Рай ҫӗр ҫинче. Ӗмӗтленни кӑна-и?
Рай! Туристсем валли кӑларнӑ илемлӗ буклетсем питӗ илӗртеҫҫӗ, вӗсем ҫӗрӗн тепӗр вӗҫне кайса килме тата пӗтӗм пӑшӑрханусемпе йывӑрлӑхсем ҫинчен манса кайса «райра» канма сӗнеҫҫӗ. Анчах эпир пурте ҫакна пӗлетпӗр: киле таврӑнсан эпир каллех кулленхи пурнӑҫа кӗрсе ӳкетпӗр.
Ҫав-ҫавах рай ҫинчен шухӑшлас килсех тӑрать. Тен, эсир хӑвӑртан ҫакӑн пек ыйтатӑр: «Нивушлӗ рай вӑл ӗмӗт кӑна? Апла пулсан, мӗншӗн унта пурӑнас килет? Вӑл хӑҫан та пулин пулать-и?»
ӐРУРАН-ӐРӐВА КАЛАСА ПАНИСЕМ
Ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ҫынсем рай ҫинчен шухӑшланӑ. Нумайӑшӗ Библире «Хӗвелтухӑҫ енче, Эдемра» пулнӑ рай ҫинчен вуланӑ хыҫҫӑн унпа интересленме пуҫланӑ. Ҫак сад мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ-ши? Пултарни кӗнекере ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗртен тӗрлӗ йывӑҫ ӳстерсе кӑларнӑ: пӑхма — илемлӗ, апат валли лайӑх пулнӑ вӗсем». Ҫав садра пулма питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ! Пуринчен ытла вара вӑл «рай [е сад] варринче... чӗрӗлӗх йывӑҫӗ тата ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ» ӳснипе уйрӑлса тӑнӑ (Пултарни 2:8, 9).
Унсӑр пуҫне ҫав садран юханшыв юхса тухнӑ, вӑл туратланса тӑватӑ юханшыва пайланнӑ тесе каланӑ Пултарни кӗнекере. Вӗсенчен иккӗшне халӗ те пӗлеҫҫӗ: пӗри Тигр (е Хиддекель), тепри — Евфрат (Пултарни 2:10—14). Ҫак юханшывсем паянхи Ирак урлӑ, унччен Авалхи Персин пайӗ пулнӑ территори урлӑ, Перси заливне юхса кӗреҫҫӗ.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинчи рай Перси культури ҫине питӗ пысӑк витӗм кӳни тӗлӗнтермест. Сӑмахран, Филадельфири (Пенсильвани штачӗ, АПШ) искусство музейӗнче XVI ӗмӗрте перссем тунӑ кавир упранать, ун ҫине хӳмесемпе хупӑрланӑ йывӑҫсемпе чечексем ӳсекен сад ӳкерчӗкне тӗртсе тунӑ. «Хӳмесемпе хупӑрланӑ сад» тесе куҫарнӑ перс сӑмахӗ «рай» тенине те пӗлтерет, ҫавӑн пекех ҫав кавир ҫинчи ӳкерчӗк Библире каланӑ илемлӗ Эдем садне аса илтерет.
Рай ҫинчен каласа панисем чылай халӑх культуринче пур. Ҫынсем ҫӗр ҫийӗпе саланнӑ май вӗсем рай ҫинчен каланисене хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ, унтан вара ӗмӗрсем хушшинче вӗсем вырӑнти ӗненӳсемпе тата халапсемпе хутӑшнӑ. Паян та, хамӑр сисмесӗрех, эпир ҫутҫанталӑкри илемлӗ вырӑнсем пирки рай тесе калатпӑр.
РАЯ ШЫРАСА
Хӑш-пӗр ҫулҫӳревҫӗсем ҫухатнӑ рая тупрӑмӑр тесе каланӑ. Сӑмахран, 1881 ҫулта Чарлз Гордон ятлӑ Британи генералӗ Сейшель утравӗсенче пулнӑ. Валле-де-Мэ (хальхи вӑхӑтра Пӗтӗм тӗнче еткерлӗхне кӗртнӗ) ятлӑ илемлӗ вырӑн унӑн чӗрине тыткӑнланӑ, ҫавӑнпа Чарлз Гордон ун пирки Эдем сачӗ тенӗ. XV ӗмӗрте Христофор Колумб ятлӑ тинӗс ҫӳревҫи, Итали ҫынни, Эспаньола (халӗ Доминикан Республики тата Гаити Республики) утравӗ ҫине тухсан эпӗ Эдем садне тупрӑм тесе каланӑ.
Нумаях пулмасть «Карттӑ ҫинчи рай» ятлӑ кӗнеке тухнӑ, унта 190 авалхи карттӑна кӗртнӗ (Mapping Paradise). Нумайӑшӗнче Адампа Евӑна Эдем пахчинче ӳкернӗ. Вӗсенчен пӗри, XIII ӗмӗрте Беат Лиебанский тунӑ карттӑн копийӗ, ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Ҫак карттӑ тӑрринче пысӑках мар тӳркӗтеслӗх ӳкернӗ, ун варринче вара рай. Ҫав райран тӑватӑ юханшыв юхса тухать: Тигр, Ефрат, Фисон тата Геон. Ҫак юханшывсем карттӑн тӑватӑ кӗтесӗ патнелле юхаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑ христиан тӗнӗ ҫӗрӗн тӑватӑ еннелле сарӑлнине сӑнласа парать пулас теҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӳкерчӗксем ҫынсем малтанхи рай ӑҫта вырнаҫнине пӗлмеҫҫӗ пулсан та, вӗсем ун пирки шухӑшлама пӑрахманнине кӑтартаҫҫӗ.
XVII ӗмӗрте пурӑннӑ акӑлчан поэтне Джон Мильтона «Ҫухатнӑ рай» поэмӑна ҫырнӑран пӗлеҫҫӗ. Ҫав поэмӑна вӑл Пултарни кӗнекере Адам ҫылӑха кӗни ҫинчен тата ҫынсене Эдем садӗнчен кӑларса яни ҫинчен мӗн каланине тӗпе хурса ҫырнӑ. Хӑйӗн кӗнекинче вӑл ҫынсем каллех ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнасса шанса ҫапла ҫырнӑ: «Ун чухне пӗтӗм ҫӗр рай пулать». Каярахпа Мильтон ҫав поэмӑн тепӗр пайне кӑларнӑ, вӑл «Тавӑрнӑ рай» ятлӑ пулнӑ.
ҪӖНӖ ВЫРӐН
Пӗтӗм истори тӑршшӗпех ҫынсем ҫухатнӑ рай ҫинчен шухӑшлани уҫҫӑн курӑнать. Мӗншӗн-ха паян ун ҫинчен никам та калаҫмасть? «Карттӑ ҫинчи рай» кӗнекере ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «теологсем... рай ҫӗр ҫинче пулнине курмӑш тӑваҫҫӗ».
Нумай чиркӳре ҫынсене ҫӗр ҫинчи райри пурнӑҫ мар, пӗлӗтри пурнӑҫ кӗтет тесе вӗрентеҫҫӗ. Библире, Псалом 36:29-мӗшӗнче каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ». Хальхи пурнӑҫ пирки вара райри пурнӑҫ тесе калаймӑн. Апла пулсан, Библире сӑмах пани хӑҫан та пулин пурнӑҫланассине шанма пулать-и? *
ПӖТӖМ ҪӖР РАЙ ПУЛӖ
Пирвайхи рая тунӑ Иегова Турӑ ӑна каллех тума сӑмах парать. Мӗнле майпа? Иисус Христос мӗн ҫинчен кӗлтума вӗрентнине аса илер: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (Матфей 6:10). Ҫак Патшалӑх вӑл — Иисус Христос ертсе пыракан пӗтӗм тӗнчери правительство. Ҫак Патшалӑх ҫынсен пур патшалӑхне пӗтерӗ те хӑй ертсе пырӗ (Даниил 2:44). Патшалӑх Туррӑн ирӗкне ҫӗр ҫинче пурнӑҫлӗ, вара унта каллех рай пулӗ.
Ӗлӗк Турӑ пӗлтернипе Исаия пророк райра мӗнле пурнӑҫ пулассине ҫырса хунӑ, унта хальхи вӑхӑтра пулакан йывӑрлӑхсем тек пулмӗҫ (Исаия 11:6—9; 35:5—7; 65:21—23). Эпир сире темиҫе минут уйӑрса ҫак сӑвӑ йӗркисене хӑвӑрӑн Библире вулама чӗнетпӗр. Ҫакна тунипе эсир Турӑ хӑйне юратакан ҫынсем валли мӗн шухӑшласа хунине курма пултарӑр. Ҫакӑн пек ҫынсем Адам мӗн ҫухатнине каялла илӗҫ: вӗсем райра пурӑнӗҫ тата Турӑпа туслӑ пулӗҫ (Ӳлӗмхине 21:3).
Ҫӗр ҫинчи рай вӑл ӗмӗтленни кӑна мар. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Ун пирки Библире каланӑ: «Тӳпе — тӳпе Ҫӳлхуҫа валли, ҫӗре Вӑл этем ывӑлӗсене панӑ». «Хӑйӗн сӑмахне нихӑҫан та улӑштарман Турӑ» ҫынсем ҫӗр ҫинчи райра пурӑнӗҫ тесе каланӑ (Псалом 113:24; Тит 1:1—3). Библи пире ҫав тери чаплӑ шанчӑк — ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк — парать!
^ 15 абз. Ҫакӑн пек сӑмах панине Коран кӗнекинче те ҫырнӑ. 21-мӗш сурара, «Пророксем», 105-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Пирӗн тӳрӗ чурасем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ».