Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӑвӑрӑн совеҫе Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсем тӑрӑх вӗрентӗр

Хӑвӑрӑн совеҫе Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсем тӑрӑх вӗрентӗр

«Эсӗ пӗлтерни ҫинчен шухӑшлатӑп» (ПС. 118:99).

ЮРӐСЕМ: 127, 88

1. Этем чӗрчунсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

ҪЫНСЕМ чӗрчунсенчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Турӑ этеме совесть панӑ. Пӗрремӗш ҫынсен те, Адампа Евӑн, совесть пулнӑ. Эпир ҫавна ӑҫтан пӗлетпӗр? Иеговӑн саккунне пӑссан вӗсем унран пытаннӑ, мӗншӗн тесен вӗсене совеҫӗ кӑшлама пуҫланӑ.

2. Мӗншӗн совеҫе компаспа танлаштарма пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Хӑйӗн совеҫне вӗрентсе тӑман ҫынна ҫӗмӗрӗк компаспа тинӗсе тухнӑ капитанпа танлаштарма пулать. Компас тӗрӗс кӑтартмасть пулсан хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме пулать. Ҫил хытӑ вӗрнине пула тата шыв юхӑмӗсене пула карап ҫултан пӑрӑнса кайма пултарать. Тӗрӗс кӑтартакан компас вара капитана карапа кирлӗ ҫӗре илсе ҫитерме пулӑшать. Пирӗн совеҫе — ырӑпа усала уйӑрса илме пулӑшакан шалти туйӑма — компаспа танлаштарма пулать. Анчах та вӑл пире тӗрӗс ҫулпа пыма пулӑштӑр тесе ӑна вӗрентсе тӑмалла.

3. Совеҫе вӗрентсе тӑмасан мӗн пулма пултарать?

3 Эпир хамӑрӑн совеҫе вӗрентместпӗр пулсан, вӑл пире тӗрӗс мар ӗҫ тӑвасран асӑрхаттараймӗ (1 Тим. 4:1, 2). Совесть пире «усала ырӑ» тесе ӗнентерме те пултарать (Ис. 5:20). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене асӑрхаттарса ҫапла каланӑ: «Ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, сире вӗлерекен кирек кам та Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватӑп тесе шухӑшлӗ» (Иоанн 16:2). Стефанпа ытти христиансене вӗлерекенсем шӑп ҫапла шутланӑ та (Ап. ӗҫ. 6:8, 12; 7:54—60). Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: истори тӑршшӗпе Турра ӗненекен ҫынсемех нумай усал ӗҫ тунӑ, ҫынсене те вӗлернӗ, ҫитменнине тата ҫав ӗҫсем Турра юрӑхлӑ тесе каланӑ. Тӗрӗссипе вара вӗсем Туррӑн саккунӗсене пӑснӑ (Тух. 20:13). Совесть вӗсене тӗрӗс мар ҫулпа ертсе пыни уҫҫӑн курӑнать.

4. Совесть тӗрӗс ҫулпа ертсе пытӑр тесен мӗн тумалла?

4 Совесть тӗрӗс ҫулпа ертсе пытӑр тесен мӗн тумалла? Туррӑн Сӑмахӗнчи саккунсемпе принципсем вӗрентеҫҫӗ, питлеҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлеҫҫӗ (2 Тим. 3:16). Ҫавӑнпа Библие тӑрӑшса вӗренсен, мӗн пӗлсе пыни ҫинчен шухӑшласан тата ҫав пӗлӳсемпе пурнӑҫра усӑ курсан эпир хамӑрӑн совеҫе вӗрентме пултаратпӑр. Ҫакӑ пире пур япала ҫине те Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшӗ. Вара хамӑрӑн совесть пире тӗрӗс ҫулпа ертсе пырасса ҫирӗп шанма пулать. Айтӑр совеҫе Иегова панӑ саккунсемпе принципсем тӑрӑх мӗнле вӗрентмеллине пӑхса тухар.

ТУРРӐН САККУНӖСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР

5, 6. Иегова панӑ саккунсем пире мӗнле усӑ кӳреҫҫӗ?

5 Туррӑн саккунӗсем пире усӑ кӳччӗр тесен вӗсене вуласа пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Вӗсене юратма тата хисеплеме вӗренсе ҫитмелле. Турӑ Сӑмахӗнче: «Усала курайми пулӑр та ырра юратӑр»,— тесе ҫырнӑ (Ам. 5:15). Анчах та ҫакна мӗнле тумалла-ши? Хуравӗ ҫӑмӑл: пур япала ҫине те Турӑ пӑхнӑ пек пӑхмалла. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, эсир ыйхӑ килменнипе аптратӑр. Тухтӑр сире урӑхларах апат ҫиме, физкультура тума тата кун йӗркине улӑштарма сӗнет. Эсир тухтӑр каланӑ пек тусан вӑл мӗн сӗнни хӑвӑра усӑ кӳнине асӑрхатӑр. Ҫав канашсемшӗн пархатарлӑ пулмӑттӑр-и вара?

6 Пурнӑҫ Паракан Турӑ пире саккунсем те панӑ. Вӗсем пире ҫылӑх туса асапланса пурӑнасран хӳтӗлеҫҫӗ тата пирӗн пурнӑҫа лайӑхлатаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Библире суйнине, вӑрланине, аскӑнлӑха, хаярлӑха, асамлӑ ӗҫсене тата усал шухӑш тытса ҫӳренине сивлекен саккунсем пур. Ҫав саккунсене пӑхӑнса пурӑнсан эпир мӗн тери нумай усӑ илме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Ытарӑшсем 6:16—19 вуласа пар; Ӳлӗм. 21:8). Турӑ каланӑ пек туни пире мӗнле усӑ кӳнине курсан эпир ӑна та, унӑн саккунӗсене те хытӑрах юратма пуҫлатпӑр.

7. Библире каласа кӑтартнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле пулӑшать?

7 Телее, Туррӑн саккунне пӑсмасӑрах тата ҫавӑн хыҫҫӑн пулакан йывӑрлӑхсене тӳсмесӗрех пирӗн ӑса вӗренме май пур. Эпир Туррӑн Сӑмахӗнче асӑннӑ ҫынсен йӑнӑшӗсенчен вӗренме пултаратпӑр. Ытарӑшсем 1:5-мӗшӗнче каланӑ: «Ӑсли итлӗ те — пӗлӳлӗхне хушӗ». Библире ҫырса кӑтартнӑ ҫынсен пурнӑҫӗ ҫинчен вуласа тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшласа эпир нумай усӑллине вӗренетпӗр. Тӗслӗхрен, Давид Иеговӑн саккунне пӑсса Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн мӗн чухлӗ асап курни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (2 Патш. 12:7—14). Библире ҫавӑн ҫинчен вуланӑ чухне хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Ҫылӑх тӑвас мар тесен, ҫав таран нумай хӗн-асап курас мар тесен Давидӑн мӗн тумалла пулнӑ? Ҫавнашкал лару-тӑрӑва лекес пулсан эпӗ мӗн тӑвӑп: Давид пекех ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каятӑп-и е Иосиф пекех таратӑп-и?» (Пулт. 39:11—15.) Ҫылӑх туни мӗн тери нумай асап кӳни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, «усала курайми» пулатпӑр.

8, 9. а) Совесть пире мӗнле лару-тӑрура пулӑшать? ӑ) Иегова панӑ принципсем совеҫпе пӗрле мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

8 Турӑ курайман ӗҫсенчен эпир май килнӗ таран аяккарах тӑма тӑрӑшатпӑр. Анчах та эпир лекнӗ лару-тӑрура мӗн тумалли пирки Библире тӳррӗн ним те каламан пулсан мӗн тумалла? Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине мӗнле ӑнланмалла? Ҫавӑн чухне пире Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть пулӑшма пултарать.

9 Иегова пире питӗ хытӑ юратать, ҫавӑнпа вӑл Библире пире валли принципсем ҫырса панӑ, вӗсем вара хамӑрӑн совеҫпе пӗрле пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ. Турӑ хӑй каланӑ: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ, сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ» (Ис. 48:17, 18). Библири принципсем ҫинчен тарӑн шухӑшласа тата вӗсене чӗре ҫине витӗм кӳме парса эпир хамӑрӑн совеҫе вӗрентетпӗр. Ҫакӑ вара пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать.

ТУРРӐН ПРИНЦИПӖСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР

10. Библи пире тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле пулӑшать тата Иисус принципсемпе усӑ курса мӗнле вӗрентнӗ?

10 Саккунсемсӗр пуҫне Библире принципсем, е тӗп чӑнлӑхсем, пур. Вӗсем ҫинчен шухӑшлани пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать. Пӗр-пӗр принципа ӑнланас тесен Саккун Паракан мӗнле шухӑшланине тата вӑл мӗншӗн ку е вӑл саккуна панине ӑнланмалла. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус тӗп чӑнлӑхсене уҫса панӑ, ҫапла майпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене шухӑшсемпе туйӑмсем тата ӗҫсем мӗн патне те пулин илсе ҫитернине ӑнланма пулӑшнӑ. Сӑмахран, вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫилленсе ҫӳрени ҫынна вӗлересси патне, аскӑн шухӑшсем вара мӑшӑра улталасси патне илсе ҫитерме пултараҫҫӗ (Матф. 5:21, 22, 27, 28). Хамӑрӑн совесть пире тӗрӗс ҫул кӑтартса тӑтӑр тесен пирӗн кирек мӗнле лару-тӑрура та Туррӑн принципӗсене шута илмелле. Ҫапла вара эпир хамӑрӑн ӗҫсемпе Иеговӑна мухтава кӑларма пултарӑпӑр (1 Кор. 10:31).

Туррӑн принципӗсем тӑрӑх пурӑнакан христиансем ыттисен совеҫне шута илеҫҫӗ (11, 12 абзацсене пӑхӑр.)

11. Пӗр ҫыннӑн совеҫӗ тепӗр ҫыннӑн совеҫӗнчен мӗнле уйрӑлса тӑма пултарать?

11 Хӑйсен совеҫне Библи тӑрӑх вӗрентнӗ икӗ христианин пӗр лару-тӑрурах мӗн тумалли пирки тӗрлӗрен шутлама пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, эрех-сӑра ӗҫесси пирки шухӑшласа пӑхар. Библи эрех-сӑра ӗҫме чармасть, анчах та унта эрех-сӑрапа иртӗхме юрамасть тенӗ (Ытар. 20:1; 1 Тим. 3:8). Христианин виҫине пӗлсе ӗҫме пӗлет пулсан тата совеҫӗ те хирӗҫлемест пулсан, ҫакӑ унӑн урӑх ниме те шута илмелле маррине пӗлтерет-и? Ҫук, пӗлтермест. Унӑн ыттисен совеҫне те шута илмелле.

12. Рим 14:21-мӗшӗнчи принцип пире ыттисен совеҫне шута илме мӗнле пулӑшать?

12 Павел та христиансен ыттисен совеҫне шута илмелле тенӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Тӑванна такӑнтараканнине... нимӗн те ан ту; аш ҫимесессӗн, эрех ӗҫмесессӗн аван пулӗ» (Рим 14:21). Калӑпӑр, сирӗн пӗр-пӗр ӗҫе тума право пур, анчах та эсир мӗн тӑвас тени тепӗр тӑвана такӑнтарма пултарать. Ун пек чухне эсир ҫавна тӑвас мар тесе хӑвӑра чарма хатӗр-и? Чӑнлӑха пӗличчен хӑш-пӗр христиансем эрех-сӑрапа иртӗхнӗ, кайран вара пачах ӗҫместӗп тесе ҫирӗп шут тытнӑ. Паллах, ҫав тӑван пире пула каллех ӗҫме пуҫласа хӑйне сиен кӳресрен эпир асӑрхануллӑ пуласшӑн (1 Кор. 6:9, 10). Эпир тӑвана хӑнана чӗнсен вӑл ӗҫместӗп тенине пӑхмасӑрах ӑна ӗҫме хистетпӗр пулсан, ҫакӑ ӑна юратни пулать-и вара?

13. Ыттисене ырӑ хыпара йышӑнма пулӑшас тесе Тимофей вӗсен совеҫне мӗнле шута илнӗ?

13 Иудейсем патне ырӑ хыпар пӗлтерме кайсан вӗсене такӑнтарас мар тесе Тимофей 20 ҫулсенче чухне ӳт кастарма килӗшнӗ, хытӑ ыраттарасса та пӑхса тӑман. Унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ Павел апостолӑнни пекех пулнӑ (Ап. ӗҫ. 16:3; 1 Кор. 9:19—23). Эсир те Тимофей пекех хӑвӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшма хатӗр-и?

ПРИНЦИПСЕМПЕ ЫТЛАРАХ УСӐ КУРӐР

14, 15. а) Принципсемпе усӑ курма вӗренес тесен мӗн тумалла? ӑ) Туррӑн принципӗсем тӑрӑх пурӑнакан христианин хӑйне ыттисемпе мӗнле тытать?

14 Пирӗн «Христос ҫинчен чи малтан мӗн пӗлнипе» ҫеҫ ҫырлахмалла мар, «тӗплӗ пӗлсе ҫитме» васкамалла (Евр. 6:1). Анчах та чӑнлӑха нумай ҫул хушши пӗлнипех эпир Библири принципсемпе усӑ курма вӗренейместпӗр. Ҫав тӗлӗшрен пирӗн нумай вӑй хумалла, Библири чӑнлӑхсене тӗплӗнрех пӗлес тесе тӑрӑшмалла. Акӑ мӗншӗн пире кашни кун Библи вуламалли пирки аса илтерсех тӑраҫҫӗ (Пс. 1:1—3). Эсир ҫавӑн пек тӗллев лартнӑ-и? Кашни кун Библи вуласан эсир Иеговӑн саккунӗсемпе принципӗсене лайӑхрах ӑнланма пуҫлатӑр.

15 Христиансемшӗн чи кирлӗ саккун — юрату саккунӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35). Иаков, Иисусӑн пӗртӑванӗ, юрату пирки «чӑн аслӑ саккун» тенӗ (Иак. 2:8). Павел вара: «Юрату саккуна пурӑнӑҫлани пулать»,— тенӗ (Рим 13:10). Юратӑва ҫапла пысӑк вырӑна хунинчен эпир тӗлӗнместпӗр, мӗншӗн тесен Библире каланӑ: «Турӑ — юрату вӑл» (1 Иоанн 4:8). Туррӑн юратӑвӗ туйӑм кӑна мар, хӑй юратнине вӑл ӗҫпе кӑтартать. Иоанн ҫырнӑ: «Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ» (1 Иоанн 4:9). Иеговӑна, Иисуса, пухури тӑвансене тата ытти ҫынсене юратнине ӗҫпе кӑтартнинчен эпир Туррӑн принципӗсем тӑрӑх пурӑнни палӑрӗ (Матф. 22:37—39).

Библири принципсем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, пирӗн совесть шанчӑклӑ канашҫӑ пулса тӑрать (16-мӗш абзаца пӑхӑр.)

16. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн мӗншӗн христианинӑн Библири принципсемпе ытларах та ытларах усӑ курмалла?

16 Туррӑн принципӗсене мӗн чухлӗ лайӑхрах ӑнланса пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах вӗсемпе хамӑрӑн пурнӑҫра усӑ куратпӑр. Саккунсемпе эпир пӗр-пӗр лару-тӑрура ҫеҫ усӑ курма пултаратпӑр, принципсемпе вара тӗрлӗ лару-тӑрура та усӑ курма пулать. Тӗслӗхрен, япӑх туссемпе хутшӑнни хӑйне мӗнле сиен кӳме пултарнине ача ӑнланмасть, ҫавӑнпа ашшӗпе амӑшӗ ӑна хӳтӗлес тесе правилӑсем тӑваҫҫӗ (1 Кор. 15:33). Анчах та ача ӳссе пынӑҫемӗн Библири принципсем ҫинчен шухӑшлама вӗренет, ҫакӑ ӑна лайӑх туссем тупма пулӑшать. (1 Коринф 13:11; 14:20 вуласа пар.) Библири принципсем ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах шухӑшлатпӑр, Турӑ пирӗнтен тӗрлӗ лару-тӑрура мӗн тӑвасса кӗтнине ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах ӑнланатпӑр. Пирӗн совесть те шанчӑклӑ канашҫӑ пулса тӑрать.

17. Турра савӑнтаракан йышӑнусем тума мӗн кирли пирӗн веҫех пур тесе мӗншӗн калама пулать?

17 Турра савӑнтаракан йышӑнусем тума мӗн кирли пирӗн веҫех пур. Турӑ Сӑмахӗнчи саккунсемпе принципсене лайӑх ӑнланатпӑр пулсан эпир пӗтӗмпех пӗлсе ҫитсе «кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе» ҫитетпӗр (2 Тим. 3:16, 17). Ҫавӑнпа «Турӑ ирӗкне пӗлсе» ҫитмешкӗн пирӗн Библири принципсене шыраса тупма пӗлмелле (Эф. 5:17). Ҫавна тума пире «Индекс публикаций Сторожевой Башни», «Путеводитель по публикациям» тата Библи тӗпчемелли ытти хатӗрсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Вӗсемпе усӑ куратпӑр пулсан Библие хамӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле вӗренни ытларах усӑ парӗ.

БИБЛИ ТӐРӐХ ВӖРЕНТНӖ СОВЕСТЬ — ЧӐН-ЧӐН ПИЛЛӖХ

18. Иеговӑн саккунӗсемпе принципӗсем тӑрӑх пурӑнни пире мӗнле усӑ кӳрет?

18 Иеговӑн саккунӗсемпе принципӗсем тӑрӑх пурӑнни пире мӗнле усӑ кӳрет? Псалом 118:97—100 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ: «Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп! Кунӗпех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп. Санӑн ӳкӗтӳ мана тӑшманӑмсенчен ӑслӑрах турӗ: вӑл яланах манпа пӗрле. Эпӗ хама вӗрентекенсенчен пуринчен те тӑнлӑрах пултӑм, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пӗлтерни ҫинчен шухӑшлатӑп. Эпӗ ватӑсенчен те ытларах пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса тӑратӑп». Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрни пире ӑслӑ-тӑнлӑрах пулма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ. Хамӑрӑн совеҫе Турӑ панӑ саккунсемпе принципсем тӑрӑх вӗрентме тӑрӑшатпӑр пулсан эпир «Христос евӗрлӗ пулса» тӑратпӑр (Эф. 4:13).