Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хӗн-асап Турӑран-и?

Хӗн-асап Турӑран-и?

ЛЮСИЙӐН СУЛАХАЙ УРИ УКСАХЛАТЬ. Ача чухне вӑл полиомиелит чирӗпе чирленӗ, ҫак ерекен чир тӗп нерв системин ӗҫне пӑсать. Люсия 16 ҫулта пулнӑ чухне ӗҫ паракан хӗрарӑм ӑна: «Аннӳне итлеменшӗн тата унпа тӳрккес тытнӑшӑн Турӑ сана наказани панӑ»,— тенӗ. Ҫулсем иртсен те ҫак сӑмахсем Люсийӑна канӑҫ паман.

ДАМАРИС ХӐЙӖН АШШӖНЕ ПУҪ МИМИНЧЕ РАК АТАЛАННИ ҪИНЧЕН ПӖЛТЕРСЕН, лешӗ: «Мӗн тунӑ вара эсӗ? Питӗ япӑх ӗҫ тунӑ пулмалла. Акӑ мӗншӗн сана Турӑ наказани парать!» — тесе кӑшкӑрса янӑ. Ашшӗн сӑмахӗсем Дамарис чӗрине питӗ ыраттарнӑ.

Мӗн ӗлӗкренпех ҫынсем Турӑ чирсем ярса наказани парать тесе ӗненеҫҫӗ. Авалхи йӑла-йӗркесем ҫинчен калакан кӗнекере ҫырнӑ тӑрӑх, Иисус Христоспа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем «чир вӑл — ҫын е унӑн хурӑнташӗсем ҫылӑха кӗнине пула панӑ наказани» тесе ӗненнӗ (Manners and Customs of Bible Lands). Медицина аталанӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ пӗр кӗнекере каланӑ тӑрӑх, вӑтам ӗмӗрсенче те «хӑшӗ-пӗрисем Турӑ ҫынсем ҫине вӗсем тунӑ ҫылӑхсемшӗн эпидемисем ярать тесе шутланӑ» (Medieval Medicine and the Plague). XIV ӗмӗрте Европӑра пулнӑ эпидеми — миллион-миллион ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ эпидеми — Турӑ панӑ наказани теме пулать-и? Е, ученӑйсем шутланӑ пекех, ҫакӑ вӑл бактерисене пула сарӑлнӑ чир? Хӑшӗ-пӗрин ыйту сиксе тухма пултарать: «Ҫылӑх тунӑшӑн наказани парас тесе Турӑ чӑнах та ҫынсем ҫине чирсем ярать-и?» *

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: чирсемпе асапсем Турӑ панӑ наказани пулнӑ пулсан, мӗншӗн-ха Иисус Христос, Туррӑн Ывӑлӗ, ҫынсене чирсенчен сыватнӑ? Вӗт ҫакӑ Туррӑн тӗрӗслӗхӗпе тӳрӗлӗхне хирӗҫленӗ пулӗччӗ (Матфей 4:23, 24). Иисус нихӑҫан та Туррӑн ирӗкне хирӗҫ кайман. Эпӗ «яланах Ӑна юрӑхлине тӑватӑп» тата «Аттем тума хушнӑ пек тӑватӑп» тенӗ вӑл (Иоанн 8:29; 14:31).

Иегова Турӑ пирки Библире «ҫук Унӑн тӗрӗс марри» тенӗ (Саккуна астутарни 32:4). Сӑмахран, самолетри пӗр-пӗр ҫынна наказани парас тесе Турӑ нихӑҫан та самолета ҫӗр ҫине ӳкерсе ҫав ҫынпа пӗрле пулнӑ ҫӗр-ҫӗр айӑпсӑр ҫынна вӗлермен пулӗччӗ. Туррӑн тӳрӗлӗхӗ ҫинчен пӗлнине пула унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ Авраам Иегова «тӳрӗ ҫынна... усал ҫынсемпе пӗрле» нихӑҫан та пӗтермӗ тесе ӗненнӗ. Ун пекки пулма пултараймасть тесе каланӑ вӑл (Пултарни 18:23, 25). Ҫавӑн пекех Библире: «Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук, Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук»,— тенӗ (Иов 34:10—12).

ХӖН-АСАП ПИРКИ БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ?

Эпир хӗн-асап тӳснӗ чухне Турӑ пире хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн наказани парать тесе шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакӑ Иисусӑн сӑмахӗсенчен уҫҫӑн курӑнать. Вӑл тата унӑн вӗренекенӗсем мӗн ҫуралнӑранпах суккӑр пулнӑ ҫынна тӗл пулсан, вӗренекенӗсем Иисусран: «Равви! вӑл мӗншӗн суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: вӑл хӑй-и е ашшӗ-амӑшӗ-и?» — тесе ыйтнӑ, вӑл вара: «Вӑл хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен»,— тесе хуравланӑ (Иоанн 9:1—3).

Суккӑр ҫуралнӑшӑн ҫак арҫын та, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те айӑплӑ пулманнине пӗлсен, Иисусӑн вӗренекенӗсем питӗ тӗлӗннӗ пулмалла, вӗт ҫав вӑхӑтра ҫынсем урӑхла шутланӑ. Суккӑр ҫынна сыватнипе Иисус ырӑ ӗҫ тунӑ кӑна мар, инкексем Турӑран пулманнине те кӑтартса панӑ (Иоанн 9:6, 7). Камӑн сывлӑхӗ питӗ начар, ҫавна чирсем Турӑран пулманнине пӗлни йӑпатма пултарать.

Турӑ чирсем ярса наказани парать пулсан, мӗншӗн-ха Иисус Христос ҫынсене чирсенчен сыватнӑ?

Библире ҫапла каланӑ

  •  «Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть» (ИАКОВ 1:13). Унтан та ытларах, этемлӗхе ҫӗр-ҫӗр ҫул асаплантаракан «усаллӑх» — ҫав шутрах чир-чӗр те, вилӗм те — кӗҫех пулмӗ.

  •  Иисус Христос «чирлисене пурне те сыватнӑ» (МАТФЕЙ 8:16). Туррӑн Ывӑлӗ ҫынсене сыватнипе Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче мӗнле пурнӑҫ туса парассине кӑтартнӑ.

  •  «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (ӲЛӖМХИНЕ 21:3—5).

КАМ АЙӐПЛӐ ВАРА?

Апла мӗншӗн ҫӗр ҫинче ҫав тери нумай хӗн-асап? Ҫак ыйту ҫынсене пӗр ӗмӗр кӑна мар хумхантарать. Турӑ айӑплӑ мар пулсан, кам айӑплӑ? Ҫак ыйтусен хуравӗсене эсир тепӗр статьяра тупма пултаратӑр.

^ 4 абз. Авалхи вӑхӑтра чирсемпе асапсем ярса Турӑ ҫынсене хӑш-пӗр ҫылӑхсемшӗн наказани панӑ, анчах та вӑл ҫакна хальхи вӑхӑтра туни ҫинчен Библире нимӗн те каламан.