Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турра хытӑ ӗненсе, пӑхӑнса пурӑннӑ Нойран, Даниилран тата Иовран тӗслӗх илӗр

Турра хытӑ ӗненсе, пӑхӑнса пурӑннӑ Нойран, Даниилран тата Иовран тӗслӗх илӗр

«Ной, Даниил тата Иов... хӑйсен сӑваплӑхӗпе хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ» (ИЕЗ. 14:14).

ЮРӐСЕМ: 89, 119

1, 2. а) Ной, Даниил тата Иов пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлани мӗншӗн пире хавхалантарма пултарать? ӑ) Иезекииль 14:14-мӗшӗнчи сӑмахсене ҫырнӑ вӑхӑтра лару-тӑру мӗнлерех пулнӑ?

ЭСИР, тен, чирленӗрен, укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран е хӑвӑра хӗсӗрленӗрен йывӑрлӑхсем тӳсетӗр. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май сире хӑш-пӗр чухне савӑнӑҫа упраса хӑварма та йывӑр пулӗ. Ҫапла пулсан, сире Ной, Даниил тата Иов пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлани пулӑшма пултарать. Вӗсем пирӗн пекех ҫитменлӗхлӗ ҫынсем пулнӑ тата пирӗн пек йывӑрлӑхсенех тӳссе ирттернӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Ҫапах та вӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тата Турра хытӑ ӗненнипе, ӑна пӑхӑнса пурӑннипе пирӗншӗн чаплӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ. (Иезекииль 14:12—14 вуласа пар.)

2 Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене Иезекииль пирӗн эрӑчченхи 612 ҫулта Вавилонра ҫырнӑ пулас (Иез. 1:1; 8:1) *. Тепӗр темиҫе ҫултанах, пирӗн эрӑри 607 ҫулта, Иерусалима аркатнӑ. Ной, Даниил тата Иов пек Турра пӑхӑнса пурӑннӑ ҫынсем ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ (Иез. 9:1—5). Ҫавсем хушшинче Иеремия, Варух, Авдемелех тата Рехав килӗн ывӑлӗсем пулнӑ.

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак усал тӗнче кӗҫех пӗтет. Ной, Даниил тата Иов пекех Турӑ умӗнче айӑпсӑрлӑхне упраса хӑварнӑ ҫынсем ҫеҫ ҫӑлӑнӗҫ (Ӳлӗм. 7:9, 14). Айтӑр Иегова мӗншӗн ҫак виҫӗ ҫын пирки тӳрӗ ҫынсем тесе каланине тата мӗншӗн вӗсенчен тӗслӗх илме хавхалантарнине пӗлер. Ҫавӑн пекех 1) вӗсенчен кашни мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине тата 2) вӗсем пекех Турра хытӑ ӗненсе, пӑхӑнса пурӑнма мӗн пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.

НОЙ ТӐХӐР ӖМӖР ХУШШИ ТУРРА ЧУН-ЧӖРЕРЕН ПӐХӐНСА ПУРӐННӐ

4, 5. Ной мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тата мӗншӗн пире унӑн тӳсӗмлӗхӗ тӗлӗнтерет?

4 Ной мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? Ҫынсем Нойӑн мӑн аслашшӗ Енох вӑхӑтӗнчех питӗ усалланса кайнӑ пулнӑ. Вӗсем Иеговӑна хирӗҫ те «чӑрсӑр сӑмах» каланӑ (Иуда 14, 15). Ҫынсем хаярланнӑҫемӗн хаярлансах пынӑ. Ной пурӑннӑ вӑхӑталла вара «ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ». Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсем ҫын кӗлеткиллӗ пулса тӑнӑ та хӗрарӑмсене качча илнӗ. Вӗсенчен ҫуралнӑ ывӑлсем вара питӗ хаяр пулнӑ (Пулт. 6:2—4, 11, 12). Анчах та Ной ыттисем пек пулман. Библире ун пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче тивлетлӗ пулнӑ. ...Ной хӑйӗн ӑрӑвӗнче тӳрӗ ҫын, айӑпсӑр ҫын пулнӑ; Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ» (Пулт. 6:8, 9).

5 Ҫак сӑмахсенчен эпир Ной ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Ҫӗре шыв иличчен Ной йӗркесӗр тӗнчере мӗн вӑхӑт хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл Турӑпа 70 е 80 ҫул хушши ҫеҫ ҫӳремен. Иеговӑран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем хушшинче Ной 600 ҫула яхӑнах пурӑннӑ! (Пулт. 7:11.) Унсӑр пуҫне, ҫав вӑхӑтра ӑна хавхалантарса тӑракан пуху пулман, тӑван-хурӑнташӗсем те ӑна хирӗҫ тӑнӑ пулас *.

6. Мӗншӗн Ной пирки хӑюллӑ ҫын теме пулать?

6 Лайӑх ҫын пулни ҫеҫ ҫителӗклӗ маррине Ной ӑнланнӑ. Вӑл «тӳрӗлӗх ҫинчен» те хӑюллӑн вӗрентнӗ, урӑхла каласан, Иеговӑна ӗненни ҫинчен ыттисене пӗлтернӗ (2 Петр 2:5). «Хӑй ӗненнипе вӑл пӗтӗм тӗнчене айӑпа хӑварнӑ»,— тенӗ ун пирки Павел апостол (Евр. 11:7). Ытти ҫынсем Нойран тӑрӑхласа кулнӑ, ӑна чӑрмантарма хӑтланнӑ тата, тен, хӗнессипе те хӑратнӑ пулӗ. Ҫапах та Ной ҫынсенчен хӑраса тӑман (Ытар. 29:25). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хӑюлӑх парать.

7. Ковчег тунӑ чухне Ной мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

7 Ҫӗре шыв илнӗ вӑхӑтра ҫынсемпе чӗрчунсене ҫӑлса хӑвармашкӑн Иегова Ноя ковчег тума хушнӑ. Ҫав тӗлелле вӑл 500 ҫул хушши ӗнтӗ Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе пурӑннӑ (Пулт. 5:32; 6:14). Ной ҫавӑн пысӑкӑш ковчега тума питӗ йывӑр пулать тесе шутланӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗнчен ҫынсем тата хытӑрах мӑшкӑлласа кулма пуҫласса, тата хытӑрах хирӗҫ тӑрасса пӗлсе тӑнӑ. Анчах та Библире Ной ҫинчен «Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ» тенӗ. Ҫакӑнпа вӑл Турра хытӑ ӗненнине тата ӑна пӑхӑнса пурӑннине кӑтартнӑ (Пулт. 6:22).

8. Ной Иеговӑна шанни ӑҫтан курӑнать?

8 Унсӑр пуҫне, хӑйӗн арӑмӗпе ачисене мӗн кирлипе тивӗҫтерме те Нойшӑн ҫӑмӑл пулман. Ҫӗре шыв иличчен ҫынсен, Нойӑн та, апат-ҫимӗҫ ӳстерсе илес тесе питӗ йывӑр ӗҫлеме тивнӗ (Пулт. 5:28, 29). Ҫапах та вӑл ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерессине Турӑшӑн ӗҫлессинчен мала хуман. 40—50 ҫул хушши ковчег тунӑ чухне те Ной Иеговӑн ирӗкне мала хунӑ. Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн вӑл тата 350 ҫул пурӑннӑ. Ной мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (Пулт. 9:28). Иеговӑна хытӑ ӗненсе, ӑна пӑхӑнса пурӑнас тӗлӗшрен мӗн тери чаплӑ тӗслӗх!

9, 10. а) Ной пекех Турра хытӑ ӗненсе, пӑхӑнса пурӑнас тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Туррӑн саккунӗсене тытса тӑракансен мӗн пирки иккӗленмелле мар?

9 Ной пекех Турра хытӑ ӗненсе, пӑхӑнса пурӑнас тесен мӗн тумалла? Пирӗн Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене хӳтӗлемелле, Сатанан тӗнчинчен аякра тӑмалла тата Иеговӑн ӗҫне мала хумалла (Матф. 6:33; Иоанн 15:19). Паллах, ҫавӑншӑн ку тӗнче пире юратмӗ. Тӗслӗхрен, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси пирки Турӑ панӑ саккунсене тытса пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑран пире хӑш-пӗр ҫынсем массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе усӑ курса хурласа калаҫма пултараҫҫӗ. (Малахия 3:17, 18 вуласа пар.) Анчах та эпир Ной пекех ҫынсенчен мар, Иеговӑран хӑратпӑр. Иегова ҫеҫ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама пултарасса эпир пӗлсе тӑратпӑр (Лука 12:4, 5).

10 Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Ыттисем сирӗнтен тӑрӑхласа кулас пулсан е сире тиркесе калаҫас пулсан эсир малалла та Турӑпа пӗрле ҫӳрӗр-и? Е пурнӑҫ йывӑрланса кайсан Иегова сирӗн ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтерме пулӑшасса ҫирӗп шанса тӑрӑр-и? Турра хытӑ ӗненсе, пӑхӑнса пурӑннӑ Нойран тӗслӗх илӗр. Вара Иегова сирӗншӗн тӑрӑшасси пирки сирӗн пӗр иккӗленӳ те пулмӗ (Флп. 4:6, 7).

ДАНИИЛ СУЯ ТӖНЛӖ ҪЫНСЕН ХУЛИНЧЕ ТУРРА ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛНӐ

11. Вавилон тыткӑнне лексен Даниилпа унӑн виҫӗ тусӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Даниил мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? Даниил Вавилона — спиритизм тата йӗрӗхсене пуҫҫапасси ӑшне путнӑ хулана — хӑй ирӗкӗпе лекмен. Ытти еврейсем пекех вӑл унта тыткӑнра пулнӑ. Вавилон ҫыннисем вӗсем ҫине ҫиелтен пӑхнӑ тата вӗсенчен те, вӗсен Турринчен Иеговӑран та тӑрӑхласа кулнӑ (Пс. 136:1, 3). Даниила тата Турра шанчӑклӑ ытти еврейсене мӗн тери йывӑр пулнӑ пулӗ! Унсӑр пуҫне, Даниилпа унӑн виҫӗ тусне — Ананийӑна, Мисаила тата Азарийӑна — Вавилон патшишӗн ӗҫлесе тӑма ятарласа вӗрентме пуҫланӑ. Ун чухне вӗсене сӑнасах тӑнӑ. Ҫамрӑксен мӗн ҫимеллине те тӗплӗн шутласа хунӑ пулнӑ. Ҫавӑ та вӗсемшӗн йывӑрлӑх пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене Иегова ҫиме хушман апата та ҫитересшӗн пулнӑ. Даниил вара «патша сӗтелӗ ҫинчи ҫимӗҫе тата патша ӗҫекен эрехе астивсе ирсӗрленес темен» (Дан. 1:5—8, 14—17).

12. а) Даниилӑн мӗнле лайӑх енсем пулнӑ? ӑ) Иегова Даниил ҫине мӗнле пӑхнӑ?

12 Даниилӑн тӳрех курӑнман тепӗр йывӑрлӑх та пулнӑ. Питӗ пултаруллӑ ҫын пулнӑран ӑна яваплӑ ӗҫсем нумай шанса панӑ (Дан. 1:19, 20). Анчах та Даниил мӑнкӑмӑлланса кайман, вӑл яланах йӑваш кӑмӑллӑ пулнӑ тата хӑйне кӗҫӗне хунӑ (Дан. 2:30). Иегова Даниил пророка Нойпа тата Иовпа, Хӑйӗншӗн мӗн виличченех шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсемпе, пӗр шая тӑратса лайӑх тӗслӗх вырӑнне хунӑ. Ун чухне Даниил питӗ ҫамрӑк пулнӑ. Анчах та Иегова Даниил Хӑйне чунтан парӑнса пурӑнасса пӗлнӗ. Даниил чӑнах та пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпе уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫӗр ҫула ҫитсе пыракан пророка Туррӑн ангелӗ ӑшшӑн: «Даниил, хаклӑ ҫыннӑм»,— тенӗ (Дан. 10:11, ҪТ).

13. Мӗнле сӑлтава пула Иегова Даниила пысӑк вырӑн йышӑнма пулӑшма пултарнӑ?

13 Турӑ пулӑшнипе Даниил Вавилон патши вӑхӑтӗнче те, Мидо-Перси патши вӑхӑтӗнче те пысӑк вырӑн йышӑннӑ (Дан. 1:21; 6:1, 2). Ҫапла майпа Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшас тенӗ пулас. Унччен те вӑл ҫав тӗллевпех Египетра Иосифа, Персире вара Эсфирьпе Мардохее пысӑк вырӑн йышӑнма пулӑшнӑ (Дан. 2:48) *. Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн ҫапла майпа тӑрӑшнине курса тыткӑнри иудейсем, ҫав шутрах Иезекииль те, мӗн тери савӑннӑ пулӗ!

Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнсан эпир уншӑн хаклӑ ҫынсем пулатпӑр (14, 15 абзацсене пӑхӑр.)

14, 15. а) Пирӗн лару-тӑру хӑш енчен Даниил пурӑннӑ вӑхӑтри пекех? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсем Даниил ашшӗ-амӑшӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

14 Даниил пекех Турра хытӑ ӗненсе, пӑхӑнса пурӑнас тесен мӗн тумалла? Хальхи тӗнче йӗркесӗр ӗҫсемпе суя турӑсене пуҫҫапасси ӑшне путнӑ. Ҫынсем ҫине Аслӑ Вавилон — пӗтӗм тӗнчери суя тӗн империйӗ — витӗм кӳрсе тӑрать. Библире ун пирки «шуйттансен килӗ» тенӗ (Ӳлӗм. 18:2). Пире ҫак тӗнчере ют ҫӗртен килнӗ ҫынсемпе танлаштарма пулать. Эпир ыттисенчен питӗ уйрӑлса тӑнине кура ҫынсем пирӗнтен тӑрӑхласа кулма пултараҫҫӗ (Марк 13:13). Ҫавӑнпа айтӑр Даниил пекех Иеговӑпа, хамӑр Туррӑмӑрпа, ҫывӑхланар. Хамӑра кӗҫӗне хурсан, Турра шанса тӑрсан тата ӑна пӑхӑнса пурӑнсан, эпир те уншӑн хаклӑ ҫынсем пулӑпӑр (Аггей 2:7, ҪТ).

15 Ашшӗ-амӑшӗсем Даниилӑн ашшӗ-амӑшӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Даниил Иудӑра питӗ усал ҫынсем хушшинче ӳснӗ пулин те вӑл Иеговӑна юратма вӗреннӗ. Паллах, ашшӗпе амӑшӗ пулӑшмасӑрах ҫапла пулман (Ытар. 22:6). Вӗсем Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынсем пулни хӑйсен ывӑлӗ валли мӗнле ят суйласа илнинчен те курӑнать. Даниил ят «Манӑн судья — Турӑ» тенине пӗлтерет. Ашшӗ-амӑшӗсем, ан парӑнӑр! Малалла та хӑвӑрӑн ачасене Иегова ҫинчен чӑтӑмлӑн вӗрентсе тӑрӑр (Эф. 6:4). Вӗсемпе пӗрле те, хӑвӑр тӗллӗн те вӗсемшӗн кӗлтӑвӑр. Иегова мӗне юратать, ачасене те ҫавнах юратма вӗрентӗр, вара Иегова сире пиллетех (Пс. 36:5).

ПУЯН ЧУХНЕ ТЕ, НИМСӖР ТӐРСА ЮЛСАН ТА ИОВ ТУРРА ПӐХӐНСА ПУРӐННӐ

16, 17. Иовӑн пурнӑҫӗнче тӗрлӗ вӑхӑтра мӗнле пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ?

16 Иов мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? Иовӑн пурнӑҫӗ темиҫе хутчен те тӗпренех улшӑннӑ. Хӑй ҫине инкексем йӑтӑна-йӑтӑна аниччен вӑл «Тухӑҫ ывӑлӗсем хушшинче пуринчен те чаплӑрах пулнӑ» (Иов 1:3). Иов пуян та ятлӑ-сумлӑ ҫын пулнӑ (Иов 29:7—16). Анчах та вӑл мӑнкӑмӑлланса кайман тата Турӑсӑрах пурӑнма пулать тесе шутламан. Иегова Иов пирки «манӑн... чурам» тата «Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын» тенӗ (Иов 1:8).

17 Анчах та сасартӑк Иовӑн пурнӑҫӗ тӗпренех улшӑннӑ. Вӑл нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ тата унӑн, хуйха ӳкнӗскерӗн, пурӑнас та килмен. Ҫавӑншӑн Сатана айӑплӑ пулнине эпир пӗлетпӗр. Вӑл Иов пирки мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ Турӑшӑн ӗҫлет тенӗ. (Иов 1:9, 10 вуласа пар.) Иегова ҫавна курмӑш тума пултарайман. Вӑл Иова Хӑйшӗн юратнӑран, чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑнине кӑтартма май панӑ.

18. а) Иовӑн тӗслӗхӗ сире мӗнпе тӗлӗнтерет? ӑ) Иовпа мӗн пулса иртни Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?

18 Сатана Иов ҫине питӗ пысӑк инкексем янӑ тата ҫав инкексене Турӑ янӑ пек кӑтартнӑ (Иов 1:13—21). Кайран вара Иовӑн тусӗсем пынӑ та ун ҫине тапӑна пуҫланӑ, Турӑ сана тивӗҫлипе наказани парать тенӗ (Иов 2:11; 22:1, 5—10). Ҫавна пӑхмасӑрах Иов Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Чӑнах та, хӑш-пӗр чухне Иов шухӑшламасӑр калаҫнӑ (Иов 6:1—3). Анчах та вӑл ҫавна хытӑ асапланнӑран тата хуйха ӳкнӗрен тунине Иегова ӑнланнӑ. Вӑл ҫакна курса тӑнӑ: Иов унран нихӑҫан та, Сатана пысӑк вӑкӑр пек ҫине-ҫинех тапӑннӑ чухне те, пӑрӑнман. Иов пурне те чӑтса ирттерсен Иегова ӑна унччен мӗн пулнинчен икӗ хут ытларах панӑ, пурнӑҫне те тата 140 ҫул тӑсса панӑ (Иак. 5:11). Иов мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ пулнӑ. Мӗншӗн ҫапла ҫирӗппӗн калама пулать? Мӗншӗн тесен ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене Иезекииль Иов вилнӗренпе ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен ҫырнӑ.

19, 20. а) Турра хытӑ ӗненнӗ тата ӑна пӑхӑнса пурӑннӑ Иов пек пулас тесен мӗн тумалла? ӑ) Иегова пекех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

19 Иов пекех Турра хытӑ ӗненсе, пӑхӑнса пурӑнас тесен мӗн тумалла? Кирек мӗнле лару-тӑрура та пирӗн пурнӑҫра Иегова пӗрремӗш вырӑнта пулмалла, пирӗн ӑна шанса тӑмалла тата чун-чӗререн ӑна пӑхӑнса пурӑнмалла. Ҫавна тума сӑлтавсем пирӗн Иовӑннинчен те нумайрах. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: эпир Сатана ҫинчен тата вӑл мӗнле сӑтӑрлани ҫинчен сахал мар пӗлетпӗр (2 Кор. 2:11). Библирен, уйрӑмах Иов кӗнекинчен, эпир Турӑ хӗн-асапа мӗншӗн пулма панине пӗлтӗмӗр. Унсӑр пуҫне, Даниил пророкла каланинчен Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — Иисус Христос тытса тӑракан правительство пулнине куртӑмӑр (Дан. 7:13, 14). Ҫак Патшалӑх кӗҫех пур асапа та яланлӑхах пӗтерӗ.

20 Иов ҫинчен ҫырса пани инкеке лекнӗ тӑвансемпе хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулмаллине те вӗрентет. Тен, вӗсенчен хӑш-пӗрисем хушӑран Иов пекех шухӑшламасӑр калаҫаҫҫӗ (Еккл. 7:7). Хуйха ӳкнӗ тӑвансене айӑпласа е тиркесе калаҫас вырӑнне айтӑр вӗсене хӗрхенер тата ӑнланма тӑрӑшар. Ҫапла майпа эпир Ҫӳлти Атте, Иегова, пекех юратакан тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулатпӑр (Пс. 102:8).

ИЕГОВА СИРЕ «ҪИРӖП ТӐВӖ»

21. 1 Петр 5:10-мӗшӗнчи сӑмахсем Ной, Даниил тата Иов пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен мӗнле аса илтерсе тӑраҫҫӗ?

21 Ной, Даниил тата Иов тӗрлӗ вӑхӑтра тата тӗрлӗ лару-тӑрура пурӑннӑ пулсан та, вӗсем пур йывӑрлӑха та тӳссе ирттернӗ. Вӗсен тӗслӗхӗсем пире Петр апостолӑн ҫак сӑмахӗсене аса илтереҫҫӗ: «Турӑ сире, эсир пӗр авка асапланнӑ хыҫҫӑн, Хӑйех пӗтӗмпе ырӑ туса ҫитерӗ, тӗреклӗлентерӗ, хӑватлӑлантарӗ, ҫирӗп тӑвӗ» (1 Петр 5:10).

22. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

22 Петрӑн Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ сӑмахӗсенчен Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем тӳсӗмлӗ те ҫирӗп пуласси пирки иккӗленменни курӑнать. Ҫав сӑмахсем хальхи вӑхӑтри Туррӑн халӑхне те пырса тивеҫҫӗ. Эпир пурте Иегова пире ҫирӗп тӑвасса тата шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшасса шанатпӑр. Ҫавӑнпа айтӑр Ной, Даниил тата Иов пекех Иеговӑна хытӑ ӗненсе, пӑхӑнса пурӑнар. Ҫав арҫынсене Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма уйрӑмах ӑна лайӑх пӗлни пулӑшнӑ. Ҫавӑн ҫинчен эпир тепӗр статьяра тӗплӗнрех пӑхса тухӑпӑр. Вӗсем Турӑ хӑйсенчен мӗн кӗтнине лайӑх пӗлнӗ, эпир те Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлсе ҫитме пултаратпӑр (Ытар. 28:5).

^ 2 абз. Иезекииль пирӗн эрӑчченхи 617 ҫулта тыткӑна лекнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑнхи «улттӑмӗш ҫулӗнче», пирӗн эрӑчченхи 612 ҫулта, Иезекииль кӗнекинчи 8:1—19:14 сӑвӑ йӗркисене ҫырнӑ пулнӑ.

^ 5 абз. Турӑран хӑраса пурӑннӑ Ламех, Нойӑн ашшӗ, ҫӗре шыв иличчен пилӗк ҫул маларах вилнӗ. Нойӑн амӑшӗпе пӗртӑванӗсем чӗрӗ пулнӑ пулсан та, ҫӗре шыв илнӗ чухне вӗсем пурте пӗтнӗ.

^ 13 абз. Хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшас тесе Иегова Даниилӑн виҫӗ тусне те пысӑк вырӑн йышӑнма пулӑшма пултарнӑ (Дан. 2:49).