авессалом тӗслӗхӗсем ҫын ытларах влаҫшӑн ҫунсан Турра чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахнине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем нихӑшӗ те хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшса йӗркесӗр хӑтланасшӑн мар. Апла пулин те, пуяссишӗн е карьера тӑвассишӗн ҫунни христианинпа Иегова Иер. 45:4, 5). Хӑйне тӳрлетсе каланине Варух йышӑннӑ. Туррӑн сӑмахӗсене эпир тимлетпӗр пулсан тӗрӗс тӑватпӑр, мӗншӗн тесен ҫак йӗркесӗр тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса килет.
хушшинчи хутшӑнусене пӑсма пултарать. Темле сӑлтава пула пӗррехинче Варух, Иеремийӑн ҫыруҫи, чи кирлине куҫран вӗҫертнӗ. Иегова Варуха каланӑ: «Эпӗ Хам мӗн тунине аркатӑп, Хам ӗрчетнине кӑкласа тӑкӑп — ҫак пӗтӗм ҫӗре пӗтерӗп. Эсӗ вара хӑвна валли шутсӑр нумай ыйтатӑн; ан ыйт» (12. Хамӑр кӑмӑл хыҫҫӑн кайсан эпир Турра шанчӑклӑ пулма пултарайманнине тӗслӗхпе кӑтартса парӑр.
12 Мексикӑра пурӑнакан Даньель ятлӑ арҫын тӑванӑн йышӑну тумалла пулнӑ: Турра чунтан парӑнса пурӑнмалла е хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтармалла. Вӑл Иеговӑна ӗненмен хӗре качча илесшӗн пулнӑ. Даньель ҫапла каласа парать: «Эпӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫласан та ун патне ҫыру ҫырма пӑрахмарӑм. Анчах та каярахпа, хама кӗҫӗне хурса, старейшинӑран пулӑшу ыйтрӑм. Эпӗ ӑна манӑн чӗре ҫурӑлса тухать терӗм, мӗншӗн тесен манӑн Иеговӑна та шанчӑклӑ тӑрса юлас килет, ҫав хӗре пӑрахма та питӗ йывӑр. Вӑл мана ҫакна ӑнланма пулӑшрӗ: Турра чунтан парӑнса пурӑнас килет пулсан, манӑн ҫак хӗр патне ҫыру ҫырма пӑрахмалла. Чылай кӗлтунӑ тата нумай куҫҫуль тӑкнӑ хыҫҫӑн эпӗ шӑп ҫавӑн пек турӑм та. Кӗҫех сӑваплӑ ӗҫе туни мана ытларах савӑнӑҫ кӳме пуҫларӗ». Каярахпа Даньель лайӑх христианкӑпа пӗрлешнӗ, халӗ вӑл район надзирателӗ пулса ӗҫлет.
ТУРРА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐННИ ЫРӐ ПУЛМА ПУЛӐШАТЬ
13. Давид ҫылӑх тусан Нафан Турра та, Давида та чунтан парӑнма пӑрахманнине мӗнле кӑтартнӑ?
13 Хӑш-пӗр чухне Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнни ҫынсене те шанчӑклӑ пулма пулӑшать. Нафан пророк Турра та, Давида та чунтан парӑнса пурӑннӑ. Давид Вирсавипе аскӑн ӗҫ туни ҫинчен тата унӑн упӑшкине ҫапӑҫура вилмелле туни ҫинчен Нафан пӗлнӗ. Иегова Нафана Давида питлеме ярсан, пророк патшана шанчӑклӑ пулнӑ пулсан та, хӑйне мӗн хушнине хӑюллӑн пурнӑҫланӑ. Нафан ӑна ӑслӑлӑхпа тата ырӑ кӑмӑлпа питленӗ. Давид тунӑ ҫылӑхсем мӗн таран йывӑр пулнине кӑтартас тесе Нафан тӗслӗх илсе панӑ. Вӑл пӗр пуян ҫын чухӑн ҫынран унӑн пӗртен-пӗр путекне туртса илни ҫинчен каласа панӑ. Давид ҫав пуян ҫын ҫине питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ, вара Нафан ӑна «[ҫавӑн пек тунӑ] ҫын — эсӗ вӑл» тенӗ. Давид Иегова умӗнче пысӑк ҫылӑх тунине тӳрех ӑнланса илнӗ (2 Патш. 12:1—7, 13).
14. Мӗнле майпа эсир Иеговӑна та, туссене те, ҫемьерисене те чунтан парӑнса пурӑнма пултаратӑр?
Левит 5:1; Галати 6:1 вуласа пар.)
14 Ырӑ кӑмӑллӑ пулни сире кама чунтан парӑнмаллине суйласа илме пулӑшма пултарать. Калӑпӑр, эсир пӗр-пӗр христианин йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен пӗлтӗр. Тен, сире ӑна шанчӑклӑ юлмалла пек туйӑнма пултарать, уйрӑмах вӑл сирӗн ҫывӑх тус е пӗр килти ҫын пулсан. Анчах та унӑн ҫылӑхне пытарсан эсир Турра чунтан парӑнса пурӑнманнине кӑтартатӑр. Паллах, Турра чунтан парӑнса пурӑнасси малти вырӑнта пулмалла. Ҫавӑнпа та Нафанран тӗслӗх илсе ырӑ кӑмӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулмалла. Хӑвӑр тусӑра е пӗр ҫемьери ҫынна старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантарӑр. Ҫакна вӑл ҫывӑх вӑхӑтра тумасан Турра чунтан парӑнни сире ҫавӑн ҫинчен старейшинӑсене каласа пама пулӑшӗ. Ҫапла тунипе эсир Иеговӑна чунтан парӑннине кӑтартатӑр тата тусӑра е тӑванӑра ырӑ тӑватӑр. Старейшинӑсем ҫавӑн пек ҫынна йӑваш кӑмӑлпа тӳрлетме тӑрӑшӗҫ. (ТУРРА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНМА ХӐЮЛӐХ КИРЛӖ
15, 16. Хусие Турра чунтан парӑнса пурӑнма мӗншӗн хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ?
15 Хусий ятлӑ ҫынна Турра чунтан парӑнса пурӑнмашкӑн хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ. Вӑл Давид патшан шанчӑклӑ тусӗ пулнӑ. Давид ывӑлӗ, Авессалом, израильтянсене хӑй енне ҫавӑрса Иерусалима тата патша влаҫне туртса илме хӑтланнӑ чухне Хусий Давида шанчӑклӑ пулнипе пулманни тӗрӗсленнӗ (2 Патш. 15:13; 16:15). Хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлас тесе Давид хуларан тухса тарнӑ. Хусий вара мӗн тӑвӗ-ши? Ватӑ патшана пӑрахса Авессалом майлӑ пулӗ-ши? Турӑ лартнӑ патшана чунтан парӑнса пурӑнас тесе Хусий ун патне Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ (2 Патш. 15:30, 32).
16 Давид Хусие Иерусалима таврӑнма каланӑ. Вара хӑйне Авессаломӑн тусӗ пек кӑтартса Ахитофелӑн канашне пӑрахӑҫлаттарма ыйтнӑ. Хусий Иеговӑна чунтан парӑннине кӑтартма тата патша мӗн ыйтнине тума хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемен. Давид мӗнле кӗлтунӑ, шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ: Авессалом Ахитофел панӑ канаша тиркенӗ, Хусий канашне вара йышӑннӑ (2 Патш. 15:31; 17:14).
17. Мӗншӗн Турра чунтан парӑнса пурӑнма пире хӑюлӑх кирлӗ?
17 Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма пире те хӑюлӑх кирлӗ. Пирӗнтен нумайӑшӗ тӑван-хурӑнташсем, пӗрле ӗҫлекенсем е влаҫри ҫынсем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах ҫирӗп тӑраҫҫӗ. Ҫапла Японире пурӑнакан Таро ятлӑ арҫын тӑван мӗн ачаранпах ашшӗ-амӑшне итлесе-пӑхӑнса ӳснӗ. Ҫавна вӑл яваплӑ пулнӑран мар, вӗсене юратнӑран тунӑ. Вӑл Иегова Свидетелӗсемпе калаҫма-хутшӑнма пуҫласан, ашшӗ-амӑшӗ питӗ хирӗҫ пулнӑ. Ҫавӑнпа та христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме шут тытни ҫинчен вӗсене калама уйрӑмах йывӑр пулнӑ. Таро каласа парать: «Питӗ хытӑ тарӑхса кайнипе вӗсем мана алӑк урлӑ ярса ан пуснӑ пултӑр терӗҫ. Ҫакнашкал лару-тӑру нумай ҫула тӑсӑлчӗ. Эпӗ Иеговӑран хӑюлӑхпа ҫирӗплӗх пама ыйтса кӗлтурӑм. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн аттепе аннен кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, халӗ эпӗ вӗсем патне тӑтӑшах кайса ҫӳретӗп». (Ытарӑшсем 29:25 вуласа пар.)
18. Ҫак статьяна пӑхса тухни сире мӗнле усӑ пачӗ?
18 Давид, Ионафан, Хусий тата Нафан пекех, эпир те Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнсан телейлӗ пулма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлман Авенирӑн тата Авессаломӑн асӑрхаттаракан тӗслӗхӗ ҫинчен манар мар. Паллах ӗнтӗ, эпир Давид пекех Иегова ҫумне ҫыпҫӑнасшӑн. Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран эпир йӑнӑшсем тӑватпӑр. Апла пулин те, Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнасси хамӑрӑн чӗрере пӗрремӗш вырӑнта пулнине эпир кӑтартма пултаратпӑр.
^ 1 7-мӗш абзац. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.