Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Биографи

Йывӑр килнӗ чухне Иегова мана яланах лӑплантаратчӗ

Йывӑр килнӗ чухне Иегова мана яланах лӑплантаратчӗ

Инд юханшывӗн хӗвеланӑҫ ҫыранӗ енче, хальхи Пакистан вырнаҫнӑ ҫӗрте, авалхи Суккур хули ларать. Шӑпах ҫавӑнта 1929 ҫулхи ноябрӗн 9-мӗшӗнче эпӗ ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑталлах Англирен килнӗ миссионер аттепе аннене хитре хуплашкаллӑ пӗр вунӑ кӗнеке парса хӑварнӑ. Библи ҫинче никӗсленнӗ ҫав кӗнекесем манӑн пурнӑҫ ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗҫ: вӗсем мана чӑнлӑха пӗлме пулӑшрӗҫ.

ҪАВ кӗнекесенчи ӳкерчӗксем мана питӗ килӗшетчӗҫ, вӗсене пӑхса эп куҫ умне тем те кӑларса тӑрататтӑм. Ҫапла вара ман мӗн пӗчӗкренех ҫав кӗнекесенче ҫырса панӑ Библири чӑнлӑха пӗлес килетчӗ.

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫине Инди хутшӑнса кӗрсе кайсан манӑн пурнӑҫ пӑтранса кайрӗ. Аттепе анне уйрӑм пурӑнма пуҫларӗҫ, кайран вара уйрӑлсах кайрӗҫ. Манӑн юратнӑ икӗ ҫын мӗншӗн пӗр-пӗрне пӑрахса кайнине ӑнланса ҫитерейместӗмччӗ. Ҫавна пула хуйха ӳкрӗм. Эпӗ ҫемьере пӗртен-пӗр ачаччӗ, мана кам та пулин пулӑшни тата лӑплантарни питӗ кирлӗччӗ.

Эпир аннепе Синд провинцийӗн тӗп хулине, Карачие, куҫса кайрӑмӑр. Пӗррехинче пирӗн алӑка ватӑ тухтӑр Фред Хардейкер, Иегова Свидетелӗ, шаккарӗ. Унӑн тӗнӗ эпӗ ҫӳлерех асӑннӑ миссионерӑнни пекех пулнӑ иккен. Вӑл аннерен сирӗн Библи вӗренес килмест-и тесе ыйтрӗ. Анне ҫук терӗ, анчах та, тен, ман ывӑла ҫакӑ интереслӗ пулӗ тесе каларӗ. Тепӗр эрнерех Хардейкер тӑван манпа Библи вӗренме пуҫларӗ.

Темиҫе эрне иртсен эпӗ Хардейкер тӑванӑн клиникинче иртекен тӗлпулусене ҫӳреме пуҫларӑм. Мансӑр пуҫне унта тата 12 ватӑ Свидетель пыратчӗҫ. Вӗсем маншӑн тӑван ывӑлӗшӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшатчӗҫ тата мана лӑплантаратчӗҫ. Тӑвансем манпа юнашар пырса ларса калаҫнисене хальхи пекех астӑватӑп. Ҫавӑн чухне, мана туссем питӗ кирлӗ вӑхӑтра, вӗсем маншӑн чӑн-чӑн туссем пулса тӑчӗҫ.

Кӑшт вӑхӑт иртсен Хардейкер тӑван мана хӑйпе пӗрле ырӑ хыпар сарма сӗнчӗ. Вӑл мана патефонпа усӑ курма вӗрентрӗ. Эпир ҫынсене кӗске докладсене итлеттереттӗмӗр. Хӑш-пӗр докладсем тӳррӗн питленӗрен ҫынсем ҫилленсе кайни те пулкалатчӗ. Ҫав-ҫавах ырӑ хыпар сарни мана нумай савӑнӑҫ кӳретчӗ. Эпӗ Библири чӑнлӑха юратса пӑрахрӑм, ҫавӑнпа хам мӗн пӗлнине ыттисене каласа парас килсех тӑратчӗ.

Ҫав вӑхӑтра Япони ҫарӗ Инди ҫине тапӑнса килме хатӗрленнӗ, ҫавӑнпа Британи влаҫӗсем Иегова Свидетелӗсене тата ытларах хӗсӗрлеме пуҫланӑ. 1943 ҫулхи июль уйӑхӗнче ку мана та пырса тиврӗ. Шкул директорӗ, англикансен священникӗ пулнӑскер, мана «хӑйне япӑх тытать» тесе шкултан кӑларса ячӗ. Вӑл аннене сирӗн ывӑл Иегова Свидетелӗсемпе хутшӑннӑран ытти ачасем ҫине япӑх витӗм кӳрет терӗ. Анне хӑраса ӳкнипе мана Свидетельсем патне ҫӳреме чарчӗ. Каярахпа вӑл мана атте патне Пешавар хулине, Карачи хулинчен ҫурҫӗрелле 1 370 ҫухрӑм аякка, ячӗ. Библие ӑнланма пулӑшакан публикацисене вулама тата тӑвансемпе хутшӑнма урӑх май пулманран эпӗ Иеговӑран сивӗне пуҫларӑм.

ИЕГОВӐПА ТУСЛӐХА ҪИРӖПЛЕТЕТӖП

1947 ҫулта эпӗ ӗҫ шыраса Карачи хулине таврӑнтӑм. Эпӗ Хардейкер тухтӑрӑн клиникине кайрӑм. Вӑл мана ӑшшӑн кӗтсе илчӗ.

— Чирлерӗн-им? Мӗн те пулин ыратать-и сан? — тесе ыйтрӗ Хардейкер тӑван.

— Тухтӑр, эп чирлеместӗп-ха,— терӗм.— Ман чун ыратать. Кам та пулин манпа Библи вӗренме пуҫламасть-ши тесе килтӗм.

— Хӑҫан пуҫлатпӑр?

— Май пур пулсан, халех.

Ҫав каҫ эпир Библи вӗренсе вӑхӑта питӗ лайӑх ирттертӗмӗр. Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе пӗрле хутшӑнни мана вӑй пачӗ тата лӑплантарчӗ. Эпӗ хама киле таврӑннӑ пекех туйрӑм. Анне мана Свидетельсемпе хутшӑнма чӑрмантарасшӑн пулчӗ, анчах та эпӗ чӑн Турӑшӑн ӗҫлеме ҫирӗп шут тытрӑм. 1947 ҫулхи августӑн 31-мӗшӗнче эпӗ хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалланине кӑтартса шыва кӗтӗм. Кӑшт вӑхӑт иртсен пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Ун чухне эпӗ 17-реччӗ.

ХАВАСПАХ ПИОНЕР ПУЛСА ӖҪЛЕТӖП

Мана Кветта хулине пионер пулса ӗҫлеме ячӗҫ, унччен унта Британи ҫарӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. 1947 ҫулта Инди ҫӗршывӗ Пакистан тата Инди Союзӗ ҫине пайланса кайнӑ *. Ҫавна пула тӗрлӗ тӗне тытса тӑракан ҫынсем пӗр-пӗрне хаяррӑн хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вара питӗ нумай ҫыннӑн урӑх ҫӗре куҫса кайма тивнӗ. Ҫакӑ историре пулса иртнӗ чи пысӑк миграцисенчен пӗри пулнӑ. 14 миллиона яхӑн ҫын беженецсем пулса тӑнӑ. Мусульмансем Индирен Пакистана куҫса кайнӑ, индуссемпе сикхсем вара — Пакистанран Индие. Ҫав пӑтранчӑк вӑхӑтра эпӗ Карачирен Кветта хулине поездпа кайрӑм. Шалта вырӑн пулманран эпӗ ҫул тӑршшӗпе тенӗ пекех карлӑкран хытӑ тытса пусма ҫинче тӑрса пытӑм.

Индире район конгресӗнче. 1948 ҫул

Кветтӑра эпӗ Джордж Сингх ятлӑ ятарлӑ пионерпа паллашрӑм. Ун чухне вӑл 25-сенчеччӗ. Джордж мана кивӗ велосипед пачӗ. Анчах та унти вырӑнсем сӑртлӑ-туллӑччӗ, ҫавӑнпа велосипед ҫине ларса ҫӳрес вырӑнне манӑн ӑна час-часах тӗксе утма тиветчӗ. Ытларах чухне эпӗ пӗчченех ырӑ хыпар сарса ҫӳреттӗм. Ҫур ҫултан эпӗ 17 ҫынпа Библи вӗренеттӗм, хӑшӗ-пӗрисем шыва та кӗчӗҫ. Вӗсенчен пӗри Садик Масих ятлӑ офицерччӗ. Вӑл пире Джорджпа публикацисене урду чӗлхи ҫине, Пакистанри патшалӑх чӗлхи ҫине, куҫарма пулӑшатчӗ. Каярахпа Садик хастар хыпарҫӑ пулса тӑчӗ.

Галаад шкулне каятӑп. «Куин Элизабет» лайнер

Пӗр вӑхӑт иртсен эпӗ Карачие таврӑнтӑм. Унта Хенри Финч тата Харри Форест миссионерсемпе ӗҫлеме пуҫларӑм. Нумаях пулмасть вӗсем Галаад шкулне вӗренсе пӗтернӗ пулнӑ. Эпӗ вӗсенчен нумай япалана вӗрентӗм. Пӗррехинче эпир Финч тӑванпа Пакистанӑн ҫурҫӗр енне ырӑ хыпар сарма кайрӑмӑр. Унта ҫӳллӗ ту хырҫи ҫумӗнчи ялсенче урду чӗлхипе калаҫакан йӑваш ҫынсем нумайччӗ. Вӗсем Библири чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫунса тӑратчӗҫ. Икӗ ҫултан мана та Галаад шкулне чӗнчӗҫ. Каялла таврӑнсан эпӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн район надзирателӗ пулса ӗҫлеттӗм. Пурӑнасса вара Лахор хулинчи миссионерсен ҫуртӗнче пурӑнаттӑм. Унта мансӑр пуҫне тата виҫӗ миссионер пурӑнатчӗ.

ИЕГОВӐШӐН КАЛЛЕХ САВӐНСА ӖҪЛЕТӖП

Шел пулин те, 1954 ҫулта Лахорта пурӑнакан миссионерсем тӗрлӗ характерӗсене пула хытӑ вӑрҫӑнса кайрӗҫ. Эпӗ шутламасӑр харкашура пӗр енне йышӑнтӑм, ҫавӑншӑн мана хыттӑн канаш пачӗҫ. Эпӗ хуйха ӳкрӗм тата хама шанса панӑ тивӗҫсене туса тӑма урӑх юрӑхлӑ мар тесе шутларӑм. Иеговӑшӑн ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫлеме пуҫласса шанса эпӗ каллех Карачие кайрӑм, унтан вара Лондона.

Лондонри манӑн ҫӗнӗ пухура вефилецсем нумайччӗ. Вӗсенчен пӗри филиал надзирателӗ Прайс Хьюз пулнӑччӗ. Ҫав ырӑ кӑмӑллӑ тӑван мана хӑй ҫунатти айне илчӗ. Пӗррехинче вӑл мана хӑйпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ. Джозеф Рутерфорд, пӗтӗм тӗнчери ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыраканскер, ӑна хыттӑн канаш панӑ пулнӑ. Хьюз тӑван хӑйне тӳрре кӑларма хӑтлансан вара Рутерфорд тӑван ӑна хыттӑн тӳрлетнӗ. Хьюз тӑван ҫавӑн ҫинчен йӑл кулса аса илни мана тӗлӗнтерчӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, малтанах вӑл хытӑ куляннӑ пулнӑ. Анчах та кайран вӑл ҫакна ӑнланса илнӗ: ун чухне ҫапла тӳррӗн канаш пани ӑна питӗ кирлӗ пулнӑ тата ҫапла майпа Иегова ӑна юратнине кӑтартнӑ (Евр. 12:6). Хьюз тӑванӑн сӑмахӗсем манӑн чӗрене пырса тиврӗҫ тата Иеговӑшӑн каллех савӑнса ӗҫлеме пулӑшрӗҫ.

Ҫав вӑхӑталлах манӑн анне те Лондона куҫса килчӗ. Вӑл Джон Барр тӑванпа, кайран Ертсе пыракан советра ӗҫленӗскерпе, Библи вӗренме килӗшрӗ. Анне чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем турӗ, вара 1957 ҫулта шыва кӗчӗ. Каярахпа эпӗ манӑн атте те хӑй вилес умӗн Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренни ҫинчен пӗлтӗм.

1958 ҫулта эпӗ Лена тӑвана качча илтӗм. Вӑл Лондона Данирен куҫса килнӗ пулнӑ. Пирӗн тепӗр ҫулхине Джейн, пилӗк ачаран пӗрремӗшӗ, ҫуралчӗ. Унсӑр пуҫне, мана «Фулем» ятлӑ пухура тивӗҫсем шанса пачӗҫ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Ленӑн сывлӑхӗ начарланчӗ, ҫавӑнпа пире ӑшӑрах ҫӗре куҫса кайма сӗнчӗҫ. Вара 1967 ҫулта эпир Австралие, Аделаида хулине, куҫса кайрӑмӑр.

ПИРӖН КИЛЕ ИНКЕК ҪИТСЕН

Аделаидӑри пирӗн пухура святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ 12 ватӑ тӑванччӗ. Вӗсем ырӑ хыпара хастарлӑн сарнипе пире пурне те лайӑх тӗслӗх кӑтартатчӗҫ. Ҫавӑнпа эпир Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӑвӑртах йӗркелесе яма пултартӑмӑр.

1979 ҫулта пирӗн пиллӗкмӗш ача, Дэниел, ҫуралчӗ. Вӑл Даун чирӗпе * йывӑр чирлетчӗ. Тухтӑрсем Дэниел нумай пурӑнаймасть терӗҫ. Ҫавӑн ҫинчен калама мана халӗ те ҫӑмӑл мар. Эпир Дэниелшӑн пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшаттӑмӑр, ытти ачасем ҫинчен те манмастӑмӑр паллах. Дэниел чӗре чирӗпе чирлетчӗ. Унӑн чӗринче икӗ шӑтӑк пулнӑран вӑл кислород ҫитменнипе асапланатчӗ. Хӑш-пӗр чухне Дэниел кӑвакарсах каятчӗ, вара эпир ӑна йӑтса больницӑна чупаттӑмӑр. Сывлӑхӗ япӑх пулнӑ пулсан та, вӑл питӗ ӑслӑ та ачаш ачаччӗ. Тата вӑл Иеговӑна юрататчӗ. Эпир пӗтӗм ҫемьепе сӗтел хушшине ларса кӗлтунӑ чухне вӑл хӑйӗн пӗчӗк аллисене пӗр-пӗрин ҫине хурса пуҫне пӗкетчӗ, кайран чун-чӗререн «аминь» тетчӗ. Вара тин ҫиме тытӑнатчӗ.

Дэниел тӑватӑ ҫулта чухне унӑн тата урӑх чир пулнине пӗлтӗмӗр. Эпир пӗр вӑй юлми ывӑнса ҫитрӗмӗр. Эпӗ ухмаха тухап пуль тенӗччӗ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра пирӗн пата район надзирателӗ Невил Бромидж килчӗ. Вӑл пире иксӗмӗре ыталаса илчӗ, унӑн куҫӗсем шывланнӑччӗ. Ҫав каҫ эпир пурте ҫӗрлечченех макӑртӑмӑр. Невил тӑван ҫӗрле пӗр сехетсенче тухса кайрӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен Дэниел вилчӗ. Ҫакӑ пирӗншӗн чи пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Ҫав-ҫавах эпир ҫав йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме пултартӑмӑр, мӗншӗн тесен Дэниела Иеговӑн юратӑвӗнчен вилӗм те уйӑрас ҫуккине ҫирӗп шанаттӑмӑр (Рим 8:38, 39). Хамӑр ывӑла ҫӗнӗ тӗнчере каллех курасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр! (Иоанн 5:28, 29.)

ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШМА ХАВАС

Манӑн икӗ хут та йывӑр инсульт пулчӗ, апла пулин те эпӗ малалла та старейшина пулса ӗҫлетӗп. Тӗрлӗ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерни мана ыттисене, уйрӑмах вӗсене йывӑр килнӗ чухне, хӗрхенме пулӑшать. Питлес вырӑнне эпӗ вӗсене ӑнланма тӑрӑшатӑп: унччен пулни-иртни вӗсен шухӑш-туйӑмӗ ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Вӗсем маншӑн пурпӗрех маррине мӗнле кӑтартмалла? Вӗсене Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлама мӗнле хавхалантарма пултаратӑп? Мана тӑвансемпе тӗл пулса вӗсене Библири шухӑшсемпе хавхалантарма питӗ килӗшет. Тӑвансене лӑплантарнӑ тата хавхалантарнӑ чухне хама лӑплантарнӑ тата хавхалантарнӑ пекех туйӑнать.

Эпӗ тӑвансене Библири шухӑшсемпе хавхалантарас тесе хаваспах вӗсемпе тӗл пулатӑп

Манӑн туйӑмсем псалом юрлаканӑнни пекех: «Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (Пс. 93:19). Пирӗн ҫемьене хуйхӑ пырса ҫапнӑ чухне те, тӗн пирки хӗсӗрленӗ вӑхӑтра та, хама ниме тӑман ҫын пек туйнӑ тата депрессипе асапланнӑ чухне те Турӑ мана яланах пулӑшатчӗ. Чӑнах та, Иегова маншӑн чӑн-чӑн Атте пулса тӑчӗ!

^ 19 абз. Малтанах Пакистан шутне Хӗвелтухӑҫ Пакистан (халӗ Пакистан) тата Хӗвеланӑҫ Пакистан (халӗ Бангладеш) кӗнӗ.

^ 29 абз. 2006 ҫулхи апрель уйӑхӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналта «Если дети нуждаются в особой заботе» статьяна пӑхӑр.