Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Анатри Апша ялӗнче ирттернӗ область конгресӗ. 2012 ҫул

Тухӑҫлӑ тырпул!

Тухӑҫлӑ тырпул!

ИИСУС каланӑ тӑрӑх, юлашки кунсенче унӑн вӗренекенӗсем тухӑҫлӑ тырпул вырса илӗҫ (Матф. 9:37; 24:14). Айтӑр Иисусӑн сӑмахӗсем Закарпатье тӑрӑхӗнче (Украина) мӗнле тӗлӗнмелле майпа пурнӑҫланнине пӑхар. Унта пӗр-пӗринчен инҫех мар вырнаҫнӑ виҫӗ пысӑк ялта кӑна 50 пуху, хыпарҫӑсен шучӗ вара — 5 400 ытла *. Шутласан, унта пурӑнакан ҫынсенчен кашни тӑваттӑмӗшӗ — Иегова Свидетелӗ!

Ҫав территорире ырӑ хыпар сарасси пирки мӗн калама пулать? Василе ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Кунти ҫынсем Библие хаклаҫҫӗ, тӳрӗлӗхе юратаҫҫӗ, пӗр-пӗрне кӑмӑлтан пулӑшаҫҫӗ, вӗсен ҫемйисем те ҫирӗп». Вӑл тата ҫапла хушса калать: «Вӗсем эпир мӗне ӗненнипе килӗшмесен те пултараҫҫӗ, анчах та Библирен вуласа парсан тимлӗ итлеҫҫӗ».

Ҫав территорире Свидетельсем питӗ нумай пулнӑран вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫре хӑйне евӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пӗр пухӑвӑн территорийӗнче 50 пӳрт кӑна, хыпарҫӑсен шучӗ вара — 134! Пухури тӑвансем ырӑ хыпар сарас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?

Тӑвансем нумайӑшӗ хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарма хатӗр. 90 ҫулхи Йонаш ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Пирӗн пухӑвӑн территорийӗнче пӗр хыпарҫӑна икӗ ҫурт кӑна лекет. Эпӗ хамӑр ялта ырӑ хыпар саратӑп, анчах та сывлӑх япӑхланса кайиччен 160 ҫухрӑм аякка, нимле пухӑва та уйӑрса паман территорие ҫӳреттӗм. Унта эпӗ венгр чӗлхипе ырӑ хыпар сараттӑм». Урӑх вырӑнсенче ырӑ хыпар сарас тесе хыпарҫӑсем йывӑрлӑхсем тӳсме те хатӗр. Йонаш ӑнлантарса парать: «Поезд ҫине ӗлкӗрес тесе эпӗ ирхине тӑваттӑра тӑраттӑм. Ҫав поездпах киле таврӑнас тесе каҫхи улттӑччен ырӑ хыпар сараттӑм. Ҫапла эрнере пӗр икӗ-виҫӗ хут ҫӳреттӗм». Вӑл тӑрӑшни сая кайнӑ-и? Йонаш хӑй ҫавӑн ҫинчен акӑ мӗн калать: «Ҫапла майпа Турӑшӑн ӗҫлеме мана питӗ килӗшетчӗ. Эпӗ пухуран питӗ аякра пурӑнакан пӗр ҫемьене чӑнлӑха йышӑнма пулӑшма пултартӑм. Ҫавӑншӑн питӗ савӑнатӑп».

Паллах, ҫав вырӑнти пур хыпарҫӑ та ҫав таран аякка ҫӳреме пултараймасть. Анчах пурте, ҫав шутрах ваттисем те, хӑйсен пухӑвӗн территорийӗнче ырӑ хыпара тӑтӑшах сарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна пула 2017 ҫулта ҫав виҫӗ ялта иртнӗ Каҫхи апат уявне питӗ нумай хӑна килнӗ. Вӗсен шучӗ хыпарҫӑсен шучӗпе пӗрех пулнӑ теме пулать, апла пулсан уява кашни иккӗмӗш ҫынни килнӗ. Куртӑмӑр ӗнтӗ, ырӑ хыпара кирек ӑҫта сарса ҫӳресен те ӗҫӗ яланах нумай (1 Кор. 15:58).

^ 2 абз. Ҫав ялсен ячӗсем: Тарӑн Юхӑм (Глубокий Поток), Вӑтам Шыв (Среднее Водяное) тата Анатри Апша (Нижняя Апша).