Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Салам сӑмахӗсен пысӑк вӑйӗ

Салам сӑмахӗсен пысӑк вӑйӗ

«САЛАМ! Сана курма хавас».

Шӑп ҫакӑн пек сӑмахсемпе эсир ыттисене саламлатӑр пулӗ. Тен, эсир ҫынна ал паратӑр е ӑна ыталаса илетӗр. Тӗрлӗ ҫӗршывра пӗр-пӗрне тӗрлӗрен саламлаҫҫӗ пулин те, ҫавна пӗр тӗллевпех тӑваҫҫӗ. Кам та пулин ыттисене саламламасть пулсан, ӑна сӑпайсӑр е сивлек ҫын вырӑнне хума пултараҫҫӗ.

Анчах та хӑш-пӗрисене ыттисене саламлама ҫӑмӑлах мар. Пӗрисем питӗ вӑтанаҫҫӗ, теприсем вара хӑйсене ниме тӑман ҫын пек туяҫҫӗ. Тата теприсем ҫын мӗнле халӑхран тухнине е обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине пӑхса ӑна саламлама тытӑнса тӑраҫҫӗ. Анчах та кӗске салам сӑмахӗсен те пысӑк вӑй пур.

Шухӑшласа пӑхӑр: «Ыттисене саламлани вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? Турӑ Сӑмахӗнче ҫавӑн ҫинчен мӗн каланӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентме пултарать?»

«ПУРНЕ ТЕ» САЛАМЛӐР

Еврей маррисенчен христианин пулса тӑраканни пӗрремӗшӗ Корнилий пулнӑ. Ун килӗнче чухне Петр каланӑ: «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех» (Ап. ӗҫ. 10:34). Каярахпа вӑл Турӑ пурте ӳкӗнессе кӗтет тесе ҫырнӑ (2 Петр 3:9). Тен, ҫак сӑвӑ йӗркисем пире чи малтан чӑнлӑха йышӑнакан ҫынсем пирки аса илтереҫҫӗ. Анчах та Петр христиансене ҫапла та ӳкӗтленӗ: «Пурне те хисеплӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр» (1 Петр 2:17). Ҫавӑнпа ҫынсем кирек мӗнле халӑхран тухнӑ пулсан та, обществӑра кирек мӗнле вырӑн йышӑнаҫҫӗ пулсан та вӗсене сывлӑх сунмалла. Ҫапла майпа эпир вӗсене юратнине тата хисепленине кӑтартатпӑр.

Павел апостол тӑвансене: «Христос хӑвӑра хапӑл тунӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл тӑвӑр»,— тесе хавхалантарнӑ (Рим 15:7). Хӑйӗн ҫырӑвӗнче Павел хӑйне пулӑшнӑ тӑвансем ҫинчен уйрӑммӑн асӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра тӑвансене пулӑшу нихҫанхинчен те кирлӗрех, мӗншӗн тесен Сатана Туррӑн халӑхӗ ҫине хаяррӑн тапӑнать (Кол. 4:11; Ӳлӗм. 12:12, 17).

Библири тӗслӗхсем эпир ыттисене саламлани вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнине кӑтартаҫҫӗ.

САЛАМ СӐМАХӖСЕМ ХАВХАЛАНТАРАҪҪӖ

Хӑйӗн Ывӑлӗн пурнӑҫне Мария варне куҫарма вӑхӑт ҫитсен Иегова ҫав хӗр патне ангела янӑ. Марийӑна саламласа ангел ҫапла каланӑ: «Эй тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ». Ҫак сӑмахсем ӑна хумхантарса янӑ, мӗншӗн тесен ангел мӗнле сӑлтавпа килнине вӑл пӗлмен. Ҫавна курсан ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Мария: Эсӗ Турӑран тивлет илтӗн». Ангел хӗре эсӗ Мессийӑна ҫурататӑн тесе ӑнлантарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мария лӑпланнӑ, вара йӑвашшӑн: «Эпӗ — Турӑ чури; эсӗ каланӑ пек пултӑр Мана»,— тенӗ (Лука 1:26—38).

Марийӑна ҫав пысӑк пӗлтерӗшлӗ хыпара пӗлтересси ангелшӑн чыс пулнӑ, вӑл ҫылӑхлӑ, ниме тӑман ҫынпа калаҫассӑм ҫук темен. Ангел калаҫӑва салам сӑмахӗсемпе пуҫланӑ. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Пирӗн ыттисене саламлама тата хавхалантарма хатӗр пулмалла. Пӗр-ик сӑмах та тӑвана вӑй пама тата вӑл Иеговӑн хаклӑ ҫынни пулни ҫинчен шантарма пултарать.

Павел Кӗҫӗн Азири тата Европӑри пухусенчи тӑвансене нумайӑшне пӗлнӗ. Хӑйӗн ҫырӑвӗсенче вӑл час-часах тӑвансене ятран асӑнса салам каланӑ. Тӗслӗхшӗн Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырури 16-мӗш сыпӑка илер. Унта Павел нумай христианин патне салам ҫырса янӑ. Фива ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫинчен асӑннӑ чухне вӑл арҫын тӑвансене «эсир ӑна сӑваплӑ ҫынсене епле хапӑл тума тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫашӑн ҫапла хапӑл тӑвӑр... унӑн мӗн ҫитменнине тивӗҫтерӗр, пулӑшӑр ӑна» тенӗ. Павел Прискиллӑпа Акилӑна та салам калӑр тенӗ. Вӗсене апостол кӑна мар, «суя тӗнлисенчен пулнӑ ӗненекен ушкӑнсем те пурте» тав тунӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл эпир пачах пӗлмен тӑвансем ҫинчен те асӑннӑ: «юратнӑ Епенет» тата «Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшакан Трифенпа Трифос» ҫинчен. Павел тӑвансене саламлама хавас пулнӑ курӑнать (Рим 16:1—16).

Хӑйсем ҫинчен ӑшӑ туйӑмпа аса илнине пӗлсен ҫав тӑвансем питӗ савӑннӑ паллах. Вӗсем Павела та, ытти тӑвансене те тата хытӑрах юратма пуҫланӑ пулӗ. Апостолӑн ырӑ сӑмахӗсем ытти христиансене те хавхалантарнӑ тата ӗненӗвне ҫирӗп упраса хӑварма пулӑшнӑ. Чӑнах та, ҫынпа чун-чӗререн интересленнине тата ӑна мухтас килнине кӑтартса каланӑ салам сӑмахӗсем Турӑ халӑхӗ хушшинчи туслӑхпа пӗрлӗхе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Пӗррехинче Павел Путеолӑ портне ҫитсе Рима ҫул тытнӑ. Римри тӑвансем ҫавӑн ҫинчен пӗлсен ӑна хирӗҫ тухнӑ. Ҫав тӑвансене аякран курсассӑн Павел хавхаланса кайнӑ тата Турра тав тунӑ (Ап. ӗҫ. 28:13—15). Тен, хӑш-пӗр чухне эпир тӑвана йӑл кулма е ал сулма ҫеҫ пултаратпӑр. Анчах ҫакӑ та салхуллӑ е хуйха ӳкнӗ тӑванӑн кӑмӑлне ҫӗклеме пултарать.

САЛАМ СӐМАХӖСЕНЧЕН ПУҪЛАСАН

Христосӑн вӗренекенӗ Иаков пӗррехинче тӑвансене тӳррӗн канаш панӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем тӗнчепе туслашса кайса Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ (Иак. 4:4). Анчах та Иаков хӑйӗн ҫырӑвне мӗнле сӑмахсемпе пуҫланине асӑрхӑр-ха.

Вӑл ҫапла саламласа ҫырнӑ: «Турӑ чури, Иисус Христос Ҫӳлхуҫа чури Иаков саланса пурӑнакан вуникӗ йӑха савӑнӑҫ сунать» (Иак. 1:1). Иаковӑн салам сӑмахӗсене вуланӑ хыҫҫӑн тӑвансене унӑн канашне йышӑнма ҫӑмӑлрах пулнӑ паллах, мӗншӗн тесен унӑн сӑмахӗсенчен Иаков та, ҫав тӑвансем те Турӑ умӗнче пӗр тан пулни курӑннӑ. Чӑнах та, хамӑра кӗҫӗне хурса ҫынна саламласан унпа кӑткӑс ыйтусене те сӳтсе явма ҫӑмӑлтарах пулать.

Ыттисене кӗскен саламласан та, пирӗн сӑмахсен чӗререн тухмалла. Чун-чӗререн каланӑ сӑмахсем, ҫын вӗсене илтмен пек курӑнсан та, пысӑк витӗм кӳме пултараҫҫӗ (Матф. 22:39). Ирландире пӗррехинче акӑ мӗн пулса иртнӗ. Пӗр хӗрарӑм тӑван Патшалӑх залне кӗҫ-вӗҫ тӗлпулу пуҫланас умӗн ҫитнӗ. Вӑл вырӑн йышӑнма васканӑ пулин те, пӗр арҫын тӑван ун еннелле ҫаврӑннӑ та йӑл кулса: «Салам! Сана курма хавас»,— тенӗ. Хӗрарӑм тӑван вара ним чӗнмесӗр кайса ларнӑ.

Темиҫе эрнерен вӑл ҫав арҫын тӑван патне пынӑ та юлашки вӑхӑтра хӑйӗн ҫемйинче йывӑрлӑхсем пулни ҫинчен каланӑ. «Ҫав каҫ питӗ куляннӑран пухӑва аран-аран тухса утрӑм,— тенӗ вӑл.— Тӗлпулура мӗн ҫинчен калаҫнине эпӗ ним те астуса юлаймарӑм, сан салам сӑмахӗсем ҫеҫ асра юлчӗҫ. Эпӗ тӑвансем мана курма хавас пулнине туйрӑм. Тавах сана».

Хӗрарӑм тӑваншӑн ҫав сӑмахсем питӗ кирлӗ сӑмахсем пулни пирки арҫын тӑван шутламан та. Вӑл калать: «Ҫав ахаль сӑмахсемех ун ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӗлсен эпӗ ун чухне сӑмах хушнӑшӑн питӗ савӑнтӑм».

Соломон ҫырнӑ: «Ҫӑкӑрна шыв тӑрӑх яр — ӑна эсӗ чылай кунран тупатӑн» (Еккл. 11:1). Ыттисене, уйрӑмах пухури тӑвансене, саламлама манмастпӑр пулсан, эпир вӗсене хавхалантарма пултарӑпӑр, хамӑр та савӑнӑҫ илӗпӗр. Айтӑр салам сӑмахӗсем пысӑк витӗм кӳме пултарасси пирки яланах асра тытар!