Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ПУРНӐҪПА ВИЛӖМ ҪИНЧЕН БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ?

Пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен Библи мӗн калать?

Пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен Библи мӗн калать?

Библири Пултарни кӗнекере ҫырнӑ тӑрӑх, Турӑ пӗрремӗш ҫынна, Адама, тунӑ хыҫҫӑн, ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пултарни 2:16, 17). Апла, Адам ҫак Туррӑн ӳкӗтне тытса тӑнӑ пулсан вӑл нихӑҫан та вилмӗччӗ, вӑл Эдем садӗнче малалла та пурӑннӑ пулӗччӗ.

Шел пулин те, Адам хӑйӗн Пултараканне итлес вырӑнне тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас вырӑнне Туррӑн ӳкӗтне пӑснӑ: вӑл хӑйӗн арӑмӗ, Ева, панӑ ҫимӗҫе — ҫиме юраман ҫимӗҫе — ҫинӗ (Пултарни 3:1—6). Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернине эпир хальхи вӑхӑтра та лайӑх куратпӑр. Павел апостол ун пирки акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Ҫакӑнта асӑннӑ «пӗр ҫын» вӑл — Адам. Анчах вӑл мӗн туни мӗншӗн ҫылӑх пулнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ вилӗм патне илсе ҫитернӗ?

Адам пӗлсе тӑрсах Туррӑн саккунне пӑснӑ — ҫакӑ ҫылӑх пулнӑ (1 Иоанн 3:4). Ҫылӑх тунӑшӑн вара наказани вилӗм пулать тесе асӑрхаттарнӑ Турӑ. Адам тата унӑн пулас ӑрӑвӗ Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑнӑ пулсан, вӗсем ҫылӑхсӑр пулнӑ пулӗччӗҫ тата нихӑҫан та вилмен пулӗччӗҫ. Турӑ ҫынсене вилмелле туман, вӑл вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тесе тунӑ.

«Пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ» тени тӗрӗс пулни пирки никам та иккӗленмест. Анчах ҫын вилсен унӑн пӗр-пӗр пайӗ чӑнах та малалла пурӑнать-и? Нумайӑшӗ ҫакна ӗненет. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн пӗр пайӗ, е унӑн чунӗ, вилӗмсӗр. Анчах ҫакӑ тӗрӗс пулсан Турӑ Адама суйнӑ пулать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен, Турӑ каланӑ тӑрӑх, ҫылӑх тунӑшӑн наказани вӑл — вилӗм. Анчах ҫын вилсен унӑн пӗр-пӗр пайӗ малалла та пурӑнать пулсан, вилӗм наказани пулмасть. Библире вара: «Турӑ улталаса калас ҫук»,— тенӗ (Еврейсем 6:18). Чӑннипе Шуйттан суйнӑ: эсир ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫисен вилместӗр тенӗ вӑл Евӑна (Пултарни 3:4).

Эппин, вилӗмсӗр чун ҫинчен вӗрентни суя ҫинче тытӑнса тӑрать. Апла пулсан, ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХ

Пултарни кӗнекере ҫынна мӗнле туни ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫӗрти тӑпраран тунӑ, унӑн ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, этем вара чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ» (Пултарни 2:7). «Чӗрӗ чун» тесе куҫарнӑ не́феш текен авалхи еврей сӑмахне тӳррӗн куҫарсан «сывлакан чӗрӗ чун» тенине пӗлтерет.

Библи уҫҫӑн кӑтартса парать: ҫынна вилӗмсӗр чун паман. Мӗншӗн тесен ҫын вӑл хӑй «чӗрӗ чун». Ҫавӑнпа та Библире эсир ниҫта та «вилӗмсӗр чун» текен сӑмах ҫаврӑнӑшне тупаймастӑр.

Библире вилӗмсӗр чун пирки нимӗн те каламан пулсан, мӗншӗн-ха нумай тӗнре ҫак вӗрентӗве тытса тӑраҫҫӗ? Ҫак вӗрентӳ авалхи Египетран тухнӑ иккен.

СУЯ ТӖН ВӖРЕНТӖВӖ САРӐЛСА ПЫРАТЬ

Пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗрте пурӑннӑ грексен историкӗ Геродот ҫапла ҫырнӑ: «Ҫын чунӗ вилмест тесе чи малтанах египтянсем вӗрентме пуҫланӑ». Ҫак вӗрентӳ Вавилон ҫыннисене те питӗ килӗшнӗ. Пирӗн эрӑчченхи 332 ҫулта Александр Македонский ҫывӑхри Хӗвелтухӑҫ ҫӗрӗсене ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн ҫак вӗрентӳ грексен философӗсем хушшинче, юлашкинчен вара пӗтӗм Греци империйӗнче анлӑ сарӑлнӑ.

Библире эсир ниҫта та «вилӗмсӗр чун» текен сӑмах ҫаврӑнӑшне тупаймастӑр

Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте ессейсемпе фарисейсем (иудейсен икӗ паллӑ сектисем) ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать тесе вӗрентнӗ. «Еврейсен энциклопедийӗнче» ҫапла каланӑ: «Грексен философӗсен вӗрентӗвӗсем витӗм кӳнине пула, уйрӑмах Платон вӗрентӗвӗсене пула, иудейсем чун вилӗмсӗр пулнине ӗненме пуҫланӑ» (The Jewish Encyclopedia). Ҫавӑн пекех пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ иудейсен историкӗ Иосиф Флавий ҫак вӗрентӗве Сӑваплӑ Ҫыруран мар, эллинсенчен илнӗ тесе каланӑ. Уншӑн вара эллинсен вӗрентӗвӗсем юмах-халап пулнӑ.

Грек культури анлӑ сарӑлса пынӑҫемӗн христиан тӗнне тытса тӑракансем те суя тӗнрен тухнӑ вӗрентӗве, вилӗмсӗр чун ҫинчен вӗрентнине, ӗненме пуҫланӑ. Йона Лендеринг историк каланӑ тӑрӑх, «Платонӑн шухӑшӗ — малтан пирӗн чун пӗр ҫитменлӗхсӗр тӗнчере пулнӑ, халӗ вӑл пӗтекен тӗнчере пурӑнать текен шухӑш — Платонӑн философине христиан вӗрентӗвӗсемпе хутӑштарса яма питӗ лайӑх май панӑ». Ҫапла вара ҫак суя тӗнрен тухнӑ вӗрентӳ Христиан Чиркӗвӗн тӗп вӗрентӗвӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

«ЧӐНЛӐХ СИРЕ ИРӖКЕ КӐЛАРӖ»

Пӗрремӗш ӗмӗрте Павел апостол христиансене ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет» (1 Тимофей 4:1). Ҫак сӑмахсем мӗн тери тӗрӗс! Вилӗмсӗр чун ҫинчен вӗрентни «шуйттан вӗрентни» шутне кӗрет. Мӗншӗн тесен вӑл Библире мӗн каланипе пачах килӗшсе тӑмасть, вӑл суя тӗнрен тата философи вӗрентӗвӗсенчен тухнӑ.

Телее, Иисус ҫапла каланӑ: «Чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:32). Библири чӑнлӑха пӗлсе пынипе ҫын нумай тӗнре анлӑ сарӑлнӑ Турра чыссӑрлатакан вӗрентӳсемпе йӑла-йӗркесен тыткӑнӗнчен ирӗке тухать. Унтан та ытларах, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑх тӗшмӗшсенчен тата вилӗмпе ҫыхӑннӑ йӑласенчен хӑтарать. («Вилнисем ӑҫта лекеҫҫӗ?» рамкӑна пӑхӑр.)

Турӑ ҫынсене, вӗсем 70—80 ҫул пурӑнччӑр та урӑх тӗнчене кайччӑр тесе туман. Вӑл хӑйне итлекен ҫынсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Турӑ мӗн шухӑшласа хуни вӑл этемлӗхе питӗ юратнине кӑтартать. Хӑй мӗн шухӑшласа хунине вӑл пурнӑҫлатех (Малахия 3:6). Библи пире шантарса калать: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).