Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ

Эпӗ хаяр та усал ҫын пулнӑ

Эпӗ хаяр та усал ҫын пулнӑ
  • ҪУРАЛНӐ ҪУЛ: 1974

  • ҪӖРШЫВ: МЕКСИКА

  • УНЧЧЕН: УРАМСЕНЧЕ ҪАПӐҪСА ҪӲРЕКЕН ХАЯР ҪАМРӐК

УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪ.

Эпӗ Мексикӑри Тамаулипас штатӗнчи Сьюдад-Манте ятлӑ илемлӗ хулара ҫуралнӑ. Ҫав хула ҫыннисенчен нумайӑшӗ уҫӑ кӑмӑллӑ та ырӑ. Анчах преступность шайӗ пысӑк пулнӑран хулара пурӑнма питӗ хӑрушӑ.

Эпӗ хамӑр ҫемьери тӑватӑ ывӑлтан иккӗмӗшӗ пулнӑ. Аттепе анне мана католик чиркӗвӗнче шыва кӗртнӗ. Каярахпа эпӗ чиркӳ хорӗнче юрлама пуҫларӑм. Эпӗ Турра юрасшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен Турӑ судӗнчен тата вутлӑ тамӑкра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ҫунасран питӗ хӑранӑ.

Эпӗ пиллӗкре чухне атте пире пӑрахса кайрӗ. Ҫакӑ мана питӗ кулянтарчӗ, вара манӑн чӗрере нимле туйӑм та юлмарӗ. Вӑл пире мӗншӗн пӑрахнине эпӗ ниепле те ӑнланма пултараймарӑм, вӗт эпир ӑна хытӑ юрататтӑмӑрччӗ. Пире тӑватӑ арҫын ачана тӑрантарса усрас тесе аннен ӗҫре нумай ӗҫлеме тиветчӗ.

Эпӗ ҫакӑнпа усӑ курма тӑрӑшрӑм, вара хамран аслӑрах ачасемпе вӑхӑта пӗрле ирттерес тесе шкула ҫӳремерӗм. Вӗсем мана усал сӑмах калама, чӗлӗм туртма, вӑрлама тата вӑрҫма вӗрентрӗҫ. Мана ыттисемпе хуҫаланма килӗшетчӗ, ҫавӑнпа эпӗ бокса, кӗрешӳ секцине ҫӳреме пуҫларӑм тата лайӑх ҫапӑҫма, ҫавӑн пекех пӑшалпа усӑ курма вӗрентӗм. Эпӗ хаяр ҫамрӑк пулса тӑтӑм. Час-часах эпӗ пӑшалпа перкелешнине хутшӑннӑ. Мана урамра юн кӳленчӗкӗ ӑшне вилме пӑрахса хӑварни те пулкаланӑ. Ҫакӑнпа эпӗ аннене мӗн чухлӗ хурлантарнӑ пуль! Вӑл мана, юнпа вараланса пӗтнӗскере тупсан, тӑратнӑ та тӳрех больницӑна илсе кайнӑ.

Эпӗ 16 ҫулта чухне пирӗн пата Хорхе ятлӑ ача чухнехи тус килчӗ. Вӑл пире эпӗ Иегова Свидетелӗ тата манӑн сире питӗ кирлӗ хыпар пӗлтерес килет терӗ. Унтан вӑл хӑй мӗне ӗненни ҫинчен Библи тӑрӑх каласа пама пуҫларӗ. Унччен эпӗ нихӑҫан та Библи вуламан, ҫавӑнпа Туррӑн ят пуррине тата унӑн чаплӑ тӗллевӗ ҫинчен пӗлсен питӗ савӑнтӑм. Хорхе пире Библи вӗренме сӗнчӗ, эпир вара килӗшрӗмӗр.

БИБЛИ МАНӐН ПУРНӐҪА МӖНЛЕ УЛӐШТАРЧӖ.

Библире вутлӑ тамӑк ҫинчен нимӗн те каламаннине пӗлсен эпӗ лӑштах сывласа ятӑм (Псалом 145:4; Екклесиаст 9:5). Эпӗ Турӑран сехӗрленсе пурӑнма пӑрахрӑм. Ун вырӑнне эпӗ ун ҫине хӑйӗн ачисене чи лайӑххине ҫеҫ сунакан ырӑ Атте ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пуҫларӑм.

Библи вӗреннӗ май эпӗ хамӑн характера улӑштарма кирлине ӑнланса илтӗм. Манӑн хама кӗҫӗне хума вӗренмелле тата ҫапӑҫса ҫӳреме пӑрахмалла пулнӑ. Мана 1 Коринф 15:33 (ҪХ) сӑвӑ йӗрки питӗ пулӑшрӗ, унта каланӑ: «Усал юлташсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна та пӑсаҫҫӗ». Вара ҫакна ӑнлантӑм: эпӗ хамӑн характера улӑштарасшӑн пулсан, манӑн хамӑн ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе хутшӑнма пӑрахмалла. Ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн унчченхи юлташсемпе ҫыхӑну тытма пӑрахрӑм та христиансен пухӑвӗнче — хирӗҫӳсене чышкӑсемпе мар, Библи принципӗсемпе усӑ курса татса паракан ҫынсем хушшинче — туссем шырама пуҫларӑм.

Сӑваплӑ Ҫырури мана пулӑшнӑ тепӗр вырӑн вӑл — Рим 12:17—19. Унта каланӑ: «Никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; [...] Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр... хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр. Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: Ҫӳлхуҫа калать: „тавӑрасси — Манӑн ӗҫ, Эпӗ Хам тавӑрӑп“». Иегова тӗрӗсмарлӑха хӑй пӗлнӗ пек тата хӑй вӑхӑтӗнче татса парассине эпӗ ӑнланса илтӗм. Майӗпен эпӗ хамӑн хаярлӑха тытса чарма вӗренсе ҫитрӗм.

Пӗррехинче каҫхине киле таврӑннӑ чухне хампа мӗн пулса иртнине эпӗ нихӑҫан та манса каймӑп. Вӑрӑ-хурах ушкӑнӗнчи темиҫе ҫамрӑк ман ҫума ҫулӑхрӗ, ҫав ушкӑнрисемпе эпӗ унччен ҫапӑҫаттӑмччӗ. Вӗсен пуҫлӑхӗ мана ҫурӑмран чышрӗ те: «Хӳтӗлен!» — тесе кӑшкӑрчӗ. Эпӗ Иеговӑна пулӑшу пама кӗскен кӗлтурӑм. Тавӑрас шухӑш манӑн питӗ вӑйлӑ пулнӑ пулин те, эпӗ хама тытса чарма тата лӑпкӑн пӑрӑнса утма пултартӑм. Тепӗр кунне эпӗ ҫав пуҫлӑха каллех куртӑм, ку хутӗнче вӑл пӗчченччӗ. Манӑн каллех ҫилӗ капланса килчӗ, манӑн ӑна хӑлха чикки парас килсе кайрӗ, анчах эпӗ каллех ӑшра Иеговӑна кӗлтуса хама тытса чарма пулӑшсам тесе ыйтрӑм. Ҫав ҫамрӑк ман пата пырса: «Ӗнерхишӗн каҫар мана. Пӗлетӗн-и, манӑн сан пек пулас килет. Эпӗ Библи вӗренесшӗн»,— тесе калани мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ хамӑн ҫилле тытса чарма пултарнӑшӑн савӑнмаллипех савӑнтӑм! Ҫакна пула вӑл та Библи вӗренме пуҫларӗ.

Шел пулин те, ҫав вӑхӑтра манӑн ҫемьерисем Библи вӗренме пӑрахрӗҫ. Анчах та эпӗ вӗренме чарӑнмӑп тата никама та, ниме те Турӑ ҫинчен пӗлме чӑрмантарма памӑп тесе ҫирӗп шут тытрӑм. Турӑ халӑхӗпе хутшӑнни мана хамӑн чун суранӗсене сиплеме пулӑшрӗ. Христиансен пухӑвӗ маншӑн чун ӑшшине паракан ҫемье пулса тӑчӗ. Эпӗ чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем турӑм, вара 1991 ҫулта шыва кӗтӗм те Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑм.

МАНӐН ПУРНӐҪ ХӐШ ЕНЧЕН ЛАЙӐХЛАНЧӖ.

Унччен эпӗ хаяр та усал тата ыттисемпе хуҫаланма юратакан ҫын пулнӑ. Анчах та Турӑ Сӑмахӗ манӑн пурнӑҫа тӗпрен улӑштарчӗ. Халӗ эпӗ Библире каланӑ мирлӗ хыпара итлес текен ҫынсене пӗлтерсе ҫӳретӗп. Юлашки 23 ҫул хушшинче эпӗ хамӑн вӑхӑтӑн чылай пайне ҫак ӗҫе тума уйӑратӑп.

Пӗр вӑхӑт хушши эпӗ Мексикӑри Иегова Свидетелӗсен филиалӗнче доброволец пулса ӗҫлерӗм. Унта эпӗ Клаудия ятлӑ хаваслӑ та хастарлӑ христианкӑпа паллашрӑм, эпир вара 1999 ҫулта мӑшӑрлантӑмӑр. Иегова мана ҫавӑн пек шанчӑклӑ мӑшӑр парнеленӗшӗн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ!

Эпир арӑмпа пӗрле илтменнисен пухӑвӗнче илтмен ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшрӑмӑр. Каярахпа пире Белиза куҫса кайса ҫав ҫӗршыври ҫынсене Библи ҫинчен вӗрентме ыйтрӗҫ. Кунта эпир пуянах мар пурӑнатпӑр пулин те, телейлӗ пулма мӗн кирли пирӗн пурте пур. Ҫакӑн пек пурнӑҫа эпир нимӗнпе те улӑштарман пулӑттӑмӑр!

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн манӑн анне каллех Библи вӗренме пуҫларӗ те унтан шыва кӗчӗ. Ҫавӑн пекех манӑн пичче, унӑн арӑмӗпе ачисем Иегова Свидетелӗсем пулса тӑчӗҫ. Манран ырӑ хыпар илтнӗ унчченхи хӑш-пӗр туссем те халӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ.

Шел пулин те, манӑн пӗртӑвансенчен хӑш-пӗрисем хӑйсен хаяр кӑмӑлне улӑштарасшӑн пулманран вилсе пӗтрӗҫ. Ҫавӑн пек пурӑннӑ пулсан, эпӗ те чӗрӗ юлман пулӑттӑм. Иегова мана хӑйӗнпе тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе — мана Библи принципӗсене тытса тӑма тӳсӗмлӗн те ыррӑн вӗрентнӗскерсемпе — ҫывӑхланма панӑшӑн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ.