Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир Иеговӑна Ной, Даниил тата Иов пекех лайӑх пӗлетӗр-и?

Эсир Иеговӑна Ной, Даниил тата Иов пекех лайӑх пӗлетӗр-и?

«Усал ҫынсем тӗрӗслӗхе ӑнланмаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫана шыракансем йӑлтах ӑнланаҫҫӗ» (ЫТАР. 28:5).

ЮРӐСЕМ: 126, 150

1—3. а) Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пире мӗн пулӑшӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

ҪАК тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарсах килет, йӗркесӗр ҫынсем вара «курӑк пек ӗрчеҫҫӗ» (Пс. 91:8). Ҫавӑнпа та нравственность нормисене тытса тӑракан ҫынсем сахаллансах пыни пире тӗлӗнтермест. Павел христиансене «усал тӑвас тӗлӗшрен эсир ача пек пулӑр, ӑс кирлӗ ҫӗрте ҫитӗннӗ ҫын пек пулӑр» тесе каланӑ (1 Кор. 14:20). Ҫак канаша тытса тӑрас тесен пирӗн мӗн тумалла?

2 Хуравне эпир ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче тупма пултаратпӑр. Унта ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫана шыракансем йӑлтах ӑнланаҫҫӗ», урӑхла каласан, Иеговӑна савӑнтарас тесе мӗн тумаллине вӗсем веҫех ӑнланаҫҫӗ (Ытар. 28:5). Ытарӑшсем 2:6—9 сӑвӑ йӗркисенче те ҫавнашкалтарах шухӑш пур, унта Иегова тӳрӗ ҫынсене «ӑслӑлӑх парать» тенӗ. Ҫавна пула вӗсем «чӑнлӑха, тӗрӗс сута, тӳррӗн каланине, пур ырӑ ҫула» ӑнланма пултараҫҫӗ.

3 Нойӑн, Даниилӑн тата Иовӑн шӑпах ҫав ӑслӑлӑх пулнӑ та (Иез. 14:14). Хальхи вӑхӑтра та Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫав ӑслӑлӑха пухма тӑрӑшаҫҫӗ. Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Иеговӑна савӑнтарас тесе «йӑлтах ӑнлан[ма]» эсир вӑй хуратӑр-и? Пирӗн Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлмелле. Ҫавӑн ҫинчен асра тытса айтӑр ҫак ыйтусене сӳтсе явар: 1) Ной, Даниил тата Иов Турӑ ҫинчен ӑҫтан пӗлме пултарнӑ? 2) Иеговӑна пӗлни вӗсен пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? 3) Вӗсем ӗненнӗ пекех ӗненес тесен пирӗн мӗн тумалла?

НОЙ УСАЛЛӐХПА ТУЛНӐ ТӖНЧЕРЕ ТУРӐПА ҪӲРЕНӖ

4. Ной Иегова ҫинчен ӑҫтан пӗлнӗ тата ҫав пӗлӳсем унӑн пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

4 Ной Иегова ҫинчен ӑҫтан пӗлнӗ? Этемлӗх историйӗн пуҫламӑшӗнченех Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ун ҫинчен, тӗпрен илсен, виҫӗ майпа пӗлме пултарнӑ: вӑл тунӑ япаласене сӑнаса, Турӑран хӑракан ҫынсемпе хутшӑнса тата унӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнакансене вӑл мӗнле пилленине курса тӑрса (Ис. 48:18). Ҫутҫанталӑка сӑнанӑ май Ной Турӑ пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене курнӑ кӑна мар, унӑн паха енӗсем ҫинчен те, тӗслӗхрен, «ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ» ҫинчен, нумай пӗлсе пынӑ (Рим 1:20). Ҫавна пула Ной Турра хытӑ ӗненме пуҫланӑ.

5. Иегова этемлӗхшӗн мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен Ной ӑҫтан пӗлме пултарнӑ?

5 Библире «ӗненесси — илтнинчен... килет» тенӗ (Рим 10:17). Ной Иегова ҫинчен мӗнле илтме пултарнӑ? Паллах, хӑйӗн тӑван-хурӑнташӗсенчен, тӗслӗхрен, хӑйӗн ашшӗнчен Ламехран. Вӑл вара Турра хытӑ ӗненекен ҫын пулнӑ тата Адам виличченех ҫуралнӑ. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) Унсӑр пуҫне, Ной хӑйӗн аслашшӗпе Мафусалпа тата Мафусалӑн мӑнаслашшӗпе Иаредпа хутшӑнма пултарнӑ, Иаред вара Ной 366 ҫула ҫитичченех пурӑннӑ (Лука 3:36, 37) *. Ҫав арҫынсем тата вӗсен арӑмӗсем Ноя Турӑ ҫынсене мӗнле пултарни ҫинчен тата ачасем ҫуратса ҫӗре тултарма хушни ҫинчен каласа панӑ пулӗ. Ҫавӑн пекех Ной Адампа Ева Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени ҫинчен те пӗлнӗ, ҫавна пула пурнӑҫ мӗн тери йывӑрланса кайнине те хӑй куҫӗпе курнӑ (Пулт. 1:28; 3:16—19, 24). Хӑй мӗн пӗлсе пыни унӑн чӗрине пырса тивнӗ тата Турӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарнӑ (Пулт. 6:9).

6, 7. Шанчӑк пурри Нойӑн ӗненӗвне мӗнле ҫирӗплетнӗ?

6 Шанчӑк пур пулсан ӗненӳ ҫирӗпленет. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Ной хӑйӗн ячӗ (ҫак ят «кану, лӑплану» тенине пӗлтерет пулас) ҫынсене шанчӑк кӳрсе тӑнине пӗлсен унӑн ӗненӗвӗ мӗн тери тӗрекленнӗ пулӗ! (Пулт. 5:29.) Турӑ хавхалантарнипе Ламех ун пирки ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ылханнӑ ҫӗре хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе тӑнӑ чухне пире ҫакӑ [Ной] лӑплантарӗ». Ной Турӑ ҫине шаннӑ. Хӑй ҫураличчен пурӑннӑ Авельпе Енох пекех вӑл «вӑрлӑх» ҫӗленӗн пуҫне ҫапса ҫӗмӗрессе ӗненнӗ (Пулт. 3:15).

7 Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсене Ной пӗтӗмпех ӑнланман та пулӗ, анчах та ҫак пророкла калани ӑна малашлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхма пулӑшнӑ. Енох та Турӑ пуласлӑхра «йӗркесӗр ҫынсене» суд тума килесси ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ (Иуда 14, 15). Унӑн пророкла сӑмахӗсем пӗтӗмпех Армагеддонра ҫеҫ пурнӑҫланӗҫ, анчах та вӗсем Нойӑн ӗненӗвне тӗреклетнӗ тата ӑна шанчӑк панӑ.

8. Турра лайӑх пӗлни Ноя мӗнле хӳтӗленӗ?

8 Турра лайӑх пӗлни Нойӑн пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Иегова ҫинчен пӗлсе пынӑҫемӗн Ной ҫирӗп ӗненӳ аталантарнӑ тата Турӑран ӑслӑлӑх илнӗ. Ҫакӑ ӑна Иеговӑна кӳрентерекен ӗҫсене тӑвасран хӳтӗленӗ. Тӗслӗхрен, Туррӑн тусӗ пулас килнӗрен Ной Иеговӑран хӑраман ҫынсемпе хутшӑнман. Тата вӑл ҫӗр ҫине аннӑ демонсене хӑйне улталама паман. Хӑватлӑ демонсене курса ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, вӗсене пуҫҫапма та хӑтланнӑ пулӗ (Пулт. 6:1—4, 9). Унсӑр пуҫне, Ной ачасем ҫуратма тата ҫӗре тултарма Турӑ ҫынсене хушнине пӗлнӗ (Пулт. 1:27, 28). Ҫын кӗлеткиллӗ пулса тӑнӑ демонсем хӗрсене качча илни тӗрӗс мар пулнине Ной ӑнланнӑ. Ҫемьесенче ытти ачасенчен ҫӳллӗрех те вӑйлӑрах ачасем ҫуралма пуҫласан вӑл тӗрӗс шутлани уҫҫӑн курӑннӑ. Каярахпа Турӑ Ноя ҫӗре шыв илтерме шутласа хуни пирки пӗлтернӗ. Ной Турра ӗненнӗ, ҫавӑнпа ковчег туса хӑйӗн ҫемйине ҫӑлнӑ (Евр. 11:7).

9, 10. Ной ӗненнӗ пек ӗненес тесен мӗн тумалла?

9 Ной ӗненнӗ пекех ҫирӗп ӗненес тесен мӗн тумалла? Пирӗн Турӑ Сӑмахне тӗплӗн тӗпчемелле, мӗн вӗреннине чӗрене кӗртсе хумалла тата йышӑнусем тунӑ чухне Библири принципсемпе усӑ курмалла (1 Петр 1:13—15). Вара ҫирӗп ӗненӳ тата Турӑ паракан ӑслӑлӑх пире Сатанан серепине тата ҫак усал тӗнче витӗмне лекесрен пулӑшӗҫ (2 Кор. 2:11). Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗсем ыттисене пусмӑрлаҫҫӗ, аскӑн ӗҫсем тӑваҫҫӗ тата ҫылӑхлӑ туртӑмсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ (1 Иоанн 2:15, 16). Вӗсем ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывӑх пулнине шута илмеҫҫӗ. Пирӗн ӗненӳ хавшак пулсан, эпир вӗсем шухӑшланӑ пек шухӑшлама пуҫлама пултаратпӑр. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: пирӗн вӑхӑта Ной вӑхӑчӗпе танлаштарнӑ чухне Иисус пусмӑр е аскӑн ӗҫсем ҫинчен каламан, вӑл нумайӑшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен пачах шутламанни пирки каланӑ. (Матфей 24:36—39 вуласа пар.)

10 Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ Иеговӑна лайӑх пӗлни эп мӗнле пурӑннинчен курӑнса тӑрать-и? Ӗненӳ мана Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнма хавхалантарнисӗр пуҫне ҫав нормӑсем ҫинчен ыттисене те каласа пама хавхалантарса тӑрать-и?» Ҫак ыйтусен хуравӗсем сире эсир чӑн Турӑпа ҫӳренипе ҫӳременнине курма пулӑшӗҫ.

ДАНИИЛ СУЯ ТӖНЛӖ ВАВИЛОНРА ТУРӐ ПАНӐ ӐСЛӐЛӐХПА ПУРӐННӐ

11. а) Даниил мӗн ҫамрӑкранпах Иеговӑна юратни унӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен мӗн кӑтартса парать? ӑ) Сирӗн хӑш енчен Даниил пек пулас килет?

11 Даниил Иегова ҫинчен ӑҫтан пӗлнӗ? Даниила ашшӗпе амӑшӗ Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне юратма вӗрентнӗ пулӗ. Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе Даниил ҫав юратӑва сӳнме паман. Ватӑлса кайсан та вӑл Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпчеме пӑрахман (Дан. 9:1, 2). Даниил Иеговӑна питӗ лайӑх пӗлнӗ. Иегова израильтянсемшӗн мӗнле тӑрӑшнине те курса тӑнӑ. Ҫакӑ Даниил хӑйне кӗҫӗне хурса чун-чӗререн кӗлтунинчен курӑнать. Унӑн кӗллине Даниил 9:3—19 сӑвӑ йӗркисенче вулама пулать. Ҫак кӗлле вуласа тухӑр та унта мӗн калани ҫинчен тӗплӗн шухӑшлӑр. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Даниил кӗлтунинчен вӑл мӗнле ҫын пулни ҫинчен эпӗ мӗн пӗлме пултаратӑп?»

12—14. а) Турӑ Даниила ӑслӑлӑх пани ӑҫтан курӑнать? ӑ) Иегова Даниила шанчӑклӑ та хӑюллӑ пулнӑшӑн мӗнле пилленӗ?

12 Турра лайӑх пӗлни Даниилӑн пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Турра шанчӑклӑ еврейсем суя тӗнлӗ Вавилонта нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Пӗр енчен, Иегова вӗсене ҫапла хушнӑ: «Сире куҫарса кайнӑ хула тулӑх пурӑнтӑр тесе тӑрӑшӑр» (Иер. 29:7). Тепӗр енчен вара, Турӑ хӑйне ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнмалла тенӗ (Тух. 34:14). Ҫак хушусене иккӗшне те пурнӑҫлама Даниила мӗн пулӑшнӑ? Турӑ панӑ ӑслӑлӑхпа вӑл ҫак япалана ӑнланнӑ: ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсене пӑхӑнмалла, анчах та чи малтан Турра пӑхӑнса пурӑнмалла. Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен ҫавӑн ҫинченех Иисус та вӗрентнӗ (Лука 20:25).

13 Вӑтӑр кун хушши патшасӑр пуҫне урӑх никама та кӗлтума юрамасть текен хушу тухсан Даниил мӗн тунине пӑхса тухар. (Даниил 6:7—10 вуласа пар.) Вӑл ҫапла шутлама пултарнӑ: «Вӑтӑр кун — нумаях мар-ха!» Анчах та Даниил патша хушнӑ пек туман, мӗншӗн тесен ҫакӑ Сӑваплӑ Ҫырура мӗн каланине хирӗҫленӗ. Паллах, Даниил ыттисем курмалла мар ҫӗрте те кӗлтума пултарнӑ, анчах та вӑл кашни кун кӗлтунине ҫынсем курма хӑнӑхнине те пӗлсе тӑнӑ. Хӑйне вӗлерме пултарнӑ пулин те, Даниил малалла та ҫынсем курма пултарнӑ вырӑнтах кӗлтунӑ, мӗншӗн тесен вӑл ыттисем Даниил кӗлтума пӑрахнӑ тесе ан шутлаччӑр тенӗ.

14 Иегова Даниила шанчӑклӑ та хӑюллӑ пулнӑшӑн пилленӗ — тискер вилӗмпе вилесрен тӗлӗнмелле майпа хӑтарнӑ ӑна. Ҫавна пула Мидо-Перси империйӗн чи аякри кӗтесӗсенче пурӑнакан ҫынсем те Иегова ҫинчен пӗлме пултарнӑ (Дан. 6:25—27).

15. Даниил ӗненнӗ пек ӗненес тесен мӗн тумалла?

15 Даниил ӗненнӗ пекех ҫирӗп ӗненес тесен мӗн тумалла? Турӑ Сӑмахне вуланисӗр пуҫне пирӗн мӗн вуланине ӑнланса илме вӑй хумалла (Матф. 13:23). Пирӗн ку е вӑл ыйту пирки Иегова мӗн шутланине пӗлес килет, ҫавӑнпа Библире мӗн вулани ҫинчен тарӑннӑн шухӑшламалла. Ҫавӑн пекех пирӗн яланах, уйрӑмах йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне, Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтумалла. Эпир Иеговӑран ӑслӑлӑхпа вӑй парсам тесе ӗненсе ыйтатпӑр пулсан, вӑл эпир мӗн ыйтнине паратех (Иак. 1:5).

ЙЫВӐР ЧУХНЕ ТЕ, ЛАЙӐХ ЧУХНЕ ТЕ ИОВ ТУРРӐН НОРМИСЕМ ТӐРӐХ ПУРӐННӐ

16, 17. Иов Иегова ҫинчен ӑҫтан пӗлнӗ?

16 Иов Иегова ҫинчен ӑҫтан пӗлнӗ? Иов Израиль ҫынни пулман. Анчах та Авраам, Исаак тата Иаков темиҫе сыпӑк урлӑ ӑна аякран тӑван тивнӗ. Иегова ҫав ҫынсене хӑй ҫинчен те, этемлӗх пирки мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен те каласа панӑ. Иов ҫав чӑнлӑхсене нумайӑшне пӗлнӗ, анчах та ӑҫтан пӗлни пирки ҫирӗппӗн калама ҫук (Иов 23:12). «Эпӗ Сан ҫинчен илтнӗччӗ»,— тенӗ Иов (Иов 42:5). Унсӑр пуҫне, Иегова Иов ун ҫинчен мӗн калани тӗрӗс пулнине хӑй ҫирӗплетсе панӑ (Иов 42:7, 8).

Турӑ тунӑ япаласене сӑнаса унӑн паха енӗсем ҫинчен пӗлсе пынӑҫемӗн пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленет (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)

17 Ҫавӑн пекех Иов Турӑ тунӑ япаласенче те унӑн лайӑх енӗсене курнӑ (Иов 12:7—9, 13). Каярахпа Елиуй та, Иегова та Иова ҫутҫанталӑкри япаласем ҫине тимлеттернӗ те ҫын, Турӑпа танлаштарсан, мӗн тери пӗчӗк пулни ҫинчен аса илтернӗ (Иов 37:14; 38:1—4). Иеговӑн сӑмахӗсем Иовӑн чӗрине пырса тивнӗ, вара вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ҫапла каланӑ: «Эсӗ темӗн те тума пултарнине, Эсӗ тытнӑ шухӑша никам та чараяс ҫуккине пӗлетӗп эпӗ. Ҫавӑнпа эпӗ... тусанпа кӗл ҫине ӳксе ӳкӗнетӗп» (Иов 42:2, 6).

18, 19. Иов Иеговӑна лайӑх пӗлни ӑҫтан курӑнать?

18 Турра лайӑх пӗлни Иовӑн пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Иов Турра та, унӑн принципӗсене те питӗ лайӑх пӗлнӗ тата ҫак пӗлӳсемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ. Сӑмахран, ыттисемпе тӳрккес пулсан, Турра юрататӑп тесе калаяс ҫуккине Иов пӗлнӗ (Иов 6:14). Иов мӑнкӑмӑллӑ пулман, вӑл пур ҫыншӑн та — пуяннисемшӗн те, чухӑннисемшӗн те — хӑйӗн кил-йышӗшӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшнӑ. «Вӗсене те мана анне варӗнче Пултарнӑскер пултарман-и?» — тенӗ вӑл (Иов 31:13—22). Пуян та ятлӑ-сумлӑ пулнӑ чухне те Иов хӑйне мӑнна хума юрать тесе шутламан. Ку тӗнчери пуян та ятлӑ-сумлӑ ҫынсем унран мӗн тери уйрӑлса тӑраҫҫӗ!

19 Иов хӑйӗн пурнӑҫӗнче ниме те, ҫав шутрах пурлӑха та, Иеговӑран мала хурасшӑн пулман. Апла туни «Ҫӳлти Турӑран пӑрӑнн[ипе]» пӗрех пулнине вӑл ӑнланнӑ. (Иов 31:24—28 вуласа пар.) Арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрланса пӗр-пӗрне тупа туса сӑмах панине Иов сӑваплӑ япала тесе шутланӑ. Вӑл «хӗрсем ҫине пӑхмастӑп тесе» хӑйӗн куҫӗпе сӑмах татнӑ (Иов 31:1). Ҫакна та палӑртмалла: ун чухне Турӑ темиҫе арӑм илме те ирӗк панӑ. Ҫавӑнпа та Иов, кӑмӑл пулнӑ пулсан, тата тепӗр арӑм илме те пултарнӑ *. Анчах та Эдем пахчинче Турӑ пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑма ҫеҫ мӑшӑрлантарнине вӑл пӗлнӗ курӑнать. Тен, ҫавӑнпа вӑл пӗр арӑмпа ҫеҫ пурӑнма шут тытнӑ (Пулт. 2:18, 24). Унтанпа 1 600 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен Иисус Христос та хӑйӗн итлекенӗсене арлӑ-арӑмлӑ пурӑнассипе ҫыхӑннӑ ҫав принципсенех тытса тӑма чӗнсе каланӑ (Матф. 5:28; 19:4, 5).

20. Иеговӑна пӗлни тата унӑн нормисене ӑнланни пире туссене тата вӑйӑ-кулла тӗрӗс суйласа илме мӗнле пулӑшать?

20 Иов ӗненнӗ пекех ҫирӗп ӗненес тесен мӗн тумалла? Пирӗн Иеговӑна лайӑх пӗлмелле тата кирек мӗн тунӑ чухне те ҫав пӗлӳпе усӑ курмалла. Тӗслӗхрен, Библире «пусмӑрлама юратакана Унӑн [Иеговӑн] чунӗ кураймасть» тенӗ тата «суеҫӗ ҫынсемпе» хутшӑнмалла мар тесе асӑрхаттарнӑ. (Псалом 10:5; 25:4 вуласа пар.) Ҫак сӑмахсем Иегова ҫинчен мӗне вӗрентеҫҫӗ? Ҫав принципсене ӑнланни пурнӑҫра мӗне мала хурасси ҫине, вӑйӑ-кулӑпа тус-юлташсене суйласа илесси ҫине тата интернетпа усӑ курасси ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑмалла? Хуравӗсем эпир Иеговӑна мӗн таран лайӑх пӗлнине курма пулӑшӗҫ. Пирӗн ҫак усал тӗнчене хамӑр ҫине витӗм кӳртерес килмест. Ҫавӑнпа та хамӑрӑн чӗрене ырӑпа усала уйӑрса илме кӑна мар, ӑслӑлӑха ӑссӑрлӑхран уйӑрса илме те вӗрентмелле (Эф. 5:15; Евр. 5:14).

21. Ҫӳлти Аттемӗре савӑнтарас тесе «йӑлтах ӑнлан[ма]» пире мӗн пулӑшӗ?

21 Ной, Даниил тата Иов Иеговӑна май килнӗ таран лайӑхрах пӗлесшӗн пулнӑран Иегова вӗсене «йӑлтах ӑнлан[ма]» пулӑшнӑ, вара вӗсем ӑна хӑйсен ӗҫӗсемпе савӑнтарма пултарнӑ. Ҫав арҫынсем тӳрӗ пурӑнас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх пулса тӑнӑ, вӗсен пурнӑҫӗ чӑннипех ӑнӑҫлӑ пулнӑ (Пс. 1:1—3). Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ Иеговӑна Ной, Даниил тата Иов пекех лайӑх пӗлетӗп-и?» Тӗрӗссипе, паян эпир Иегова ҫинчен ҫав шанчӑклӑ арҫынсенчен те нумайрах пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл пире хӑй ҫинчен тата ытларах пӗлме панӑ (Ытар. 4:18). Ҫавӑнпа Туррӑн Сӑмахне тӗплӗн ӑнланма тӑрӑшӑр. Унта мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр. Кӗлтуса святой сывлӑш ыйтӑр. Вара эсир пирӗн Ҫӳлти Аттемӗрпе ҫывӑхланма тата ҫак усал тӗнчере пурӑннӑ май ӑслӑ йышӑнусем тума пултарӑр (Ытар. 2:4—7).

^ 5 абз. Нойӑн мӑнаслашшӗ Енох та Турӑпа пӗрле ҫӳренӗ. Анчах та Ной ҫураличчен 69 ҫул маларах «Турӑ ӑна... илнӗ» (Пулт. 5:23, 24).

^ 19 абз. Ной пирки те ҫавнах калама пулать. Темиҫе арӑмпа пурӑнасси Эдемра пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсенех анлӑ сарӑлнӑ пулин те унӑн пӗр арӑм ҫеҫ пулнӑ (Пулт. 4:19).