Мӗн пулассине пӗлесшӗн ҫунни
Сире хӑвӑра тата хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫынсене пуласлӑхра мӗн кӗтнине сирӗн пӗлес килет-и? Пуянлӑх кӗтет-и е чухӑнлӑх-и? Юрату-и е пӗчченлӗх-и? Сирӗн кунҫул вӑрӑм та савӑнӑҫлӑ пулӗ-и е сасартӑк татӑлӗ-и? Ҫак ыйтусем пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ ҫынсене канӑҫ памаҫҫӗ.
Паян тӗнчери тӗрлӗ тенденцисене тӗпчекен экспертсем малашлӑхра мӗн пулассине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем мӗн калани пурнӑҫланать, хӑш-пӗр чухне вара — ҫук. Пурнӑҫланман чухне ҫынсен ӗмӗчӗ татӑлать. Сӑмахран, 1912 ҫулта Гульельмо Маркони, пралуксӑр телеграф шутласа кӑларнӑскер, ҫапла каланӑ: «Радио эри пуҫлансан вӑрҫӑсем урӑх пулмӗҫ». «Декка» ятлӑ сасӑ ҫыракан компани директорӗ вара 1962 ҫулта «Битлз» ушкӑнпа ӗҫлеме килӗшмен, мӗншӗн тесен гитарӑпа вылякан ушкӑнсем модӑран тухаҫҫӗ тесе шутланӑ.
Нумайӑшӗ асамлӑ вӑйсем пуласлӑха пӗлме пулӑшаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем астрологсене итлеҫҫӗ, теприсем вара кашни хаҫат-журналта тенӗ пекех тухса тӑракан гороскопсене пӑхаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, картсемпе, числосемпе усӑ курса тата ал тупанӗ ҫинчи йӗрсене пӑхса пуласлӑха курма пултаратпӑр текен юмӑҫсемпе экстрасенссем патне каякансем те пур.
Ӗлӗк-авал хӑш-пӗрисем оракулсем патне — пӗр-пӗр турра чӳк тӑвакан тата ун ячӗпе калаҫакан ҫынсем патне — кайнӑ. Тӗслӗхрен, Лиди патши Крёз грексен авалхи Дельфӑ хулинчи оракул патне хаклӑ парнесем янӑ теҫҫӗ. Вӑл ҫав оракулран Перси патшине, Кира, хирӗҫ вӑрҫӑпа тухсан ҫӗнтерейӗп-ши тесе ыйтнӑ. Лешӗ вара эсӗ перссене хирӗҫ кайсан «аслӑ империе» тӗп тӑватӑн тесе хуравланӑ. Ҫӗнтеретӗп тесе шутланӑскер, Крёз Персипе вӑрҫӑ тапратнӑ, анчах та ӑна хӑйне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ҫапла вӑл хӑйӗн империне хӑех тӗп тунӑ.
Оракул икӗ майлӑ ӑнланмалла калани пачах усӑ паман, мӗншӗн тесен ҫав вӑрҫӑра икӗ империрен пӗрин пӗтмеллех пулнӑ. Шутламасӑр тунӑ йышӑну Крёзшӑн хакла ларнӑ. Хальхи вӑхӑтра пуласлӑх пирки тӗрлӗ майпа пӗлме тӑрӑшакан ҫынсем ҫавнашкал йӑнӑшсем тумӗҫ тесе калама пулать-и?