БИОГРАФИ
Иегова тума пултарайманни ним те ҫук
«ВИЛӖМ урӑх пулмӗ, вилнисем вара чӗрӗлсе тӑрӗҫ»,— ҫак сӑмахсене манӑн арӑм Майрамбюбю автобуспа пынӑ чухне илтнӗ. Унӑн ытларах пӗлес килсе кайнӑ. Автобус чарӑнсан ҫынсем туха пуҫланӑ, вӑл вара ҫав сӑмахсене каланӑ хӗрарӑм хыҫҫӑн чупса кайнӑ. Ӑна Апун Мамбетсадыкова тесе чӗннӗ, вӑл Иегова Свидетелӗ пулнӑ. Ун чухне Свидетельсемпе калаҫни хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарнӑ, анчах та Апун каярахпа мӗн каласа пани пирӗн пурнӑҫа улӑштарчӗ.
ИР ПУҪЛАСА КАҪЧЕН ӖҪРЕ
Эпӗ 1937 ҫулта Токмак (Киргизи) ҫывӑхӗнчи колхозра ҫуралнӑ. Пирӗн ҫемьере пурте киргизсем, тӑван чӗлхе те киргиз чӗлхи. Аттепе анне ир пуҫласа каҫчен колхозра ӗҫлетчӗҫ. Ун чухне колхозра ӗҫлекенсене паек паратчӗҫ, ӗҫ укҫине вара ҫулталӑкра пӗрре илетчӗҫ. Анне вӑй ҫитнӗ таран манпа йӑмӑкӑмшӑн тӑрӑшатчӗ. Шкулта пилӗк ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн эпӗ те колхозра ӗҫлеме тытӑнтӑм.
Эпир пурӑннӑ вырӑнта ҫынсем пурте тенӗ пекех чухӑн пурӑнатчӗҫ. Ҫамрӑк чухне эпӗ пурнӑҫ тӗллевӗ пирки те, пуласлӑх пирки те шухӑшламанпа пӗрех. Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен тӗлӗнмелле чӑнлӑхсене пӗлнӗ хыҫҫӑн манӑн пурнӑҫ мӗнле улшӑнасси пирки ҫав вӑхӑтра эпӗ пӗлмен те. Ырӑ хыпар Киргизие мӗнле ҫитнӗ-ши тата унта мӗнле сарӑлнӑ? Ку истори питӗ интереслӗ. Вӑл ман тӑван вырӑнта, Киргизин ҫурҫӗр енче, пуҫланать.
ЫРӐ ХЫПАР КИРГИЗИЕ ҪИТЕТ
Иегова Турӑ ҫинчен калакан хыпар Киргизие 1950 ҫулсенче ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем ҫине коммунистсен идеологийӗ витӗм кӳрсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсемпе чӑнлӑх ҫинчен калаҫма ҫӑмӑл пулман. Киргизи СССР шутне кӗретчӗ, унта вара Иегова Свидетелӗсене халӑх тӑшманӗсем вырӑнне хуратчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем политика тӗлӗшӗнчен нейтралитет тытса тӑратчӗҫ (Иоанн 18:36). Анчах та нимӗнле идеологи те Туррӑн Сӑмахне ҫынсен чӗрисене пырса тивме чӑрмантараймасть. Хамӑн вӑрӑм ӗмӗр хушшинче эпӗ чи кирлине вӗрентӗм — Иегова тума пултарайманни ним те ҫук (Марк 10:27).
Иегова Свидетелӗсем Киргизие хӑйсене хӗсӗрленӗрен лекнӗ. Мӗнле майпа? Совет Союзӗнче патшалӑх тӑшманӗсене ссылкӑна Ҫӗпӗре янӑ. Ирӗке тухсан нумайӑшӗсем Киргизие кайнӑ. Вӗсем хушшинче чӑнлӑха пӗлнӗ ҫынсем те пулнӑ. Вӗсенчен пӗри Киргизире 1919 ҫулта ҫуралнӑ Эмиль Янцен пулнӑ. Вӑл Свидетельсемпе ӗҫ лагерӗнче паллашнӑ та чӑнлӑха йышӑннӑ, 1956 ҫулта вара киле таврӑннӑ. Эмиль Сокулук ялӗнчен инҫех мар, манӑн тӑван тӑрӑхра, пурӑна пуҫланӑ. Шӑп ҫавӑнта 1958 ҫулта Киргизире Иегова Свидетелӗсен пӗрремӗш пухӑвӗ йӗркеленнӗ.
Пӗр ҫула яхӑн иртсен Сокулука Виктор Винтер куҫса килнӗ. Ҫав шанчӑклӑ тӑван нумай йывӑрлӑх тӳссе ирттернӗ. Нейтралитет тытса тӑнӑшӑн ӑна икӗ хут виҫӗ ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тата 10 ҫул тӗрмере ларнӑ, унтан вара 5 ҫул ссылкӑра пулнӑ. Анчах та хӗсӗрлени чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсене ырӑ хыпар сарма чарайман.
ЫРӐ ХЫПАР ТӐВАН ҪӖРШЫВРА САРӐЛАТЬ
1963 ҫулта Киргизире 160-а яхӑн Свидетельччӗ, нумайӑшӗсем Германирен, Украинӑран тата Раҫҫейрен килнӗ пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — Эдуард Вартер, вӑл Германире 1924 ҫулта шыва кӗнӗ. 40-мӗш ҫулсенче нацистсем ӑна концлагере янӑ, темиҫе ҫул иртсен вара Совет Союзӗнчи влаҫсем ӑна ссылкӑна ӑсатнӑ. 1961 ҫулта ҫав шанчӑклӑ тӑван эпӗ пурӑнакан вырӑнтан инҫех мар вырнаҫнӑ Кант хулине куҫса килнӗ.
Кант хулинчех Иеговӑн тепӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ, Елизавета Фот, пурӑннӑ. Вӑл ӑста ҫӗвӗҫӗ пулнӑран ун патне врачсемпе учительсем тумтир ҫӗлетме ҫӳренӗ. Клиентсенчен пӗри Аксамай Султаналиева, прокуратурӑра ӗҫлекенӗн арӑмӗ, пулнӑ. Елизавета патне тумтир илме килсен Аксамай пурнӑҫ тӗллевӗ ҫинчен тата вилсен ҫынпа мӗн пулни ҫинчен ыйтусем нумай пара пуҫланӑ. Елизавета унӑн пӗтӗм ыйтӑвӗ ҫине Библи тӑрӑх хуравланӑ. Каярахпа Аксамай хастарлӑ хыпарҫӑ пулса тӑнӑ.
Ҫав вӑхӑталлах Николай Чимпоеш тӑвана, Молдавирен килнӗскере, район надзирателӗ пулма лартрӗҫ. Вӑл ҫак ӗҫе 30 ҫула яхӑн туса тӑнӑ. Пухуран пухӑва ҫӳренисӗр пуҫне Николай литературӑна пичетлесе тӑвансене ҫитерсе парас ӗҫе йӗркелесе тӑнӑ. Влаҫсем ҫавна асӑрханӑ. Пӗррехинче Эдуард Вартер Николая ҫакӑн пек канаш панӑ: «Допрос тунӑ чухне эпир литературӑна Бруклинри тӗп управленирен илсе тӑратпӑр тесе кала. КГБ ҫыннине куҫран пӑх. Санӑн ним хӑрамалли те ҫук» (Матф. 10:19).
Тепӗртакранах Николая Кант хулинчи КГБ уйрӑмне чӗннӗ. Вӑл акӑ мӗн каласа пачӗ: «КГБ офицерӗ литературӑна ӑҫтан илсе тӑратӑр тесе ыйтрӗ. Бруклинран тесе хуравларӑм. Вӑл вара ним калама пӗлмесӗр мана кӑларса ячӗ. Вара унта мана урӑх нихӑҫан та чӗнмен». Ман тӑван ҫӗрте, Киргизин ҫурҫӗр енче, ак мӗнле хӑюллӑ Свидетельсем ырӑ хыпар саратчӗҫ. Пирӗн ҫемьере Иегова ҫинчен илтекенӗ пӗрремӗшӗ манӑн арӑм Майрамбюбю пулчӗ. Ҫакӑ 1980 ҫулсенче пулса иртрӗ.
МАН АРӐМ ЧӐНЛӐХА ТУПНИНЕ ТӲРЕХ ӐНЛАНСА ИЛНӖ
Майрамбюбю Нарын облаҫӗнче (Киргизи) ҫуралнӑ. 1974 ҫулхи август уйӑхӗнче вӑл ман йӑмӑк
патне хӑнана килнӗччӗ, ун чухне эпир унпа паллашрӑмӑр та. Майрамбюбюна эпӗ тӳрех килӗштерсе пӑрахрӑм, вара эпир ҫав кунах мӑшӑрлантӑмӑр.1981 ҫулхи январь уйӑхӗнче Майрамбюбю автобуспа пасара кайнӑ чухне ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсене илтнӗ. Унӑн ытларах пӗлес килсе кайнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫав хӗрарӑм мӗн ятлине, ӑҫта пурӑннине ыйтнӑ. Лешӗ хӑй Апун ятлине каланӑ, анчах адресне каламан, мӗншӗн тесен 1980 ҫулсенче СССР-та Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне ирӗклӗн туса тӑрайман. Ҫавӑнпа Апун пирӗн адреса илнӗ. Ҫав кун Майрамбюбю киле питӗ хумханса таврӑнчӗ.
«Эпӗ тӗлӗнмелле хыпар илтрӗм,— терӗ вӑл.— Пӗр хӗрарӑм мана кӗҫех ҫынсем вилмесӗр пурӑнма пуҫлаҫҫӗ тесе каларӗ. Тискер чӗрчунсем те алла вӗренӗҫ». Ҫакӑ маншӑн юмах пекех туйӑнчӗ. Вара эпӗ арӑма: «Атя вӑл килсе веҫех тӗплӗн ӑнлантарса париччен кӗтер»,— терӗм.
Апун виҫӗ уйӑхран килчӗ, кайран вара пирӗн пата урӑх хӗрарӑм тӑвансем килсе ҫӳреме пуҫларӗҫ. Ун чухне эпир киргиз чӗлхипе калаҫакан пӗрремӗш Свидетельсенчен хӑш-пӗрисемпе паллашрӑмӑр. Тӑвансем пире Иегова ҫинчен тата этемлӗх валли вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӗсем пирӗнпе «От потерянного до возвращенного рая» кӗнекепе * усӑ курса Библи вӗренетчӗҫ. Токмакра ҫав кӗнеке пӗртен-пӗрре ҫеҫчӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна хамӑр валли алпа ҫырса илтӗмӗр.
Эпир чи малтан пӗлнӗ япаласенчен пӗри Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла калани пулчӗ. Ӑна Иисус Христос, Мессианла Патшалӑхӑн патши, пурнӑҫлассине пӗлтӗмӗр. Эпир ҫакӑ питӗ кирлӗ хыпар пулнине тата ун ҫинчен пур ҫынна та пӗлтермеллине ӑнланса илтӗмӗр (Матф. 24:14). Кӗҫех Библири чӑнлӑх пирӗн пурнӑҫа улӑштарма пуҫларӗ.
ВЛАҪСЕМ ХИРӖҪ ТӐНӐ ВӐХӐТРА ПУХУСЕМ ИРТТЕРНИ ТАТА ШЫВА КӖНИ
Пӗррехинче пире Токмакри арҫын тӑван туя чӗнчӗ. Эпир арӑмпа Свидетельсем хӑйсене мӗнле тытнипе ытти ҫынсенчен питӗ уйрӑлса тӑнине тӳрех асӑрхарӑмӑр. Унччен пулса курнӑ туйсенче ҫынсем ӳсӗрӗлсе кайичченех ӗҫетчӗҫ, хӑйсене йӗркесӗр тытатчӗҫ тата усал сӑмахсемпе
калаҫатчӗҫ. Ку туйра вара пачах урӑхлаччӗ: унта эрех-сӑра ҫукчӗ, веҫех чипер-йӗркеллӗ иртрӗ.Эпир Токмакра иртекен пухӑва ҫӳреме пуҫларӑмӑр. Ҫанталӑк лайӑх чухне пухусене вӑрманта ирттеретчӗҫ. Тӑвансем пире милици йӗрлесе ҫӳренине пӗлетчӗҫ, ҫавӑнпа та арҫын тӑвансенчен хӑшӗ те пулин ют ҫынсем ан курччӑр тесе сӑнасах тӑратчӗ. Хӗлле тӗлпулусене пӗр-пӗр тӑван патӗнче ирттеретчӗҫ. Пӗр-икӗ хут тӗлпулусем вӑхӑтӗнче милиционерсем пынӑччӗ, эсир мӗн тӑватӑр тесе ыйтнӑччӗ. Майрамбюбюпа пӗрле шыва кӗнӗ кун та асӑрхануллӑ пулма тиврӗ. Эпир 1982 ҫулхи июльте Чу юханшывӗнче шыва кӗтӗмӗр (Матф. 10:16). Ун чухне тӑвансем пӗчӗк ушкӑнсемпе килсе вӑрманта пухӑнчӗҫ. Эпир Патшалӑх юррисенчен пӗрне юрларӑмӑр та доклад итлерӗмӗр, кайран шыва кӗтӗмӗр.
СӐВАПЛӐ ӖҪРЕ ЫТЛАРАХ ТУМА ТӐРӐШАТПӐР
1987 ҫулта пӗр арҫын тӑван мана Библипе интересленекен ҫын патне кайса килме ыйтрӗ. Ҫав ҫын Балыкчи хулинче пурӑнатчӗ, унта ҫитме тӑватӑ сехет поездпа каймаллаччӗ. Балыкчире темиҫе хут пулнӑ хыҫҫӑн эпир унти ҫынсем чӑнлӑхпа интересленнине асӑрхарӑмӑр. Эпир сӑваплӑ ӗҫре хамӑр ытларах тума пултарнине ӑнланса илтӗмӗр.
Эпир Майрамбюбюпа час-часах Балыкчие каяттӑмӑр. Ытларах чухне эпир унта канмалли кунсенче юлса ырӑ хыпар сараттӑмӑр, эпӗ унта тӗлпулусем те ирттереттӗм. Пире литература ытларах кирлӗ пула пуҫларӗ, эпир ӑна Токмакран ҫӗрулми миххисенче илсе килеттӗмӗр. Ҫавӑн пек икӗ михӗ литература пӗр уйӑха аран ҫитетчӗ. Унсӑр пуҫне, Балыкчие кайнӑ чухне те, каялла килнӗ чухне те пирӗн ыттисене ырӑ хыпар пӗлтерме май килетчӗ.
1995 ҫулта, Балыкчие пӗрремӗш хут кайса килнӗренпе сакӑр ҫул иртсен, ҫак хулара пуху йӗркеленсе кайрӗ. Ҫав ҫулсенче Токмакран Балыкчие ҫитме питӗ хаклӑччӗ, укҫи вара пирӗн сахалччӗ. Унта мӗнле ҫӳренӗ-ха эпир? Пире пӗр арҫын тӑван пулӑшатчӗ — мӗн чул укҫа ҫитменнине яланах парса тӑратчӗ. Иегова сӑваплӑ ӗҫре пирӗн ытларах тӑвас килнине курса тӑнӑ, вӑл пирӗн валли «тӳпе анисене» уҫрӗ (Мал. 3:10). Чӑнах та, Иегова тума пултарайманни ним те ҫук!
ҪЕМЬЕ ТАТА СӐВАПЛӐ ӖҪ
Мана 1992 ҫулта старейшина пулма лартрӗҫ. Эпӗ хамӑр ҫӗршывра киргизсенчен пӗрремӗш старейшина пулса тӑтӑм. Ҫав вӑхӑтра Токмакри пухура та ырӑ хыпар сарма ҫӗнӗ майсем уҫӑлчӗҫ. Эпир институтра вӗренекен ҫамрӑк киргизсемпе нумай Библи вӗренӗвӗ пуҫларӑмӑр. Вӗсенчен пӗри халӗ Киргизири филиал комитетӗнче ӗҫлет, тепӗр иккӗшӗ — ятарлӑ пионерсем. Унсӑр пуҫне, эпир пухусене килекенсене пулӑшма тӑрӑшаттӑмӑр. 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пирӗн литература та, пухусем те вырӑслаччӗ. Анчах та пухӑва киргиз чӗлхипе калаҫакансем килме пуҫларӗҫ. Чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе эпӗ пуху программине киргизла куҫарса параттӑм.
Ҫав вӑхӑтрах эпир Майрамбюбюпа ачасене пӑхса ӳстереттӗмӗр. Эпир вӗсене хамӑрпа пӗрле
ырӑ хыпар сарма тата пухӑва илсе каяттӑмӑр. Пирӗн хӗрача Гюльсайра ҫынсемпе урамра Библи ҫинчен хаваспах калаҫатчӗ, ун чухне вӑл 12 ҫулта ҫеҫчӗ. Ачасене Библири сӑвӑ йӗркисене пӑхмасӑр вӗренме питӗ килӗшетчӗ. Ҫавна пула вӗсем, каярахпа мӑнуксем те, пуху ӗҫӗсене активлӑ хутшӑнатчӗҫ. Пирӗн 9 ача тата 11 мӑнук, вӗсенчен 16-шӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ е ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пухусене ҫӳреҫҫӗ.ТӖЛӖНМЕЛЛЕ УЛШӐНУСЕМ
Пирӗн тӑрӑхра 1950 ҫулсенче Иегова ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ хаклӑ тӑвансем хальхи вӑхӑтра мӗнле улшӑнусем пулса иртнине курсан, питӗ тӗлӗнӗччӗҫ пулӗ. Тӗслӗхрен, 90-мӗш ҫулсенчен пуҫласа эпир ырӑ хыпара ирӗклӗрех пӗлтерсе ҫӳретпӗр тата пысӑк тӗлпулусем ирттеретпӗр.
1991 ҫулта эпир арӑмпа пӗрремӗш хут конгресра пулса куртӑмӑр. Вӑл Казахстанра Алма-Ата хулинче (халӗ Алматы) иртрӗ. 1993 ҫулта вара Киргизире, Бишкек хулинчи «Спартак» стадионра, пӗрремӗш конгресс пулчӗ. Конгресс умӗн тӑвансем пӗр эрне хушши стадиона тасатса тирпейленӗ. Ҫавна курса директор питӗ тӗлӗннӗ, стадионпа усӑ курнӑшӑн вара пӗр укҫа та илмен.
1994 ҫулта тепӗр паллӑ событи пулчӗ — пирӗн публикацисем пӗрремӗш хут киргиз чӗлхипе тухрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра литературӑна Бишкекри филиалти куҫаракансен ушкӑнӗ куҫарать. 1998 ҫулта Киргизире Иегова Свидетелӗсене хӑйсен ӗҫне туса тӑма официаллӑ майпа ирӗк пачӗҫ. Организацие килекенсен шучӗ ӳссех пырать, халӗ Киргизире 5 000 ытла хыпарҫӑ. Пирӗн ҫӗршывра 83 пуху тата 25 ушкӑн, вӗсем акӑлчан, киргиз, китай, вырӑс, илтмен ҫынсен (вырӑсла), турккӑ, узбек тата уйгур чӗлхипе иртеҫҫӗ. Хӑйсем тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пулнине пӑхмасӑрах пухури тӑвансем пурте Турӑшӑн пӗрлӗхре ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ Иегова пулӑшнипе ҫеҫ пулма пултарать.
Иегова манӑн пурнӑҫа улӑштарчӗ. Эпӗ хресчен ҫемйинче ӳссе ҫитӗннӗ, шкулта та пилӗк ҫул ҫеҫ вӗреннӗ. Ҫав-ҫавах Иегова мана старейшина пулса ӗҫлеме тата хамран ытларах вӗреннӗ ҫынсене Библири чӑнлӑха пӗлтерме май уҫса пачӗ. Иегова тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарать. Хам пурнӑҫра мӗн-мӗн пулса иртнине аса илсессӗн, манӑн пурне те тума пултаракан Иегова ҫинчен ыттисене малалла та каласа парас килсе тӑрать (Матф. 19:26).
^ 21 абз. Ӑна Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ. Халӗ пичетлемеҫҫӗ.