Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ ырланине вӑл тивӗҫлӗ пулма пултарнӑ

Турӑ ырланине вӑл тивӗҫлӗ пулма пултарнӑ

ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем пурте ӑна савӑнтарасшӑн. Анчах та вӑл ырланине тивӗҫлӗ пулас тесен мӗн тумалла? Ӗлӗк-авал хӑш-пӗр ҫынсем пысӑк ҫылӑх тунӑ пулсан та, Туррӑн тусӗсем пулма пӑрахман. Теприсене вара, вӗсен лайӑх енсем пулнӑ пулин те, Турӑ ырлама пӑрахнӑ. Ҫавӑнпа пирӗн ҫакӑн пек ыйту сиксе тухма пултарать: «Иегова ҫынра мӗне ытларах хаклать?» Хуравне тупма пире Ровоамӑн, иудейсен патшин, тӗслӗхӗ пулӑшать.

ПУҪЛАМӐШӖНЧЕНЕХ ЙӐНӐШ ТУНӐ

Ровоамӑн ашшӗ Соломон пулнӑ, вӑл Израильте 40 ҫул хушши патшара ларнӑ (3 Патш. 11:42). Пирӗн эрӑчченхи 997 ҫулта Соломон вилнӗ хыҫҫӑн Ровоам Иерусалимран Сихема кайнӑ, халӑх унта ӑна патшана лартма пуҫтарӑннӑ пулнӑ (2 Ҫулс. 10:1). Ровоам патша пулма хӑранӑ-ши? Соломон тӗлӗнмелле ӑслӑ ҫын пулнине пурте пӗлнӗ. Ровоамӑн вара унран кая юлмалла пулман. Кӗҫех вӑл кӑткӑс ыйтусене татса пама пӗлнипе пӗлменни тӗрӗсленнӗ.

Ровоам йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ. Ун патне израильтянсем пынӑ та хӑйсем унран мӗн кӗтни ҫинчен каланӑ: «Санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑччӗ; эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире аҫунӑн хӗрхенӳсӗр ӗҫне, пирӗн ҫине тиенӗ йывӑр ҫӗклеме, вара эпир саншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр» (2 Ҫулс. 10:3, 4).

Ровоамӑн йышӑну тумалла пулнӑ. Халӑх мӗн ыйтнине итлесе унӑн ҫӗклемне ҫӑмӑллатас пулсан патша хӑй те, кил-йышӗ те, ун таврашӗнчи ҫынсем те унччен пулнӑ хӑш-пӗр ырлӑхӗсемпе, тен, урӑх усӑ курайман пулӗччӗҫ. Халӑх мӗн ыйтнине тумасан вара ҫынсем пӑлхав ҫӗклеме пултарнӑ. Унӑн мӗн тумалла-ши? Малтан Ровоам старейшинӑсем, Соломонӑн канашҫисем, ҫавӑн ҫинчен мӗн шутланине ыйтса пӗлнӗ. Кайран вара вӑл пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ ҫамрӑксемпе канашланӑ. Ровоам тантӑшӗсен канашне итлесе халӑха ҫапла каланӑ: «Манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара ӑна тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа хӗнеттерӗп» (2 Ҫулс. 10:6—14).

Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Кам Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑрать тата кам пире тӗрӗс йышӑну тума пулӑшма пултарать, вӗсем мӗн каланине тимлемелле. Вӗсем ку е вӑл йышӑну туни мӗн патне илсе ҫитернине курса пире лайӑх канаш пама пултараҫҫӗ (Иов 12:12).

ВӖСЕМ ИЕГОВӐН СӐМАХНЕ ИТЛЕНӖ

Ровоам мӗнле йышӑну тунине пӗлсен халӑх пӑлхав ҫӗкленӗ. Вара патша пӑлхава пусарас тесе ҫар пуҫтарнӑ. Анчах та Иегова Самей пророк урлӑ Ровоама каланӑ: «Ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе, Израиль ывӑлӗсемпе, вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ» (3 Патш. 12:21—24) *.

Пӑлхавҫӑсемпе вӑрҫма юраманни пирки пӗлсен Ровоам мӗн тери куляннӑ пулӗ! Ҫынсем халӗ ун пирки мӗн шутлӗҫ-ши? Анчахрах вӑл халӑха «вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа» хӗнессипе хӑратнӑ, халь вара пӑлхавҫӑсем мӗн хӑтланни ҫине куҫа хупмалла! (2 Ҫулсеренхи 13:7 танлаштарӑр.) Ҫав-ҫавах Ровоам та, унӑн ҫарӗ те Иеговӑн сӑмахне итленӗ, вара пурте киле таврӑннӑ.

Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Ҫынсем пирӗнтен тӑрӑхласа кулсан та Иеговӑна итлемелле. Вара вӑл пире ырлӗ тата пиллӗ (Сак. аст. 28:2).

Иеговӑна итлени Ровоама мӗнле усӑ панӑ? Вӑл патша пулма пӑрахман: ӑна Израилӗн икӗ йӑхӗ — Иуда тата Вениамин — пӑхӑнса пурӑннӑ. Вӑл ҫӗнӗ хуласене туса лартма пуҫланӑ тата киввисене «питӗ вӑйлӑ тӗреклӗлетнӗ» (2 Ҫулс. 11:5—12). Чи кирли вара — Ровоам пӗр вӑхӑт хушши Иеговӑн саккунӗсене тытса тӑнӑ. Иеровоам патшара ларнӑ вӑхӑтра вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗ вара йӗрӗхсене пуҫҫапни ӑшне путнӑ. Анчах та унта пурӑнакансем нумайӑшӗ Ровоама «пулӑшса-хунтӑласа тӑнӑ», вӗсем малалла та чӑн Турра пуҫҫапма Иерусалима килсе ҫӳренӗ (2 Ҫулс. 11:16, 17). Эппин, Турра итленине пула Ровоамӑн влаҫӗ ҫирӗпленнӗ.

ҪЫЛӐХ ТУНИ ТАТА ӲКӖННИ

Хӑйӗн влаҫӗ тӗреклӗленсе ҫитсессӗн Ровоам Иеговӑн саккунӗсене тытса тӑма пӑрахса суя турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ. Мӗншӗн ҫапла пулса тухнӑ-ши? Тен, ун ҫине амӑшӗ, Аммон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, витӗм кӳнӗ (3 Патш. 14:21). Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, халӑх патша хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавӑнпа Иегова Египет патшине Сусакима Иудӑри нумай хулана, Ровоам тӗреклетнӗ хуласене, ҫӗнсе илме ирӗк панӑ (3 Патш. 14:22—24; 2 Ҫулс. 12:1—4).

Сусаким Иерусалим патне, Ровоам патшара ларнӑ хула патне, ҫывхарсан лару-тӑру тата йывӑрланса кайнӑ. Вара Ровоам патне Самей пророк пынӑ та патшапа унӑн ҫулпуҫӗсене Туррӑн хыпарне пӗлтернӗ: «Эсир Мана пӑрахрӑр, ҫавӑншӑн Эпӗ те сире пӑрахатӑп, Сусаким аллине паратӑп». Ҫавна илтсен Ровоам мӗн тунӑ? Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Библире каланӑ: «Израиль ҫулпуҫӗсем те, патша та йӑвашланнӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа тӳррине калать!» Ҫавӑнпа Иегова Ровоама хӗрхенсе Иерусалима аркатма паман (2 Ҫулс. 12:5—7, 12).

Ҫавӑн хыҫҫӑн Ровоам малалла та Иуда патшалӑхӗн патши пулса ертсе пынӑ. Хӑй вилес умӗн вӑл ывӑлӗсене хаклӑ парнесем нумай панӑ. Мӗншӗн вӑл ҫапла тунӑ? Тен, Ровоам хӑй хыҫҫӑн патша пулмалли Авияна хирӗҫ ытти ывӑлӗсен пӑлхав ҫӗклес шухӑш ан пултӑр тенӗ (2 Ҫулс. 11:21—23). Ҫамрӑк чухнехипе танлаштарсан, халӗ вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑну тунӑ.

ТУРӐ РОВОАМА ЫРЛАНӐ-И?

Хӑш-пӗр чухне Ровоам лайӑх ӗҫсем тунӑ пулин те, вӑл Иегова ырланине тивӗҫлӗ пулайман. Библире унӑн пурнӑҫӗ пирки: «Ровоам усал ӗҫсем тунӑ»,— тесе пӗтӗмлетсе каланӑ. Мӗншӗн-ши? Мӗншӗн тесен «кӑмӑлӗ унӑн Ҫӳлхуҫана шыраса тупас енне туртӑнман» (2 Ҫулс. 12:14).

Давидпа танлаштарсан, Ровоам Иеговӑпа хӑй хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмен

Ровоам тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет? Вӑхӑтран-вӑхӑта вӑл Турра итленӗ тата унӑн халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ. Анчах та унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулман тата вӑл Турра юраса пурӑнас тесе пӗтӗм чун-чӗререн тӑрӑшман. Ҫавӑнпа Ровоам суя турӑсене пуҫҫапма тата Турӑ сивлекен ытти ӗҫсене тума пуҫланӑ. Тен, эсир шухӑшлатӑр: «Мӗншӗн вара Ровоам хӑш-пӗр чухне Турӑ каланине итленӗ? Хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн чӗререн ӳкӗннӗрен-и тата Иеговӑна савӑнтарас килнӗрен-и е ыттисем Турра итлемелле тенӗрен-и?» (2 Ҫулс. 11:3, 4; 12:6.) Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, Ровоам каллех унччен тунӑ усал ӗҫсене тума тытӑннӑ. Вӑл хӑйӗн аслашшӗнчен, Давид патшаран, мӗн тери уйрӑлса тӑнӑ! Паллах, Давид та йӑнӑшсем тунӑ, анчах та вӑл Иеговӑна юратнӑ, уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ тата ҫылӑх тусан чун-чӗререн ӳкӗннӗ (3 Патш. 14:8; Пс. 50:3, 19; 62:2, 3).

Ровоам тӗслӗхӗнчен чӑнах та нумай вӗренме пулать. Ҫынсем хӑйсен ҫемйишӗн тӑрӑшни тата ыттисене пулӑшни питӗ лайӑх. Анчах та Турӑ ырланине тивӗҫлӗ пулас тесен пирӗн чи малтанах уншӑн пӗтӗм чун-чӗререн ӗҫлесе тӑмалла тата хамӑрпа ун хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелле.

Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесен пирӗн Иеговӑна хытӑ юратмалла. Кӑвайт ҫунса тӑтӑр тесен вутӑ пӑрахсах тӑмалла. Ҫавнашкалах Турра юратма пӑрахас мар тесен пирӗн тӑтӑшах унӑн Сӑмахне вуламалла, мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла тата кӗлтумалла (Пс. 1:2; Рим 12:12). Турра юратни пире Иеговӑна хамӑр ӗҫсемпе савӑнтарма тата ҫылӑх тусан ӳкӗнме хавхалантарса тӑрӗ. Вара эпир нихӑҫан та Ровоам пек пулмӑпӑр — Иеговӑн ҫулӗнчен пӑрӑнса каймӑпӑр (Иуда 20, 21).

^ 9 абз. Соломон шанчӑклӑ тӑрса юлманнишӗн Израиль Патшалӑхӗ пайланса кайӗ тесе Иегова унчченех пророкла каланӑ пулнӑ (3 Патш. 11:31).