Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ нумай тӗнре чун вилӗмсӗр пулнине ӗненеҫҫӗ

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ПУРНӐҪПА ВИЛӖМ ҪИНЧЕН БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ?

Кӑсӑк ыйту

Кӑсӑк ыйту

ҪЫНСЕМ пурнӑҫпа вилӗм ҫине тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫын вилсен вӑл малалла пурӑнать, анчах урӑх йышши пурнӑҫпа е урӑх вырӑнта. Теприсем вара ҫын вилнӗ хыҫҫӑн урӑх чӗрӗ чун пулса ҫуралма пултарассине ӗненеҫҫӗ. Ҫын вилсен вӑл пурӑнма пӑрахать текенсем те пур.

Тен, эсир хӑвӑр ҫуралса ӳснӗ культурӑна пула, ҫын вилсен унпа мӗн пуласси ҫине пачах урӑхла пӑхатӑр. Чӑнах та, ҫынсем ҫак кӑсӑк ыйту пирки тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнентерӳллӗ те шанӑҫа тивӗҫлӗ хурава ӑҫта тупма пулать-ши?

Нумай ӗмӗр хушши тӗн пуҫлӑхӗсем вилӗмсӗр чун пирки вӗрентеҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ нумай тӗнре, сӑмахран: христианствӑра, иудаизмра, индуизмра тата исламра — чун вилӗмсӗр пулнине ӗненеҫҫӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫын вилсен кӗлетки пӗтет, чунӗ вара леш тӗнчере пурӑнать. Тепӗр енчен, буддистсем ҫын нумай хутчен вилет-ҫуралать те юлашкинчен асапланма пӑрахать тесе ӗненеҫҫӗ. Вӗсем ҫакна нирвана теҫҫӗ.

Ҫак вӗрентӳсем витӗм кӳнине пула ҫынсенчен нумайӑшӗ вилӗм ҫине урӑх тӗнчере пурӑнма паракан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пуҫланӑ. Вӗсем вилӗм пирки вӑл пурнӑҫӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ тесе тата ҫапла Турӑ шухӑшласа хунӑ тесе шутлама пуҫланӑ. Библи вара мӗн калать? Тархасшӑн, тепӗр статьяна вуласа пӑхӑр. Унта мӗн ҫырни сире тӗлӗнтерме пултарать.