Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫланмалли сӑмахсем

Ҫывӑх вӑхӑтра пурнӑҫланмалли сӑмахсем

Иисус пророкла каланӑ пекех, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлса пырать (Матфей 24:14). Библири Даниил кӗнеки тӑрӑх, ҫав Патшалӑх вӑл — Турӑ йӗркелесе янӑ правительство. Ҫак кӗнекен иккӗмӗш сыпӑкӗнче авалхи Вавилонран пуҫласа пирӗн вӑхӑтченех мӗнле-мӗнле правительствӑсем, е патшалӑхсем, тӗнчере пуҫ пулса тӑрасси ҫинчен пророкла калани пур. Малашне мӗн пуласси пирки 44-мӗш сӑвӑ йӗркинче ҫапла ҫырнӑ:

«Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ».

Библири ку тата ытти пророкла сӑмахсенчен ҫакӑ курӑнать: этем правительствисем вырӑнне Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ, вара ҫынсем пурте мирлӗ те лӑпкӑ пурнӑҫпа киленсе пурӑнӗҫ. Ҫав Патшалӑх ертсе пыма пуҫласан эпир тата мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр? Туррӑн кӗҫех пурнӑҫланмалли сӑмахӗсенчен хӑш-пӗрисем ак ҫаксем.

  • ВӐРҪӐСЕМ УРӐХ ПУЛМӖҪ

    Псалом 45:10: «[Турӑ] вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса ухӑсене аркатрӗ, сӑнӑсене хуҫса ывӑтрӗ, вӑрҫӑ ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗ».

    Хальхи вӑхӑтра хӗҫ-пӑшал тӑвас тесе нумай укҫа тӑкаклаҫҫӗ тата нумай тӗпчевсем тӑваҫҫӗ. Анчах та ҫынсене вӗлерес тесе мар, вӗсене пулӑшас тесе ҫавӑн пекех тӑрӑшнӑ пулсан, пурнӑҫ мӗн тери лайӑхланнӑ пулӗччӗ, ҫапла мар-и? Турӑ вӑрҫӑсем урӑх пулмӗҫ тесе сӑмах пани унӑн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра пурнӑҫланӗ.

  • ЧИР-ЧӖР УРӐХ ПУЛМӖ

    Исаия 33:24: «Пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ».

    Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: никам та чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе, рак чирӗпе, диабетпа тата ытти чирсемпе чирлемӗ! Больницӑсем те, эмелсем те кирлӗ пулмӗҫ. Кашни ҫын тӗлӗнмелле ҫирӗп сывлӑхлӑ пулӗ. Мӗн тери чаплӑ парне!

  • ВЫҪЛӐХ УРӐХ ПУЛМӖ

    Псалом 71:16: «Тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ».

    Ҫӗр кашни ҫын валлиех ҫителӗклӗ апат-ҫимӗҫ парӗ, вара никам та выҫлӑхпа асапланмӗ.

  • АСАП ТА, ЙӖНИ-МАКӐРНИ ТЕ, ВИЛӖМ ТЕ УРӐХ ПУЛМӖ

    Ӳлӗмхине 21:4: «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ».

    Ҫынсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗрех райра киленсе пурӑнӗҫ. Ҫав пурнӑҫа парнелеме пире Ҫут тӗнчене Тӑваканӗ хӑй, Иегова Турӑ, сӑмах панӑ.

ТУРӐ УЛТАЛАМА ПУЛТАРАЙМАСТЬ

Тен, сире ҫакӑ юмах пек туйӑнать. Пулас пурнӑҫ пирки Библире мӗнле ҫырса кӑтартнӑ, ҫавӑн пек кашни ҫыннӑн пурӑнас килет. Анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула нумайӑшне ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пулма пултарасса ӗненме йывӑр. Ҫакӑ тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен ҫынсенчен нихӑшӗ те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнса курман.

Этемлӗх ҫав тери нумай вӑхӑт хушши ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнче хуйхӑ-суйхӑпа асапланса пурӑннӑран ҫынсем нумайӑшӗ ку вӑл йӗркеллӗ япала тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та пурнӑҫ паракан Иегова Турӑ пире пачах урӑхла пурӑнтарасшӑн.

Пире хӑй мӗн тума сӑмах панине ӗненме пулӑшас тесе Турӑ ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: «Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран тухакан сӑмах та ҫавӑн пек: вӑл Ман патӑма усӑсӑр таврӑнмасть, Мана мӗн кирлӗ — ҫавна тӑвать, Эпӗ ӑна мӗн тума янӑ — ҫавна пурӑнӑҫа килтерет» (Исаия 55:11).

Библире Иегова пирки «Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ» тенӗ (Тит 1:1—3). Турӑ пире ҫӳлерех асӑннӑ чаплӑ пиллӗхсене пама сӑмах панӑ пулсан, ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхни лайӑх пулӗччӗ: ҫынсем ҫӗр ҫинче чӑнах та ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ-ши? Турӑ хӑйӗн сӑмахне мӗнле пурнӑҫланине курас тесен пирӗн мӗн тумалла?