Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑпа Христос пӗр пулнӑ пекех эпир те пӗр пулар

Иеговӑпа Христос пӗр пулнӑ пекех эпир те пӗр пулар

«Мана ӗненекенсемшӗн те йӑлӑнатӑп, пурте пӗр пулччӑр» (ИОАНН 17:20, 21).

ЮРӐСЕМ: 24, 99

1, 2. а) Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус апостолсемпе пӗрле мӗн ҫинчен кӗлтунӑ? ӑ) Мӗншӗн Иисус пӗрлӗх ҫинчен нумай калаҫнӑ?

ИИСУС хӑйӗн апостолӗсемпе юлашки хут каҫхи апат ҫинӗ чухне вӗсем хушшинче пӗрлӗх ҫитсех кайманнине курнӑ. Ҫавӑншӑн пӑшӑрханса вӑл вӗсемпе пӗрле кӗлтунӑ чухне вӗсем пурте пӗр пулччӑр тесе ыйтнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Иисус хӑйӗн Ашшӗпе хӑй хушшинче мӗнле пӗрлӗх пулнӑ, ҫавӑн пек пӗрлӗх вӗсем хушшинче те пултӑрччӗ тенӗ. (Иоанн 17:20, 21 вуласа пар.) Христосӑн вӗренекенӗсем хӑйсен хушшинчи пӗрлӗхе упраса хӑварсан, ҫакӑнтан таврари ҫынсем Иисуса ҫӗр ҫине Иегова янине уҫҫӑн курнӑ пулӗччӗҫ. Чӑн христиансен пӗр-пӗрне юратнипе палӑрса тӑмалла пулнӑ тата ҫак лайӑх енех вӗсене пӗрлӗхре пурӑнма пулӑшнӑ пулӗччӗ (Иоанн 13:34, 35).

2 Ҫавӑнпа Иисус пӗрлӗх ҫинчен нумай калаҫнӑ. Апостолсем хушшинче те килӗшӳ ҫитсех кайманнине вӑл курса тӑнӑ. Иисус вилес умӗнхи каҫ та вӗсем «пӗр-пӗринпе хӑйсем хушшинче кама аслӑраххи тесе хисеплемелли пирки» тавлашма пуҫланӑ (Лука 22:24—27; Марк 9:33, 34). Унччентерех вара Иаковпа Иоанн Иисусран пире пӗлӗтри Патшалӑхра хӑвпа юнашар лармалла тусамччӗ тесе ыйтнӑ (Марк 10:35—40).

3. Христосӑн вӗренекенӗсем хушшинчи пӗрлӗхе мӗн аркатма пултарнӑ тата эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Вӗсен хушшинчи пӗрлӗхе пысӑкрах вырӑн йышӑнас килни кӑна мар аркатма пултарнӑ. Ун чухне халӑх пайланса кайнӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем ыттисене камне кура уйӑрнӑ тата пӗр-пӗрне кураймасӑр тӑнӑ. Христосӑн вӗренекенӗсен те ҫав япӑх туйӑмсемпе кӗрешмелле пулнӑ. Ку статьяра эпир ҫак ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: Иисус хӑй пирки ыттисем япӑх шутланине курсан хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ыттисем ҫине пурин ҫине те пӗр пек пӑхма тата хӑйсен хушшинчи пӗрлӗхе упраса хӑварма мӗнле вӗрентнӗ? Унӑн вӗрентӗвӗсем пире хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упрама мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

ИИСУСПА УНӐН ВӖРЕНЕКЕНӖСЕМ ПИРКИ ЯПӐХ ШУТЛАНӐ

4. Ҫынсем Иисус Христос пирки япӑх шутланине кӑтартакан тӗслӗхсене илсе парӑр.

4 Нумайӑшӗ ним ҫук ҫӗртенех Иисус пирки япӑх шутланӑ. Пӗррехинче Филипп хӑйӗн тусне Нафанаила эпӗ Мессийӑна тупрӑм тесен, лешӗ ӑна: «Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр?» — тесе хуравланӑ (Иоанн 1:46). Нафанаил Михей 5:2-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсем ҫинчен пӗлнӗ пулас, ҫавӑнпа Мессия Назаретра, ҫав ытла та пӗчӗк хулара, мӗнле ҫуралма пултартӑр-ха тесе шутланӑ. Ятлӑ-сумлӑ иудейсем те Иисусран йӗрӗннӗ, мӗншӗн тесен вӑл Галилейӑран пулнӑ (Иоанн 7:52). Галилея ҫыннисене вара иудейсенчен нумайӑшӗ ним вырӑнне те хуман. Теприсем Иисуса кӳрентерес шутпа самаритянин тесе те каланӑ (Иоанн 8:48). Иудейсемпе самаритянсем тӗрлӗ халӑхсем пулнӑ, Турра та вӗсем тӗрлӗрен пуҫҫапнӑ. Иудейӑпа Галилея ҫыннисем вӗсене хисеплемен, хутшӑнасса та вӗсемпе пачах хутшӑнман (Иоанн 4:9).

5. Мӗншӗн Христосӑн вӗренекенӗсем ҫинчен ыттисем япӑх шутланӑ?

5 Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иисусӑн вӗренекенӗсене те ним вырӑнне те хуман. Фарисейсем вӗсем пирки «ылханлӑ» тенӗ (Иоанн 7:47—49). Вӗсен шучӗпе, раввинсен шкулӗсенче вӗренмен тата иудейсен йӑли-йӗркине тытса тӑман ҫынсем ниме тӑман ахаль ҫынсем ҫеҫ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 4:13). Ҫав вӑхӑтра ҫынсем ыттисене хӑш тӗне тытса тӑнине кура, обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине кура тата мӗнле халӑх ҫынни пулнине кура уйӑрнӑ. Ҫавна Иисус та, унӑн вӗренекенӗсем те хӑйсем ҫинче туйса тӑнӑ. Ҫав япӑх шухӑш-кӑмӑл христиансем ҫине те витӗм кӳнӗ, ҫавӑнпа хӑйсен хушшинчи пӗрлӗхе упраса хӑварас тесен вӗсен ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренмелле пулнӑ.

6. Ҫынсене камне кура уйӑрасси пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

6 Хальхи вӑхӑтра та ҫынсене камне кура уйӑрасси анлӑ сарӑлнӑ. Хӑш-пӗр чухне эпир ыттисем пирӗн ҫинчен пӗр сӑлтавсӑрах япӑх шутланине туятпӑр, е хамӑр та ыттисем ҫинчен япӑх шутласа хума пултаратпӑр. Австралире пионер пулса ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Шурӑ ӳтлӗ ҫынсем хӑйсене Австралири тӗп халӑх ҫыннисемпе пӗрмаях — ӗлӗк те, халӗ те — япӑх тытнӑ. Ҫавӑн ҫинчен яланах шухӑшласа ҫӳренӗрен тата ҫак тӗрӗсмарлӑха хам та тӳссе курнӑран эпӗ шурӑ ӳтлӗ ҫынсене курайми пулса тӑтӑм». Канадӑра пурӑнакан пӗр арҫын тӑван вара ҫынсене хӑш чӗлхепе калаҫнине кура уйӑрнӑ. Вӑл калать: «Французла калаҫакансем ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлаттӑмччӗ. Ҫавӑнпа акӑлчан чӗлхипе калаҫакансене эпӗ юратмастӑмччӗ».

7. Ҫынсене камне кура уйӑрасси анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ пулсан та, Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ?

7 Ыттисене камне кура уйӑрас йӑла ҫынсен чӗрине ҫирӗп кӗрсе ларма пултарать. Иисус вӑхӑтӗнче те ҫапла пулнӑ. Вӑл вара хӑйне мӗнле тытнӑ? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑла хӑй ҫине витӗм кӳме паман: пурин ҫине те пӗр пек пӑхнӑ, нихӑҫан та никама та камне кура уйӑрман. Иисус пуяннисемпе чухӑннисене те, фарисейсемпе Самари ҫыннисене те, налук пуҫтаракансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсене те ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене сӑмахпа та, хӑйӗн тӗслӗхӗпе те ыттисене шанма вӗрентнӗ тата ҫынсем пирки ним ҫук ҫӗртенех япӑх шутламалла маррине кӑтартнӑ.

ЫТТИСЕНЕ ЮРАТНИ ТАТА ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУНИ ПУЛӐШАТЬ

8. Пирӗн хушӑри пӗрлӗх мӗнле принцип ҫинче тытӑнса тӑрать? Ӑнлантарса парӑр.

8 Иисус христиансен хушшинчи пӗрлӗх мӗнле принцип ҫинче тытӑнса тӑнине ӑнлантарса панӑ. Вӑл каланӑ: «Эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр». (Матфей 23:8, 9 вуласа пар.) Паллах, Адамӑн тӑхӑмӗ пулнӑран эпир пурте тӑвансем (Ап. ӗҫ. 17:26). Иисус ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн вӗренекенӗсем Иеговӑна пӗлӗтри Ашшӗ вырӑнне хунӑран та пӗр-пӗрин ҫине тӑвансем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ (Матф. 12:50). Унсӑр пуҫне, христиансем Туррӑн пысӑк ҫемйинчи ҫынсем пулса тӑнӑ, вӗсене юратупа ӗненӳ пӗрлештерсе тӑрать. Акӑ мӗншӗн апостолсем хӑйсен ҫырӑвӗсенче христиансем пирки час-часах тӑвансем тесе ҫырнӑ (1 Петр 2:17; 1 Иоанн 3:13; Рим 1:13).

9, 10. а) Мӗншӗн иудейсен харпӑр хӑй халӑхӗпе мухтанма нимӗнле сӑлтав та пулман? ӑ) Ыттисене мӗнле халӑх ҫынни пулнине кура уйӑрни тӗрӗс маррине Иисус мӗнле кӑтартнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

9 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне тӑвансем вырӑнне хумалли ҫинчен ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн вӗсен хӑйсене кӗҫӗне хумалли пирки каланӑ. (Матфей 23:11, 12 вуласа пар.) Унччен асӑннӑччӗ ӗнтӗ, хӑш-пӗр чухне мӑнкӑмӑллӑха пула апостолсем хушшинче килӗшӳ пулман. Ҫав вӑхӑтри ҫынсем харпӑр хӑй халӑхӗпе питӗ мухтаннӑ. Авраам ачисем пулнӑран иудейсем нумайӑшӗ хӑйсем ыттисенчен лайӑхрах тесе шутланӑ. Анчах та Шыва кӗртекен Иоанн вӗсене: «Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать»,— тенӗ (Лука 3:8).

10 Иисус харпӑр хӑй халӑхӗпе мухтанни тӗрӗс мар тесе вӗрентнӗ. Ҫавна вӑл пӗррехинче пӗр кӗнекеҫӗпе калаҫнӑ чухне уҫҫӑн кӑтартнӑ. Ҫав кӗнекеҫӗ Иисусран: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?» — тесе ыйтнӑ. Вара Иисус Самари ҫынни ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Вӑрӑ-хурахсем хӗнесе-ҫаратса пӗтернӗ иудее самаритянин пулӑшнӑ. Ытти иудейсем ҫул ҫинче выртакан ҫынна курса пулӑшмасӑрах иртсе кайнӑ, Самари ҫынни ҫеҫ ӑна хӗрхеннӗ. Ытарӑша каласа пӗтерсен Иисус ҫав кӗнекеҫӗне ырӑ самаритянинран тӗслӗх илме хавхалантарнӑ (Лука 10:25—37). Иисус кӑтартнӑ тӑрӑх, пур ҫынна та мӗнле юратмаллине иудейсене Самари ҫынни те вӗрентме пултарнӑ.

11. Мӗншӗн Христосӑн вӗренекенӗсен ҫынсене мӗнле халӑх ҫынни пулнине кура уйӑрма пӑрахмалла пулнӑ? Вӗсене ҫавна ӑнланма Иисус мӗнле пулӑшнӑ?

11 Пӗлӗте кайиччен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» ырӑ хыпар сарма хушнӑ (Ап. ӗҫ. 1:8). Ҫак пысӑк та ҫӑмӑл мар ӗҫе вӗсем мӑнкӑмӑллӑха пӗтерсен тата ыттисене камне кура уйӑрма пӑрахсан ҫеҫ пурнӑҫлама пултарнӑ. Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ытти халӑх ҫыннисен лайӑх енӗсене курма пулӑшнӑ. Сӑмахран, пӗррехинче вӑл Рим ҫарӗнчи пуҫлӑха хытӑ ӗненнӗшӗн мухтаса илнӗ (Матф. 8:5—10). Хӑйӗн тӑван хулине, Назарета, килсен вара вӑл Иегова ют халӑх ҫыннисем ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартнӑ. Тӗслӗхрен, Иисус Финикия ҫӗрӗнчи Сарепта хулинчи тӑлӑх арӑма тата Нееман ятлӑ Сири ҫыннине Турӑ ырӑ туни ҫинчен аса илтернӗ (Лука 4:25—27). Ҫавӑн пекех Иисус самаритянкӑна ырӑ хыпар пӗлтернисӗр пуҫне Самари хулинче икӗ кунлӑха та юлнӑ, мӗншӗн тесен унти ҫынсем чӑнлӑхпа интересленнине курнӑ (Иоанн 4:21—24, 40).

ПӖРРЕМӖШ ХРИСТИАНСЕМ ҪЫННА КАМНЕ КУРА УЙӐРАС МАР ТЕСЕ ВӐЙ ХУНӐ

12, 13. а) Иисус самаритянкӑпа калаҫнине курсан апостолсем мӗншӗн тӗлӗннӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Мӗн пулса иртнинчен Иаковпа Иоанн ӑса вӗренменни ӑҫтан курӑнать?

12 Апостолсемшӗн ҫынсене камне кура уйӑрма пӑрахасси ҫӑмӑл пулман. Тӗслӗхрен, вӗсем Иисус Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ (Иоанн 4:9, 27). Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем нихӑҫан та ҫынсем умӗнче хӗрарӑмпа, уйрӑмах йӗркесӗр пурнӑҫпа пурӑнакан самаритянкӑпа, калаҫман пулӗччӗҫ. Апостолсем Иисуса апат ҫиме сӗннӗ, анчах та Иисус Самари хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ пирки хӑй выҫӑ пулни ҫинчен те манса кайнӑ. Унӑн пурне те, самаритянкӑна та, ырӑ хыпар пӗлтерес килнӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑ Туррӑн ирӗкӗ пулнӑ. Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласси вара Иисусшӑн апат пекех пулнӑ (Иоанн 4:31—34).

13 Иаковпа Иоанн мӗн пулса иртнинчен ӑса вӗренмен. Самари тӑрӑх пынӑ чухне вӗсем пӗр ялта ҫӗр каҫма шутланӑ, анчах та самаритянсем вӗсене йышӑнман. Вара Иаковпа Иоанн, тарӑхса кайнӑскерсем, тӳперен вут-ҫулӑм антарса ҫав яла пӗтересшӗн пулнӑ. Иисус вӗсене хыттӑн тӳрлетсе каланӑ (Лука 9:51—56). Ҫавӑ хӑйсен тӑван тӑрӑхӗнче, Галилейӑра, пулса иртнӗ пулсан, тен, Иаковпа Иоанн апла тума шутламан пулӗччӗҫ. Самари ҫыннисем пирки япӑх шутланӑранах вӗсем ҫапла тунӑ пулӗ. Каярахпа Иоанн самаритянсене ырӑ хыпар сарнӑ чухне ӑна нумайӑшӗ тимлӗ итленӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унччен хӗрсе кайса каланӑ сӑмахӗсемшӗн намӑсланнӑ пулӗ (Ап. ӗҫ. 8:14, 25).

14. Тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан христиансем хушшинче сиксе тухнӑ йывӑрлӑха мӗнле татса панӑ?

14 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен хӑш-пӗр христиансен пухури тӑвансенченех тӗрӗсмарлӑха тӳсме тивнӗ. Куллен-кун апат-ҫимӗҫ валеҫнӗ чухне грекла калаҫакан тӑлӑх арӑмсене хисепе хуман (Ап. ӗҫ. 6:1). Тен, ку лару-тӑру ҫав тӑлӑх арӑмсем урӑх чӗлхепе калаҫнӑ пирки сиксе тухнӑ. Апостолсем ҫав йывӑрлӑха хӑвӑртах татса панӑ. Вӗсем хисеплӗ ҫичӗ арҫын тӑвана апат валеҫме хушнӑ. Ҫав тӑвансен пурин те грекла ятсем пулнӑ. Тен, ятарласах вӗсене суйласа илнӗ, мӗншӗн тесен кӳреннӗ тӑлӑх арӑмсене ҫав тӑвансенчен пулӑшу илме ҫӑмӑлтарах пулнӑ.

15. Ҫынсем ҫине пурин ҫине те пӗр пек пӑхма Петр мӗнле вӗреннӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

15 Пирӗн эрӑри 36 ҫулта христиансем ырӑ хыпара пур халӑх ҫыннисене те пӗлтерме пуҫланӑ. Унччен Петр апостол иудейсемпе кӑна хутшӑннӑ пулнӑ. Анчах та Турӑ ӑна ҫынсем ҫине пурин ҫине те пӗр пек пӑхмаллине уҫҫӑн кӑтартнӑ, вара Петр Рим ҫарӗнчи пуҫлӑха, Корнилие, ырӑ хыпар пӗлтерме кайнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 10:28, 34, 35 вуласа пар.) Каярахпа Петр еврей мар христиансемпе те хаваспах хутшӑннӑ, пӗрле апат та ҫинӗ. Анчах та темиҫе ҫултан Антиохире пулнӑ чухне вӑл еврей мар христиансемпе пӗрле ҫиме пӑрахнӑ (Гал. 2:11—14). Ҫавна курсан Павел ӑна тӳрлетнӗ. Петр ҫав канаша йышӑннӑ курӑнать. Вӑл Кӗҫӗн Азири еврей тата еврей мар христиансем патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗнче пӗтӗм тӑванлӑха юратмалли ҫинчен ҫырнӑ (1 Петр 1:1, 2; 2:17).

16. Пӗрремӗш христиансем мӗнпе палӑрса тӑнӑ?

16 Апостолсем Иисус пекех «пур ҫынна та» юратма вӗренсе ҫитни уҫҫӑн курӑнать (1 Тим. 4:10; Иоанн 12:32). Ҫавна тума вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулсан та, вӗсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ. Христиансем пӗр-пӗрне юратни пуриншӗн те паллӑ пулнӑ. Иккӗмӗш ӗмӗрте пурӑннӑ ҫыравҫӑ Тертуллиан ҫав вӑхӑтра христиансем ҫинчен ҫынсем мӗн калаҫни пирки ҫапла ҫырнӑ: «Вӗсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ... пӗр-пӗриншӗн вилме те хатӗр». Пӗрремӗш христиансем «ҫӗнӗ этем» пулса тӑнӑ, ҫапла вара ҫынсем ҫине пурин ҫине те Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗреннӗ (Кол. 3:10, 11).

17. Ҫынсене камне кура уйӑрас йӑлана пӗтерес тесен мӗн тумалла? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

17 Ҫынсене камне кура уйӑрас йӑлана пӗтермешкӗн пире те вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать. Францире пурӑнакан хӗрарӑм тӑван хӑй ӑшӗнче пыракан кӗрешӳ ҫинчен акӑ мӗн калать: «Иегова мана ыттисене юратма, пулӑшма тата пуринпе те ырӑ кӑмӑлӑ пулма вӗрентет. Анчах ҫак тӗлӗшрен манӑн халӗ те вӑй хума тивет, хӑш-пӗр чухне йывӑр та пулкалать. Ҫавӑнпа эпӗ пӗрмаях Иеговӑран пулӑшу ыйтатӑп». Тепӗр хӗрарӑм тӑван вара, Испанире пурӑнаканскер, акӑ мӗн калать: «Хушӑран манӑн хӑш-пӗр халӑх ҫыннисем пирки япӑх шутлас мар тесе кӗрешме тивет. Ытларах чухне эпӗ ҫав япӑх туйӑмсене ҫӗнтеретӗп, анчах та манӑн ҫав туйӑмсемпе малалла та кӗрешмеллине ӑнланатӑп. Иегова мана хӑйӗн туслӑ ҫемйине йышӑннишӗн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ!» Пирӗн пурин те хамӑра ҫак ыйтӑва памалла: «Манӑн та, ҫак икӗ хӗрарӑм тӑван пекех, ҫынсем ҫине пурин ҫине те пӗр пек пӑхма вӗренмелле мар-и?»

ЮРАТУ ҪЫНСЕНЕ КАМНЕ КУРА УЙӐРАС ЙӐЛАНА ҪӖНТЕРЕТ

18, 19. а) Мӗншӗн пирӗн пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла? ӑ) Ҫавна мӗнле ӗҫсемпе кӑтартмалла?

18 Унччен эпир пурсӑмӑр та Турӑран ютшӑннӑ ҫынсем пулнӑ (Эф. 2:12). Пирӗн ҫавӑн ҫинчен нихӑҫан та манмалла мар. Иегова пире юратнӑран хӑй патне ҫывхарма пулӑшнӑ (Ос. 11:4; Иоанн 6:44). Христос вара пире хапӑл туса йышӑннӑ. Вӑл пулӑшнипе пирӗн Туррӑн ҫемйинчи ҫынсем пулма май уҫӑлнӑ. (Рим 15:7 вуласа пар.) Иеговӑпа Иисус пире, ҫылӑхлӑ ҫынсене, хапӑл туса йышӑннӑ пулсан, ыттисене камне кура уйӑрасси пирӗн шухӑшра та пулмалла мар!

Иеговӑн ӗҫлекенӗсем «ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑха» илме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене юрату пӗрлештерсе тӑрать (19-мӗш абзаца пӑхӑр.)

19 Ҫак усал тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн ҫынсем хушшинче ыттисене камне кура уйӑрасси, курайманлӑх тата хирӗҫӳсем вӑйлансах пырӗҫ (Гал. 5:19—21; 2 Тим. 3:13). Анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем «ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑха» илме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫав ӑслӑлӑх вӗсене ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма тата пурин ҫине те пӗр пек пӑхма пулӑшать (Иак. 3:17, 18). Эпир урӑх ҫӗршыври ҫынсемпе те хаваспах туслашатпӑр, вӗсен культурине хисеплетпӗр тата, тен, вӗсен чӗлхипе калаҫма вӗренетпӗр. Ҫапла тусан Турӑ халӑхӗ хушшинчи мир «юханшыв пек», тӳрӗлӗх вара «тинӗс хумӗсем пек» пулӗ (Ис. 48:17, 18).

20. Юрату пур пулсан ҫыннӑн ӑсӗнче тата чӗринче мӗнле улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ?

20 Унччентерех асӑннӑ Австралире пурӑнакан хӗрарӑм тӑвана Библи вӗренни мӗнле пулӑшнӑ-ха? Вӑл калать: «Халӗ манӑн ҫӗнӗ ӑс-тӑн тата ҫӗнӗ чӗре. Ҫынсене камне кура уйӑрас йӑлана тата курайманлӑха эпӗ хамӑн чӗрере тӗппипех пӗтертӗм». Канадӑра пурӑнакан арҫын тӑван, французла калаҫаканскер, халӗ хӑй мӗн ӑнланса илни ҫинчен ҫапла калать: «Ыттисем ҫинчен сахал пӗлнӗрен ҫынсем вӗсем ҫинчен япӑх шутласа хураҫҫӗ». Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫынсен лайӑх е япӑх енӗсем пурри вӗсем ӑҫта пурӑннинчен килмест. Ҫав тӑван акӑлчан чӗлхипе калаҫакан христианкӑна качча илнӗ. Ҫак икӗ тӑванӑн тӗслӗхӗ ҫакна кӑтартса парать: юрату ыттисене камне кура уйӑрас йӑлана ҫӗнтерет. Вӑл пире ҫирӗп пӗрлештерсе тӑрать (Кол. 3:14).